Вӑрмар районӗнчи Шӑхаль ялӗнче пурӑнакансем салтака чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса ӑсатнӑ.
Каччӑсен ушкӑнӗ ӗлӗкхи пек салтак юрри юрласа ял тӑрӑх ҫӳренӗ, тӑванӗ-пӗтенӗ патне кӗрсе тухнӑ. Ирхине вара пурте пӗрле пӑшӑл пӑтти ҫинӗ те чарӑну патне утнӑ. Унта ҫамрӑксем эрех кӗленчипе чӗрккине юпа ҫине персе ҫӗмӗрнӗ. Кун хыҫҫӑн пулас салтака сбор пунктне ӑсатнӑ.
Ҫак эрнере пирӗн республикӑна Мускаври театр критикӗсем килнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вӗсем пӑхнӑ спектакльсем хушшинче Чӑваш академи драма театрӗн «Шуйттан чури» драми те пулнӑ.
Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен союзӗн театр эткерлӗхӗн комиссийӗн председателӗ Дмитрий Родионов Ухсай Яккӑвӗн хайлавӗ тӑрӑх Наталия Сергеева режиссёр лартнӑ ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ май «юлашки ҫулсенче курнӑ чи лайӑх этнос постановки» тесе каланӑ.
Ӗҫ паянхи кунпа килӗшсе тӑнине те вӑл палӑртса хӑварнӑ. Этнокультура – тӗнче бренчӗ-ҫке.
Ҫӗршыври паллӑ театроведсене декораци те, артистсен тумӗ те килӗшнӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем Наталия Сергеева режиссёр массӑллӑ сценӑсемпе ӗҫлеме пултарнине, асра юлмалла сӑнарсем хатӗрленине асӑрханӑ.
Спектакльте вылянӑ артистсенчен Елизавета Хрисанфовӑпа (Эрнук) Алексей Герасимова (шуйттан) уйрӑмах ырланӑ.
Чӗмпӗрти Виктор Аванмарт скульптор нумаях пулмасть вырӑнти «Сӑрнай» ушкӑна «курма-итлеме кайнине» «Контактра» пӗлтернӗ. Вӑл пултарулӑх коллективӗн пахалӑхӗ пирки сӑмах хускатнӑ.
Постра, пӗрремӗшӗнчен, фонограмма янӑратни пирки палӑртса хӑварнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, артистсен тумӗ аптӑратса янӑ.
«Тавах Турра, юлашки вӑхӑтра тухья тӑхӑннӑ кинемейсем сайра курӑнма пуҫларӗҫ. Ҫула кайнӑ, хайсене тата тӑван халӑхӑн йӑла-йӗркине хисепе хуракансем пуҫа хушпу тӑхӑнса тухма тӑрӑшаҫҫӗ халӑх умне. Анчах та хальхи тумсем авалхи тӗнче тӗлӗнтермӗш тумсене ҫитеймеҫҫӗ темшӗн. Кунта, паллах, «кризис самобытности» текен пулӑмӑн витӗмӗ палӑрать. Паллах, сцена ҫине тухма кӗмӗл шӳлкеме никамах та тумасть пуль… Анчах та хӑш-пӗр тумтирӗ ҫӑм чӑлхапа ялтӑркка калушпа меллӗрех курӑннӑ пек туйӑнать… Ютран килнӗ тӗрӗсем хамӑрӑнлӑха шӗветсе, хакне чакарса, аваллӑха улӑштарса пыраҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Виктор Аванмарт.
Кунсӑр пуҫне тата: «Руслан» керменти «Сӑрнай» уявӗнче хыҫалти экран ҫинчи эрешсем «чӑвашсен пек», анчах интернет тетелӗнче кун пек эрешсене вырӑссен тесе палӑртаҫҫӗ. Эпир вара вӗсене уйӑрма те маннӑ пулас…», — пӑшӑрханса палӑртса хӑварнӑ Виктор Аванмарт.
Килес ҫул пирӗн республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ май республикӑра ҫӗнӗ акци пуҫарса янӑ. «Вышитый оберег для каждого ребенка Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри кашни ача валли тӗрленӗ сыхлӑх) ят панӑскере ҫамрӑксемпе ачасен хальхи вӑхӑтри этноҫипуҫӗн ҫӗнӗ коллекцийӗпе паллаштарнӑ чухне пӗлтернӗ.
«Чӑваш Еншӗн тӗрӗ питех те пӗлтерӗшлӗ, вӑл хамӑрӑн халӑхӑн авалхи вӑй-халӗпе – ҫыхӑнтарать. Чӑваш тӗррин эрешӗсенче ӑсчахсем руна ҫырулӑхӗнчен юлнӑ йӗрсене кураҫҫӗ», – тенӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Шупашкарти «Чӑн чӑваш» клуб хастарӗсем республикӑн тӗп хули тӑрӑх ҫӳресе урамсемпе чарӑнусен ячӗсене чӑвашла епле куҫарнине тӗрӗсленӗ. Кун пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ.
Хастарсем хальлӗхе пӗтӗм хула тӑрӑх ҫаврӑнса ӗлкӗреймен-ха, апла пулин те вӗсем сахал мар йӑнӑш асӑрханӑ.
Сӑмах май, Ленин проспектӗнчи 44-мӗш ҫурт ҫине «проспекТчӗ» тесе ҫырса хунӑ. Карл Маркс урамӗнчи объектсенче «К. Маркса урамӗ» тесе ҫавӑрттарса хунӑ. Ярославль урамӗнчи 39-мӗш ҫурт ҫинче Ярославль урамне 1884 ҫулта хула ячӗпе ят панине шута илмен, ҫын хушамачӗ тенӗ курӑнать. Ҫавна май «Ярославский урамӗ» тесе куҫарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫри Культура ҫуртӗнче Чӑваш культурин кунне уявланӑ.
Ку хыпара Елизавета Долгова «Контактра» вырӑнти хастар Василий Казанцев пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ.
Мероприяти пирки ҫак самантра тӗплӗнрех пӗлме май килмерӗ. Вырӑнти ял администрацийӗн сайтӗнче ун пек хыпар вырнаҫтарманччӗ. Те пӗлтерӗшлех мар тесе шухӑшланӑ, те сайт валли хыпар ҫыраканни васкас темен.
Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, уява ачасем те, аслисем те хутшӑннӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗнче ваттисемпе ачасен пурнӑҫне кӑсӑклӑ тума нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Унта чӑвашсен йӑли-йӗркипе, паллӑ ентешсемпе паллаштаракан мероприятисем те час-часах иртеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш тӗррин кунне хатӗрленеҫҫӗ.
«Рукодельница» (чӑв. Ал ӑсти) клуба ҫӳрекенсем, акӑ, Валентина Ильина ӗҫ инструкторӗ ертсе пынипе йӗп тирмелли япала ӑсталанӑ. Ахальскер мар, чӑваш тӗррипе илемлетнӗскер.
Ӑсталӑх лаҫҫине пухӑннисене Валентина Ильина чӑваш тӗрринчи кашни эреш пӗлтерӗшли тата мӗне пӗлтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Тӗрлес тесен тимлӗ пулмалла», – палӑртнӑ ӑсталӑх лаҫҫине хутшӑннӑ Людмила Крючкова пенсионер. «Ку илеме ҫынсене парнелеме аван», – хавхаланса ҫавӑркаланӑ хӑй ӑсталанӑ япалана «Ал ӑсти» клуб пайташӗ Ольга Романова.
Паян Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче пӗтӗм халӑхсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. «Халӑх пуянлӑхӗ – чӑваш тӗрринче» ят панӑскере Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх промыслисен ӑсти, институтӑн халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин заведующийӗ Раиса Васильева уҫнӑ.
Конференцире докладпа кафедра студенчӗсем, хулари 60-мӗш шкулти 8-мӗш класра вӗренекенсем тухса калаҫнӑ. Экспертсен йышӗнче Николай Балтаев, Зинаида Воронова ӑстасем, Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн библиотекарӗ Вера Архипова пулнӑ.
Фербенкс хулинчи Америкӑпа Совет салтакӗсен туслӑхне халалланӑ палӑк умӗнче чӑваш юрри янӑранӑ, чӑваш ташшине ташланӑ. Унтан та ытларах — чӑваш ялавне ҫӗкленӗ.
«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин пӗлтернӗ тӑрӑх, Америкӑри чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫи Надежда Сандркина тата пӗрлӗшӳ хастарӗ Людмила Петрова асӑннӑ материкӑн ҫурҫӗр енне пӗр эрнелӗх ҫулҫӳревпе кайнӑ, хӑйсемпе пӗрле чӑваш ялавне те илнӗ.
Ентешӗмӗрсене Аляскӑри хӑш-пӗр ял-хулара пурӑнакансем халӗ те вырӑсла калаҫни тӗлӗнтернӗ. Чӑвашсем унта эскимоссемпе те тӗл пулнӑ.
Чӗмпӗрте пӗрремӗш чӑваш букварьне кун ҫути кӑтартнӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ ятпа уяв иртнӗ. Асӑннӑ пулӑма Раҫҫейре кӑҫал иртекен Халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Мероприяти «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ. И.Я. Яковлев хваттерӗ» музейра иртнӗ. Ӑна тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ педагога тата хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне, унӑн пултарулӑхне халалланӑ.
Чӗмпӗрте 1885 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ чӑваш букварӗ упранать. Уява хутшӑннисене ун ҫинчен тата чӑваш алфавитне тата букварьне Иван Яковлев епле хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |