Шупашкар хулинчи Уруков урамӗнчи 16–мӗш ҫуртри 204-мӗш пӳлӗмре чӑвашлӑх пирки калаҫма ытларикунсерен пуҫтарӑнаҫҫӗ. Кун пирки Вырак Суварин «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Варык Суварин ҫырнӑ тӑрӑх, «Чӑваш тӗнчи» пуҫарулӑх ушкӑнӗ хӑйӗн ӗҫ тӑваслахне 18 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен пӑхса тухать, сӳтсе явать, ӗҫ тумаллине палӑртать».
Пуҫарулӑх ушкӑнӗ «Чӑваш тӗнчи» чӑвашлӑхшӑн ӗҫ тӑвас текенсене ҫав ушкӑна хутшӑнма чӗнсе каланӑ.
Пушкӑртстанри Федоровка районӗнчи Ашкатар ялӗнче Семеновсен ҫемйине хисеп туса мероприяти иртнӗ. Хӑнасене культура ҫурчӗ умӗнче чӑваш апачӗпе кӗтсе илнӗ. Уяв йӗркелӳҫисем «Сӑн ӳкерчӗксенче истори» тата «Семеновсен ҫитӗнӗвӗсем» ятлӑ куравсем хатӗрленӗ. Семеновсен несӗлӗнче учительсемпе тухтӑрсем, спортсменсемпе педагогсем‚ юрӑҫсемпе ташӑҫӑсем тата купӑсҫӑсем пулнӑ.
«Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Вячеслав Ерохин таврапӗлӳҫӗ йӑх-несӗл йывӑҫҫин икӗ туратне питӗ интереслӗ хатӗрленӗ. Вӑлах пухӑннисене ҫак ӑрӑвӑн паллӑ ҫыннисемпе паллаштарнӑ.
Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑвашсен канашӗн ӗҫтӑвком председателӗ Анна Ремпель асӑннӑ ялта йӑла-йӗркесене тытса пынине‚ вӗсене ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентнине палӑртса хӑварчӗ. Ӑру уявӗ вӑхӑтӗнче «Пикесем» ушкӑн (ертӳҫи – Елена Газизова)‚ «Ашкатар ҫӑлкуҫӗсем» халӑх ансамблӗн вокал йышӗ‚ «Ашкатар ҫӑлкуҫӗсем» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи – Марс Хайбуллин) халӑха савӑнтарнӑ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ирттерекен мероприятисем республикӑра малалла пыраҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн Тӗп клубӗн тытӑмӗ «Юмах ҫӳпҫи ӳкерчӗкӗсем» ӳкерчӗксен конкурсне ирттерӗ.
Курава тӑван тавралӑха юратма вӗрентес, тӑван чӗлхене, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине упраса хӑварас, чӑваш фольклорӗпе кӑсӑклантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Пултарулӑх конкурсне хутшӑнакансен ӗҫне ҫула кура виҫӗ ушкӑна уйӑрса хаклӗҫ: 6 ҫултан пуҫласа 14 ҫулчченхисем таран, 15-25 ҫулчченхисем, 25 ҫултан аслӑраххисем
Конкурса йӗркелекенсем ӗҫсен скан-копийӗсене йышӑнаҫҫӗ. Кирек епле материал ҫине ӳкерме пулать. Техники те тӗрлӗрен юрать.
Ӗҫсене юпа уйӑхн 28-мӗшӗччен dk-u@mail.ru электрон адреспа йышӑнӗс. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 52-78-10.
Красноярск тӑрӑхӗнчи Казачинское ялӗнче нумаях пулмасть чӑвашсен Чӳклеми иртнӗ.
Чӳклемене йӑхташӑмӑрсем хӑйсем ӑл ӗҫӗсемпе, ӗҫми-ҫимипе пырса ҫитнӗ. Чӑвашсен пултарулӑхӗпе паллаштаракан курав йӗркеленӗ.
Чӳклемери халӑха (унта ултӑ районтан тата Ачинск, Дивногорск, Енисейск, Красноярск, Лесосибирск, Сосновоборск хулисенчен пуҫтарӑннӑ) Красноярск тӑрӑхӗнчи тӳре-шара саламланӑ. Йӑхташӑмӑрсем юрӑ-ташӑ ӑстисен пултарулӑхӗпе савӑннӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫнӗ.
Чӑваш уявне пуҫараканни — Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Асамлӑ тӗрӗ» кружок хӑйӗн ӗҫне пуҫӑнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе паллашас, ӑна алла илес, хӑш ереш тата тӗс мӗне пӗлтернине ӑнланас тесен вулавӑша ҫул тытмалла. Пӗрремӗш заняти юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
«Асамлӑ тӗрӗ» кружока 2013 ҫулта йӗркеленӗ. Ӑна пуҫарма Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр. Вӑл кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ) халӑх ӑсти хутшӑннӑ.
Кӑҫалхи занятисене Евгения Жачеван вӗренекенӗ, Надежда Кузнецова ӑста, ирттерӗ.
Кировра вырнаҫнӑ Александр Грин музейӗ хӑйне евӗрлӗ экспонатсемпе пуянланнӑ. Ҫыравҫӑн чӑвашла куҫарнӑ хайлавӗсен пуххине музей парне евӗр йышӑннӑ. Ӑна куҫару авторӗ Алексей Леонтьев парнеленӗ.
Парнене «А.С. Грин: взгляд из XXI века» (чӑв. А.С. Грин: XXI ӗмӗр куҫӗпе) ӑслӑлӑх конференцийӗнче панӑ. Унта куҫаруҫӑна та йыхравланӑ. Киров облаҫӗнчи таврапӗлӳ музейӗ Шупашкарти хӑна тухса калаҫнине итлекенсем кӑсӑкланса тӑнланине, ҫавна май ҫырнисен 5 томлӑ пуххине парнелеме хистенине пӗлтернӗ.
Алексей Леонтьев асӑнмалӑх ҫырса хӑварнӑ. Унта ҫапла каланӑ: «Грина юратса — Киров облаҫӗнчи таврапӗлӳ музейне. Грэй капитан калашле, тӗлӗнтермӗше хӑвӑн аллупа тӑвасси — чее мар чӑнлӑх. Маншӑн Грин чӑвашла калаҫни тӗлӗнтермӗш».
Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий нумаях пулмасть журналистсем валли пресс-конференци ирттернӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе вӑл икӗ чӗлхепе — чӑвашла тата вырӑсла калаҫнӑ. Кун пирки «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра пӗлтернӗ.
Савватий Владыкӑна чиркӳсенче кӗлӗсене чӑвашла сахал ирттерни те пӑшӑрхантарать иккен. Ҫакӑ чӑвашла пӗлекен тӗн ҫыннисен сахаллипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Савватий журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗлле вырӑсла ирттерни Варнава Владыкӑна та пӑшӑрхантарнӑ. Малашне Введени соборӗнче чӑвашла кӗлӗ ирттерме пуҫласшӑн иккен.
Бурят Республикинче ӗҫлесе пурӑннӑ Савватий Владыка (хӑй вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ) тӑван ене килнӗренпе чӑвашла тӗлленме пуҫланине пӗлтернӗ.
Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ паян хӑйӗн йышне Чӑваш Енри паллӑ ҫыравҫӑна, поэта, журналиста илнӗ. Сӑмахӑмӑр Николай Ишентей пирки пырать.
Академи пирки ҫакна палӑртмалла: ун йышне таврапӗлӳҫӗсемпе тӗрлӗ тӗпчевҫӗ-ҫыравҫӑсем, ӳнерҫӗсем тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Академие 1992 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Асӑннӑ пӗрлӗх ӑслӑлӑхпа, ӳнерпе, таврапӗлӳпе, халӑх ӑс-хакӑлӗллӗ ӗҫсемпе, культурӑн тӗрлӗ енӗпе хӑйсен ирӗкӗпе тата тӳлевсӗр ӗҫлекен тата вӗсене аталантаракан ҫынсене пӗрлештерет. Унӑн ертӳҫи — Евгений Ерагин.
Паян академи ертӳҫи Евгений Ерагин Николай Ишентей ҫыравҫа академин хисеплӗ ӗҫченӗ ята пани ҫинчен пӗлтернӗ, ҫавна ӗнентерекен паллӑпа чысланӑ.
Ӗнер Волгоград хулинче ҫарпа патриот фильмӗсемпе программисен пӗтӗм тӗнчери вуннӑмӗш телефестивальне пӗтӗмлетнӗ. Унта «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн фильмӗ тивӗҫлипе хутшӑннӑ.
Марина Карягина режиссерӑн тата сценаристӑн Сергей Мышев, Владимир Сергеев, Виктор Степанов тата Екатерина Янгалакова операторсемпе, Карина Петрова монтаж режиссерӗпе, Владимир Неверов тата Сергей Блинов сасӑ режиссерӗсемпе пӗрле хатӗрленӗ «О чем молчат куклы деда Тероша» документлӑ фильмӗ «Чи лайӑх телеочерк» номинацире ҫӗнтернӗ.
«Коронавирус кӑҫал пуҫтарӑнма памарӗ, анчах фестиваль пӗрех иртнӗ. Парнисене почта урлӑ ярса парӗҫ. Пӗрле савӑнар: эпир - авалхи хӑватлӑ халӑх ачисем», — тесе хыпарланӑ Марина карягина Фейсбукра.
«Раҫҫей йывӑҫӗ – 2020» конкурс паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, вӗҫленнӗ. Унта Дагестанри авалхи платан ҫӗнтернӗ. Вӑл 39 пин те 82 сасӑ пухнӑ. Конкурса тӑратнӑ 12 йывӑҫ хушшинче чӑваш юманӗ те пулни ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе те пӗлтернӗччӗ.
Муркаш районӗнчи Ильинка вӑрман хуҫалӑхӗнче ӳсекен ватӑ юман иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, «влаҫсем пулӑшни те чӑваш юманне ҫӗнтерме пулӑшайман». Хӑш-пӗр ача пахчинче ӗҫлекенсем юманшӑн сасӑлама чӗнсе хӑйсен кӑмӑлӗпе урама та тухнӑ-мӗн. Тӗрлӗ МИХӑн тӗнче тетелӗнчи ушкӑнӗсенче юман пирки, сӑмах май, нумай пӗлтерчӗҫ. Апла пулин те пирӗн тӑрӑхри йывӑҫ иккӗмӗш вырӑнпа ҫырлахӗ. Уншӑн 25 пин те 720 ҫын сасӑланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |