Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче камера музыкин концерчӗ иртнӗ. Сцена ҫинчен чи лайӑх камерӑпа вокал лирикин тӗслӗхӗсем янӑранӑ. Ҫӗнӗ программӑна театрӑн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссерӗ Максим Жучин тата Ольга Нестерова тӗп дирижёр хатӗрленӗ.
Программӑна кӗртнӗ романссем хамӑр ҫӗршыври композиторсен шкулӗн классиксен пултарулӑхӗпе ҫеҫ мар, вырӑс поэчӗсеннипе те паллаштарнӑ.
Камера музыкин концертне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Мария Еланова, Чӑваш халӑх артистки Маргарита Финогентова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Татьяна Прытченкова, Татьяна Тойбахтина, Сергей Алексеев тата Иван Снигирев, Хакас Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Елена Соколова, Максим Карсаков, Константин Москалев, Владимир Ашмарин хутшӑннӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти художество училищи (вӑл Шупашкарти К. Иванов урамӗнчи 1-мӗш «Б» ҫурт адреспа вырнаҫнӑ) умӗнче мемориал тӑвас ӗҫе пуҫӑннине палӑртакан мероприяти иртнӗ. Ӑна Совет Союзӗн Геройне Александр Боголюбова халалланӑ.
Александр Николаевич 1900 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1916 ҫулта Шупашкарти аслӑ пуҫламӑш училищӗне (халӗ унта художество училищи) вӗренме кӗнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ентешӗмӗр Мускава хӳтӗлеме хутшӑннӑ.
Аса илтерер: пирӗн республикӑра ҫитес ҫула Чӑваш Енрен тухнӑ паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫакӑн пек сӗнӳпе Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ сӗннӗ. Ҫав шухӑша республика Элтеперӗ Олег Николаев ырласа йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫӳрекен чылай маршруткӑна пысӑк автобуссемпе улӑштарнӑ. Тӗслӗхрен, 101, 101с, 262. Кӗҫех 270-мӗш тата 234-мӗш маршрутсене те улшӑну кӗтет.
ЧР Транспорт министрестви пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ маршрутсенче пысӑк автобуссем 2022 ҫул пуҫламӑшӗнче тухӗҫ. Ӗҫ-пуҫ кунпа ҫеҫ вӗҫленмӗ.
Ведомство пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, пӗчӗк класлӑ автобуссене пысӑк класлисем ҫине тапхӑрӑн-тапхӑрӑн улӑштарӗҫ. Ку 331-мӗш тата 220-мӗш маршрутсене те пырса тивӗ.
Паян Шупашкар хулинчи Фучик урамӗнче, пассажирсене турттаракан транспортра, пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫавӑн пирки йӗрке хуралҫисен дежурнӑй пульчӗ ҫине ирхи 7 сехет те 40 минутра хыпарланӑ. Инкек вырӑнне полицин темиҫе нарячӗ пырса ҫитнӗ.
Маршрутка водительне ҫамрӑк хӗрарӑм ҫӗҫӗпе мӑйӗнчен чикнӗ. 23 ҫулти аманнӑ арҫын-водитель микроавтобуса Сӑкӑт кӗперӗ патӗнчи автозаправка патӗнчи лапама пӑрса илсе чарса лартма пултарнӑ.
Полицейскисен машининче ҫамрӑк хӗрарӑм лӑпкӑ ларнӑ. Пӑтӑрмах сӑлтавне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ.
ХУШСА КАЛАНИ
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче паян 16 сехет хыҫҫӑн пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗҫӗпе чикекен ҫамрӑк хӗрарӑм водительпе юнашар ларкӑч ҫинче ларса пынӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Арҫынна вӑл ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель хӗрарӑмран хӳтӗленес тӗллевпе машинӑна чарса лартнӑ та ҫӗҫӗллӗ хӗрарӑма хирӗҫ тӑнӑ. Аманнӑ арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ асламӑшӗ /е кукамӑшӗ/ патӗнче хӑнара пулнӑ чухне амӑшӗпе унӑн телефонӗпе калаҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл ватӑ ҫыннӑн счечӗ ҫинчи 4 пин тенке пӗлӗшӗн счечӗ ҫине куҫарса ӗлкӗрнӗ.
Хӗрарӑм ытти укҫана куҫарасран карточкӑна блокировка тутарнӑ. Вӑл кун пирки полицие кайса каласа кӑтартнӑ. Ку ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна та асӑннӑ: унччен судпа айӑпланнӑ, ниҫта та ӗҫлемен, наркотикпа айкашакан мӑнукӗ.
Каччӑ вӑрланӑ укҫана тата телефона тавӑрса панӑ. Ҫапах ку явапран хӑтарман. Пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухнӑ та ӑна тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм криптовалютӑпа ӗҫлесе илес тенӗ. Анчах пачах тепӗр май пулса тухнӑ: вӑл укҫасӑр юлнӑ.
37 ҫулти хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Ку килӗшнӗ, лешӗ телефон ҫине ярса панӑ каҫӑпа кайса регистрациленнӗ, хӑйӗн даннӑйӗсене ҫырнӑ. Вӑл «консультант» сӗннӗ счетсем ҫине темиҫе хутчен укҫа куҫарнӑ. Хӗрарӑм харпӑр кабинетне тӗрӗсленӗ, унта укҫа хушӑнсах пынӑ.
Хӗрарӑм укҫана кӑларма шутланӑ. Ӑна каллех укҫа хума ыйтнӑ. Ҫавӑн чухне тин вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнине ӑнланнӑ. Вӗсене вӑл пӗтӗмпе 110 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти хӗрарӑм Чулхуларан пирӗн хулана килес тесе 120 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Йӑлтах ултавҫӑсене пула.
Хӗрарӑм юпан 8-мӗшӗнче полицие пырса инкекӗ пирки каласа кӑтартнӑ. 51 ҫултискер Шупашкара ҫула май килекен транспорт сӗнекен сервиспа усӑ курнӑ. Водительпе ҫыхӑнсан калаҫса татӑлнӑ.
Мессенджерта хӗрарӑм патне укҫа тӳлеме тесе ссылка килнӗ. Ку банк карттин реквизичӗсене ҫырнӑ та счечӗ ҫинечн 120 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Кун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта каллех автобус ҫунма пуҫланӑ. Каллех – ҫӗнни. Нумаях пулмасть 26-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑччӗ.
Паян 10 сехет те 40 минутра Ленин проспектӗнчи 61-мӗш ҫурт патӗнче 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус мӑкӑрланма пуҫланӑ. Салонран ҫынсем урама чупса тухнине иртен-ҫӳрен ӳкернӗ, видеона «Про Город» хаҫата ярса панӑ.
Салонра пӗр 15 ҫын пулнӑ. Тепӗр 10 минутран автобус мӑкӑрланма пӑрахнӑ, водитель мӗн пулнине тӗпченӗ.
Шупашкар хулинчи тӳре-шара тӗп пасар умӗнче ларакан скульптурӑна – хӗвелҫаврӑнӑш сутакан карчӑка – илсе пӑрахасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: палӑк шӑпине татса парас ыйтупа хула администрацийӗ «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерчӗ.
Ҫынсен самай пайӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, скульптурӑна тӗкӗнме кирлӗ мар. Сасӑлава хутшӑннӑ 2276 ҫынран 72,98 проценчӗ, е 1661 ҫын, бронза палӑк хӑй вырӑнӗнчех юлтӑр тесе каланӑ. 27,02 проценчӗ пасар территорине куҫарса лартмалла тенӗ.
300 килограмм таякан пӑхӑр скульптурӑна 2016 ҫул вӗҫӗнче лартнӑ. Кайран ӑна илсе пӑрахнӑ, анчах 2017 ҫулта ҫӗнӗрен вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енре инфекци корпусне хута яма палӑртнӑ. Ӑҫта пулӗ вӑл? Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульници хыҫӗнче. Унта юмансем ӳсеҫҫӗ.
Хальлӗхе проекта РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствипе ҫирӗплетеҫҫӗ. Инфекци корпусӗ Республикари клиника пульницин йышӗнче пулӗ. Ҫавӑн пекех унта сиплевпе диагностика, амбулатори, патологоанатоми корпусӗсене уҫмалла.
Олег Николаев Элтепер пульницӑна 2023-2024 ҫулсенче тума тытӑнассине пӗлтернӗ. Пӗлтӗр ӑна хута яма вӑл РФ Президентӗнчен Владимир Путинран 24 млрд тенкӗ ыйтнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |