Раҫҫейре халӑх ҫыравӗ пырать. Хула ҫыннисем, тен, кун пек хӑнасене хапӑл мар. Анчах Красноярск крайӗнчи Казанка ялӗнче пурӑнакансем вӗсене кӗтсе илме хавас. Ял аякра вырнаҫнӑ, унта 249 ҫын пурӑнать, вӗсен 98 проценчӗ – чӑвашсем.
Ял-хуларан аякра вырнаҫнӑ Казанкӑра халӑх шучӗ чакнӑ тетӗр-и? Ҫук. 2010 ҫулта унта 240 ҫын пурӑннӑ. Кӑҫал 9 ҫын ытларах. Унта ҫынсем ял хуҫалӑхӗ тытаҫҫӗ, ачасем ҫуратса ӳстереҫҫӗ. Халӑха ялта юлма мӗн хистет-ха? Унта ҫитме ансат мар: Галанино сали таран машинӑпа темиҫе сехет каймалла, унтан паромпа Енисей урлӑ каҫмалла та 50 ҫухрӑм парӑнтармалла. Тавралла – тайга. Красноярскран ҫитме 5 сехет кирлӗ.
Ҫырав ирттерекенсене унти чӑвашсем наци тумне тӑхӑнса ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Унта тӗнче тетелӗ ҫукпа пӗрех. Ҫапах стационар телефонсем, спутник антеннӑсем пур. Ҫынсем унта ҫыхӑнусӑр пурӑнаҫҫӗ темелле, кунӗ-ҫӗрӗн телефонра чакаланмаҫҫӗ. Автобус вара тӑтӑшах ҫӳрет.
Казанка ҫыннисем культура ҫуртӗнче пӗчӗк музей йӗркеленӗ, унта йӑх несӗлтен юлнӑ япаласене пухнӑ. Ҫынсем чӑвашлах калаҫаҫҫӗ, наци уявӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ, юрра-ташша манмаҫҫӗ. Шкулта ҫулталӑкне пӗрре чӑваш эрнине ирттереҫҫӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Республика ертӳҫи ЧНКн Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗпе, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен профильлӗ органӗсемпе килӗштерсе ӗҫлессине вӑйлатмаллине палӑртса хӑварнӑ. Ҫак ӗҫе чӑваш чӗлхине тата культурине аталантарас тӗллевпе пурнӑҫламалла.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, пӗрлехи ӗҫ ЧНКн ӗҫне ҫӗнӗ шайра йӗркелеме, ирттерекен мероприятисемпе проектсен шайне тата калӑпӑшне ӳстерме май парӗ.
Чӑваш наци музейӗ Чӑваш Енри Тӗрӗн наци шкулне вӗренме йышӑнать. Ку хыпара культура учрежденийӗ Чӑваш Ен Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ. Шкулти пӗрремӗш заняти чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ.
Вӗренекенсене чӑваш тӗррин историйӗпе паллаштарӗҫ, ҫӗвӗ техникине хӑнӑхтарӗҫ, тӗсе тӗрӗс суйласа илме вӗрентӗҫ.
Чӑваш Ен культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр республика Элтеперӗ Олег Николаев Тӗрӗн наци шкулне йӗркелеме хушнӑ. «Эпир ҫавна пурнӑҫларӑмӑр. Музей чылай вӑхӑтлӑха программа хатӗрлерӗ», — тенӗ министр.
Шкулти курс виҫӗ уйӑха тӑсӑлӗ. Занятисене Чӑваш тӗррин музейӗнче шӑматкунсерен ирттерӗҫ. Тӗрлеме Любовь Вазюкова ӑста хӑнӑхтарӗ. Курс хакӗ — 3300 тенкӗ. Ҫав хака ӗҫре кирлӗ материалсемпе инструментсем те кӗреҫҫӗ.
Чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене суйласа илмелли конкурс пирӗн республикӑра ҫулсеренех иртет. Ун пек йышӑнӑва Чӗваш Енӗн Правительстви 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Кӑҫалхи конкурс комиссийӗн ларӑвӗ юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен шутне ҫак ӗҫсем кӗнӗ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ алҫырусенчен Николай Ишентейӗн «Алюш эрешӗсем» ӗҫне суйласа илнӗ. Уншӑн хыснаран 50 пин тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Вӑтам ҫулсенчи шкул ачисем валли Владислав Николаевӑн «Сӑр хӗрринче Ҫӗнтерӗве туптанӑ» алҫырӑвне ырланӑ, аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли вара — Елена Чекушкинан (Елен Нарпи) «Телей патне пин ҫухрӑм» ӗҫне. Асӑннӑ икӗ автора 75-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ.
Иртнӗ шӑматкун, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн 11-мӗш съезчӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗн вырӑсла пайӗнче Тимӗр Акташ хыпарланӑччӗ-ха.
Пухура ЧНКн президенчӗ Николай Угаслов ҫӗнӗ ертӳҫӗ пулма Валерий Клементьева сӗннӗ.
Валерий Клементьев Чӑваш наци конгресӗнче вице-президент пулнӑ. Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни юлашки виҫӗ ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче директор пулса ӗҫлет. Съезд делегачӗсенчен чылайӑшӗ Валерий Клементьевшӑн сасӑланӑ.
Ыран, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Лондонра чӑваш культурипе паллаштарӗҫ.
Великобританин тӗп хулинчи «Hoxton» галерейӑра Шупашкар хӗрӗн Полина Осипован уйрӑм экспозицийӗ уҫӑлӗ.
«Курава хамӑн тӑван Чӑваш Ене, чӑвашсен хамшӑн питӗ заклӑ хӑйне евӗр культурине халаллӑп. Унта манӑн сӑнӳкерчӗксем, видеосем, пир-авӑр, тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр тата скульптура пулӗ», – пӗлтернӗ Питӗрте ӗҫлесе пурӑнакан 22 ҫулти художник тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Полина Осипова Шупашкартан Питӗре 9-мӗш класс хыҫҫӑн куҫса кайнӑ. Чӑваш культурипе кӑсӑкланса хавхаланакан пултаруллӑ пике чӑваш эрешӗллӗ капӑрлӑхсемпе скульптурӑсем ӑсталать. Вӑл модӑри пысӑк брендсемпе, тӗслӗхрен, «Gucci»-пе, ҫыхӑну тытать.
ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН ПУҪЛӐХНЕ О.Н. НИКОЛАЕВА
КОПИСЕМ:
ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКА ПАТШАЛӐХ КАНАШӖН ПРЕДСЕДАТЕЛЬНЕ Л.И. ЧЕРКЕСОВА
ЧӐВАШ НАЦИ КОНГРЕСӖН ПРЕЗИДЕНТНЕ Н.Ф. УГАСЛОВА
ХИСЕПЛӖ ОЛЕГ АЛЕКСЕЕВИЧ!
2021 ҫулхи октябрӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн черетлӗ Аслӑ Пухӑвне ирттерме палӑртнӑ.
Хӑй ӗҫлесе кайнӑ малтанхи тапхӑрта Конгресс, пирӗн шутпа, чӑнахах та чӑваш нацине европӑлла типлӑ наци пек йӗркелесе ярас, чӑваш патшалӑхлӑхне, ун политика системине тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарас, халӑхӑн экономика никӗсне трансформацилес, чӑваш чӗлхи статусне ҫӗклес тесе пысӑк ҫитӗнӳсем тунах. Анчах та, вӑхӑт иртнӗҫемӗн, ЧНК чӑваш нацине ертсе пыракан, ӑна консолидацилесе чӑмӑртакан вӑй пулма пӑрахрӗ, майӗпен ытларах та ытларах этнокультура ӗҫӗсене анчах туса пырас еннелле сулӑна пуҫларӗ. Тем тесен та, паянхи кун Конгресӑн чӑваш нацине системӑллӑ йӗркелесе тытса пырас вӑйӗ хавшаса сисӗнмеллех чакрӗ.
Конгресӑн пулас Аслӑ Пухӑвне йӗркелес ӗҫе май пур таран хутшӑнас тесе эпир ЧНК-н паянхи кунхи лару-тӑрӑвӗ пирки те, ӳлӗмри пуласлӑхӗ пирки те пуҫа ватмасӑр пултараймастпӑр.
ЮПА | 22 |
Нумаях пулмасть эпӗ сайтра «Якку пичче» ятлӑ аса илӳ статйи пичетлерӗм. Ӑна писатель Чӑваш халӑх поэчӗ Яков Гаврилович Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалларӑм. Ҫак статьяна Мускавра пурӑнакан поэтӑн аслӑ хӗрӗ Елена Яковлевна та вуланӑ, ман пата тав сӑмахӗ ҫырса ячӗ. Ҫавӑн пекех вӑл тинтерех кӑна хӑйӗн пурнӑҫӗнчи пӗр пӑтӑрмаха аса илнӗ. Ӑн иккен чӑваш хӗрӗ вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Инкек куҫа курӑнса килмест. Елена Яковлевна каласа панӑ тӑрӑх, ӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен кӑшлавирус чирӗ аптратса ӳкернӗ. Больницӑна вӑхӑтра ҫитмен пирки чир ытла шала кайнӑ. Унӑн ирӗксӗрех «Васкавлӑ пулӑшу» чӗнме тивнӗ. Пулӑшу экипажӗн врачӗ – хӗрарӑм – Елена Яковлевнӑн докуменчӗсене пӑхнӑ та тӗлӗнсех кайнӑ.
— Эсир Яков Гаврилович Ухсай хӗрӗ-им? — тесе ыйтнӑ.
— Ҫапла, эпӗ, — хуравланӑ кил хуҫи.
— Эпӗ Чӑваш Республикинчен, — пӗлтернӗ хӗрарӑм-тухтӑр. — Сирӗн аҫӑр пирки те, унӑн сӑввисене те нумай вуланӑ. Сире халех Мускаври «Коммунарка» больницине илсе ҫитерӗп. Унта ҫак усал чиртен хӑвӑрт, пӗлсе сыватаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ 2021 ҫулта Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премие кама парассине палӑртнӑ. Вӗсем — «Чӑваш Ен» Патшалах телерадиокомпанийӗн телевиденипе радиовещани информаци программисен службин корреспонденчӗ Енейкин Алексей Николаевич тата Ҫеҫпӗл Мишшин Шупашкарти музейӗн ертӳҫи Андреева Антонина Васильевна.
Алексей Николаевича премие «Чӑвашкино» Патшалах киностудийӗпе пӗрле режиссер-сценарист пулса «Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне» документлӑ фильм ӳкернӗшӗн панӑ, Антонина Васильевӑна вара — Ҫеҫпӗл Мишшин Шупашкарти музейӗн ертӳҫи пулса нумай ҫул ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тата общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн. Фонд шухӑшӗпе вӗсем иккӗшӗ те Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне тӗпчес, ӑна халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе нумай вӑй хунӑ.
Алейсей Енейкин — Елчӗк тӑрӑхӗнчен. Аслӑ пӗлӗве И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче илнӗ, 2011 ҫултанпа «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанин корреспонденчӗ пулса ӗҫлет.
Антонина Андреева — Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ.
Юлашки кунсенче чӑваш хастарӗсем «Чӑвашкино» пирки шухӑшласа пуҫа хытах ватни вӑрттӑнлӑх мар. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова калашле, «пилӗк ҫул каялла О.М. Цыпленков тӑрӑшӑвӗпе, К.Г. Яковлев культура министрӗ пулӑшӑвӗпе «Чӑвашкино» чӑваш халӑхне каялла таврӑнчӗ». Халӗ вара унӑн малашлӑхӗ питех те тӗтреллӗ. Ҫак лару-тӑрупа килӗшме пултарайманнисем Чӑваш халӑх сайтӗнче те, тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче те пӗрин хыҫҫӑн тепри чӑвашла та, вырӑсла та ҫырма тытӑнчӗҫ. Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗ Элтепер ячӗпе ҫыру шӑрҫалама та шикленсе тӑман.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ республикӑри влаҫ органӗсен офциаллӑ порталӗнче ӗнер 17 сехет ҫитеспе «Национальный бренд «Чувашкино» будет сохранен, усилен ресурсами и компетенциями» ятлӑ хыпар вырнаҫтарнӑ. «Чӑвашкино» малашлӑхне ӗнер Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев Элтепер культура министрӗпе Светлана Каликовӑпа тата цифра аталанӑвӗн министрӗпе Кристина Майнинапа тӗлпулса сӳтсе явнӑ-мӗн. Асӑннӑ хыпарта, тӗпрен илсен, «Чӑвашкинона» Чӑваш Ен НТРКипе пӗрлештерсен ним те маррине, унран та ытларах — чӑваш киновӗн ӳнерне аталантарма майсем пуррине ӗнентерсе пама тӑрӑшни сисӗнет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |