(Охатер Томеев ҫуралнӑранпа 320 ҫул ҫитнине асӑнса)
Халӑха нихӑҫан та вӑйпа хистемелле мар, ӑна вӑл е ку ҫӗнӗлӗхе йышӑнма, малалла талпӑнма хӑнӑхтармалла, ӳкӗте кӗртме пӗлмелле. 18 ӗмӗрте те чӑваша хистекенсене хирӗҫлекенсем, халӑхӑмӑра чунран-чӗререн юратакансем, тӑван чӗлхемӗре хӳтӗлекенсем, унпа усӑ курса ӳкӗтлекенсем тупӑннӑ. Ун йышшисенчен чи малтанхи Охатер Томеев (вӑл 1700 ҫул тӗлнелле хальхи Чӑваш Республикин Шупашкар районне кӗрекен Питтукасси ялӗнче ҫуралнӑ) пулнӑ. Ҫак мухтавлӑ ҫын чӑваш историйӗнче халӑхӑмӑра тӗне вӑйпа кӗртнине тата наци пусмӑрне хирӗҫ хӑюллӑн ҫӗкленнӗ кӗрешӳҫӗ пек паллӑ. Охатер Томеев чӑваш хутлӑхне вырӑс православийӗ тӑван чӗлхемӗр урлӑ кӑна лайӑх ҫитме пултарасса пуринчен малтан туйса илнӗ, чӑваш тӑрӑхӗнче ӳкӗтлевҫӗ пулма шухӑш тытнӑ. Унӑн ӗмӗтне тепӗр 20 ҫултан Ермей Рожанский пурнӑҫлама пуҫӑнать. Ҫак мал ӗмӗтлӗ чӑвашсене пӗрлештерекен тепӗр ен вӑл вӗсене тӑван халӑхӑмӑр хӑй ҫав ӗҫе шанса пама кӑмӑл туни, ӳкӗтлевҫӗ пулма ыйтни. Ҫакӑ вара вӗсем халӑхӑмӑрӑн чӑн-чӑн ертӳҫисем пулнӑ тесе калама май парать.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче чӑваш юррин «Кӗмӗл сасӑ-2020» фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.
Ҫӗршыв шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне Пушкӑрт, Тутарстан республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Питӗр хулипе Ленинград облаҫӗнчи, Тӗмен тӑрӑхӗнчи тата Чӑваш Енри ӑстасем хутшӑннӑ.
Гран-прие Пушкӑртстанран килнӗ Анастасия Иванова тивӗҫнӗ. Ӑна тухья парнеленӗ тата 15 пин тенкӗ парса хавхалантарнӑ. Пӗрремӗш вырӑна Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Кристина Никитина ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш вырӑна – Ленинград тӑрӑхӗнчи Роман Арсентьев, виҫҫӗмӗш вырӑна – Элӗк каччи Сергей Иванов тата Тутарстан пики Валерия Юманова.
Ушкӑнпа юрлакансене уйрӑммӑн хакланӑ. Пӗрремӗш вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти «Шевле» ансамбль ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗшне – Муркаш районӗнчи Илемпи Ивановӑпа Алена Дмитриева дуэчӗ.
Эстонире пурӑнакан йӑхташсем «Ӑраскал» кӑларӑм йӗркелесе пынине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ.
Передачӑна ертсе пыракан Ираида Захарова Фейсбукра хыпарланӑ тӑрӑх, чӑвашла хатӗрлекен кӑларӑмӑн черетлӗ каларӑмӗ паян, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 19 сехет те 35 минутра эфира тухӗ.
Ираида Захарова Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, черетлӗ кӑларӑмра «Уяв» ансамбль пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Тӗнче тетелӗнчи страницӑра радиоертӳҫӗ ансамблӗн тӗрлӗ тапхӑрӗнчи сӑнӳкерчӗксене илсе кӑтартнӑ.
Thebiggest.ru сайтра хӑйне евӗр сасӑлав пуҫарнӑ. Унта хутшӑнакансен хӑйсене хӑш наци ҫынни тесе шухӑшланине пӗлтермелле. Сасӑлава ҫак йӗркесен авторӗ те хутшӑнчӗ. Хӑйсене чӑваш тесе палӑртнисем ҫак самантра – 1671 ҫын.
Сасӑлав страницинче кашни халӑх пирки кӗскен ӑнлантарса пани пур. Унта Раҫҫейре чӑвашсем 1,58 миллион ҫын пурӑннине пӗлтернӗ, тӗнчере – 1,6 миллион тенкӗ. Сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, историлле тӑван ҫӗршывӗнче ҫак тӗрӗк этносӗн ҫурри пурӑнать, ытти пайӗ пӗтӗм ҫӗршыв тӑрӑх сапаланнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче чӑвашсем чӑн тӗне ӗненнӗ.
Сасӑлава хутшӑнас тесен ҫак каҫӑпа иртмелле.
Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсем халӑх ҫыравне халалланӑ пӗтӗм ҫӗршыври сӑнӳкерчӗксен «Страна в объективе» (чӑв. Объективри ҫӗршыв) конкурсӗн регионти тапхӑрӗнче «Храним традиции» (чӑв. Йӑла-йӗркене упратпӑр) номинацире ҫӗнтернӗ. Зима районӗнчи Новолетники ялӗнче пурӑнакан Нина Машугина облаҫ шайӗнче финала тухнӑ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Нина Машугинӑна тата конкурса хутшӑннӑ Зима районӗнчи Успенский-3 ялӗнчи Светлана Быковӑна чӑваш халӑхӗн сумне сарассипе тӑрӑшнӑшӑн тав туса Фейсбукра ҫырнӑ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем каччӑна чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса салтака ӑсатнӑ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхра чӑваш культурине аталантарас тесе йӗркеленӗ «Ентешлӗх» ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Алексей Павлов Фейсбукра пӗлтернӗ.
Фондӑн шурсухалӗн тата канашҫин Владислав Тимофеевӑн мӑнукне салтака илсе кайнӑ. Ҫамрӑка йӑхташӑмӑрсем хӑйсен туслӑ йышӗпе, чӑвашла йӑла-йӗркепе ӑсатнӑ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи ентешӗмӗрсем каччӑна хӗсмет вӑхӑтне лайӑх ирттерме, тивӗҫе таса кӑмӑлпа пурнӑҫлама, чӑн-чӑн арҫын пулса таврӑнма суннӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартма тытӑннӑ. Ятарлӑ ярӑма вӑл паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Тӗрӗҫӗн кунӗнче, пуҫарнӑ. Ӑна пирӗн республикӑра туса хунӑ Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Ку уява чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче палӑртма йышӑннӑ.
Чӑваш тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен калакан ярӑма «Чӑваш тӗрри = Чувашские узоры» сайра тӗл пулакан кӑларӑм уҫать. Ӑна 1925 ҫулта Чӗмпӗрти Чӑваш педагогика техникумӗн Этнографи музейӗ кун ҫути кӑтартнӑ.
Альбома музейри чӑваш тумӗн ҫипуҫӗн тӗслӗхӗсемпе илемлетнӗ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗрлӗхӗпе Дмитрий Архангельский художник-график, краевед, педагог паллаштарнӑ.
Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи ЗАГСра ачасене епле ят панине эрнесерен тишкереҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере ҫутӑ тӗнчене килнӗ пепкесенчен пӗрне чӑвашла ят хунӑ. Арҫын ачана Атнер тесе чӗнӗҫ.
Сайра тӗл пулакан ятсенчен ЗАГС ӗҫченӗсем ҫавӑн пекех Агата, Злата тата Алисия ятсене асӑннӑ. Ачасенчен чылайӑшӗ тулли ҫемьере ҫуралнӑ.
Сӑмах май, иртнӗ эрнере ҫут тӗнчене хӗрачасем нумайрах килнӗ: Калинин районӗнче 27 хӗрачапа 20 арҫын ача ҫуралнӑ. Хула ҫыннисем ывӑлӗсем валли ытларах чухне Кирилл, Максим, Павел, Тимофей ятсем суйланӑ, хӗрӗсем валли – Александра, Виктория, Ксения тата Эмилия.
Питӗр хулинчи Чӑваш тӗррин тата ремеслисен центрӗ Евгения Жачева ячӗпе хисепленӗ. Ҫакӑн пек йышӑннӑ Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ хӑйӗн анлӑ ларӑвӗнче. Мероприятие Валериан Гаврилов ертсе пынӑ.
Ларура Чӑваш тӗррин тата ремеслисен центрне уҫма йышӑннӑ. Ку шухӑша темиҫе ҫын: А.Н. Бахматов, В.А. Гаврилов тата А.Т. Челнокова — сӗннӗ.
Питӗрти Чӑваш тӗррин кружокӗ юлашки ҫулсенче хӗрӳ ӗҫлеме тытӑннӑ, вӑл куравсем те йӗркелет. Экспонатсен пысӑк коллекцине Евгения Жачева ӑста парнеленӗ. Ҫурла уйӑхӗнче Питӗр хулинчи йӑхташӑмӑрсен делегацийӗпе тӗл пулнӑ чух Евгения Николаевна унта чӑваш тӗррин ялан ӗҫлекен кружокне йӗркелеме сӗннӗ. Вырӑнтисем хаваспах килӗшнӗ.
Центрта тӑватӑ ӑста тӑрӑшӗ: Анастасия Бахматова (шӑрҫаран эрешлессипе), Алевтина Челнокова (ҫыхассипе), Нина Павлова (пиҫиххисем ӑсталассипе), Наталья Михайлова (тӗрлессипе). Центрӑн ҫумпредседателӗ пулма Анастасия Бахматововӑна тата Наталья Михайловӑна шаннӑ.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти трактор тӑвакансен керменӗнче Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ 97-мӗш сезона уҫнӑ. Ун валли пултарулӑх коллективӗ «Пурнӑҫ кустӑрми» ҫӗнӗ программа хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ проекта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Программа тӑван республикӑмӑрӑн тӗрлӗ тапхӑрӗпе паллаштарать.
Проект ертӳҫи – Ю.В. Васильев тӗп режиссер. Премьерӑн композицийӗпе режиссерӗн авторӗ — Е.О. Еделеева постановщик, балетмейстерӗ Л.А. Попова, балетмейстер-постановщикӗ — А.Е. Мужикова, хормейстерӗ — М.Ю. Тарасова, педагогӗ, балет енӗпе репетиторӗ С.Н. Белова, оркестр ертӳҫи — С.В. Жаднов, программа директорӗ — С.В. Кузнецов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |