Раҫҫей историйӗн пӗрремӗш обществин пуҫлӑхӗ, историк тата сӑвӑҫӑ Вяземский патне 1824 ҫулхи июнӗн 7-мӗшӗнче, вырӑс сӑмахлӑхӗн хуҫи Пушкин Александр Сергеевич шӑпах ҫапла ҫырнӑ: "Пирӗн, чӑвашсен, критиксем ҫук." Анчах та критика вӑл ҫитменлӗхсем ҫинчен япӑх кӑтартни. Пушкин вахӑтӗнче критиксене юратман.
Пушкин ӗҫӗсене тӗпчекенсем калани тӑрӑх Александр Сергеевич Пушкин чӑваш халӑхӗ ҫинчен Николай Карамзин истори тӗпчевҫинчен пӗрремӗш хут илтнӗ. 1816 ҫулти ҫу вӑхӑтӗнче Карамзин ҫемйи Патша ялӗнче пурӑннӑ. Александр Пушкин вӗсен патӗнче час-часах пулкаланӑ. Карамзин вара чӑвашсем ҫинчен лайӑх асӑннӑ. Пушкин библиотекин ҫӳлӗкӗсем ҫинче Бичурин кӗнекисем, Рычков кӗнекисем, вӑл кӗнекесенче чӑвашсем ҫинчен ҫырнӑ цитатӑсене палӑртнӑ. Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Никита Бичурин аслӑ поэта, чӑвашсем ҫинчен нумай каласа кӑтартнӑ, хӑй чӑваш пулнӑран.
Ҫапла ӗнтӗ, Пушкин чӑвашсем ҫинчен, Карамзинран та, Бичуринран та питӗ лайӑх пӗлнӗ. Вӗсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ, кашнине хӑйсен ирӗклӗ обществинче, ялӗсенче пулӑшаҫҫӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, филологи наукисен кандидачӗ, Леонид Петров чӗлхеҫӗ калашле «тусем хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ кӑйкӑр-чӑваш» Игорь Петров 60 ҫул тултарнӑ.
Игорь Георгиевич — Пушкӑртстан чӑвашӗ. Этнограф, истори наукисен кандидачӗ. Маларах асӑннӑ ӑсчах Фейсбукри хӑйӗн странцинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Петров «тӑван халӑхӑмӑр шӑпипе пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки ҫинчен куллен шухӑшламасӑр (хӑш чухне чӗрине ыраттарса та пулӗ!) пурӑнма та» пултараймасть. Вӑл 40 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра — 2 монографи, авторӗ.
Рома Алайя ятлӑ ҫамрӑк «Контактра» страницӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, Телеграма чӑвашлатма хӑтланса пӑхакансем пулнӑ, анчах вӗҫне ҫитермен.
«Ҫавӑнпа та эпӗ телегӑн чылай пайне чӑвашла куҫарасшӑн», — тесе ҫырнӑ Рома. Анчах вӑл хӑйӗн чӗлхе пӗлӗвӗ ҫителӗксӗррине тунмасть, ҫавнпа пулӑшма ыйтать.
Рома ҫӗнӗ сӑмахсемпе усӑ курасшӑн, анчах акӑлчан тата вырӑс чӗлхисенчен йышӑннӑ сӑмахсемпе иртӗхесшӗн мар.
Телеграмри чӑваш каҫҫи кунта . Хальхи вӑхӑтра Телеграмри чӑваш версийӗпе android, ios приложенисенче тата компьютер версийӗсенче усӑ курма май пур.
Чӑваш Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче шӑпӑрлансене чӑвашла вӗрентеҫҫӗ. Ҫак эрнере «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем» клубӑн кӑҫалхи пӗрремӗш занятийӗ иртнӗ. Ачасем теттесене вӗренме тытӑннӑ.
Занятие пынӑ хулари 75-мӗш ача пахчине ҫӳрекен ачсем халӗ тетте, мечӗк, пукане, упа, мулкач сӑмахсене пӗлеҫҫӗ.
Ӳлӗмрен ачасем «Чӗрчунсем», «Апат-ҫимӗҫ», «Тумтир», «Эрне кунӗсем», «Ҫулталӑк вӑхӑчӗ», «Манӑн юлташ» тата ытти темӑа сӑмахсене ӑша хывӗҫ.
Вулавӑшӑн пресс-секретарӗ Инна Капитонова пӗлтернӗ тӑрӑх, клуб ертӳҫисем (вӗсем — библиотека ӗҫченӗсем) шӑпӑрлансем чӑвашла сӑмахсене ҫӑмӑллӑн вӗренме пултарасса шанаҫҫӗ.
Чӑваш ҫыравҫи, поэт-прозаик, журналист-публицист Лидия Филиппова пӗтӗм Раҫҫейри общество наградине — «Василий Шукшин» ылтӑн медале — тивӗҫнӗ. Лидия Ивановна пултарулӑхне 2021 ҫулшӑн ҫавӑн пек хаклама Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗ йышӑннӑ.
Лидия Филиппова 2003 ҫултанпа — Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ. Вӑл — 18 кӗнеке авторӗ. Лидия Ивановна 100 ытла публикаци ҫырнӑ, ҫав шутра — 4 вӗренӳпе методика тата 11 ӑслӑлӑх ӗҫӗ.
Лидия Михайлован литературӑри псевдонимӗсем — Лидия Филиппова, Амина Турхан, Алла Давыдова.
Чӗмпӗрте «От пиктограммы до буквы» (чӑв. Пиктограммӑран пуҫласа саспалли таран) чӑваш ҫырулӑхӗпе ӗҫ тетрадьне чысланӑ.
Ӗҫ тетрадьне чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ӑна тӑвас тесе Чӗмпӗрти тӗп вулавӑш тытӑмӗпе асӑннӑ хулари культура управленийӗ пулӑшнипе ҫине тӑнӑ.
Чӗмпӗрти ҫав культура учрежденийӗ «Смотрю и вижу» (чӑв. Пӑхатӑп тата куратӑп) ярӑмпа 11-мӗш кӑларӑм кун ҫути кӑтартнӑ. 11-мӗшне, ав, чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ.
Ӗҫ тетрачӗпе Б.В. Аржанцев ячӗллӗ 25-мӗш ача-пӑча вулавӑшӗн сайтӗнчи «Рабочие тетаради» ярӑмра паллашма пулать.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Кун пирки театрӑн сайтӗнче хыпарланӑ.
Анонс тӑрӑх хакласан, фестиваль Фёдор Васильевӑн «Шывармань» оперипе уҫӑлӗ. Тепӗр кунне, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, куракансене Фёдор Васильевӑн «Сарпике» икӗ пайлӑ балетне йыхравлаҫҫӗ, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче — Георгий Хирбюн «Гарспи» оперине. Чӑваш музыкин фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ мероприяти ытти ҫул та иртнӗ. 2019 ҫулта ӑна халалласа пресс-конференци йӗркелесен театр ертӳҫисем наци кадрӗсем енӗпе йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнине палӑртнӑ. «Чӑвашла пӗлекен солистсем сахал пирӗн. Аслӑ ҫулти рольсене калӑпламашкӑн артистсем ҫителӗклӗ тӗк, ҫамрӑккисем валли специалистсем ҫук. Пирӗн республикӑри аслӑ шкулсенче те ку енӗпе уйрӑммӑн ӗҫлемеҫҫӗ», — тенӗ ун чухне Анатолий Ильин режиссер. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнчеАндрей Михайлов корреспондент пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Александр Вражкинӑн фотопортречӗшӗн сасӑланӑ. Унта фотограф Любовь Вазюкова тӗрӗ ӑстине сӑнланӑ.
Аса илтерер: Раҫҫей журналистсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин ҫӗршыв шайӗнчи «Самобытная Россия» (чӑв. Хӑйне евӗр Раҫҫей) конкурса хутшӑнать. Унта вӑл чӑваш тӗррипе, чӑваш сӑрипе, «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчи кӳлепесемпе паллаштарать.
Сасӑлав ыран, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Сӑнӳкерчӗксемшӗн 10-ран пуҫласа 100 балл таран лартма пулать.
Чӑваш наци конгресӗ вырнаҫнӑ ҫуртра ӗҫлекен «Ҫӑлкуҫ» кафере ҫулсерен Сурхурине палӑртаҫҫӗ. Ку йӑлана, Тимӗр Тяпкин пуҫарса янӑскере, кӑҫал та пӑрахӑҫламан. Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӑлкуҫ» кафене чылайӑн пухӑннӑ. Вӗсем калаҫусем ирттернӗ, чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, халӑхӑн кӗвви-ҫеммине итленӗ.
Сӗтелсем уйрӑмах чӑваш апачӗпе пуян пулнӑ — кунта чӑваш сӑри те, шӑрттан та, йӑвача та вырӑн тупнӑ. Хӑнасене шӳрпепе сӑйланӑ. Тимӗр Тяпкин каласа панӑ тӑрӑх ӑна хатӗрленӗ повар — узбек (аса илтерер: «Ҫӑлкуҫ» кафен хуҫи улшӑннӑ). Шӳрпене узбексем те пӗҫереҫҫӗ, ӑна «шурпа» теҫҫӗ.
Уява Тимӗр Тяпкин уҫнӑ. Сӑмах калакансен йышӗнче Ваттисен Канашӗн председателӗ Николай Адёр пулнӑ. Вӑл чӑваш орфографийӗн ыйтӑвне ҫӗкленӗ. Ҫавӑн пекех хӑйсен ҫитӗнӗвӗ пирки Николай Балтаевӑн ывӑлӗсем каласа панӑ. Аттил хальхи вӑхӑтра Питӗрти академире вӗрентет иккен, унӑн арӑмӗ ятарласах чӑвашла вӗреннӗ. Асаматӑн та ҫитӗнӗвӗсем сахал мар. Чехире ӗҫлесе пурӑнать пулин те ӑна ҫавах тӑван ене туртать. Нумай пулмасть унӑн пӗр ӗҫӗ Дубайра пӗрремӗш вырӑна тивӗҫни пирки те вӑл каласа панӑ.
Иртсе каякан ҫулталӑкӑн юлашки кунӗсенчен пӗринче, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче этнокультура кӗтесне уҫнӑ. Ку хыпара Инстаграмра Юрий Кашкӑр пӗлтернӗ.
Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, тӑван ял ятне вырӑнтисем рунӑ ҫырулӑхӗпе тата чӑвашла ҫырса хунӑ. «Ку – пуҫламӑшӗ кӑна-ха», – тесе пӗтӗмлетнӗ ялти хастар. Хыпара вӑл «#лащтаяба, #кашкорсе, #волчьелогово,#руны, #юрийкашкӑр,#сувары, #патриоты, #наследие» хештегсемпе палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, Юрий Петухов (Кашкӑр) – чӑваш эстрада юрӑҫи.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |