Шупашкар хулинче пурӑнакан икӗ ҫын йытта пула вӑрҫса пӗтнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те йытӑ усраҫҫӗ иккен, хӑйсен тӑватӑ ураллӑ тусӗсемпе иккӗшӗ те хулари «Дорисс паркра» уҫӑлса ҫӳреме юратаҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхи 9 сехет хыҫҫӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм тата 45 ҫулти арҫын йытӑсемпе уҫӑлма тухнӑ. Икӗ йытӑ пӗр-пӗрне килӗштерменрен вӗсен хуҫисем ятлаҫса кайнӑ. Арҫын хӗрарӑма усал сӑмахсемпе кӳрентерсе пӗтернӗ, ҫийӗнчен вӑл ӑна питӗнчен лачлаттарса сурса хунӑ.
Тавлашӑва хӗрарӑм телефон ҫине ҫырса илнӗ. Шар курнӑ хӗрарӑм пулӑшу ыйтса прокуратурӑна кайнӑ. Лингвистика экспертиза хӗрарӑма, чӑн та, кӳрентернине палӑртнӑ. Арҫынна административлӑ майпа 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкар хулинчи Р. Зорге урамӗнче пурӑнакан пӗрремӗш ушкӑн инваличӗсене почтальонсем иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ пенси киле пырса памаҫҫӗ. Ҫапларах хыпарланӑ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Подслушано Чебоксары» (чӑв. Шупашкарта итленӗ) халӑх ушкӑнӗнче.
Почта уйрӑмӗнче ӗҫлекенсем вӑл адреспа кайма почтальон ҫук тесе калаҫҫӗ-мӗн. Куҫ курманран инвалида тухнисем те килте пенси илеймеҫҫӗ-имӗш. Вӗсен Кӑнтӑр поселокӗнчи пасар ҫумӗнчи почта уйрӑмне кайма тивет. «Ку вӑл сусӑрсемпе пенсионерсенчен тӑрӑхлани мар-и?», — тесе ҫырнӑ эпир маларах асӑннӑ ушкӑнра.
ХУШСА КАЛАНИ
Ҫак материала сайтра пичетленӗ хыҫҫӑн РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗнчен Ирина Павлова пресс-секретарь шӑрҫаланӑ хурава илтӗмӗр.
Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тӗслӗхре пенсие вӑхӑтра ҫитерессишӗн почта яваплӑ, графика епле пурнӑҫланине Пенси фончӗ тӗрӗслеме пултарать. Паян планпа пӑхман ҫавӑн пек тӗрӗслев ирттернӗ. Почта уйрамӗнче пенси парас вӑхӑта пӑсман.
Ыйту пулсан пенсионерсене РФ Пенси фончӗн хӗрӳ линийӗпе 88006000485 телефонпа ҫыхӑнма сӗннӗ.
Шупашкарти 25 ҫулти вӗрентекен патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та ултавҫӑсем унӑн банк счетне хапсӑнни пирки каланӑ. Хайхискер укҫана часрах хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ.
Ҫамрӑк вӗрентекен ӑна ӗненсе 100 пин тенкӗ куҫарнӑ. Тепӗр кунхине ҫав ҫынсем ӑна страховка тӳлевӗ тесе тепӗр 200 тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн тин ҫамрӑк хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл кредитне илнӗ ӗнтӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта тепӗр ача пахчи пулӗ. Ҫак кунсенче экспертиза ирӗк панӑ.
Вӑл виҫҫӗмӗш микрорайонта пулӗ. Унта 180 ача ҫӳремелӗх вырӑн тӑвӗҫ. Ӗҫсене «Иско-Ч» строительство компанийӗ пурнӑҫлӗ. Ача пахчин строительстви 2022-2023 ҫулсенче пулӗ.
Аса илтерер: «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта паянхи кун 4 ача пахчи ӗҫлет Унта 900 ача валли вырӑн пур. Анчах микрорайонта ҫамрӑк ҫемьесем нумай пулнӑран ку ҫителӗксӗр.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Иван Франко урамӗнчи 22 ҫуртра хваттер ҫуннӑ. Ку каҫхине пулнӑ. Виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пушар тухнӑ. Шел те, ҫухатусӑр пулман.
59 ҫулти хӗрарӑм, хваттер хуҫи, ҫунса вилнӗ. Унӑн 11 ҫулти мӑнукӗ тӗтӗм шӑршине туйсан кӳршисем патне чупнӑ. Вӑл суранланман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус туртнине пула тухнӑ.
Ӗнер Етӗрне районӗнчи Уйкас Асламас ялӗнче те пушар пулнӑ. Унта 60 ҫулти арҫын вилнӗ.
Кӑшӑлвирус сарӑлма пуҫласанах вӑл чир ачасене шар кӑтартмасть, амак ерсен те вӗсем чире ҫӑмӑллӑн ирттереҫҫӗ тесе калатчӗҫ. Халӗ, ав, кӑшӑлвиурсӑн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ штамӗсем сарӑлса пыраҫҫӗ, шӑпӑрлансем те ковидпа аптӑрама пуҫланӑ. Ҫӗнӗ штампа чирлекен ачасем реанимаци уйрӑмӗсене те лекеҫҫӗ.
Иртнӗ уйӑхра Шупашкар хулинчи 2-мӗш ача-пӑча пульницин инфекци стационарне 3 уйӑхри пепкене илсе пынӑ. Унӑн ӳпки 100 проценчӗпех шыҫнӑ. Пӗчӗкскере тӳрех реанимаци уйрӑмне хунӑ.
Пӗчӗк пациент пурнӑҫӗшӗн врачсем виҫӗ эрне кӗрешнӗ. Ачана пӗрмай кислородпа сывлаттарнӑ. Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министертствин штатра тӑман специалсичӗпе — анестезиолог-реаниматологӗпе Дмитрий Лукояновпа, Мускаври специалистсемпе телемедицина мелӗпе канашлама тивнӗ. Тӗрлӗ шайри тухтӑрсем ҫине тӑнипе ачана вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Халӗ ачан амӑшӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗн, вӗсен тӑванӗсен те кӑшӑлвирусран прививка тутармаллах тесе шухӑшлать. Ачасене хальлӗхе ковидран прививка тумаҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн ертӳҫине суйлас тӗлӗшпе конкурс иртнӗ. Ку вырӑншӑн 9 кандидат кӗрешнӗ.
Кашнинпе калаҫу ирттернӗ. Пӗтӗмлетӳ туса ку вырӑна йышӑнма пултаракан икӗ ҫынна суйланӑ: Денис Спирин тата Олег Александров. Вӗсенчен хӑшӗ пуҫлӑх пулассине депутатсем Шупашкар хула пухӑвӗнче татса парӗҫ.
Денис Спирин – ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ, хӑй Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчен. Мӑшӑрӗпе 2 ача ӳстереҫҫӗ.
Олег Александров Хула пурлӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗнче ӗҫлет. Вӑл 34 ҫулта.
Шупашкарти пысӑк суту-илӳ центрӗсенчи ҫынсене эвакуациленӗ. Ку хыпара тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри «Подслушано Чебоксары» (чӑв. Шупашкарта итленӗ) пабликра пӗлтернӗ.
Унта ҫырнине ӗненсен, ҫынсене «Мадагаскар», «Мега Молл» тата «Волжский» стуту-илӳ центрӗсенчен эвакуациленӗ. Асӑннӑ паблик хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем ҫине таянса хыпарланӑ тӑрӑх, суту-илӳ центрӗсенче сирпӗтекен хатӗр хуни ҫинчен электрон почтӑпа ҫырусем ҫитнӗ.
Ятарлӑ службӑсем суту-илӳ центрӗсене тӗрӗсленӗ, сирпӗтмелли хатӗрсем вӗсенче тупӑнман.
«За рулем» (чӑв. «Руль умӗнче») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарти Мир проспектӗнче автобус юпа ҫумне пырса ҫапӑннӑ та ҫапла май транспорт юхӑмне хупласа лартнӑ.
Сӑлтавӗ вара 45-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Лотос» автобус «Приора» машшинпа ҫапӑннипе ҫыхӑннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн автобус ҫутӑ юпи ҫине тӑрӑннӑ. Юпа ҫине троллейбуссен контакт пралукӗсене те карнӑ пирки вӗсем ҫул ҫине персе аннӑ. Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑн патӗнчен пӗтӗм транспорта Кабель ҫулӗ ҫине пӑрса яраҫҫӗ, ҫавна май асӑннӑ вырӑнта машшинпа кайма кансӗр.
Ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмахра шар курнисем ҫук, аварие лекнисене нихӑшне те медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
Шупашкарти халӑха социалӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта ҫынсене чӑваш тӗррине тӗрлеме вӗрентеҫҫӗ. Унти «Мой социальный центр» (чӑв. Манӑн социаллӑ центр) клуба ҫӳрекенсем валли чӑваш тӗррин занятийӗсене йӗркеленӗ. Кашни ҫынпа — уйрӑмшар.
Тӗрӗ ӗҫне хӑнӑхас кӑмӑллисемпе центрӑн ӗҫ инструкторӗ Ирина Ковеза ӗҫлет. Паянхи куна занятие социаллӑ пулӑшу илекен 5 ҫын пынӑ. Вӗсенчен пӗри — Геннадий Краснов. Геннадий Германович тӗрлеме тахҫанах юратать. Тӗрлӗ техникӑна алла илнӗскер халӗ чӑваш тӗррине тӗрлет. «Чӑваш тӗрри маншӑн — тӑван тӑрӑх историйӗ», — тет Геннадий Германович.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |