Республикӑн халӑх пултарулӑх центрӗ Канаш районӗнчи Культура ҫуртӗнче ҫамрӑксем валли «Вечерка вместо дискотеки» программа ирттернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл Пӗрлехи фольклор кунӗ тенине пӗлтерет. Мероприяти тӗллевӗ — чӑваш йӑли-йӗркине ҫӗнӗ технологисем урлӑ ҫамрӑксем хушшинче сарасси.
Мероприятие 12 юрӑпа ташӑ коллективӗ хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ йӑла-йӗркене кӑтартса панӑ: «Утӑҫи», «Салтака ӑсатни», «Тӑла тӳни», «Кӑшарни», «Улах», «Йӗтес чӗртни», «Ача чӑкӑчӗ», «Мӑнкун», «Ниме», «Туй», «Ҫӑнӑхта».
Пӗрлехи фольклор кунне Элӗк районӗнчи «Валинкке», Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑлкуҫ», Йӗпреҫ районӗнчи «Эревет», Канаш районӗнчи «Татмӑш ен», Комсомольски районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Красноармейски районӗнчи «Трак ен», Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Шокӑль», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Сӗнтӗр», Муркаш районӗнчи «Екрем», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ямаш», Шупашкар районӗнчи «Шордан», Шӑмӑршӑ районӗнчи «Аххаяс» коллективсем хутшӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Питрав кунӗнче, Пӗрлехи фольклор кунне ирттерме Комсомольскинчи культурӑпа кану паркне пуҫтарӑннӑ. «Несӗлсен сӑвапӗ» ятпа унта йӑла-йӗрке фестивалӗ иртнӗ.
Мероприятие 14 фольклор коллективӗ пуҫтарӑннӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗрлӗ йӑла-йӗркене кӑтартнӑ: «Ҫӑварни», «Мӑнкун», «Ниме», «Учук пӑтти», «Хӗр сӑри», «Улах», «Салтака ӑсатни», «Туй», «Ҫӑнӑхта», «Ача пӑтти», «Тӑла ҫапни», «Сӗрен». Фестивальте хӑна юррисем тата чӑваш такмакӗсем янӑранӑ.
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче
️Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрмере Уяв иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑвашлӑх уявӗн мероприятийӗ пуян пулнӑ. Сӑмахран, «Уяв пики» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ.
Ӑмӑртӑва 16 пике хутшӑннӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Чӑваш Республикинчен, ыттисем – Тутарстанӑн тӗрлӗ районӗнчен.
Конкурса хутшӑнма кӑмӑл тунӑ хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ, тӳресене чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ, юрласа та ташласа кӑтартнӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмари Кристина Данилова тивӗҫнӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн тӑван ҫӗршывӗнче – Тутарстанри Сиктӗрмере – паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, чӑвашсен Уявӗ иртнӗ.
Чӑвашлӑх уявне пирӗн республикӑри тӳре-шарапа артистсем хутшӑннӑ.
«Тутарстан Президенчӗпе Рустам Миннихановпа, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗпе Алексей Русскихпа, Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн председателӗпе Геннадий Зюгановпа, «Звениговский» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн председателӗпе Иван Казанковпа чӑваш йӑли-йӗркине халалланӑ наци картишӗсене пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр», – пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Телеграмра».
Уява ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тӗрлӗ наци ҫыннисем хутшӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ай юрлар-и, ай ташлар-и» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Алевтина Петрова-Пирогова.
Кӑларӑм темиҫе пайран тӑрать: инсценировкӑсенчен, музыка вӑййисемпе нотӑсемлӗ юрӑсенчен. Кӗнекере Ҫӗнӗ ҫул, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне ирттермелли, ача пахчипе сывпуллашмалли сценарисем вырӑн тупнӑ. Чӑваш вӑййисенче автор хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗнчи – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти – фольклорпа усӑ курнӑ.
Алевтина Петрова-Пирогова 1951 ҫулта Шуршӑлта ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ, Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче ӗҫленӗ. 1975 ҫулта тӑван ялне таврӑнса «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) ача пахчинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Мероприятисене чӑвашла ирттерессипе нумай ҫине тӑнӑ. Ача пахчинче 34 ҫул тимленӗ вӑхӑтра чӑвашла нумай сценари ҫырнӑ, вырӑсларан та чӑвашла куҫарнӑ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Национальное чудо. Посвящение Константину Иванову» (чӑв. Наци тӗлӗнтермӗшӗ. Константин Иванова халаллани) документлӑ художество куравӗ ӗҫлет. Унта пынисем тӗлӗнмелле квест-экскурсие хутшӑнса Нарспин ҫичӗ вӑрттӑнлӑхне пӗлейӗҫ.
Квест-экскурсие 10 ҫынтан пуҫласа 20 ҫын таран ушкӑн валли йӗркелӗҫ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗччен кунсерен (эрне варринче – 11 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен, шӑматкунсерен – 11 сехетрен 14 сехетчен) ирттерӗҫ.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти трансформатора илемлетнӗ. Ахаль мар, чӑвашла. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Вести Чувашии» ушкӑн хыпарлать.
Трансформатор ҫине Чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхин чӑвашла тата вырӑсла сӑввисене ҫырнӑ. Вӗсен ҫумнех унӑн портретне ӳкернӗ.
Трансформатор ҫинче саспаллисене те курма пулать. Вӗсен йышӗнче чӑвашлисем те пур.
Чӑваш Енри театрсем Раҫҫейри наци театрӗсен пӗрремӗш конгресне хутшӑннӑ. Ку хыпара эпир Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен тетарӗнче хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, конгресс ӗҫне Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те (сӑнӳкерчӗкре Юрий Владимиров директора асӑрхарӑмӑр) ҫитнӗ.
Конгресс Якут Республикинче ҫӗртме уйӑхӗн 22-26-мӗшӗсенче иртнӗ.
Конгреса ҫӗршыври 27 театр хутшӑннӑ. Пухӑннисем валли тӗрлӗ сесси, режиссёр ӗҫӗсен питчингӗсене ирттернӗ. Отрасльти ҫивӗч ыйтусене те сӳтсе явнӑ май нумай нациллӗ сценӑна аталантарасси пирки калаҫнӑ. Тепӗр ыйту — кадрсем ҫитменни. Ҫӗршывӑн пысӑк хулисенче наци драматургӗсем хатӗрлесси тавра калаҫнӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Иосиф Дмитриев (Трер) ячӗллӗ «Атӑлҫи юмахӗ» ятпа наци театрӗсен фестивальне ирттернӗ май Ачасемпе ҫамрӑксен наци драматургийӗн лабораторине ӗҫлеттерет-ха. Конгресра наци чӗлхисене упраса хӑварасси тата сарасси пирки те сӑах хускатнӑ.
Чӑвашла произведенисем хайлама республика хыснинчен укҫа ытларах уйӑрса пама тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗршывӑн культура министрӗн ҫумне Ольга Яриловӑна пӗлтернӗ. Федераци шайӗнчи тӳре-шара пирӗн республикӑра пулнӑ, унпа регион ертӳҫи тӗл пулса калаҫнӑ.
Олег Николаев пирӗн тӑрӑхра культура отрасльне укҫа-тенкӗ чылай хывнине хыпарланӑ. «Сӑмахран, чӑвашла произведенисем хайлама эпир грантсен виҫине икӗ хут ӳстертӗмӗр», — тенӗ республика ертӳҫи.
Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнче республикӑри чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен тата «Пӗрлӗхре — вӑй» общество организацийӗсен ертӳҫисен регионсем хушшинчи форумӗ иртнӗ. Унта республика Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Форума онлайн мелпе Пушкӑрт, Тутар республикисенчи, Чӗмпӗр тата Пенза облаҫӗсенчи чӑвашсем те хутшӑннӑ.
Мероприятире пулнӑ Татьяна Наумова журналист республикӑри МИХсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен ертӳҫи чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫе улшӑнусем кӗртесси ҫинчен тухса калаҫнӑ.
«Шкулта кӑна вӗрентни сахал, ывӑл-хӗрпе килте те тӑван чӗлхепе хутшӑнмалла», — тенӗ Олег Алексеевич.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |