Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн ятне «халӑх асӗнче упраса хӑварас, пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас» тӗллевпе Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ регионсен шайӗнчи «Хусанкай вулавӗсем − 2022» фестиваль йӗркеленӗ.
Йӗрелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль дистанци мелӗпе иртет. Унта вӗрентекенсем тата тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Видеоматериалсене заявкӑпа пӗрле кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: https://forms.gle/qisaVTN4DHTRYp6s6.
Фестиваль тӳлевлӗ иртет: вӗрентекенсен 305 тенкӗ тӳлемелле, ачасен − 100 тенкӗ.
Чӑваш чӗлхине упрас, аталантарас тата халӑх хушшинче сарас тӗллевпе Чӑваш Енре «Ҫӗнӗ ҫул саламӗ» акци иртет. Вӑл раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен пырӗ.
ЧР Вӗрен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие кирек кам та ҫак майсемпе хутшӑнма пултарать:
1) Ҫӗнӗ ҫулпа е хӗллепе ҫыхӑннӑ видео е фото ӳкермелле, вӗсем ҫине автор хӑй хайланӑ салам сӑмахӗсене ҫырмалла;
2) Ҫӗнӗ ҫул е хӗл ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ӳкермелле. Хатӗр ӗҫсене #ҫӗнӗҫулсаламӗ хештегпа Контактра хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» ушкӑна е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла.
Акцие хутшӑнакансене сертификат парӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли телефон – (8352) 58-47-19.
Пушкӑртстанра чӑваш гимназийӗ уҫасшӑн. Кун пирки асӑннӑ регион ертӳҫи Радий Хабиров хӑй пӗлтернӗ.
Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Радий Хабиров Ӗпхӳри «Торатау» конгресс–холта Ашшӗ-амӑшӗн форумне хутшӑннӑ.
«Пушкӑртстанра эпир полилингваллӑ гимназисем уҫас шухӑш тытрӑмӑр. Пирӗн ӗмӗтре — 2024 ҫул тӗлне 10 гимнази ӗҫлеттерсе ярасси. Вӗсем пирӗн республикӑн малашлӑхӗн хӑйне евӗр локомотивӗ пулса тӑма тивӗҫ. Ун пек виҫӗ гимназие эпир уҫрӑмӑр та ӗнтӗ. Чи кирли — вӗсем ахаль шкулсене ҫаврӑнса ан кайччӑр. Вӗсенче чи лайӑх учительсем ӗҫлеччӗр, чи лайӑх практикӑсемпе, хальхи вӑхӑтри вӗрентӳ меслечӗсемпе усӑ курччӑр. Хальхи вӑхӑтра эпир хӑш муницпалитетра чӑваш гимназийӗ уҫассине татса паратпӑр», — тенӗ Радий Хабиров.
Чӑваш чӗлхин онлайн-клубӗ кашни шӑматкунсерен ӗҫлет. Иртнинче кӳртӗм сӑмахсем пирки калаҫнӑ. Черетлӗ пуху раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 9 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Чӑваш чӗлхи онлайн-клубне хутшӑнма Алпарух (Александр Блинов) патне ҫак каҫӑпа https://vk.com/alparuh ҫырса ямалла. Вӑл сире зум-каҫӑвне ярса парӗ.
Клуб хастарӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ пӗрлешӳ чӑвашла (кӑштах та пулсан) пӗлекенсем валли. Клубра тӗрлӗ темӑна хускатса сӳтсе яваҫҫӗ.
Александр Блинов пирки каласан, вӑл – тӗрлӗ проект авторӗ. Хӗрӗх урлӑ каҫнӑ ҫав ар – полиглот. Чӑваш чӗлхипе вырӑс чӗлхисемсӗр пуҫне эсперанто, итальян, француз, акӑлчан, турккӑ чӗлхисене пӗлет.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви «Ҫӗнӗ ҫула – чӑваш апачӗпе» флешмоб пуҫарнӑ.
Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать. Чи кирли — тӑван халӑхӑмӑрӑн наци апатне хатӗрлемелле те ҫавна видеоролик ҫине куҫарса тӗнче тетеленчи халӑх ушкӑнӗсене #ОбразованиеЧувашии, #ВкусноЧувашское, #ВНовыйгодсчувашскимблюдом хештэгсемпе вырнаҫтарса тухмалла.
Сӑмах май, апата мӗнле тата мӗнрен хатӗрленине пӗлтермелле.
Флешмоб кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ. Мӗн хатӗрлесси пирки пуҫ ватма халӗ шӑпах вӑхӑт.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн страницинче ҫынсене Ҫӗнӗ ҫулпа саламлама ыйтса пост вырнаҫтарнӑ. Вӑл ҫынсене Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштав уявӗпе чӑвашла саламланӑ. «Ҫак уявсем лайӑх ӗмӗтсем, чунра савӑнӑҫ ҫуратаҫҫӗ», — тенӗ республика ертӳҫи. Ҫӗнӗ ҫулта вӑл ҫӗнӗ ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртме суннӑ.
Маларах эпир Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Новый год на ЧУВАШСКОМ» флешмоб иртессине пӗлтернӗччӗ-ха. Чӑвашла куҫарсан, «Ҫӗнӗ ҫул ЧӐВАШЛА» тенине пӗлтерет ӗнтӗ вӑл.
Аса илтерер: флешмоба хутшӑнас тесен чӑвашла саламлӑ видеоролик ҫырса илмелле те тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫак хештегсемпе вырнаҫтармалла:
#ПоздравлениеНаЧувашскомЯзыке
#МойРоднойЯзык21
Сывлӑх енчен тантӑшӗсенчен уйрӑлсарах тӑракан ачасен Кӳкеҫри интернат-ҫуртӗнче Хӗл мучипе Юрпике пулнӑ. Вӗсем ачасене ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа саламлама пырса ҫитнӗ.
Хӑнасем – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем: партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарӗ Алёна Аршинова тата Чӑваш Енӗн сенаторӗ Николай Владимиров. Вӗсем интернат-ҫуртри 8 ачан «Ёлка ӗмӗтне» (ҫавӑн пек акцие тӳре-шарапа пысӑк шайри пуҫлӑхсем ҫулсеренех хутшӑнаҫҫӗ) тултарас ӗмӗтпе ҫула тухнӑ. Пӗри – Юрпике тумӗпе, тепри – Хӗл мучинпе.
Парнепе пырса ҫитнӗ Юрпике пуҫне хитре тухья тӑхӑннӑ.
Юмахри сӑнарсенчен ачасем аталанма пулӑшакан интерактивлӑ теттесем, планшетсем, алмаз тӗрри ыйтнӑ.
Раштав уйӑxӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вyлавӑшӗпе «Аталану» ассоциацийӗн «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» кружокӗнче Ҫӗнӗ Ҫyл уявне тӑван чӗлхепе ирттернӗ.
«Аталану» «Контактра» страницӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, наци вулавӑшӑн тӗп специалисчӗ Вера Архипова уява хӗлле ҫинчен чӑвашла ҫырнӑ кӗнекесен куравӗпе паллаштарса пуҫланӑ.
Чӑваш ёлкине Шупашкар хулин 1-мӗш шкулӑн 1-мӗш «Б» класс ертӳҫи Ирина Сергеева, тӗрлӗ юмахри сӑнарсен тyмӗcене тӑхӑннӑ ачасемпе илем кӳнӗ.
Чӑваш ачисем патне Яка карчӑк та пырса ҫитнӗ. Ӑна Ачасемпе пӗрле пулса вӗсене пур енлӗн аталантаракан вӗренӳ центрӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Любовь Кудрявцева сӑнарланӑ. Хӗл Мучи ачасене чӑвашла калаҫнишӗн мухтанӑ, хӑй те хӑш-пӗp сӑмаха чӑвашла калама вӗрентнӗ.
Тутарпа ҫыхӑннӑ, ҫав халӑха тӗпчекен ӑслӑлӑха (татароведение) тутарла татар белеме теҫҫӗ, пирӗн те хамӑр халӑхӑмӑра тӗпчекен ӑслӑлӑха (чувашоведение) чӑваш ӑслӑлӑхӗ тени вырӑнлӑ пулмалла. Иртнӗ ӗмӗрти репрессисем пуҫланиччен чӑваш халӑхне шӑпах ҫав пур енлӗ (комплекслӑ) мелпе тӗпченӗ те ӗнтӗ. Тӗрлӗ халӑхсене пур енлӗ тӗпчес туртӑм Раҫҫей ӑслӑлӑхӗнче XVIII ӗмӗртех вӑй илет, Спиридон Михайлов (Янтуш) ҫырнӑ тапхӑрта та ҫав мел тӗпрех тӑнӑ-ха. Ҫавна пулах чӑвашсен малтанхи тӗпчевҫисем универсал пулнипе палӑрнӑ: Василий Сбоев, Николай Золотницкий, Николай Ашмарин, Гурий Комиссаров (Вантер) тата ыт. те. Пурте вӗсем пуҫӗсене пӗр ыйту хуравне шыраса ватнӑ: мӗнлескер вӑл «чӑваш» ятпа ҫӳрекен халӑх? «Мӗнлескер» тени чи малтан чӗлхе пӗрпеклӗхӗпе хӑй евӗрлӗхне шырама хистенӗ, историре пулнӑ е чӗрӗ халӑхсен сӑмахӗ-калаҫӑвӗпе танлаштарма хавхалантарнӑ. Ҫапла вара, чӑваш ӑслӑлӑхӗнчи чи хисеплӗ вырӑна чӗлхе пӗлӗвӗ йышӑннӑ. Ҫак пулӑм этнос ӑнӗн чи пӗлтерӗшлӗ никӗсӗ чӗлхе пулнипе те ҫыхӑннӑ-тӑр.
Спиридон Михайлов (Янтуш) та хӑйӗн ӑнлантарӑвӗсене чӑваш сӑмахӗсен тулашри (сасӑ янӑравӗ) е шалти (пӗлтерӗшӗ) кӳлеписемпе ҫыхма тӑрӑшать, кунта ӑна тӗрӗс ҫулне-йӗрне тупма ун чухнехи филологи пӗлӗвӗн шайӗ пӗчӗк пулни чӑрмантарать.
Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗ пайташӗсем чӑвашла-вырӑсла «Эткер. Наследие» календарь кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма Тутар Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Александр Алексеевӑн (Сантӑр Пиклӑн) ӗҫӗсемпе илемлетнӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗн канашӗн председателӗн ҫумӗ Константин Малышев тата Тутарстанри Пӑва районӗнчи Чӑваш наци культура центрӗн пайташӗ Александр Алексеев ҫӗнӗ календарьпе паллаштарӗҫ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |