Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Красноярск крайӗнчи Чӑваш наци культура автономийӗ чӑваш уявне – Улаха – пухӑннӑ. Малтанах ҫак уява «Юманлӑх» чӑваш фольклор ансамблӗ йӗркелеме шухӑшланӑ. Халӑх тетелӗнче мероприяти пирки пӗлтерсен ытти районтан та ҫитнӗ.
Улах лармаран пуҫланнӑ. Халӑх ахаль те хыттӑн алӑ ҫупнӑ, «Юманлӑх» чӑваш юррисене шӑрантарма тытӑнсан вара ура ҫине тӑрса пӗрле юрланӑ.
Уяв концерта ҫаврӑннӑ. «Ҫеҫпӗл» вокал ансамблӗ сцена ҫине тухсан халӑх ташша яра панӑ.
Виҫӗ сехет пӗр минут пек иртсе кайнӑ, анчах ҫынсем килӗсене саланма васкаман. Ансамбльсен пӗрлешетрнӗ хорӗ тата пухӑннӑ халӑх «Эй, тӑвансем, тӑвансем» юрра шӑрантарнӑ. Унтан Красноярск крайӗнчи ЧНКн президенчӗ Геннадий Храмов 2015 ҫулти плансемпе паллаштарнӑ. Вӑл акан 25-мӗшӗнче пурне те Чӑваш чӗлхин кунне уявлама чӗннӗ. Чӑваш эстрада артисчӗсем те ҫав кун килмелле.
Акатуя вӗсем ҫӗртме уйӑхӗнче паллӑ тума палӑртнӑ. Мероприяти вӗҫленсен «Юманлӑх» пурне те чей ӗҫме чӗннӗ. Артистсем икерчӗ пӗҫернӗ, чӑваш наци ҫимӗҫне хатӗрленӗ. Сӗтел ҫинче сӑра та пулнӑ. Чӑваш юррисем сӗтел хушшинче те шӑпланман.
Нарӑсан 7-мӗшӗнче Санкт-Петербургри Наци ҫуртӗнче чӑвашсем тӗл пулнӑ.
Малтанах, пӗрремӗш пайӗнче, чӑвашсен ентешлӗхе пуху ирттернӗ. Вӗсем организаци Уставне, общество организацийӗн канашне тата унӑн Председательне суйланӑ. Ҫак ята каллех Владимир Живов тивӗҫнӗ. Вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче чӑвашсен ентешлӗхӗ культура ӗҫне малалла тӑсма, Чӑвашран тухнӑ ҫынсене пулӑшма шантарнӑ.
Организаци чӑваш чӗлхине, культурине, историне, халӑх йӑлине упраса хӑварас енӗпе хастар ӗҫлет. Ентешлӗх тата лайӑхрах ӗҫлетӗр тесе Уставпа килӗшӳллӗн Ӗҫ тӑвакан комитет туса хума йышӑннӑ. Унӑн Председателӗ Дарья Рогозная пулса тӑнӑ. Вӑл унччен Санкт-Петербургри ҫамрӑк чӑвашсен пӗрлешӗвне ертсе пынӑ. Ватӑсен канашӗн Председателӗ унчченхи пекех Виталий Золотов юлнӑ.
Уявӑн иккӗмӗш пайӗнче ЧР тава тивӗҫлӗ артисткин Елена Соловьевӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Вӑл халӑх тата классика юррисене шӑрантарни Питӗр чӑвашӗсене малалла ӗҫлеме хавхалантарнӑ. Уяв каҫӗ вӗҫӗнче Санкт-Петербургри «Парне» ансамбль юрӑ-ташӑпа чӑвашсене савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (5)
Халӑх ыйтнипе Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак кунсенче чӑвашла открыткӑсем кӑларчӗ. Чӑн та лавккасенчи сентресем йӑлтах вырӑслисемпе кӑна тулса ларнӑ — хӑйсен тӗсӗсемпе 100 яхӑн тӗрлӗ открытка илӗртет. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашлисем пачах та ҫук. Ку ҫитменлӗхе пӗтерес тесе ҫулталӑк тӑршшӗпех уявсем ячӗпе открыткӑсем кӑларма палӑртатпӑр.
Чи малтанах эпир Тӑван чӗлхе кунне халалланине кӑларас терӗмӗр. Ӑна нарӑсӑн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Уйрӑмах хальхи вӑхӑтра ҫак уяв питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатпӑр — чылай ҫемьере хӑйсен ачисене тӑван чӗлхене вӗрентмеҫҫӗ.
Иккӗмӗш черете Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне халалланине тӑратрӑмӑр — вӑл та ҫак кунсенче пичетрен тухрӗ. Ӑна эпир чӑвашла тата вырӑсла хатӗрлерӗмӗр. Открыткӑсене, иккӗшне те, «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ пысӑк мар — 20 тенкӗ кӑна. Нумай тиражпа кӑлармарӑмӑр — кашнине 100 штук кӑна.
Ҫитес вӑхӑтра «Саламлатӑп» ятпа укҫа конвертне тата Хӗрарӑмсен кунне халалланӑ открытка кӑларма планлатпӑр. Вӗсем ҫак эрнерех пичетленсе тухасса шанатпӑр.
«Пӗр чӗлхе — пӗр ӑс, икӗ чӗлхе — икӗ ӑс», — тенӗ Иван Яковлев. Ҫакна тӗпе хурса пурӑнмалла халӑхӑн: ачисене мӗн пӗчӗкренех тӑван чӗлхепе калаҫма вӗрентмелле. Ку — «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна» пурнӑҫламалли тӗп мел те.
Ача тӑван чӗлхене вӗренсе тӑван тӑрӑха юратма, наци йӑли-йӗркине, чӑваш халӑхне хисеплеме тытӑнать. Ҫакна Каҫал тӑрӑхӗнче питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ.
Районти хӑш-пӗр ача пахчинче ачасене чӑваш чӗлхине юратма вӗрентеҫҫӗ, унпа лайахрах калаҫма хӑнӑхтараҫҫӗ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнчи «Хӗвел» ушкӑнра воспитательре ӗҫлекен Алина Леонтьевна Родионова шӑпӑрлансемпе чӑваш чӗлхи каҫне ирттернӗ. Унта вӗсем чӑваш халӑхӗн юррисемпе, ташшисемпе, вӑййисемпе, сӑввисемпе усӑ курнӑ.
Шкула ҫӳремен ачасем «Автан», «Пӗчӗк ҫеҫ путене» юрӑсене шӑрантарнӑ, «Ҫӑпата», «Тухья» вӑйӑсене вылянӑ, «Ташӑ кӗвви» ташланӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ. Ачасене Августа Уляндина юрлакан «Атьӑр, хӗрсем, вӑрмана» юрӑпа ташлани килӗшнӗ. Ачасем «Асанне юмахӗсем» видеоклип пӑхса чӑваш юмахӗсен тӗнчине лекнӗ.
Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Мурманск хулинче облаҫри халӑх культурисен туслӑх фестивалӗ иртнӗ. Кун пирки Римма Прокопьева журналист «Хыпар» хаҫатра ҫырса пӗлтернӗ.
Мурманскри юрӑ-ташӑ уявне пирӗн йӑхташӑмӑрсем те хаваспах хутшӑннӑ иккен. Юрланӑ та, ташланӑ та... «Ушаков адмирал» атом пӑрҫӗмӗрен ҫинче ӗҫлекен Петр Клементьев вара пурне те хуткупӑс ҫав тери ӑста каласа тӗлӗнтернӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Ольга Васильевна чӑваш юрри шӑрантарнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те — Патӑрьел районӗнчен. Фестивале хутшӑнакансем хушшинче Вӑрмар, Комсомольски тӑрӑхӗсенчен тухнӑ чӑвашсем те пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тумликасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Раиса Садакова Роза Степанова юрӑҫ репертуарӗнчи «Юрату сӳнмерӗ» юрра шӑрантарса фестиваль дипломне ҫӗнсе илнӗ. Чӑвашла тумланнӑ икӗ мӑнукӗ ӑна ташласа пулӑшнӑ.
Мурманск облаҫӗнче иртнӗ фестивальте чӑваш культурине сӑнлакан курав чи пуянни пулнӑ-мӗн. Чи паха экспонатсем хушшинче Раиса Садакова кукамӑшӗн амӑшӗ 1905 ҫулта качча тухсан сырнӑ сурпанпа масмака асӑннӑ.
Мурманск облаҫӗнчи «Чӑваш енӗ» чӑвашсен культура обществин канашӗ 2014 ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Ӑна вӑл Сурхури уявне йӗркеленипе ҫыхӑнтарнӑ.
Тӗлпулӑва облаҫри тӗрлӗ районта пурӑнакан чӑвашсем кӑна мар, унти тӗрлӗ ҫар чаҫӗнче хӗсметре тӑракан чӑваш каччисем те хутшӑннӑ иккен. Ҫар чаҫӗсене илсен, 200-мӗш бригадӑна, Сывлӑшран хӳтӗленӳ дивизине, Ҫурҫӗр флочӗн «Совет Союзӗн Адмиралӗ Кузнецов», «Петр Великий» карапӗсене, «Ядрин» гварди тральщикне асӑннӑ.
Пухӑва Чӑваш суту-илӳ базин ҫуртӗнче йӗркеленӗ. Унта чӑваш сӗмӗ кӗмелле лару-тӑру хатӗрленӗ, наци апат-ҫимӗҫне те пӗҫерсе пынӑ.
Чӑвашсен культура обществин иртнӗ ҫулхи ӗҫне тивӗҫтерет тесе хакланӑ. Обществӑн хастарӗсене Хисеп грамотисемпе, чӑвашла кӗнекесемпе, «Акконд» фабрикӑн тата Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн ҫимӗҫӗпе хавхалантарнӑ.
Пуху «Сурхури» уяв ирттернипе, Мончегорскри «Тӑванлӑх» чӑваш вокал ансамблӗн тата тинтерех кӑна йӗркеленнӗ чӑваш юррин «Акатуй» вокал ансамблӗн концерчӗпе вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (7)
Чӗмпӗр облаҫӗнче «Наци ялӗ» проекта пурнӑҫлама тытӑннӑ. Унта регионта пурӑнакан халӑхсен культурине кӑтартакан картишсем пулӗҫ. Пӗтӗмпе — 9 лапам. Чӑваш культурине автономийӗ хӑйӗн лапамне пӗрремӗш хӑтлӑлатма тытӑннӑ.
Ҫулла картиш пӗрремӗш хӑнасене йышӑнмалла. Кунта музей комплексӗ, конференци залӗ, наци апачӗ пӗҫӗрекен кафе, хӑна ҫурчӗ пулӗҫ. Вӑхӑт ирнӗҫемӗн ҫак вырӑн наци йӑли-йӗркисен центрӗн статусне тивӗҫмелле.
Чӑваш картишне Федоровсен ҫемйи, ашшӗ тата ывӑлӗсем, тума тытӑннӑ. Йывӑҫ ҫуртра музей экспозицийӗ пулӗ. Кунсӑр пуҫне мунча, ҫӑл пур. Анчах тумалли татах пур-ха.
Ку кӗтесре тӑван культурӑпа паллашма, унӑн илемӗпе киленме май пулмалла. Проект ҫак тӗллевпе пурнӑҫланать те.
— Эпир ӗҫлетпӗр, вун-вун ҫултан эпир пулмастпӑр, анчах чӑваш халӑхӗ валли ҫакнашкал кӗтес пулать. Унта ҫынсем музее кайма, наци ҫимӗҫне тутанма, канма пултараҫҫӗ, — тенӗ Артем Федоров.
Тулай чӑвашӗсем вӑхӑта ахаль ирттерменни, унти йӑхташӑмӑрсене пӗтӗҫтерме тӑрӑшни пирки «Чӑваш халӑх сайчӗ» унччен те хыпарланӑччӗ.
Тольяттинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ «Кӗмӗл сасӑ» юрӑ конкурсӗ ирттерме шут тытнӑ. Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен автономин ертӳҫине А.П. Бикмурзин ячӗпе заявка памалла. Унпа 89272688113 номерпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Автономин секретарӗ Н.В. Панфиленко та заявка йышӑнать. Унӑн телефон номерӗ — 89372309634.
Тольяттинче конкурсра ҫӗнтернисем каярах Самар хулинче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнайӗҫ.
«Ирӗклӗх» тӳре-шарана чӑвашла Конституцие йышӑнма сӗнни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Анчах общество организацийӗн сӗнӗвне шута илесшӗн мар иккен. Кун пирки «Ирӗклӗх» сайчӗ пӗлтерет.
Общество хастарӗсем ку ыйтупа тӗрлӗ ведомствӑна ҫитнӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн хуравӗнче федераци тата регион саккунӗсенче саккунсене икӗ чӗлхепе йышӑнмаллине кӑтартакан ҫирӗп норма ҫуккине пӗлтерет.
Парламентра Конституцин чӑвашла куҫарӑвӗ вырӑслипе пӗр тан пулнине калаҫҫӗ. Прокуратура ҫапла пӗлтернӗ: ЧР Конституцине Раҫҫейӗн патшалӑх чӗлхипе ҫеҫ йышӑнни саккуна пӑснине пӗлтермест-мӗн.
«Ирӗклӗх» патшалӑх инстанцийӗсемпе чӑвашла ҫырӑннӑ. Патшалӑх Канашӗ ҫырӑва чӑвашла хуравланӑ. Прокуратура икӗ чӗлхепе те ҫырнӑ. ЧР Юстици министерстви вырӑсла хуравланӑ. Унта чӑвашла лайӑх пӗлекен профессионал куҫаруҫӑ ҫук-мӗн.
Аса илтерер: общество хастарӗсем ҫакна пӗлтӗр кӗркунне пуҫланӑ. Вӗсем ЧР Конституцийӗ вырӑсла ҫеҫ пулнине, чӑвашла куҫарӑвӗн юридици вӑйӗ пулманнине палӑртнӑ.
Ӗпхӳре юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Чӑвашсен вырсарни шкулӗ уҫӑлнӑ. Ӑна ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара паракан программӑпа ҫӗнетнӗ иккен. Тӗплӗ юсав валли кӗмӗле Марат Хафизов ятлӑ усламҫӑ уйӑрнӑ.
Ҫурта ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара панӑ май усламҫӑ умӗнче влаҫсем кӑштах услови лартнӑ тесен те йӑнӑш мар. Хайхин малтанхи виҫӗ ҫул хушшинче ҫурта тӗплӗн юсамалла пулнӑ тата тара илнишӗн хыснана тӳлемелле. Ӗҫе тӗплӗ пурнӑҫласан арендншӑн пӗр тӑваткал метршӑн 1 тенкӗ тӳлеттернипех ҫырлахӗҫ. Ҫапла хака 25 ҫуллӑха палӑртнӑ.
Вырсарни шкулне 187 тӑваткал метр лекнӗ. Унта халӗ 140 чӑваш ачи вӗренет. Вӗсем чӑваш чӗлхине шӗкӗлчеҫҫӗ, литературӑпа паллашаҫҫӗ. Ачасене информатикӑпа ют чӗлхене те вӗрентеҫҫӗ. Декораципе прикладной ӳнерӗн кружокӗ те ӗҫлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |