Шупашкарти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 9,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Следовательсем тата суд пӗлтернӗ тӑрӑх, аван уйӑхӗн 19-мӗшӗнче арҫын хулара пӗлӗшне тӗл пулнӑ. Вӗсем эрех илнӗ те арҫыннӑн хваттерне кайнӑ. Хайхискерсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Арҫын хӑнана хӗненӗ, унтан ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та чикнӗ. Хӑна ҫавӑнтах вилнӗ.
Тытса чарсан ҫак арҫын следовательсене акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: вӑл вӗлермен-мӗн, ҫывӑрнӑ чухне вилене ун патне такам килсе пӑрахнӑ. Анчах следстви вӑхӑтӗнче йӑлтах уҫӑмланнӑ, арҫын мӗнле пулнине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарта «моржсем» сезон уҫнӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтерет.
Журналистсем вырӑна тухса сюжет ӳкернӗ. «Кӑмӑл лайӑх. Эпир чирлеместпӗр тесен те юрать. Кунта уяв килнӗ пек ҫӳретпӗр»,- тенӗ пӗри.
Анчах «морж» тӳрех пулаймастӑн, кун валли хатӗрленмелле. Тухтӑрсем хӑш-пӗр чирпе аптӑракансене вакка чӑмма сӗнмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа тухтӑрпа канашлани пӑсмӗ.
Вакра шыва кӗни юн ҫаврӑнӑшне лайӑхлатма, иммунитета ҫирӗплетме пулӑшать. Вӗсен вӑй-хал кӗрет, сивӗ ҫанталӑка та унашкаллисем хӑвӑртах хӑнӑхаҫҫӗ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче (вӑл Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) аслӑ шкулӑн паллӑ йӗркелӳҫи пулнӑ сумлӑ ӑсчаха, патшалӑх ӗҫченне, профессора, педагога, Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен ассамблейине йӗркеленӗ тата организацин пӗрремӗш ертӳҫи пулнӑ Лев Куракова асра тытса асӑну хӑми уҫӗҫ.
Хӑмана Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарӗҫ. Мероприятие республикӑри тӗрлӗ тӳре-шара, аслӑ шкулсенче ӗҫлекенсем, наципе культура пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем пырса ҫитӗҫ.
Асӑну хӑмине раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 11 сехетре уҫӗҫ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем маршрут автобусӗ рулӗ умне ӳсӗрле ларнӑ водителе тытса чарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Шупашкара автосервиса кайма тухнӑ.
Паян, раштавӑн 18-мӗшӗнче, ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем М-7 ҫулӑн 698-мӗш ҫухрӑмӗнче 556-мӗш маршрутпа, «Шупашкар – Вӑрмар – Тӑвай» ҫулпа, ҫӳрекен автобуса чарнӑ. Водитель ӳсӗр пулнӑ. Салонра пассажирсем пулман.
Водитель тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Кунсӑр пуҫне юридици сӑпатне явап тыттарас тӗллевпе рапорт хатӗрленӗ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарта Николаев урамӗнче 12 ҫулти арҫын ача машина айне лекнӗ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Паян 15 сехет те 15 минутра арҫын ача светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул ҫине чупса тухнӑ. Ӑна ҫӑмӑл машина ҫапса кайнӑ. Вырӑна ҫитнӗ васкавлӑ медпулӑшу ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Авари саманчӗ видеокамера ҫине лекнӗ. Ӑна пӑхсан ача чӑнах та ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухни курӑнать.
Чӑваш Енре пурӑнакан Иван Иванов 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеренӗ, фронтран таврӑнсан вӗрентекенре ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе 5 ачана воспитани панӑ.
18 ҫул тултарсан, 1939 ҫулта, Иван Иванов салтака кайнӑ. Икӗ ҫултан вӑрҫӑ пуҫланнӑ та вӑл фронта лекнӗ, Минскри пулемет батальонӗнче пулнӑ.
Вӑрҫӑ пуҫлансанах вӑл тыткӑна лекнӗ. Унтан вӑл икӗ хут тарнӑ, анчах усӑсӑр. Иван Иванов киле 1946 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ. Фронтра мӗн тӳснине вӑл хӑйӗн «Манӑн асаилӳсем тата шухӑшсем» ятлӑ кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ.
Халӗ ветеран Шупашкарта хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать.
Иртсе кайнӑ талӑкра Шупашкар хулинчи виҫӗ ватӑ ултавҫӑсене пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ. «Кӗмӗле» кинемейсем хӑйсен аллипех кӑларса тыттарнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, хулари ватӑсем хӑйсен тӑванӗсене «ҫӑлас» тесе пурӗ ҫур миллиона яхӑн тенкӗсӗр юлнӑ.
66 ҫултан пуҫласа 85 ҫулчченхи виҫӗ хӗрарӑм патне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ, вӗсен ҫывӑх ҫыннисем машинӑпа инкеке лекнине ӗнентернӗ. Пенсионерсен укҫа пуррипе ҫуккипе кӑсӑкланнӑ. Тӑванӗсене пуҫиле майпа явап тыттарас темесен укҫа тӳлемелле тесе каланӑ. «Кӗмӗле» курьера парса яма хушнӑ. Карчӑксем 100 пинрен пуҫласа 260 пин тенкӗ таран тыттарса янӑ. Палламан ҫынсене ӗнениччен ватӑсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкӑравласа та пӑхман.
Шупашкар хулинче библиотека тытӑмӗн директорӗ пулма тивӗҫ специалиста шыраҫҫӗ.
Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп библиотекарӗн аслӑ пӗлӗвӗ е экономика, е юриди, е культура, е ӳнер, е педагогика, е техника енӗпе пулмалла. Тата, паллах, ӗҫ стажне шута илӗҫ. Кандидатӑн культура отраслӗнче ертсе пыракан должноҫре 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ.
Библиотека тытӑмӗн пуҫлӑхӗ пулма конкурса хутшӑнакан ҫыннӑн Шупашкарти вулавӑшсене аталантарассипе ӗҫ планӗ те хатӗрлемелле.
Заявкӑсене ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хутсене Шупашкар хула администрацийӗн культура управленине ҫитерсе памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ – 23-50-93.
Никита Сверчков живописец, график ҫуралнӑранпа кӑҫал 130 ҫул ҫитрӗ.
Паллӑ ӑста 1891 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1912 ҫулта Хусанти ӳнер шкулне, 1917 ҫулта Санкт-Петербургри ӳнер академийӗн аслӑ ӳнер училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1931 ҫулта вӑл Омскри чукун-ҫул транспорчӗн инженерӗсен институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Бийск тата Омск хулисенче ӗҫленӗ. 1923-1941 ҫулсенче «Капкӑн» журналта художникра тӑрӑшнӑ. 1940-1951 ҫулсенче Шупашкарти ӳнер училищинче вӗрентнӗ, 1948-1951 ҫулсенче Шупашкарти пӗрремӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗ пулнӑ.
Паян Шупашкарти Мичман Павлов урамӗнчи 4-мӗш ҫурт ҫинче ӳнерҫӗ ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫав ҫуртра Никита Сверчков хӑйӗн пурнӑҫӗн юлашки 12 ҫулне пурӑнса ирттернӗ.
Рельеф авторӗ – Игорь Голубев ҫамрӑк скульптор.
Шупашкарти Туберкулезпа кӗрешекен диспансер ковид-госпиталь режимӗнчен тухать. Кун пирки паян оперативлӑ штаб ларӑвӗнче сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ.
Паянтан пуҫласа диспансера кӑшӑлвируспа чирлекенсене йышӑнмаҫҫӗ. Икӗ эрне хушшинче пульницӑна ахаль чухнехи режима куҫарӗҫ. Сӑмах май, кунта 95 ковид-койка пулнӑ.
Хулан 2-мӗш пульницинче, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Канаш районӗсен пульницисенче те кӑшӑлвирусран сипленекенсен йышӗ чакса пырать.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 1286 ковид-койка пур, вӗсенчен 293-шӗ пушӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |