Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков ертсе пынипе чӑвашсем чунҫӳреве тухса кайнӑ. Кӑҫал хастар ентешӗмӗрсем Дагестана ҫитӗҫ.
Ырӑ йӑлана темиҫе ҫул каяллах Олег Цыпленков пуҫарса янӑ. Инҫе ҫула тухнӑ йыш чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсенче чарӑнӗ.
«Чунҫӳрев» сӑмаха ахальтен шухӑшласа кӑларман. Вӑл чун ыйтнипе ҫул-ҫӳреве тухнине пӗлтерет. Ҫав ҫула тухнисем «чунташ» ята илеҫҫӗ.
Аякри ҫула тухнӑ йышра — чӑвашлӑхпа кӑсӑкланакансем. Вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн сӑваплӑ вырӑнӗсене ҫитсе кураҫҫӗ.
Аякра пурӑнакан хастар чӑвашсем хӑйсен йӑли-йӗркине манасшӑн мар. Иркутск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем те ҫавӑн пекех. Унта маттур чӑвашсем пӗр шухӑшлӑ пулса тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Нумаях пулмасть унта чӑваш юррин «Кӗмӗл сасӑ» конкурс-фестивалӗ иртӗ.
Конкусра 15-35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑннӑ май хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса панӑ.
Чӑваш юррин «Кӗмӗл сасӑ» конкурс-фестивальтен Сергей Держерученко ҫентернӗ. Коновалово салинче пурӑнакан яш Гран-прие тивӗҫнӗ.
Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн хастарӗсем вырӑнти ачасене чушкӑлла выляма вӗрентеҫҫӗ.
Общество организацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева ӗнентернӗ тӑрӑх, Иркутскра пурӑнакан шӑпӑрлана чӑвашсен вӑййи питӗ килӗшнӗ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналтан пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑнти хастарсем ку вӑййа ачасем хушшинче сарасшӑн. Ҫывӑх вӑхӑтра ку вӑййа тепӗр урамра выляттарма палӑртса хунӑ.
Чӑваш Енре кӑҫалхипе 24-мӗш хутчен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль иртнӗ. Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура кермене 6 регионти чӑваш ҫамрӑкӗсем пуҫтарӑннӑ.
Хӑйсен пултарулӑхӗпе, сӑмахран, Пушкӑрт Республикинчи, Чӗмпӗр, Тӗмен, Оренбург тӑрӑхӗнчисем савӑнтарнӑ. Фестивале пӗтӗмпе 12 солистпа 4 ансамбль хутшӑннӑ. Сцена ҫинче халӑх юррисем, паллӑ авторсен хайлавӗсем шӑраннӑ.
Уйрӑм юрлакансен йышӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ята Элӗк тӑрӑхӗнчи Зоя Семенова, ансамбльсем хушшинче Тӑвай тӑрӑхӗнчи «Асамлӑх» ушкӑн ҫӗнсе илнӗ. Лауреатсен йышӗнче — Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Полина Серебряковапа Канаш тӑрӑхӗнчи Юлия Васильева.
Мускавра чӑвашсем Акатуя пухӑниччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Кун пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртӗ.
Чӑваш Акатуйӗ "Сокольники" паркра 12 сехетре уҫӑлӗ. Уявра Мускав ҫыннисемпе хӑнисене Чӑваш Ен йӑли-йӗркипе паллаштарӗҫ: ташлӗҫ, юрлӗҫ, тӗрлӗҫ, чӑваш апат-ҫимӗҫне тутантарӗҫ.
Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина та чӑвашсене Акатуя чӗнет.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗ 400 ҫулхине уявланӑ.
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Пучинке аталансах пырать. Вӑл тӑрӑхра ял хуҫалӑхӗ те ура ҫинче ҫирӗп тӑрать. Вырӑнти «Красный партизан» хуҫалӑхра 100-е яхӑн ҫын тӑрӑшать. Унта 1000 пуҫ ӗне тытаҫҫӗ, сӗт-ҫу, аш-какай тата тырпул туса илеҫҫӗ.
Ял уявне вара унтисем 2017-мӗш ҫултан пуҫласа палӑртма тытӑннӑ. Хальхинче ял-йыш вӑйӑ картине тӑнӑ, вырӑнти «Юхӑм» фольклор ушкӑнӗ, хӗрарӑмсен «Туслӑх» ансамблӗ, Пучинке шкулӗнче вӗренекенсем, Энтриелтен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем куракансене юрӑ-ташӑ парнеленӗ.
Тутарстанри чӑвашсем авалхи йӑлапа ҫулсеренех Учук ирттереҫҫӗ. «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Учука таврари ялсенчен кӑна мар, ытти районсенчен те, Самар тӑрӑхӗпе Шупашкартан та хӑнасем пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ халӑх ҫынни чӑвашсемпе пӗрле авалхи хӑватсенчен ырлӑх-сывлӑх ыйтать, Турра парнелӗх вӑкӑр пусса чӳклет».
«Учук — халӑхӑн авалхи йӑлисене тытса пыни кӑна мар, пӗр-пӗрне курса калаҫмалли сӑлтав та. Таҫтан та килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем — «Илем», «Шуҫӑм», «Савӑнӑҫ», «Палан», «Ҫеҫпӗл», «Пилеш» ансамбльсем — вӑйӑ-кулӑпа, юрӑ-ташӑпа кӑмӑла ҫӗклерӗҫ», — хыпарланӑ Марина Карягинӑпа Олег Цыпленков хатӗрленӗ телесюжетра.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче «Магия чувашской вышивки бисером» (чӑв. Чӑваш тӗррине шӑрҫапа тӗрлессин асамлӑхӗ) ятпа ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ.
Унта пуҫтарӑннӑ кинемейсене Светлана Кириллова ӗҫ инструкторӗ чӑваш тӗррине вӗтӗ шӑрҫапа та тӗрлеме май пуррине кӑтартса панӑ.
Тӗрӗссипе, ватӑсем ку ӑсталӑха унччентерех алла илнӗ. Вӗтӗ шӑрҫаран вӗсем тӗрлӗ япала ӑсталама пӗлеҫҫӗ. Халӗ вара унпа чӑваш тӗррине тӗрленӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Алевтина Семёнова хӑйӗн илемлӗ япалисене хавхалантарса кӑтартнӑ. Ольга Усманова вара вӗтӗ шӑрҫаран тӗрлӗ илем хатӗрленӗ чух кӑмӑл та хавхаланнине палӑртса хӑварнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Чакаҫ ялӗнчи «Ҫӑлкуҫ» пултарулӑх ушкӑнӗ туй йӑли-йӗркине кӑтартса панӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхри Светлана Васильева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче «ҫӗр пин юрӑллӑ, ҫӗр пин тӗрӗллӗ-эрешлӗ, юратнӑ Чӑваш Ене, Чӑваш Республикинче пурӑнипе мухтаннине» палӑртса хӑварнӑ. «Аваллӑхӑмӑрпа хавхаланса, наци-культура йӑли-йӗркине типтерлӗн сыхласа упраса тата малалла аталантарса, пурнӑҫӑн пысӑк пахалӑхӗпе палӑрса паянхи кун Чакаҫ ял культура ҫумӗнчи «Ҫӑлкуҫ» пултарулӑх ушкӑнӗ ӗлӗкрен пынӑ туй йӑла-йӗркине кӑтартса, юрӑ-ташӑпа ҫамрӑк мӑшӑрсене саламларӑмӑр», — пӗлтернӗ вӑл.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Шупашкар тавраш» курав уҫӑлнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ художниксен ӗҫӗсемпе паллаштарать.
Курав авторӗсен йышӗнче: Раҫҫейри дизайнерсен союзӗн пайташӗсем Александр Астраханцев, Геннадий Иванов-Орков, Александр Рахванов, Ирина Солянова (Астраханцева); Раҫҫейри художниксен союзӗн пайташӗсем Валерий Павлов, Ирина Рязнцева, Ирина Чипенко; Анатолий Доронин, Венегдит Лукшин.
Курава йӗркелекенӗсем — Александр Астраханцев тата Геннадий Иванов-Орков искусствовед. Сӑмах май каласан, кӑҫал вӗсем иккӗшӗ те 70 ҫул тултарӗҫ.
Курава уҫма вулавӑшри «Эткер» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи – Земфира Яковлева) хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |