Шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, хулари лавккасенчен пӗрне тавар туянма пынӑ ҫынсене урама кӑларса тӑратнӑ.
Сӑмах «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ пирки пырать. Унтан урама 300-е яхӑн ҫынна кӑларса тӑратнӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ суту-илӳ центрӗнчи туалетра шанчӑксӑр икӗ курупка асӑрханипе ҫыхӑннӑ.
Пӑтӑрмах пирки паян Шупашкар хулин администрацийӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра Пӗрлехи дежурствӑпа диспетчер службин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Герасимов пӗлтернӗ. Скотчпа чӗркенӗ курупкӑсене тӗрӗслеме йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Курупкӑсенче сирпенмелли хатӗр пулман, сарӑ тӗслӗ шӗвек выртнӑ. Вӗсене экспертизӑна илсе кайнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ленин районӗн ЗАГС пайӗнче кун пек ята пилӗк ҫул регистрацилемен. Ашшӗ амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗр пӗрчине панӑ ят «илемлӗ» тенине пӗлтерет.
Сӑмах – Кассандра ят пирки. ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл питӗ сайра тӗл пулакан ятсен йышне кӗрет. Кунашкалли Ленин районӗнче пилӗк ҫул пулман.
Палӑртмалла: Кассандра ят Авалхи Грецире пулса кайнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта Космос ятлӗ арҫын ача та пур.
Шупашкарти офиса чӗртсе янӑ. Пӑтӑрмах паян, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Хулан Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ирхи 3 сехет тӗлӗнче патрульпе пост службин ӗҫченӗсем Эльгер урамӗнчи ҫуртсенчен пӗрин патӗнчен чупса тухакан арҫынна асӑрханӑ. Ҫав вӑхӑтра асӑннӑ ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнчи офисран тӗтӗм йӑсӑрланса тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна пушар сӳнтерекенсене чӗнсе илнӗ, хӑйсем вара шанчӑксӑр арҫынна тытса чарнӑ.
Арҫыннӑн вут чӗртсе ямалли шӗвек, икӗ зажигалка, бита пулнӑ.
Пушара часах сӳнтернӗ, тӑкак виҫине специалистсем палӑртӗҫ.
45 ҫулти арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем республикӑра вырнаҫнӑ колонисенчен пӗринче тӑрӑшакан ҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Юсанмалли 1-мӗш колонин ӗҫе хӑнӑхмалли центрӗнче тӑрӑшакан икӗ ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шанмаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен пулса иртнӗ. Маларах асӑннӑ икӗ ӗҫчен колонире айӑплав вӑхӑтне ирттерекенсене ӗҫе хӑнӑхтармалли центрта ертсе пыракан должноҫсене йышӑннӑ. Подразделенире ҫӗвӗ ӗҫӗшӗн тата хатӗр продукци пахалӑхӗшӗн яваплӑскерсем ҫӗвӗ цехӗнче ӗҫлекенсенчен пӗринчен штраф изоляторне хурса хурассипе хӑратса укҫа тапӑннӑ. «Кӗмӗле» вӗсем заказчик продукцие йышӑнмасан транспорт тӑкакӗшӗн пама ыйтнӑ.
Колонире айӑплава ирттерекен ҫын, чӑн та, хӑранӑ. Вӑл хӑйӗн пӗлӗшӗсем тата тӑванӗсем урлӑ асӑннӑ ҫынсене пурӗ 27 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсемпе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем пӗрле пулса тупса палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Дмитрий Захарова шаннӑ.
Аса илтерер: ку вырӑн паян Алла Салаевӑна министр пуканӗсӗр хӑварнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.
Дмитрий Анатольевич вӗренӳ отраслӗнче ҫӗнӗ ҫын мар. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗнче вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Дмитрий Захаров 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2001 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Истори наукисен кандидачӗ. Хӑйӗн пӗлӗвне вӑл РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Раҫҫей академийӗнче икӗ хутчен те ӳстернӗ. Ӗҫ биографине хула шкулӗсенчен пӗринчи истори учителӗнчен пуҫланӑ.
Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин тухтӑрӗ кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Вӑл «хӗрлӗ зонӑра» ӗҫленӗ.
Владимир Чупраков 67 ҫулта пулнӑ, Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче ҫуралнӑ. Шкул хыҫҫӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче вӗреннӗ. 1984-2004 ҫулсенче Республикӑри туберкулезпа кӗрешекен диспансерта хирургра ӗҫленӗ, уйрӑм пуҫлӑхӗ пулнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче 2011 ҫултанпа тӑрӑшнӑ.
Кӑшӑлвируспа чирлесен вӑл реанимацире выртнӑ. Шел те, чире парӑнтарайман. «Ҫыхӑнура» форумра ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл кӑшӑлвирусран прививка тутарман.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗре пула фитнес-студире пушар тухнӑ. 22 ҫулти пике ятарласа сиен кӳмен-ха. Пӑтӑрмах ӑнсӑртран сиксе тухнӑ. Ҫунакан ҫуртана вӑл администратор стойки ҫинче хӑварнӑ.
Фитнес-студире хӗр 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫленӗ. Ҫутнӑ ҫуртапа вӑл зал тӑрӑх утнӑ, сӳнтерменскере пластик стакана ярса администратор стойки ҫине лартса хӑварнӑ. Вут-ҫулӑм пурлӑхӑн пӗр пайне тӗп тунӑ, теприне сиенленӗ.
Хӗре суд РФ Пуҫиле кодексӗн 168-мӗш статйипе айӑпланӑ. Пике айӑпа кӑштах йышӑннӑ май маларах тӑкака 250 пин тенкӗлӗх саплаштарнӑ-ха. Анчах суд тата фитнес-студи хуҫи унпах ҫырлахман. Пикене суд 6 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, тӑкака туллин саплаштармалӑх тепӗр 350 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкар хулин администрацийӗ икӗ электроавтомобиль туяннӑ. Асӑннӑ транспорт хула тӑрӑх патруле тухӗ.
Хулан сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсем Хӗрлӗ тӳрем, залив тата Мускав ҫыранӗ тӑрӑх тӗрӗслесе ҫӳрӗҫ. Вӗсен тӗп тӗллевӗ – вандалсене тытса чарасси.
Транспорта туянма Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекцийӗ ыйтнӑ имӗш. Ҫавна кура хула администрацийӗ укҫа-тенкӗ уйӑрса панӑ.
Патруль транспорчӗсем – Таиландри «Voltus» маркӑллӑ машинӑсем. «Voltus LP41B» гольфкар пӗр сехетре 25–30 километр каяйрать. Ҫутӑ заправки машинӑна 100 километр каймалӑх ҫитмелле.
Электромобильсене Шупашкара кӳрсе килнӗ ӗнтӗ. Вӗсене тивӗҫлипе йышӑннӑ хыҫҫӑн ҫула кӑларӗҫ.
«Пӗрлехи Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн президиумӗ Николай Владимирова республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫӗнчен РФ Федераци Канашне сенатор пулма сӗннӗ. Татӑклӑ йышӑнӑва республикӑн Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш сессийӗнче тӑвӗҫ. Лару авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртмелле. Чӑваш Ен парламентӗнче чылайӑшӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ пулнине шута илсен асӑннӑ кандидата депутатсем ырласси пирки иккӗленме кирлӗ мар.
Конституцире пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫӗршывӑн Федераци Канашӗнче Раҫҫейӗн кашни регионӗнчен икшер кандидат пулмалла. Чӑваш Енӗн тепӗр пайташӗ пулма республика ертӳҫи Олег Николаев Николай Федорова сӗннӗ.
Николай Федорова нумайӑшӗ пӗлет. Вӑл Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ.
Николай Владимиров пирки ҫакна пӗлтермелле: вӑл пӗр вӑхӑт «Чӑваш бройлерӗ» предприятие ертсе пынӑ. Николай Николаевич 1979 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, кӑнтӑрла тӗлне Шупашкарта Иван Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗсем пӗлтернӗ.
Вырӑна следовательсем, полицейскисем, тухтӑрсем килнӗ. Судмедэкспертсем те пынӑ. Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, ватӑ хӗрарӑм уҫӑлма тухнӑ та ӑна япӑх пулса кайнӑ. Вӑл 80 ҫулсенчи пек курӑнать.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |