Чӑваш наци музейӗ тата Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ тӗрӗҫӗсем валли Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ирттерет. «Пурӑн, чӑваш эрешӗ» ятлӑ вӑл.
Кӑҫал конкурс теми - «Манӑн тупра». Ӑстасене тупрана чӑвашла тӗрлеме ыйтаҫҫӗ. Кӑҫал конкурсҫӑсем валли условисем пур: тӗрленӗ ӗҫӗн ҫӗнӗ пулмалла, унччен унпа мӗнле те пулин конкурса хутшӑнни ан пултӑр. Жюри хӑйсем тӗртнӗ пире тата ҫипе пысӑк хак парӗҫ.
Етӗрне округӗнче ХIХ ӗмӗрти чӑваш хресченӗн хуҫалӑхӗн музейӗнче «Манӑҫми аваллӑх» фольклор уявӗ иртнӗ.
Ӑна питӗ пуян та интереслӗ йӗркеленӗ: тематика конкурсӗсем, чӑваш ҫамрӑкӗсен вӑййисем пулнӑ. Вӑрнар, Канаш, Шупашкар, Елчӗк округӗсенчи пултаралӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. «Выйкӑт» ҫемье фольклор ансамблӗ кӗсле калас, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлес енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Тури Ачакри музейра тӗрлӗ регионти хӑнасем пулнӑ.
Сӑмахран, Мускав облаҫӗнчи Балашиха хулинче пурӑнакан Мочеговсен ҫемйи. Тутарстанри Пӑвари Трушинсене те чӑваш ялӗнчи музей килӗшнӗ.
Хамӑр тӑрӑхрисем те Тури Ачакри музейпа кӑсӑкланса паллашаҫҫӗ.
110 пин ытла чӑваш пурӑнакан Пушкӑрт ҫӗрӗнче мӗнпур ентеше пӗрлештерекен «Уяв» тӑваттӑмӗш хут иртни ҫинчен «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин эфирта хыпарланӑ.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, «Авӑркас ҫӗрӗ чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан районсенчен пӗри шутланать. Унта кашни виҫҫӗмӗш ҫын чӑвашла калаҫать».
Пушкӑртстанра тӑван чӗлхепех хаҫатсем тухаҫҫӗ, шкулта ачасем чӑвашла вӗренеҫҫӗ. Авӑркас районӗнче Чӑваш культурин центрне тума пуҫланӑ. Икӗ ҫулта пӗрре Уяв ирттереҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Елена Аксупи ҫыравҫӑн ҫӗнӗ кӗнеки тухнӑ.
«Пилеш куҫҫулӗ» ятлӑскере пурӗ вун тӑватӑ калав кӗнӗ. «Автор кашни сӑнар валли йывӑр тӗрӗслев хатӗрленӗ, ҫавӑнпа та кӑларӑмри сюжетсем асра юлаҫҫӗ, шухӑша яраҫҫӗ», — пӗлтернӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.
Елена Аксупи (Елена Геннадиевна Алексеева) 1973 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Тутарстан Республикинчи Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсем валли тухса тӑракан «Канаш» хаҫатра пай пуҫлӑхӗнче вӑй хурать.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Светлана Асаматӑн «Акатуй сӑввисем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна вӑтам классенче вӗренекенсем валли кӑларнӑ. Ӳнерҫисем – Мария Ермолаевӑпа Екатерина Васильева.
Светлана Асамат 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика училищинчен, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӗрлӗ шкулта ачасене музыка вӗрентнӗ. Чӑваш радиопа телевиденийӗнче, Чӑваш наци музейӗнче вӑй хунӑ. Халӗ Чӑваш наци радиовӗнче ӗҫлет. Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен тата Журналистсен союзӗсен, Чӑваш композиторӗсен ассоциацийӗн пайташӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Солнечная Чувашия. Хӗвеллӗ Чӑваш Ен» открыткӑсен пуххи пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗр пин юрӑллӑ, ҫӗр пин тӗрӗллӗ, ҫӗр пин сӑмахлӑ тӑван тӑрӑхӑмӑрпа паллаштаракан ҫак открыткӑсем пирӗн тӑрӑхӑмӑрпа паллашма килекенсемшӗн те, ют регионсене курма кайсан унтисене парнелесе хӑварас тесен те вырӑнлӑ пулӗҫ.
Комплект 24 открыткӑран тӑрать. Ӑна Светлана Дубровина художник-дизайнерӑн тата халӑх промыслисен ӑстин ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ. Дизайн тата сӑнӳкерчӗксен авторӗ Наталия Орлова.
Открыткӑсен пуххине пурӗ 1500 экземпляр тиражпа пичетлесе кӑларнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Единый день фольклора» (чӑв. Фольклорӑн пӗрлехи кунӗ) пӗтӗм Раҫҫейри акци пуҫланӗ. Чӑваш Енре ҫавна май «Манӑҫми аваллӑх» ҫамрӑксен республикӑри фольклор уявне ирттерме палӑртса хунӑ.
Фольклор уявне утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи ХIХ ӗмӗрти чӑваш хресчен хуҫалӑхӗн музейӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
Хальхи саманара цифрӑсен чӗлхипе калаҫма юратаҫҫӗ те, маларах асӑннӑ акци вӑхӑтӗнче республикӑри культурӑпа кану учрежденийӗсенче 100 ытла тематика мероприятийӗ иртмелле, вӗсене 3 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла тесе ӗнентерет Культура министерстви.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Тутарстанра литература фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «Чӑваш ачи, сассуна пар!» ят панӑ. Ӑна Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче йӗркеленӗ чӑвашсен «Уявӗ» вӑхӑтӗнче ирттернӗ.
Фествиале чӑвашсем сумлӑ делегацийӗ хутшӑннӑ. Ҫав шутра паллӑ ҫыравҫӑсем, поэтсем. Марина Карягина тележурналист тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, унта Светлана Асамат, Раиса Сарпи тата ыттисем пулнӑ. Сӑмах май каласан, Уявра Лидия Филиппова журналист, публицист, поэт та пулнӑ.
Иртнӗ эрнере И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Раҫҫейри халӑхсен тӑван чӗлхипе литературин III Ҫурҫӗр-Хӗвелтухӑҫ олимпиадин ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ шкул ачисен хушшинче иртнӗ.
Унта Анастасия Владимировӑпа Анастасия Емельянова ятлӑ пикесем та тивӗҫлипе хутшӑннӑ. Вӗсене 3-мӗш степеньлӗ дипломсемпе наградӑланӑ.
Аслӑ шкулӑн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн деканӗ Алёна Иванова олимпиада пысӑк пӗлтерӗшлине палӑртса хӑварнӑ май ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Алена Михайловна «Эткерлӗх» этнокультура мультимеди центрӗпе паллаштарма экскурси ирттернӗ. Унта интерактивлӑ элементсемлӑ «Асам» экспозици залӗ те пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ялавин Сергей Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, литература хаклавҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илле Тӑхти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Калинин, Совет тата Октябрьски районсене туса хунӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |