Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансене Чӑваш тӗррин кунӗпе саламланине влаҫ органӗен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Чӑваш халӑхӗшӗн тӗрӗ яланах пысӑк мӑнаҫлӑх палли пулнӑ. Вӑл – пирӗн нацин хӑйне евӗр сӗмӗ, унӑн ӑс-хакӑл пуянлӑхне, талантне, ӗҫченлӗхне сӑнарлакан мул. Ҫавна май эпир кӑҫал пирвайхи хут паллӑ тӑвакан ҫӗнӗ уявӑн хӑйӗн йӑлисем йӗркеленме те тытӑнни нимӗн чухлӗ те иккӗлентермест. Ҫав шутра – наци тумтирӗн элеменчӗсене йышпа пӗрле тӗрлени, онлайн ӑсталӑх класӗсем, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни», — ҫырнӑ саламра.
«Чӑваш тӗррин кунӗ чӑваш халӑхӗн пӗрлӗхне, культура чӗрӗлӗвне, тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчи йӑхташӑмӑрсен чӑмӑртанӑвне пулӑшасси пирки иккӗленместӗп», — тенӗ Олег Николаев.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республикӑра ҫӗнӗ уява паллӑ тӑваҫҫӗ. Аса илтерер: паян — Чӑваш тӗррин кунӗ. Ку датӑна ытахальтен суйламан. Шӑп та лӑп ҫав кун чӑваш тӗррин ӑсти Екатерин Ефремова ҫуралнӑ.
Чӑваш тӗррин кунне уявланӑ май республикӑра тӗрлӗ мероприяти йӗркелерӗҫ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 17 сехетре савӑнӑҫлӑ мероприятие пухӑннӑ.
Республикӑра тӗрлӗ акци пуҫарнине палӑртмалла. Сӑмахран, чӑваш тумӗпе ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗксене, чӳречене чӑваш тӗррипе илемлетнине тата ыттине тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче вырнаҫтарчӗҫ.
Кӑшӑлвирус саманинче чӑваш тӗрриллӗ маскӑсемлӗ ҫынсене те тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче асӑрхама май килчӗ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин ӗҫченӗсем республика шайӗнчи флешмоба хутшӑнса ӗҫе паян чӑваш тӗрриллӗ маскӑпа пынӑ.
Эсир юлашки вӑхӑтра Инстаграма кӗнӗ-и? Грузинсем чӑваш юррине шӑрантарнине курнӑ-и? «Браво Метехи» ушкӑн ӳкернӗ видеона нумай ҫын курнӑ ӗнтӗ.
Ултӑ солист, грузинсем, гитара каласа «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юрра юрлаҫҫӗ. «Чӑваш халӑхне грузинсенчен салам!» тесе пуҫлаҫҫӗ видеоролике. Сӑмах май, ҫак ушкӑн белорусла та, еврейла та юрлать.
«Браво Метехи» ушкӑн Грузире 2004 ҫулта йӗркеленнӗ. Хӑйсен ҫӗршывӗнче вӗсене юратаҫҫӗ. 2014 ҫулта солистсем хӑйсен пӗрремӗш альбомне кӑларнӑ. Пӗлтӗр вара пӗрремӗш хутчен вырӑсла юрланӑ.
Юпа уйӑхӗнче пирӗн тӑрӑхра «Моя планета» (чӑв. Манӑн планета) телеканал пулнӑ. Вӑл «Магия вкуса» кӑларӑм валли сюжетсем ӳкерме килнӗ. Телекуравра ӗҫлекенсем республикӑн тӗрлӗ районне ҫитнӗ, унта вӗсем чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрленипе паллашнӑ.
Антон Зайцев ертсе пыракан телекӑларӑм эфира ыран, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 10 сехетре тухӗ. Тележурналистсем хӑш тӑрӑха ҫитсе мӗн ӳкернине пӗлес тесен ыран телевизор пӑхма манмалла мар. Чӑваш Енпе паллаштаракан кӑларӑма тепӗр хутчен чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 17 сехет те 10 минутра тата 00 сехет те 30 минутра кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ «Чӑваш тӗрри – халӑх пуянлахӗ» курав уҫӑлнӑ. Ӑна халӑх пултаруллӑх кафедри тата «Паха тӗрӗ» фирма йӗркеленӗ. «Паха тӗрӗ» фирма директорӗн ҫумӗ Маргарита Павлова «Паха тӗрӗ» фирмӑн кунӗ-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ пулӑмсемпе паллаштарнӑ. Ҫак паллӑ предприятипе хӑйсен кун-ҫулне Е. Ефремова, М. Симакова, Т. Петрова, Анастасия Андреева тата ытти нумай художник ҫыхӑнтарнӑ.
Вера Архипова пӗлтернӗ тӑрӑх, культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗсем Зинаида Вороновӑпа Раиса Васильева халӑх-йӑли йӗркине, хӑйне евӗрӗ тӗррине, ҫи-пуҫне упраса хӑварас тата ҫак ӗҫе ҫамрӑксене явӑҫтарас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ.
Кӑҫал эпир чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунне пуҫласа уявлӑпӑр. Аса илтерер: вӑл куна ытахальтен суйласа илмен. Шӑп та лӑп ҫав кун Екатерина Ефремова тӗрӗ ӑсти ҫуралнӑ. Чӑваш тӗррин кунне туса хума республикӑри хастарсем ыйтнӑччӗ.
Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралакан ачасем валли пирӗн республикӑра парнесем хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Чӑваш сӗмӗллӗ парнене, чӑваш тӗрриллӗ ача кипкине, республикӑри ача ҫуратмалли ҫуртне парса тухӗҫ. Ҫав парне Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралакан мӗнпур тӗпренчӗке лекӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев журналистсене пӗлтернӗ.
Кӑҫал Чӑваш Республики пирӗн патшалӑхӑн автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Ҫак ятпа республика влаҫӗсем ятарлӑ медаль те хатӗрленӗччӗ, унпа «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторне Аҫтахар Плотникова та чысланӑччӗ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа асӑнмалӑх медале Раҫҫей компартийӗн Тӗп Комитечӗ те хатӗрленӗ. Нумаях пулмасть Мускав хулинчи чӑвашсен ентешлӗхӗн компетентлӑ комиссийӗ ҫак медальпе кама чысламалли йыша РФ Патшалах Думине тӑратнӑ. Тин кӑна Мускавран таврӑннӑ пирӗн корреспондент Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей Компартийӗн Тӗп Комитечӗ Чӑваш Енри ҫак ҫынсене наградӑлама йышӑннӑ:
• Юхма Мишши, чӑваш халӑх ҫыравҫи;
• Анатолий Кипеч, чӑваш халӑх ҫыравҫи;
• Лидия Филиппова-Михайлова, ЧР Профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн председателӗ;
• Николай Лукианов, юрист, Чӑваш Наци конгресӗн президиум пайташӗ;
• Наталья Володина, патшалӑх деятелӗ, журналист;
• Владимир Долгов, РФ, ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗсен пайташӗ;
• Юрий Тарасов, «Канашсем» ентешлӗхӗн ертӳҫи;
• Анатолий Аринин, хастарҫӑ;
• Олег Самана, юрӑҫ, бард;
• Венера Изратова, Канаш районӗнчи Шӑхасанти вӑтам шкул директорӗ;
• Любовь Григорьева, Канаш районӗнчи Шӑхасанти вӑтам шкулӗнчи вӗрентекен, ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ;
• Светлана Рожкова, Муркаш районӗнчи Муркаш вӑтам шкулӗнчи вӗрентекен;
• Людмила Трофимова, палла усламҫӑ, ял хуҫалӑх таварӗсем туса кӑлараканӗ.
Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш Енри Ентешлӗхсен ертӳҫисен канашӗн председателӗ Юрий Зорин чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинерти тӗп пӗлӳ паракан шкулта пулнӑ.
Юрий Александрович шкул коллективӗпе тӗл пулса калаҫнӑ. Вӑл пирӗн республикӑра кӑҫалтан Чӑваш тӗррин кунне уявлама пуҫлассине аса илтернӗ. Сӑмах май, Юрий Зорин пушӑ алӑпа ҫӳремест. Шкула вӑл чӑваш тӗррипе паллаштаракан вӗренӳ пособийӗн 20 комплектне парнеленӗ. Вӑл пособисене депутат Куславкка, Вӑрмар тата Тӑвай районӗнчи мӗнпур шкула туянса пама шантарнӑ.
«Раскраска-исследование» тата «Книжки для вырезания» кӗнекесем туяннӑ. Вӗсем чӑваш ҫи-пуҫӗпе паллаштараҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӗмпӗрте Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑшӑлвируса пула куракансене залӑн 1/3 пайӗ чухлӗ ҫеҫ пухма ирӗк панӑ.
Фойере Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин камерлӑ оркестрӗ чӑваш композиторӗсен произведенийӗсемпе кӗтсе илнӗ. Уявпа саламлама Чӗмпӗр облаҫӗнчи искусствӑпа культура политикин министрӗ Евгения Сидорова пырса ҫитнӗ. Чӑваш уявӗсене йӗркелесе ирттерме май тупнӑшӑн вырӑнти чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаева тав тунӑ.
Уява Чӑваш Енри «Ҫавал», «Ҫеҫпӗл», «Nota g» ушкӑнсем хутшӑннӑ.
Эстонире пурӑнакан хастар чӑваш, Ираида Захарова, Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енрен аякри ҫӗршывра тӗлӗнмелле самант пулса иртнӗ.
Кӗркуннен юлашки кунӗсем ӑшӑ пулнипе усӑ курса Таллинри Чӑваш культурин музейӗн пуҫарӑвне пурнӑҫлама май килнӗ. Ку пуҫару тӗрлӗ халӑхсен «Лира» пӗрлешӗвӗ тата Нарвӑри чӑвашсен «Нарспи» ушкӑнӗ пӗр шухӑшлӑ пулнӑран пулса иртнӗ. Иртнӗ вырсарникун, чӳк уйӑхӗн 15–мӗшӗнче, «Лира» ҫурчӗн картышӗнче чӑвашсем пуҫтарӑннӑ. Эстони ҫӗрӗ ҫинче Юман тата Ҫӑка ӳсме тытӑннӑ. Ҫав пулӑма халалласа чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрленӗ, юрӑсем юрланӑ, вайӑри пекех картана тӑрса ташӑсем ташланӑ.
Ку йывӑҫсене лартакансем пӗтӗм чӑвашсен ваттисене, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе Ен 100 ҫул ҫитнине тата Эстонире пурӑнакан пӗтӗм чӑвашсене халаланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |