Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Новый год на ЧУВАШСКОМ» флешмоб иртессине пӗлтернӗ. Ҫапла, акци ячӗ вырӑсла. Чӑвашла куҫарсан, «Ҫӗнӗ ҫул ЧӐВАШЛА» пулать ӗнтӗ вӑл.
Флешмоба хутшӑнас тесен чӑвашла саламлӑ видеоролик ҫырса илмелле те тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫак хештегсемпе вырнаҫтармалла:
#ОбразованиеЧувашии
#ПоздравлениеНаЧувашскомЯзыке
#МойРоднойЯзык21
Флешмоб раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Унта кирек кам та хутшӑнайӗ.
Эпир, паянхи аслӑ ӳсӗмри чӑвашсем, ача пахчине е шкула ҫӳреме пуҫличченех чӑвашла лайӑх калаҫма пӗлеттӗмӗр. Паян вара, ача пахчине е шкулӑн пӗрремӗш класне 1 сентябрьте вӗренме килнӗ ача-пӑча шакӑлтатса вырӑсла калаҫма пӗлнӗ вӑхӑтрах чӑвашла пӗр сӑмах та калама пултарайманнине хулара та, ялта та куратпӑр. Ҫакӑн пек ачапа эсӗ чӑвашла калаҫма пуҫласан, вӑл хулӗсемпе турткаланса илет, сан ҫине тӗлӗнсе, ҫумра тӑракан амӑшӗ ҫине ыйтуллӑн пӑхкалать, ним калама аптӑрать. Мӗнрен килет-ха ҫакӑ?
Каламасӑрах паллӑ. Мӗншӗн тесен, пирӗн ҫӗршыври епле халӑхӑн ачи-пӑчи те хулара та, ялта та ҫуралнӑ-ҫуралманах вырӑс чӗлхин тытамне- е, урӑхла каласан, вырӑс чӗлхин “ океанне“ кӗрсе ӳкет. Телевизор та, радио та, интернет та, ачисене юратакан ашшӗ-амӑшӗсем илсе панӑ сенсорлӑ телефонсемпе планшетсенчи, телевизорти мультфилмсемпе ача видеороликӗсем те, юрлакан-калаҫакан „ӑслӑ“ ача теттисемпе кӗнекисем те, тата ытти те- пурте вырӑсла ҫеҫ калаҫаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ. Ҫакна пула ачан пуҫ ними, хӑлхи, ҫамрӑк психики вырӑс чӗлхине ҫеҫ хӑнӑхать, ӑна пӗчӗкренех губка пек сӑвӑрса илет.
Темиҫе чӗлхе пӗлсен те тӑван чӗлхене мала хуракансем пирӗн хушӑра пурри питех те савӑнтарать. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри вӑл — Александра Васильева. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнарта ҫуралса ӳснӗ ӑслӑ та талпӑнуллӑ хӗрпе ҫак йӗркесен авторӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче паллашрӗ.
Александра Сергеевна чӑвашла хӑй ҫырнӑ юмахсен пуххипе Zoom платформӑра паллаштарма палӑртнӑ. Презентаци раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Мускав сехечӗпе 11 сехетре пуҫланӗ. Хӑтлав чӑвашла иртӗ. 40-минутлӑ икӗ сессирен тӑракан презентацие кирек кам та хутшӑнайӗ.
Александра Сергеевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче акӑлчан тата нимӗҫ чӗлхисене вӗреннӗ. Унтан Мускавра ассистент, тӑлмачӑ пулса ӗҫленӗ. 2016-2018 ҫулсенче вӑл пӗлӗвне Экономикӑн аслӑ шкулӗнче ҫӗнӗлле уҫӑлнӑ ют чӗлхе факультетӗнчи магистратурӑра анлӑлатнӑ. Халӗ Китайри Куньмин хулинче акӑлчан чӗлхи вӗрентет.
«Эпӗ студент чухнех ҫырма пуҫланӑ. Ку юмахсен пуххин пӗрремӗш пайне эпӗ 2017-мӗш ҫулта ҫырнӑ, пӗлтӗр иккӗмӗш пайне ҫырса пӗтернӗ. Малтан ҫырнисем пурте вырӑсла, чӑвашла ҫырни пӗрремӗш хут», — пӗлтерчӗ вӑл ҫак йӗркесен авторне.
Пушкӑртстанри Авӑркас районӗнчи Чӑваш Хурамалӗ ялӗнче пурӑнакан 33 ҫулти Ирина Филиппова тӗрлеме питех те юратать иккен. Чӑваш тӗррине юратакан хӗрпе «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» Любовь Петрова журналист паллаштарнӑ.
Хаҫатҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, «чунне парса ӑсталанӑ япаласене Ирина сутмасть, вӑл вӗсене хӑй юратакан тата хисеплекен ҫынсене парнелеме кӑмӑллать». Хӗр ДЦП чирлӗ. Апла пулин те вӑл пурнӑҫпа хавхаланма пӗлет, чун киленӗҫне 2010 ҫултанпа тӗрӗре тупнӑ.
Ун патӗнче хӑнара чӑваш эстрадин чылай артисчӗ пулнӑ иккен. Вӗсен йышӗнче — Алексей Московский, Денис Антипов, Александр Васильев, Валентина Кузнецова, Стас Владимиров, Александр Сорокин, Фарида, Людмила Семёнова тата ыттисем.
Ҫак кунсенче, раштав уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче, Пушкӑртстанри Ӗпхӳре Ремесласен эрни иртнӗ. Ҫавна май унта «Уфа-Арт. Ремёсла. Сувениры» курав-фестиваль йӗркеленӗ. Ҫавӑнта хутшӑннӑ Чӑваш Енри ӑста, Светлана Константинова, «Контактри» хӑйӗн страницинче хӑйӗн пӑшӑрханӑвӗпе паллаштарнӑ.
«Чи пысӑк тӗллев вӑл — тӗрлӗ маҫтӑрсемпе паллашса вӗсен ӗҫӗсене курасси», — палӑртнӑ ӑста курав хутшӑннин тӗллевне. «Чӑваш кӗписене тата капӑрлӑхӗсене пуҫтарма пуҫӑннӑ май, умра паллах нумай ыйту сиксе тухать. Ыттисемпе хутшӑнни, сӗнӳсемпе тата канашсемпе ылмашӑнни кирлех. <...> Паянхи кун ӗлӗкхи майпа капӑрлӑхсене пуҫтарма йывӑрлансах пырать. Ӗҫ хатӗрӗсем урӑх, материалӗсем виҫипе те калӑпӑшӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ тата, мӗн калас тен, тавракурӑм та паянхи кун малтанхи евӗрлӗ мар.
Пушкӑрт маҫтӑрӗсемпе чылай калаҫрӑмӑр, ҫакӑн пек йывӑрлӑх вӗсен умӗнче те тӑрать иккен. Костюмсене тӗрӗс те тирпейлӗ пухасси пурин те пулмасть. Сӑмах май, вӗсене пирӗн культурӑпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ кӗнекесем нумай пулни тӗлӗнтерчӗ. Эпир вара вӗсен костюмӗсене чӗрӗлле курса ыйтусем пама пултартӑмӑр~~», — тесе ҫырнӑ Светлана Константинова.
Республикӑмӑрӑн тӗп хули Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫӑннине хула ҫыннисемпе хӑнисем асӑрхарӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Чӑваш хастарӗ Тимӗр Тяпкин Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра хӗле хирӗҫ тухья хӑйӗн вырӑнне» таврӑннӑ.
Аса илтерер: асӑннӑ кӳлепене пӗлтӗр пуҫласа вырнаҫтарнӑччӗ. Кайран хулана ҫуркунне валли хатӗрленӗ май тухьяна кӳлмекрен илсе кайнччӗ. Халӗ, ав, вӑл каллех хӑйӗн вырӑнне таврӑннӑ. Ун патне пырса хула ҫыннисемпе хӑнисем сӑн ӳкерӗнейӗҫ. Тухья аякран килнӗ ҫынсене те хӑй патне илӗртӗ.
Украинӑри чӑвашсен ентешлӗхӗн председателӗн ҫумӗ Надежда Лисовая Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Остёр хулинчи гимназири Ҫеҫпӗл Мишшин музейне хупнӑ. Украинӑри хастар асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче ӗнер пулнӑ, гимнази директорӗпе Анна Дробязкӑпа тӗл пулса калаҫнӑ.
Шкулта уҫнӑ Ҫеҫпӗл музейне хупнӑ. Халӗ гимнази террторийӗнчен Ҫеҫпӗл бюстне ӑҫта илсе каймалли пирки пуҫ ватаҫҫӗ.
«Шел пулин те общество япӑхса пырать. Кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем бюст ҫинче кам сӑнланнине пӗлменни мана тӗлӗнтерчӗ тата пӑшӑрхантарчӗ», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Надежда Лисовая.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Раиса Воробьеван «Лера теттисем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Авторӑн сӑввисене вырӑсла Людмила Симонова куҫарнӑ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лера теттисем» — Раиса Васильевнӑн пӗрремӗш кӗнеки мар.2015 ҫулта «Чарусӑр ҫерҫисем. Шумные воробушки», 2019 ҫулта «Асамлӑ вӑрманта. В волшебном лесу» сӑвӑ пуххисем пӗчӗк вулакансем патне ҫитнӗ.
Автор вулавӑшсенчи тӗлпулусене те тӑтӑш тухса ҫӳрет.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Парижра Чӑваш тӗррин кунне пухӑннӑ. Кун пирки чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, аякри йӑхташӑмӑрсем Парижри пӗр кафере пуҫтарӑннӑ. Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, вӗсем чӑвашла капӑрланнӑ.
Францири Чӑваш тӗррин каҫне Ольга Николаева ертсе пынипе Avan-t-garde пӗрлӗх йӗркеленӗ.
Мероприяти пирки хрантсусла ҫакӑнта вулама пулать.
Чӑваш тӗрри кунӗ тӗлне Шупашкарти «Планета» кондитерскинче тӑрӑшакансем «Чӑваш наци тумӗ» ӗҫ хатӗрленӗ. Ку хыпара «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, «тӗрӗпе илемлетнӗ пылак ҫимӗҫе кондитерсем 8 уйӑх янтӑланӑ». Хаҫатҫӑсем ӗнентернӗ тӑрӑх, «чӑваш хӗрарӑмӗн наци тумӗн «ҫимелли» вариантне чӑн-чӑннинчен уйӑрса илме те ҫук».
Тӗлӗнтермӗш ӗҫпе паян республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева паллашнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |