Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енри министрсем чӑвашла челлендж ирттерме йышӑннӑ. Тӗнче тетелӗнчи ырӑ акцие республикӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче пуҫарса янӑ.
Вӑл унччен пӗр кун республика Элтеперӗ Олег Николаев наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварассипе канашлу ирттернине пӗлтернӗ май чӑваш чӗлхи хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн, ҫемйин чӗлхи пулнине палӑртнӑ.
«Шел те, эпӗ хамӑн ачасемпе чӑвашла калаҫмастӑп. Юсанма вӑхӑт. Ҫитменнине тата чӑвашсем ҫинчен каласа кӑтартмалли нумай. Чӑвашсем чи юрӑллӑ-кӗвӗллӗ халӑх пулнине эсир пӗлнӗ-и? Юрламан е пӗр-пӗр музыка инструменчӗпе калама пӗлмен ҫынна хисеплемен», – тесе ҫырнӑ министр «Контактра».
Дмитрий Краснов «#говорюначувашском», «#поюначувашском» челлендж пуҫарса ярассине пӗлтернӗ; видео, аудио ҫырса илсе маларах асӑннӑ хештегсемпе тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарма сӗннӗ. Хӑй вӑл чӑвашла ваттисем сӑмахӗсене ҫырса илнӗ.
Эстафетӑна Дмитрий Краснов ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова панӑ.
Галина Евтушенко кинорежиссёр, продюсер тата сценарист, Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, искусствоведени кандидачӗ хӑйӗн «ЛИТЕРАТУРА И КИНО» автор программине Марина Карягина чӑваш поэтне хӑнана чӗннӗ.
Унта пултаруллӑ ӑста палиндромсен «Урӑх ӑру. Другое поколение. A Different Generation» кӗнекипе паллаштарӗ.
Пултарулӑх каҫне ҫавӑн пекех Александр Куприн режиссёр хутшӑнӗ. Вӑл чӑваш поэчӗ ҫинчен хатӗрленӗ 44-минутлӑ «Амфистроф. Встречное течение» документлӑ фильм кӑтартӗ. Асӑннӑ ӗҫе РФ Культура министерствин саккасӗпе ӳкернӗ.
Пултарулӑх каҫӗ Мускаври Кино ҫуртӗнче кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 19 сехетре пуҫланӗ.
Унта Мускавра пурӑнакан чӑвашсем те ҫитсе курма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнта кайсан паллӑ чӑваш поэчӗн виҫӗ чӗлхепе пичетленсе тухнӑ кӗнекине те туянма май килӗ.
Пушкӑртстанри пӗрисем «Асанне арчи» музей йӗркеленӗ.
Пишпӳлек районӗнчи Ситек ялӗнче пурӑнакан Иванпа Людмила Григорьевсем килтен киле ҫӳресе экспонатсем пухнӑ.
Музейра экспозицисене темиҫе пайран вырнаҫтарса тухнӑ. Григорьевсен кил картинче шыв арманӗ, тимӗрҫӗ станокӗ, лаша урапи, суха пуҫ, кивӗ вӗллесем килӗшӳллӗн курӑнаҫҫӗ.
Халӗ музей наци культура центре ҫаврӑннӑ. Унта «Ҫеҫпӗл» фольклор ушкӑнӗ те йӗркеленӗ иккен. Вӑл чӑваш чӗлхине, йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тӑвать тесе ӗнентерет «Хыпар» издательство ҫурчӗ.
«Район центрӗсенчи пӗлӳ ҫурчӗсенче кӑна мар, ялсенче те халӗ вырӑс чӗлхи кӑна илтӗнсе тӑрать. Пӗчӗк ялсенчи шкулсене хупнипе ачасене автобуспа район центрӗсенчи вӗрентӳ заведенийӗсене илсе ҫӳреҫҫӗ. Унта вара халӑх ытларах вырӑсла калаҫать. », — ҫакӑн пек йӗркесем пур Роза Власова журналистӑн пӗр статйинче.
Чӑн та, питӗ тӗрӗс ыйту хускатнӑ автор «Хыпар» хаҫатра. Анчах эпӗ ялсенче вырӑсла калаҫнине унти ачасем район центрӗсенче вӗреннипе сӑлтавламан пулӑттӑм. Хамӑн тӑван тӑрӑхӑмрах, ав, чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачисенех хӑшӗсем кипкеренех вырӑсла калаҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ.
Эпӗ вара, хамӑн айван пуҫӑмпа, ашшӗ-амӑшӗ: «Хам та ытти чӗлхене хӑй вӑхӑтӗнче вӗренеймерӗм. Ачамсем те хам пекех тӑнсӑр пуль, ик чӗлхене: чӑвашла тата вырӑсла, ниепле те ӑша хываймӗҫ», — тесе пӑшӑрханнӑран тӑван чӗлхепе пуплеттерме шикленеҫҫӗ пулӗ тесе те хушӑран шухӑшлатӑп. Шкулта ачасен акӑлчан чӗлхи те вӗренмелле-ҫке. Хӑйсен тӗпренчӗкӗсен ӑс-тӑнне шанманнипе ашшӗ-амӑшӗ тӑван чӗлхерен пистерет пек туйӑнать.
Тӗрӗссипе вара, пӗлӗшӗмсем тӑрӑх сӑнатӑп та, тӑван чӗлхене ыррӑн пӗлекен ҫын ют чӗлхене те ҫӑмӑллӑнах ӑша хываять.
Кӑҫал пирӗн республикӑра тӑван халӑхӑмӑра тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вак халӑхсене ҫутта кӑларассипе нумай ӗҫленӗ Иван Яковлев ҫуранӑранпа 175 ҫул ҫитессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ куна тивӗҫлипе палӑртас ыйтӑва Правительство ҫуртӗнчи канашлурах сӳтсе явнӑччӗ.
Халӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Ҫавна май йӗркелӳ комитечӗ туса хурӗҫ, мероприятисен планне палӑртӗҫ.
Иван Яковлевӑн эткерлӗхӗ капашсӑр пысӑккине кура мероприятисене культура тата вӗрентӳ учрежденийӗсенче тата ытти организацире анлӑн палӑртӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта Ача-пӑча мультфильмӗсен фестивалӗ иртӗ, ӑна чӑваш культурине халаллӗҫ.
Фестивале хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗччен йышӑнӗ.
Мероприятие мультипликаципе кӑсӑкланакансем, анимаци контенчӗ хатӗрлекен ачасемпе аслисем, педагог-мультипликаторсем тата ача-пӑча мульстудийӗсене ҫӳрекенсем хутшӑнайӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан Евгения Егорова мамӑкран ёлка валли теттесем ӑсталать.
Телеграмри «Земляки|Ентешсем» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм хӑй тӗллӗн ӗҫлет. «Манӑн бизнес» организацире ӑна тавар туянакансене илӗртме вӗрентнӗ. Ун пирки халӗ чылайӑшӗ пӗлет тесе хыпарланӑ эпир маларах асӑнса хӑварнӑ каналта.
Евгения Егорова тренер пулса ӗҫлет. Вӑл — пауэрлифтинг енӗпе спорт мастерӗ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн алли те ылтӑн. Ҫӗрмамӑкран тӗрлӗ пукане ӑсталаканскер вӗсене чӑвашла та капӑрлатать.
Чӑваш Енре шӑпӑрлансем валли чӑвашла пособи хатӗрлесшӗн. Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсенче ӗҫлекен педагогсем валли семинар иртнӗ. Унта шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсем валли чӑвашла пособи хатӗрлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Ача пахчисенче маларах эпир асӑннӑ институт 2019 ҫултанпа «Родной язык – язык матери» (чӑв. Тӑван чӗлхе — амӑшӗн чӗлхи) регионти проекта аталантарать. Ҫавна май чӑвашла меслет пособийӗсем хатӗрленӗ. Семинарта шӑпӑрлансене чӑвашла вӗрентме пособи хатӗрлеме йышӑннӑ.
Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче «Рукодельница» (чӑв. Ал ӑсти) декоративлӑ прикладной ӳнер студийӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе проект ертӳҫи Светлана Андреева паллаштарнӑ.
Ӑсталӑх лаҫҫине пухӑннисем Светлана Викторовна пулӑшнипе тӗрлесе пӑхнӑ. Вӑл вӗсене пӗр материал тепрнчен мӗнпе уйрӑлса тӑни, вӑл е ку эреш мӗне пӗлтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Пултарулӑх клубӗнчи тӗлпулусем кашни шӑматкунсерен 14 сехетрен 16 сехетчен пырӗҫ.
Светлана Андреева хулари 61-мӗш шкулта та ачасемпе заняти ирттерме ӗмӗтленет.
Кӑҫал чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ вӗрентекенӗ Иван Яковлев ҫуранӑранпа 175 ҫул ҫитӗ. Ҫав куна пирӗн тӑрӑхра анлӑн палӑртма хатӗрленеҫҫӗ. Ку ыйтӑва паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Олег Николаев Элтепер Иван Яковлев пирки чӑваш культурин патриархӗ тенӗ май юбилей мероприятийӗсене ирттерес енӗпе ӗҫлекен комитета йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӗр эрнере татса пама хушнӑ. Мероприятисен планне вара нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитермелле.
Мероприятисене йӗркелессишӗн республикӑн Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви яваплӑ тесе палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |