Комсомольски районӗнчи тӗп вулавӑш ҫӗнӗ ӑрури библиотека уҫма ӗмӗтленет. Ҫав тӗллевпе ятарлӑ конкурс витӗр тухнӑ, федераци хыснинчен культура учрежденине килес ҫул 10 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса парӗҫ.
Комсомольскинчи вулавӑш этнобиблиотекӑна ҫаврӑнӗ. Вӑл районта пурӑнакан тӗрлӗ наци ҫыннисен хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштаракан вырӑн пулса тӑрӗ. Тӗрлӗ халӑх ҫыннисем валли вулавӑшра тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Унчченхи йӑлана кӗнӗ вулавӑш вырӑнне библиотека нумай функциллӗ лапама ҫаврӑнӗ. Унта йӑлана кӗнӗ пичет кӑларӑмӗсемпе тата кӗнекесемпе кӑна мар, электрон- тата аудиокӗнекесемпе паллашма май килӗ, Брайль шрифчӗпе кӑларнӑ кӑларӑмсем те пулӗҫ.
Питӗрти чӑвашсен ансамбльне хуткупӑсҫӑ кирлӗ. Ку хыпара Питӗрте пурӑнакан чӑваш хастарӗ Татьяна Шмелёва тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче хыпарланӑ. Пӗлтерӗве вӑл авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
Питӗрти чӑвашсен «Телей» ансамбльне хуткупӑсҫӑ (музыкант) кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, юрлама тата ташлама юратакан ҫын. Вӑл чӑваш культурипе кӑсӑкланни те кирлӗ.
Репетицие Новочеркасск метровӗнчен инҫех мар вырӑнта кашни шӑматкунсерен 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен тата тунтикунсерен 18 сехет те 30 минутран пуҫласа 21 сехетчен пухӑнаҫҫӗ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8-911-72-82-027.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ фотоӗҫсен «Чӑваш тӗнчи» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Аса илтерер: конкурс материалӗсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑннӑ.
«Ӑста ҫӗршывӗ» номинацире Пӑрачкаври «Юмах» ача пахчин воспитателӗ Ольга Нагаева, Шупашкрати 59-мӗш вӑтам шкулти Галина Абрамова вӗрентекен, Йӗпреҫри 1-мӗш вӑтам шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Мария Иванова, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Поляночка» ача пахчин воспитателӗ Наталья Мартьянова ҫӗнтернӗ.
Ытти номинацире те темиҫешер ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ.
Шупашкарти шкулта чӑваш чӗлхи учителӗ пулса ӗҫлекен Александр Степанов ҫӗршыври конкурса хутшӑнассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Нумаях пулмасть Александр Степанов «Контактра» страницӑра хӑйӗн пикри хыпарланӑ.
«Ставрополь тӑрӑхӗнче эпӗ 6-мӗш кун пурӑнатӑп ӗнтӗ. Пурӑнатӑп кӑна мар, тӑван чӗлхепе литературине вӗрентекенсен ӑмӑртӑвне хутшӑнатӑп. Тӗрлӗ регионти 68 вӗрентекен хӑйӗн пултарулӑхне методика лаҫҫисенче, уроксенче, класс сехечӗсенче тата ӑсталӑх лаҫҫисенче кӑтартрӗ. Эпӗ те хамӑн пултарулӑха кӑтартрӑм, ЛАУРЕАТ ята тивӗҫрӗм. Каласа хӑвармалла, ку сумлӑ ята 17 вӗрентекен кӑна илме пултарчӗ. Малалла утма ӑнӑҫу ҫитмерӗ пуль! Тепӗр майлӑ шутласан лауреата тивӗҫни тата та аван. Аталанма май пур. Ҫитес ҫулсенче хутшӑнса ҫӗнтерӗп. Ун пек пӗтӗмлетӳ тума пур май та пур)», — тесе пӗлтернӗ вӑл авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче паллӑ ҫынсемпе тӑтӑшах тӗлпулусем ирттереҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче библиотекӑна Николай Фомиряков фольклорист, краевед пырса ҫитнӗ. Вӑл чӑваш историйӗпе культурине аван пӗлет, чӑваш музыка инструменчӗсене ӑсталать.
Тӗлпулӑва ӑста «Чувашские народные музыкальные инструменты» (чӑв. Чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем) ят панӑ.
Ӑстан килӗнче хальхи вӑхӑтра 20 ытла тӗрлӗ инструмент упранать. Ҫав шутра — варган, сӑрнай, маракас, фуяр, курай, ҫатӑрка тата ытти те. Вӗсене вӑл пултӑрантан, бамбукран, ӗне мӑйракинчен, йывӑҫран, хур тӗкӗнчен хатӗрленӗ.
Чӑваш Республикинчи Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Чӑваш тӗррин азбуки» енпе ӑсталӑх сехечӗн ярӑмне пуҫарса янӑ. Ӑна «Анне тӗрри» чӑваш тӗррин шкулне йӗркелес ӗмӗтпе ирттернӗ.
Пӗрремӗш ушкӑн ертӳҫи — Лариса Иванова тӗрӗ ӑсти, вӑл Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палати ҫумӗнчи Ремесленниксен гильдийӗн членӗ.
Ӗнерхи занятие Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкулти ачасем пырса ҫитнӗ.
Ӑсталӑх сехетне хутшӑнакансене дидактика материалӗсем, ӗҫре кирлӗ хатӗрсем валеҫсе панӑ.
«Чӑваш тӗррин азбуки» пултарулӑх лаҫҫинче 7-11 ҫулсенчи ачасенчен йӗркеленӗ тӑватӑ ушкӑна вӗрентсе кӑларӗҫ.
Национальные проекты.рф сайтра чӑвашсемпе тата пирӗн халӑхӑмӑр культурипе паллаштарнӑ.
Халӑх йышӗпе чӑвашсем Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
«Туслӑ та ӗҫчен халӑх авалхи йӑли-йӗркипе ремеслине упраса пырать. Наци кухни уйрӑмах кӑсӑклӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗсем ал айӗнчи ансат апат-ҫимӗҫренех тутлӑ хатӗрлеме пӗлеҫҫӗ. Хӑнасене вӗсене аш-пӑшран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе, кукӑль-ҫӑмахпа сӑйлаҫҫӗ», — паллаштарнӑ чӑвашсемпе.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра чӑвашсен наци тумӗ, юрри-ташши таранах пӗлме пулать.
Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Общество канашӗн ларӑвӗнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсен шӑпине сӳтсе явнӑ.
«Цифра» медиа вӑйлӑ аталаннӑ саманара пичет кӑларӑмӗсене ҫӗнӗ йышши МИХсемпе тупӑшса ӗҫлеме ҫӑмӑл мар. Самана таппинчен юлас мар тесен тӗнче тетелне куҫма тивет.
Республикӑра хаҫат вулакансен йышӗ те чакнӑ иккен. Ятарлӑ ыйтӑм пӗтӗмлетӗвне ӗненсен, халӑхӑн 12 проценчӗ ҫеҫ ҫӗнӗ хыпарсене хаҫат урлӑ пӗлсе тӑрать.
Ларура пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, «Хыпар» издательство ҫурчӗ хальлӗхе кӑларса тӑракан «Хресчен сасси» тата «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатсене «Хыпар» хаҫатра тата район хаҫачӗсенче ятарлӑ страницӑсем уйӑрса парсан аван, Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанийӗ вара хаҫатҫӑсене радиора автор кӑларӑмӗсем хатӗрлеме сӗннӗ.
Чӑваш Ен каччисем Сергей Трофимовпа Иван Алексеев Эльбрус тӑвӗ ҫине хӑпарса унта чӑваш ялавне вырнаҫтарнӑ.
Сергей Европӑри чи ҫӳллӗ вырӑна хӑпарма ӗмӗтленнӗ. Ҫула вӑл тусӗпе Иванпа тухнӑ. Вӗсен ту ҫине хӑпарма тӳрех май пулнӑ. Ара, хӑш чухне ҫанталӑка пула ӑна профессионал альпинистсем те парӑнтараймаҫҫӗ вӗт.
Иван вара пӗлтӗр те Эльбруса парӑнтарма кайнӑ. Анчах ҫанталӑк япӑх пулнине кура вӗсен ушкӑнне ту ҫине хӑпарма ирӗк паман.
Иванпа Сергей ту ҫине 8-мӗш кунхине хӑпарнӑ. Малтан унти климата хӑнӑхас тесе Эльбрус ҫине пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑпарнӑ.
Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 17 ҫул ҫитрӗ. Чӑн та, 2005 ҫултанпа вӑхӑт чылай иртрӗ. Апла пулин те, йывӑрлӑхсем ҫук мар пулсан та, «Чӑваш халӑх сайчӗ» ӗҫлет, кунсерен сире хыпарсемпе паллаштарать, вулама статьясем вырнаҫтарать.
«Чӑваш халӑх сайтне» йӗркеленӗ чухне тӗп тӗллев интернетра чӑвашла портал хатӗрлесси пулнӑччӗ. Унтанпа лару-тӑру чылай улшӑнчӗ ӗнтӗ. Самана та урӑхланчӗ. Енчен те 2005 ҫулта порталсен витӗмӗ питӗ пысӑкччӗ пулсан, паянхи куна илсен тӗрлӗ халӑх тетелӗсем (соцсетьсем), Телеграм йышши мессенджерсем вӑй илсе пыраҫҫӗ. Телеграмсемпе халӑх тетелӗсем вӑй илсе пыраҫҫӗ пулин те Чӑваш халӑх сайчӗ, тӗпрен илсен, хӑйӗн портал структурине сыхласа хӑварчӗ. Паллах, вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑш-пӗр япала ҫухалчӗ, теприсем вара хушӑнчӗҫ.
Калӑпӑр, «Чӑваш халӑх канашлӑвӗ» хупӑнчӗ. Кунта сӑлтавӗ Чӑваш халӑх сайчӗ МИХ шайне куҫнинче те пур, унсӑрӑн пуҫне канашлӑва хутшӑнакансен шайӗ те юлашки вӑхӑтсенче самай чакрӗ: ыйтусене сӳтсе явас вырӑнне пӗр-пӗринпе харкашма пуҫларӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |