Чӑваш Енре, Шупашкарта, общество транспортӗнче паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартма палӑртнӑ. Чылай чарӑну паллӑ ентешсен ячӗпе хисепленет. Шӑпах вӗсем пирки пассажирсем пӗлӗҫ. Чарӑну ятне каланӑ чухне ҫыннӑн пурнӑҫӗ пирки пӗр-ик предложенипе асӑнӗҫ.
Ку проект «Тӑван ятсем» ятлӑ, ӑна Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫлӗҫ. Ку тӗллевпе 870 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Проект кӑҫал юпан 4-мӗшӗнче пурнӑҫланма тытӑнса 2022 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн шкул ачисемпе паллӑ ҫынсен тӑванӗсем тӗл пулӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ Алексей Ладыков ҫывӑх вӑхӑтра хӑйӗн пуканӗпе сывпуллашасси пирки сӑмах тухнӑ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра паян пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ хыпара хальлӗхе официаллӑ майпа ҫирӗплетсе паман-ха. Анчах сӑмах-юмах шайӗнчи хыпар тӗрӗссипе-тӗрӗс маррине ыранах пӗлме май килӗ. Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар хулинче Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗ иртӗ. Унта «халӑх тарҫисем» сити-менеджерӑн заявленине пӑхса тухӗҫ. Алексей Ладыков урӑх ӗҫе куҫнӑ май должноҫран хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ иккен.
Маларах эпир асӑннӑ МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ладыкова республикӑн вице-премьерӗ – Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗ пулма шанӗҫ. Полпред пулса халӗ Петр Чекмарев ӗҫлет, вӑл ҫак должноҫра 2008 ҫултанпа тӑрӑшать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм инвестицисемпе укҫа ӗҫлесе илес тесе ҫука юлнӑ. Вӑл ултавҫӑсене ӗненнӗ, вӗсене 1,4 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл пысӑк инвестици компанийӗн ӗҫченӗ-мӗн. Хайхискер ӑна укҫа-тенкӗ хывма сӗннӗ, ку тупӑшлӑ иккен. Авӑн уйӑхӗн 8-24-мӗшӗсенче вӑл ултавҫӑсене 1,4 миллион ытла тенкӗ куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн лешсем телефона тытма пӑрахнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 55 ҫулти арҫын вара ҫурла уйӑхӗнче ултавҫӑсене 700 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑй улталаннине авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тин ӑнланнӑ.
Ваттисен кунӗнче тивӗҫлӗ канури ҫынсем валли ҫулсерен акци йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал та ку йӑлана пӑрахӑҫламӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал та ваттисен ҫӳҫне йӳнӗ хакпа касма май пулӗ. Ку 60 ҫултан аслӑраххисене пырса тивет. Администраци пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал акци икӗ куна тӑсӑлӗ.
60 ҫултан аслӑраххисем парикмахерские маларах ҫырӑнса ҫӳҫне йӳнӗ хакпа – 150 тенкӗпе – кастарма пултараҫҫӗ. Акцие Шупашкарти 24 парикмахерски хутшӑнать.
Аван уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Шупашкар мэрӗ пулнӑ, халӗ РФ Патшалӑх Думин депутатӗнче ӗҫлекен Леонид Черкесова ЧР Патшалӑх Канашӗн председательне лартма сӗннӗ.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Патшалӑх Канашӗн ҫиччӗмӗш созывӗн пӗрремӗш сессийӗ пулать. Шӑпах унта председателе, унӑн ҫумне, комитетсен председательне, аппарт ертӳҫине, Чӑваш Ен сенаторне суйлӗҫ. Патшалӑх Канашӗн депутачӗсенчен ытларахӑшӗ, 30-шӗ, - «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем. Ҫавна май Леонид Черкесовӑн председатель пулас шанчӑк пысӑк.
Ҫавӑн пекех Шутлавпа тӗрӗслев палатин ертӳҫине палӑртӗҫ. Ку пукана Светлана Арисова йышӑнма пултарӗ.
Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче икӗ троллейбус ҫапӑннӑ.
Паян «Руль умӗнче» форумра инкек сӑлтавне кӑтартса паракан видео вырнаҫтарнӑ.
Инкек Максим Горький проспекчӗпе Кривов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ.
Ҫул ҫинче пӗр ҫӑмӑл машина тата икӗ троллейбус ҫапӑннӑ.
Видео тӑрӑх хакласан, «Сузуки» автомобиль ҫул хӗресленнӗ вырӑна светофорӑн симӗс ҫути ҫуннӑ чухне сиксе тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пӗр 15 ҫеккунтлӑха чарӑнса ларать (машина сӳнсе ларнӑ-ши?), унтан вӑл пӑрӑнма тӑрать те троллейбуспа ҫапӑнать. Хайхи троллейбус теприн ҫине пырса кӗрет.
Инкекре, Турра шӗкӗр, никам та шар курман.
Паян Шупашкарти хӗрарӑм Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Модный приговор» кӑларӑма хутшӑнчӗ.
Галина Фёдорова – 44 ҫулта, тахҫанах Мускав облаҫне тухса кайнӑ. Унта вӑл суту-илӳ енӗпе тӑрӑшать. Ача чухне вӑл чирленӗ, утайман та. Анчах, хӑй калашле, хӑйне хӑй ура ҫине тӑратнӑ.
Хӗрарӑм 4 хутчен качча кайнӑ, анчах пурнӑҫӗ ӑнман. Арҫынӗсем ырӑ ҫынсемех лекмен, вӗсен хушшинче тӗрмере ларни те пулнӑ. Турра шӗкӗр, хӗрарамӑн икӗ ача пур, икӗ ывӑл. Юлашки 8 ҫулта хӗрарӑм авланнӑ арҫыннӑн савнийӗ пулса пурӑнать.
Телекӑларӑма хӗрарӑм тусӗ, Татьяна Ли, илсе пынӑ.
Галина спорт тумӗпе ҫӳреме юратать. Тусӗ унӑн стильне улӑштарасшӑн, кайран хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗ те ылмашасса шанать.
«Питӗ хитре, питӗ кӑмӑллӑ. Мана килӗшет», – терӗ Галина кӑларӑм вӗҫӗнче чӑвашла Александр Васильев телеертӳҫӗ ӑна тӑван чӗлхепе калама ыйтсан.
Чӑваш Енре 107 ҫулти ҫын пурӑнать.
Пӗтӗмӗшле илсен, пирӗн республикӑра 90 ҫултан пуҫласа 99 ҫула ҫитичченхисем – пурӗ 5 309 пенсионер. 100 ҫултан иртнисем – 49 ҫын. Пӗр ӗмӗр ытла пурӑнакансенчен 44-шӗ – хӗрарӑмсем, 5-шӗ – арҫынсем.
Чи аслӑ хӗрарӑм, вӑл 107 ҫулта, Шупашкарта пурӑнать. Чи аслӑ арҫын, вӑл кӑҫал 102 ҫул тултарнӑ, Етӗрнере тӗпленнӗ.
РФ Пенси фончӗн республикӑри пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрӑм
ӗмӗрлисем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Патӑрьел, Елчӗк тата Етӗрне районӗсенче пурӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта вӑрттӑн ӗҫлекен вӑйӑ салонне тупса палӑртнӑ. Ӑна Кривов урамӗнче уҫнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӗ 16 система блокне туртса илнӗ.
Вӑйӑ салонне йӗрке хуралҫисем авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пырса кӗнӗ.
Салон «хӑйӗн ҫыннисем» валли ҫеҫ ӗҫленӗ. Унта видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ вӑхӑтра салонта 12 ҫын пулнӑ, вӗсем компьютерпа азартлӑ вӑйӑсем вылянӑ.
Полицейскисем 16 система блокӗ тата 42 пин ытла укҫа туртса илнӗ. Тӗпчев малалла пырать.
Шупашкарта пурӑнакан ҫын ют ҫӗршыв ҫыннине хӑйӗн хӗрӗн хваттерӗнче пропискӑна тӑратнӑ. Ҫакна вӑл укҫалла мар, арпуспа дыньӑшӑн тунӑ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. 62 ҫулти арҫын хӗрӗн пӗр пӳлӗмлӗ хваттерӗнче ют ҫӗршывран килнӗ тӑватӑ ҫынна пропискӑна тӑратнӑ. Лешӗ вара кун пирки пӗлмен те. Ют ҫӗршыв ҫыннисем арҫынна куншӑн арпуссемпе дыньӑсем панӑ.
Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӑй вара айӑпне йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |