Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнче «Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки ҫыру вырнаҫтарнӑччӗ. Унтанпа уйӑх иртрӗ, лару-тӑру хальхи вӑхӑтра епле пулни пирки пӗлтерсен пӑсмӗччӗ пуль тетӗп.
Пӗрремӗшӗ. Чӑваш Турри пире пӑрахмастех тесе ахаль мар ӗненетӗп. Ку хутӗнче те хамӑр Туррах пире пулӑшрӗ тесе ӗненетӗп. Апла каланине пӗри «Чӑвашӑнах-ши вӑл?» тесе иккӗленсе те пӑхрӗ. Ман шутпа, ҫавах, Чӑвашӑнах. Пирӗн ӗҫ хамӑр халӑха кирлӗ мар пулсан ун чухлӗ укҫа-тенкӗ пухайман пулӑттӑмӑр. Тӗрӗссипе эп, пӗр-икӗ ҫын кӑшт та пулин куҫарса панипе те ҫырлахайнӑ пулӑттӑм. Тӗрӗслемелле кӑна вырнаҫтартӑм темелле… Ҫавах чылайӑн, 130 ҫын таран, пулӑшрӗҫ.
Иккӗмӗшӗ. Мӗн чухлӗ пухӑнчӗ-ха вара? Шутласан пурӗ 42 700 тенкӗ пулать. Вӗсенчен 15 200 тенкине тӑкакларӑмӑр та ӗнтӗ. 10 200 тенкӗ Александр Гринӑн икӗ томне тӗрӗслеме кайрӗ, 5 000 — 1971 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла словаре электронлатма. Сӑмах май, эпир ӑна кӗртме те пуҫласа ӗнтӗ — «Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче тупма пулать. А-Й саспаллисене кӗртнӗ, халь К-Н саспаллисемпе ӗҫлетпӗр.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Чӑваш ачи чӑвашах» 6-мӗш фестиваль иртӗ. Вӑл Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче 9 сехетре пуҫланӗ.
Фестивале йӗркелекенсен йышӗнче Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗпе Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа наци ӳнер академийӗ те пур.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие тӑватӑ енпе хутшӑнма пулать: «Вӗрентетпӗр чӑвашла» (чӑваш чӗлхи предметне вӗрентмен учительсем хутшӑнаҫҫӗ, чӑвашла уроксем кӑтартӗҫ); «Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн» (кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑхӗн пӗр-пӗр йӑлине кӑтартса парӗҫ); «Сар каччӑпа сарӑ хӗр» (7-9 классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑх историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче кӑтартӗҫ); «Тӑвалла пулсан та малалла» (чӑвашлӑх туйӑмне аталантаракан проекта вӗренӳ организацийӗн директорӗ (заведующийӗ) е унӑн ҫумӗ хӳтӗлӗ).
Сӑвӑ хитре ҫырма пӗлекенсене «Чунтан саламласа» открытка авторӗ пулма сӗнеҫҫӗ. Асӑннӑ акцие Чӑваш наци музейӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттерет.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑ кун, эпир Чӑваш чӗлхи кунне тивӗҫлипе уявлатпӑр. Ҫавна май наци музейӗ чӑвашла открытка валли салам сӑмахне сӑвӑлласа ҫырма сӗнет. Текст чӑвашла пулмалла. Саламлӑ сӑвӑра 8 йӗркерен ытла кирлӗ мар. Салама ҫуралнӑ кун, Амӑшӗн кунӗ тата туй кунӗ ячӗпе хатӗрлеме май пур.
Акцие 5 ҫултан пуҫласа 75 ҫул таранчченхисем хутшӑнма май параҫҫӗ. Шкул ачи-и вӑл е поэт-и — пурне те хапӑл тӑвӗҫ.
Кӗҫех Чӑваш чӗлхин кунӗ ҫитӗ. Ҫавна май ака уйӑхӗнче чӑвашла мультфильмӑн хӑтлавӗ иртӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР культура министрӗ Светлана Каликова.
Министр каланӑ тӑрӑх, чӑвашла мультфильмӑн икӗ серине Шупашкарти ӳнер училищипе пӗрле хатӗрленӗ. Вӑл «Асамат валли – парне» ятлӑ. Хӑтлав ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ.
Ҫавӑн пекех Ҫамрӑксен театрӗнче ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Юмахри сӑнарсемпе пӗрле чӑвашла вӗренетпӗр» ятлӑ акци пулӗ. Унтах кил-тӗрӗшре усӑ курмалли чашӑк-тирӗк куравӗ иртӗ.
Пукане театрӗнче вара ака уйӑхӗн юлашки эрнинче чӑваш авторӗсен – Юхма Мишшин, Петӗр Хусанкайӑн, Ева Лисинӑн – хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ спектакльсем лартӗҫ.
Канмалли кунсенче Елчӗк районӗн ентешлӗхӗн уявӗ иртнӗ. Районӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртнӗ. Уява вара кӑҫал республикӑра палӑртакан Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне, тата Елчӗк районне туса хунӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Уява районта пурӑнакансемпе унта ҫуралнисем республикӑран кӑна мар, ҫӗршывӑн ытти кӗтесӗнчен те ҫитнӗ. Республикӑри ытти районсен элчисем те пулнӑ.
Мероприятине тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата депутатсем килнӗ. Яланхи пекех, ҫакнашкал уявсенче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, пӗр-пӗр ӗҫре палӑрнӑ район ҫыннисене тӗрлӗ наградӑпа чысланӑ. Пухӑннӑ хӑнасене хӑйсен пултарулӑхӗпе Елчӗк районӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем кӑна мар, эстрада артисчӗсем те савӑнтарнӑ.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 18 сехетре, «Атӑл ывӑлӗсен юрри-ташши» халӑх пултарулӑхӗн регионсем хушшинчи фестивалӗ гала-концерчӗ иртӗ. Ӑнӑ курма Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи пултарулӑх ҫуртӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
Фестивале Шупашкар районӗнчи Томаккассинче ҫуралнӑ Гавриил Фёдоров (29.03.1878-26.01.1962) фольклор ӑсти, юрӑҫ ячӗпе ирттереҫҫӗ.
Фестиваль-конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – вокалпа хореографи пултарулӑхӗпе арҫынсене кӑсӑклантарасси, вӗсене социаллӑ пурнӑҫпа культурӑна явӑҫтарасси.
Конкурса хутшӑнакансем икӗ хайлав тӑратнӑ, вӗсенчен пӗри — Гавриил Фёдоров репертуарӗнчен.
«Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗнче чӑваш халӑхӗн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсене тата капӑрлӑхӗсене ӑсталассипе нумаях пулмасть семинар-практикум иртнӗ. Унта студисен, куржоксен, декоративлӑ прикладной ӳнерӗн ытти коллективӗн ертӳҫисем, пурӗ 42 специалист, хутшӑннӑ. Вӗсем — Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Шупашкар районӗсенчи культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем.
Семинар-практикума пухӑннисене ӑсталӑх вӑрттӑнлӑхӗсемпе Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри культура ҫуртӗнчи «Тӑрмӑш» халӑх фольклор ансамбльне ҫӳрекен Венера Николаева паллаштарнӑ. Вӑл тухьян тӗп пайне ҫекӗлпе ҫыхма вӗрентнӗ. «Руҫ ӑстисем» конкурса хутшӑнакан Инна Сугутская вӗтӗ шӑрҫапа чӑваш эрешӗсене ӑсталама хӑнӑхтарнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан Надежда Протолионова тивӗҫлӗ канӑва тухса хӑйӗн чун киленӗҫӗпе — тӗрӗ тӗрлессипе тата чӑваш тумне хатӗрлессипе — ҫине тӑрсах аппаланма тытӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, артист пулма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑм фельдшер пулса 41 ҫул ӗҫленӗ.
24 ҫулта чухне вӑл туя кайма тесе хушпу хӑй аллипе ӑсталанӑ. Кайран та ал ӗҫӗпе аппаланма хӑтланнӑ-ха, анчах вӑхӑт хӗсӗкки кансӗрленӗ. Паян тивӗҫлӗ канура та ан ӳркен кӑна — тем туса та ӗлкӗрӗн.
Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫӳренӗ май Надежда Аркадьевна унта та ал ӗҫӗпе аппаланать, социаллӑ учрежденири «Калинушка» хорта юрлать, центрта ӗҫлекен сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыракансен клубне ҫӳрет.
Паян, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн «Самана таппи» кӑларӑмӗнче Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников тата Игорь Алексеев чӑваш хастарӗ пулчӗҫ. Вӗсемпе тӑван халӑхӑмӑр пуласлӑхӗшӗн хыпса ҫунса тӑракан публицист, журналист Лидия Филиппова калаҫрӗ.
Николай Плотникова эпир Чӑваш халӑх сайтне тытса пыни тӑрӑх пӗлетпӗр. Анчах вӑл тата Игорь Алексеев чӑваш Википедине те аталантарма нумай тӑрӑшнӑ.
Аҫтахар Плотников пирки каласан, тӑван халӑхӑмӑр чӗлхине аталантарас тесе (ҫав шутра цифра тӗнчинче те) хӑйӗн укҫи-тенкине шеллемесӗр нумай тӑрӑшать.
Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ сӑвӑ-калав ҫыракансене кӑҫал та конкурса хутшӑнма йыхравлать.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ӗҫсене «Проза», «Поэзи», «Драматурги» номинацисемпе йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене чӑвашла та, вырӑсла та ҫырма юрать. Ӗҫсене Шупашкар хулинчи Иван Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш «А» ҫурта ҫитерсе памалла. Сӑвӑ-калавпа драма хайлавӗсене вулавӑшӑн краеведенпе наци литературинчен пайӗнче йышӑнаҫҫӗ.
Тӗрлӗ кӗнекере е литература альманахӗнче унччен пичетленсе тухнӑ ӗҫсене йышӑнмӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |