Шупашкар районӗнче, Шупашкарта пӑши чупса ҫӳренине асӑрханӑ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхине Алькеш поселокӗнче ҫынсем пӑши ҫӳренине асӑрханӑ. Ку Вӑрман урамӗнче пулнӑ. Ирхи 6 сехетре урамра ҫынсем те курӑнман-ха, пӑши вара пӗчченех уткаланӑ. Чӗрчун харпӑр ҫуртсем патӗнчен иртсе кайнӑ.
Кайран ҫынсем ҫав пӑши Кӳкеҫ еннелле чукун ҫул патнелле утнине курнӑ. Юрать, чӗрчунран никам та шар курман.
Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ салтака кайманшӑн явап тытнӑ. Ӑна суд 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта раштав уйӑхӗнче ҫак каччӑ ҫара каймашкӑн повестка илнӗ. Анчах вӑл палӑтнӑ кун тата кайран та Шупашкарти ҫар комиссариатне пыман.
Суд пулнӑ. Каччӑ ҫара каясран тарса ҫӳренӗ те йышӑннӑ, куншӑн явап тыттарнӑ. Приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын, усал шыҫӑран сипленекенскер, тухтӑр пӳлӗмӗнчен тухнӑ та ҫакӑнса тӑракан куртки ҫуккине асӑрханӑ. Унӑн кӗсйинче вара документсем пулнӑ. Ку ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Видеокамерӑсене пӑхнӑ хыҫҫӑн курткӑна пульницӑна ӳсӗр илсе килнӗ арҫын вӑрланине палӑртнӑ. Хайхискере лачкам ӳсӗр илсе ҫитернӗ. Вӑл тӑна кӗрсен пульницӑран тухса кайнӑ чухне ют ҫын курткине те илнӗ.
52 ҫулти арҫынна тӳрех шыраса тупнӑ. Тытса чарнӑ чухне вӑл ҫав курткӑпах пулнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна тишкерсе пӗтернӗ, кӗҫех Шупашкарти Калинин районӗн суче пӑхса тухӗ.
Шупашкарта «Ситистрой» строительство центрӗн парковкинче (вӑл Калинин урамӗнче 107-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) граффити-фестиваль иртет. Вӑл ҫу уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче, канмалли кунсенче, иртӗ.
Фестиввале Шупашкарти, Хусанти, Чулхулари ӳнерҫӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем пирӗн хула тата республика темипе граффити ӳкерӗҫ. Ҫавӑн пекех ирӗклӗ тема пулӗ. «Ҫутӑ, хитре тата шавлӑ» - ҫакнашкал девизпа иртӗ вӑл.
Мероприятие тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорта юсассипе ҫыхӑннӑ проекта патшалӑх экспертизи витӗр кӑларнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Паян вара юсав ӗҫне хӑҫан тытӑнассине пӗлтӗмӗр. Калӑпӑшлӑ ҫав ӗҫ ҫурла уйӑхӗнче пуҫланӗ. Ку хыпара республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Вӑрӑм хатӗрленӳ тапхӑрӗ ӑнӑҫлӑ иртсе кайрӗ. Шупашкар аэропортне юсамалли проект (ку ӗҫ уйрӑмах хӑрушӑ тата техника енчен кӑткӑс шутланать) Раҫҫейӗн тӗп экспертизи витӗр тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти аэропорт Федерацин сывлӑш транспорчӗн агентствине юсав ӗҫне тытӑнма ирӗк илме хутпа тухма хатӗрленет», — пӗлтерет министерство.
Аэровокзала юсаса ҫӗнетнӗ хысҫӑн унӑн лаптӑкӗ 5,5 пин тӑваткал метрпа танлашӗ. 10 хута яхӑн усӑ курман иккӗмӗш хутпа усӑ курма тытӑнӗҫ. Самолет патне иккӗмӗш хутран тухмалла тӑвӗҫ, аялта пассажирсене тӗрӗслемелли, регистрацилемелли тата багаж парса илмелли вырӑн пулӗ.
Вилӗмсӗр чӑваш классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 131 ҫул ҫитнӗ. Тӑван тӑрӑхӑмӑрти чӑваш хастарӗсем мухтавлӑ поэта асра тытаҫҫӗ.
Ӗнер поэтӑн Шупашкарти палӑкӗ умне пухӑннӑ. Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фйсбукра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, палӑк умне пухӑннисен йышӗнче тӳре-шара, ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем пулнӑ.
Константин Васильевич Иванов — чӑваш сӑвӑҫӗ, чӑваш литературин классикӗ. Пушкӑрт Республикинчи Пелепей районне кӗрекен Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӑван ялӗнче куҫ хупнӑ. 2015 ҫулта Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ иртнӗччӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын Тельман урамӗнче хулан 10 сотка ҫӗрне ярса илнӗ. Тӗрӗсрех каласан, 982 тӑваткал метра.
Росреестр управленийӗ арҫынна 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унтан ведомство суда тавӑҫ тӑратнӑ, ҫав ҫынна ҫӗр лаптӑкне пушатма ыйтнӑ. Лешӗ вара ярса илнӗ ҫӗр лаптӑкӗ тавра карта тытнӑ пулнӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Мускав районӗн сучӗ тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Анчах лешӗ ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ. Ака уйӑхӗнче суд арҫын ыйтнине тивӗҫтерменнине пӗлтернӗ. Ҫавна май суд йышӑнӑвӗ ҫав кунах саккунлӑ вӑя кӗнӗ.
Арҫын ҫӗр лаптӑкне хӑй тӗллӗн пушатмасть тӗк ку ӗҫе суд приставӗсен тума тивӗ.
Самолётсем кӑҫал та Шупашкартан Симферополе вӗҫӗҫ.
Крыма кӑҫал пӗлтӗрхинчен иртерех — ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнченех — ҫӳреме тытӑнӗҫ. Тепӗр тесен, кӑшӑлвируса пула Шупашкарти аэропорт пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫеҫ ӗҫлеме пуҫланӑччӗ.
Симферополе кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, икӗ авиакомпани илсе ҫӳрӗ. «Nordwindairlines» авиакомпани самолёчӗсем юнкунсерен тата вырсарникунсерен юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗ таран хутлӗҫ. Шупашкартан самолёт 12 сехет те 10 минутра хускалӗ, Крымӑн тӗп хулине 15 сехет те 5 минутра ҫитӗ. Симферопольтен самолёт 8 сехет те 50 минутра ҫула тухӗ, 11 сехет те 20 минута Чӑваш Ене ҫитӗ.
«Smartavia» (Нордавиа) компани эрнекунсерен вӗҫӗ. Унӑн вӗҫев программи — ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗччен. Шупашкартан самолет 9 сехет те 15 минутра вӗҫсе кайӗ, палӑртнӑ вырӑна 12 сехете ҫитӗ, Симферопольтен 6 сехетре хускалӗ 8 сехет те 30 минута Шупашкарта анса ларӗ.
Паян Шупашкарта иртен-ҫӳрен, водительсем тӗлӗнмелле пулӑма асӑрханӑ. «Ярмӑрккӑ» пасар ҫывӑхӗнче ҫаппа-ҫарамас хӗрарӑм ҫулпа утнӑ. Ун ҫинчи труҫҫи ҫеҫ пулнӑ.
«Про Город» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку каҫхи 6 сехет ҫурӑра пулнӑ. Машинӑсем ҫӳрекен ҫул ҫине труҫҫи ҫеҫ тӑхӑннӑ хӗрарӑм тухнӑ та утнӑ. Вӑл ҫынсем патне пырса, водительсене хӑйне вӗлерме ыйтса кӑшкӑрнӑ, ҫапса хӑварма ыйтнӑ.
Кун хыҫҫӑн вӑл вокзал еннелле утрӗ.
Паян Шупашкарта Ҫамрӑклӑх бульварӗнче 17 сехет хыҫҫӑн инкек пулнӑ – 2 ҫулти арҫын ача 10-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Арҫын ача пӳлӗмре пӗчченех, аслисемсӗр, юлнӑ. Хайхискер балкон ҫине тухнӑ, чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та тухса ӳкнӗ. Йывӑр сурансене пула пӗчӗкскер тӳрех вилнӗ.
Следовательсем вырӑна тухнӑ, иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |