Шупашкарти Ленин районӗн загсӗнче ҫурла уйӑхне пӗтӗмлетнӗ. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ачине сайра тӗл пулакан ят панӑ. Унашкаллисем 15 ҫемье пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗнче ку районта хӗрача нумайрах ҫуралнӑ: 74 ача. Арҫын ачасем вара 58 пулнӑ.
Сайра тӗл пулакан ятсен хушшинче ҫаксем: Лея, Василиса, Камилла, Серафима, Анисия, Аглая, Эмилия, Мия, Федор, Давид, Григорий, Демьян, Родислав, Лев, Семен.
Аглая ята тӑтӑшах хумаҫҫӗ. Вӑл Авалхи Грецирен килнӗ, «илем», «савӑнӑҫ» тенине пӗлтерет.
Шупашкарта 17 ҫулти яша шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хутчен те пӗлтерчӗ.
Каччӑна маларах «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ шыранине хыпарларӗ, ӗнер — ЧР Шалти ӗҫсен министерствипе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ.
Паян ырӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 19 сехет тӗлӗнче велосипедпа тата палаткӑпа тухса кайнӑ Тимур Мохаммад Азадович Миа тупӑннӑ. Вӑл таса сывах. Ӑна никам та хур туман.
Йӗрке хуралҫисем яша шырама пулӑшнӑ ҫынсене тав тунӑ, каччӑ тупӑннине пӗлтернӗ. Яш 10 кун таран ӑҫта пулнине официаллӑ хыпарта ӑнлантарса тӑман.
Шупашкарта вырнаҫнӑ «Чувашторгтехника» (чӑв. Чӑвашторгтехника) акционерсен обществи ҫӑвакан машинӑсен производствине уҫасшӑн.
Асӑннӑ предприятире хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пулнӑ.
«Чӑвашторгтехника» компанин директорӗ Наиль Хайрутдинов хӑнасене пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятире ҫӑвакан машинӑсен производствине уҫасшӑн. Ҫав машинӑсем ҫума, дезинфекцилеме пултарӗҫ.
Завод валли ҫӗр лаптӑкӗ кирлӗ. Алексей Ладыков ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра татса пама шантарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Ӑна икӗ арҫын чаплӑ телефон туянма сӗннӗ. Телефона хӗрарӑм 35 пин тенкӗпе илнӗ. Киле ҫитсен уҫса пӑхать те — паллӑ брендӑн копийӗ иккен.
Пӑтӑрмах пирки хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Тавара сутаканӗсем Самар облаҫӗнчи Жигулевск хулинчи 27 ҫулти каччӑпа Тольяттинчи 36 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӗсене халӗ тытса чарнӑ.
Йӳнӗ телефонсене вӗсем Мускавра пурӗ 17 штук туяннӑ. Пӗриншӗн 4 пин тенкӗ тӳленӗ. Шупашкарта 35 пиншер тенкӗпе 3 телефон сутнӑ.
Самар тӑрӑхӗнчи ҫынсем тӗлӗшпе ҫынна улталанӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушӑран халӑхпа «тӳрӗ лини» ирттерет. Ҫитес «тӳрӗ лини» авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртӗ.
Алексей Ладыкова ыйту парас килет-и? Ҫак кун 10 сехет ҫурӑран пуҫласа 12 сехетчен 23-50-06 номерпе шӑнкӑравламалла.
Администрацири ытти тӳре-шара та халӑхпа «тӳрӗ лини» ирттерӗ. Вӗсем ӗҫ кунӗсенче 13 сехетрен пулӗҫ. Йышӑнӑва 23-50-34 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать.
Чӑваш Енӗн Арбитраж судне Шупашкарти троллейбус управленийӗпе ҫыхӑннӑ тавӑҫ ҫитсе выртнӑ. Чӑвашэнергосбыт компанийӗ троллейбус управленийӗнчен 13,272 миллион тенкӗ парӑма шыраса илесшӗн.
Тавӑҫа ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, регистрациленӗ. Чӑвашэнергосбыт Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗпе те судлашас кӑмӑллӑ. Асӑннӑ хулари управлени парӑмӗ — 3,569 миллион тенкӗ иккен.
Шупашкарти троллейбус управленийӗ Чӑвашэнергосбыт умӗнче унччен те парӑма кӗрсе кайнӑ. Ун чухне сӑмах 60 миллион ытла тенкӗ парӑм пирки пынӑ. Енсем тавлашӑва ҫураҫтарма пултарнӑ. Асӑннӑ парӑма транспорт предприятийӗн 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхччен тӳлесе татмалла.
«ЛизАлерт» шырав отрячӗ Шупашкарти шкул ачине шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе кун каялла пӗлтернӗччӗ-ха. 17-ри яша халӗ Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем те шыраҫҫӗ.
Тимур Мохаммад Азадович Миа пирки Чӑваш Енӗн ШӖМӗнче ҫапларах пӗлтернӗ: яш ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 19 сехет тӗлӗнче велосипедпа ярӑнма тухса кайнӑ та килне таврӑнман. Шупашкар кӳлмекне тухса кайнӑ. Яша шырас ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем те хутшӑннӑ. Ҫак хыпарсене асӑннӑ икӗ ведомствӑн сайчӗсене паян хыпарланӑ. Каччӑ Шупашкар кӳлмекне каяссине пӗлтернӗ-мӗн.
Аса илтерер: сӑнпа пӑхсан яш 17-18 ҫулсенче курӑнать, ҫӳллӗшӗ 183 сантиметр, яштака кӗлеткеллӗ, тӗксӗмрех сӑн-питлӗ, хура ҫӳҫне кӗске кастарнӑ, куҫӗ хӑмӑр, куҫлӑхпа ҫӳрет.
Килтен тухса кайнӑ чухне яш ҫутӑ-сӑрӑ тӗслӗ толстовкӑпа, хаки тӗслӗ шӑлаварпа, хура кроссовкипе, шурӑ нускипе пулнӑ, ҫурӑмӗ хыҫне хура рюкзак ҫакнӑ.
Иртнӗ уйӑхӑн юлашки кунӗнче, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Шупашкарти электроаппаратура заводне ҫӗнӗ гендиректор ертсе пыма тытӑннӑ. Ку должноҫе Алексей Ильбекова шанса панӑ.
Унччен ҫав ҫын «Крылов ячӗллӗ патшалӑхӑн ӑслӑлӑх центрӗ» федерацин унитарлӑ предприятийӗнче ӑслӑлӑхпа производство центрне ертсе пынӑ. 2016-2020-мӗш ҫулсенче Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче электрооборудовани тата карапсен автоматики енӗпе гендиректорӑн ҫумӗ, заводри «Приводная техника» инженерипе производство комплексӗн директорӗ пулнӑ.
Хӑйӗн карьерине Алексей Ильбеков Шупашкарти агрегат заводӗнче 2004 ҫулта пуҫӑннӑ. Унта вӑл токарь-расточникран производство пуҫлӑхне ҫитнӗ. «Трактор савучӗсем» концернра, «Сарэкс», «Четра – Промышленные машины» предприятисенче ертсе пыракан должноҫсенче тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ «Т2 Мобайл» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫавна май кӑҫал Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи ялсене лайӑх пахалӑхлӑ ҫыхӑну ҫитерӗҫ.
Карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗ Чӑваш Енӗн экономика пӗлтерӗшлӗ районӗсенче радиотелефон ҫыхӑнӑвӗн сетьне тӑвас ӗҫе малалла тӑсӗ, LTE/5G ҫыхӑнӑва тӑвас проектсене те хутшӑнӗ.
«Т2 Мобайлпа» килӗштерсе ӗҫлени — ҫыхӑнӑвӑн игфрастурктурине аталантарма май паракан черетлӗ утӑм», – тенӗ республикӑн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина.
Пӗр арҫын вокзалта маска тӑхӑнман. Аса илтерер: пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче кӑшӑлвирус сарӑлнине пула общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнса ҫӳреме йышӑннӑ.
Ҫак арҫын йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне унччен те пулнӑ. Ун чухне те вӑл маска тӑхӑнман. Арҫын хальхинче Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче пулнӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнманнине курсан йӗрке хуралҫисем ун патне пынӑ, административлӑ протокол ҫырнӑ.
Палӑртмалла: унччен арҫынна полицейскисем асӑрхаттару панӑ. Анчах ку та ӑна йӗркене пӑхӑнма хистемен. Хальхинче ӑна 7500 тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |