Тӗнчере коронавирус сарӑлнине пула Шупашкарта та массӑллӑ мероприятисем ирттерме тӑрӑшмаҫҫӗ. Ҫак сӑлтава пулах «Крым ҫуркунни» митинг-концерт та иртмӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулмаллаччӗ.
Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗренпе 6 ҫул ҫитет. Ҫак ятпа иртекен уявсене Раҫҫейри хӑш-пӗр реионта та йӗркелемӗҫ.
Палӑртса хӑварар: Чӑваш Енре коронавируспа чирлене тӗслӗх пулман-ха. Республикӑри эпидемиологи лару-тӑрӑвне ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви тата Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ сӑнаса тӑраҫҫӗ. Аса илтерер: Раҫҫейре коронавируспа чирленӗ тӗслӗхсем пур.
Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре Шупашкарта пӗр арҫын ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ.
Шел те, арҫын вилмеллех аманнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах хулари Хӗвеллӗ бульварта, «Солнечный» микрорайонта» пулнӑ. Ҫав ҫын пӗр 35 ҫулсенче. Арҫын 10-мӗш хутран ӳксен васкавлӑ медпулӑшу, полицейскисемпе ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Анчах ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлма май пулман.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗр шкулти темиҫе ача тата вӗрентекенсем чирлесе ӳкнӗ. Кун пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ. Ирхи 9 сехет тӗлӗнче 20 ҫынна: 18 ачапа 2 вӗрентекене — пулӑшу кирлӗ пулса тухнӑ. Вӗсен амакӗ вар-хырӑм инфекцине аса илтернӗ. Маларах асӑннӑ министерствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем патне васкавлӑ пулӑшӑвӑн 10 бригади пырса ҫитнӗ.
Пульницӑна 14 вӗренекенпе икӗ ҫынна илсе кайнӑ. Сакӑр ача хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницинче выртать, икӗ вӗрентекенпе 6 ача — васкавлӑ медицина пульницинче. Тӑватӑ ача килте сипленет.
Ачасемпе вӗренекенсем мӗнпе чирленине палӑртассипе ҫине тӑнине пӗлтернӗ. Ку ыйтупа Роспотребнадзорӑн управленийӗ те ӗҫе кӳлӗннӗ.
Шупашкар арҫынни, велочупуҫӑ, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 141 ҫухрӑма 3 сехет ҫурӑра парӑнтарнӑ.
Велоспорт енӗпе ӑмӑрту пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Португалире иртнӗ. Тӗнче шайӗнчи Раҫҫей спорт мастерӗ Александр Григорьев финиша виҫҫӗмӗш ҫитсе пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ ҫӗршыври чи вӑйлӑ велочупуҫӑсем хутшӑннӑ, вӗсем 7 ҫаврӑм чупнӑ, пӗтӗмпе – 141 ҫухрӑм.
Палӑртмалла: Александр Григорьев Олимп резервӗсен Ярды ячӗллӗ 7-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
Паян ирхине Шупашкарти Ҫӗнӗ сала пляжӗнче, Атӑл ҫинче, чутах пулӑҫ путса вилмен. Юрать, ӑна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.
Пулӑҫ ирхине Атӑл ҫине, ҫӳхе пӑр ҫине, тухнӑ. Пӑр катӑлса кайсан вӑл шыва кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл путма пуҫлани пирки оперативлӑ дежурнӑй пулчӗ ҫине 6 сехет те 51 минутра ҫитнӗ. Кун пирки иртен-ҫӳрен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем аэроҫунапа вырӑна ҫитнӗ. Путма пуҫланӑ пулӑҫа вӗсем ҫӑлав станцине илсе ҫитернӗ, ӑна пӗрремӗш пулӑшу панӑ хыҫҫӑн тухтӑрсем илсе кайнӑ.
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, Шупашкарти хула строительствипе хуҫалӑх техникумӗн директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ ун тӗлӗшпе тата ҫӗнӗ пуҫиле ӗҫсем тупӑннӑ.
Техникум директорӗ арӑмӗпе Словенире учреждени шучӗпе каннине хыпарланӑччӗ-ха. Анчах ҫемье унта кӑна мар, Германие те кайнӑ иккен, хамӑр тӑрӑхри санаторире те сывлӑхне ҫирӗплетнӗ. Директорпа арӑмӗ каннишӗн кӑна техникум 640 пин тенкӗлӗх тӑкак курнӑ.
Унсӑр пуҫне техникумра студентсене производство практики тесе ӗҫлеттернӗ. Хут ҫинче вара усламҫӑ юсав ирттернӗ пек ӑна укҫа куҫаранҫи тунӑ. Ытти кӑлтӑк та тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫиеле тухнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫсене малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енри виҫӗ ҫынна астӑвӑм медалӗпе чысласси ҫинчен калакан йышӑнӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: пӗрремӗш йышӑнура Вера Кузьмина, Иван Долгушин, Варнава митрополит пурччӗ. Паян вӗсене Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ Шупашкарти мероприятире чысланӑ.
Варнава митрополит Рязань облаҫӗнче 1931 ҫулта ҫуралнӑ, 1976 ҫултанпа Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ. Вера Кузьмина 1923 ҫулта Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче кун ҫути курнӑ, 1947 ҫултанпа К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче ӗҫлет. Иван Долгушин «Промтрактор» предприятин ветеранӗ, 1938 ҫулта Ӗренпур облаҫӗнче ҫуралнӑ.
Иртнӗ эрнере Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑрав килнӗ: 35 ҫулти арҫын тӑнне ҫухатнӑ. Тухтӑрсем ун патне 5 минутран ҫитнӗ.
Арҫыннӑн юн пусӑмӗ чакса ларнӑран, токсинсемпе наркӑмӑшланнӑран венисем курӑнман. Пациента вара венӑран укол тумалла пулнӑ. Екатерина Шивцова фельдшер ҫав вӑхӑтрах йышӑну тунӑ: эмеле шӑмӑ урлӑ ямалла. Палӑртса хӑварар: ку мелпе сайра хутра ҫеҫ, питӗ кирлӗ чухне, усӑ кураҫҫӗ.
Фельдшер укол тусан арҫын хӑйне лайӑхрах туйнӑ. Кайран ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл мӗнле токсинсемпе наркӑмӑшланнине тӳрех палӑртайман.
Каласа хӑварар: республикӑра талӑкӗпех васкавлӑ медпулӑшун 100 бригади ӗҫлет. Пӗтӗмпе – 900 яхӑн тухтӑр, 400 водитель.
Чӑваш ачисен клубӗ шāматкун, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, тӑван чӗлхене вēренес шухӑшлā шӑпӑрлансене хӑй патӗнче пуҫтарнӑ.
Ҫакӑн пирки эпир «Аталану» ассоциаци пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, икē ушкāнāн та занятийē Шупашкарти Ленин проспектēнчи 15-мӗш ҫyртра, тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Ен наци вулавӑшӗнче иртнӗ. Заняти вулавӑшри 212-мēш пулēмре пулассине пӗлтернӗ. «Шкул ҫулне ҫитмен ачасен ушкāнē 14 сехетре, аслā ушкāнāн вара 13 сехетре занятийēceм пуҫланēҫ», — хыпарланӑ «Аталану» ассоциацире.
Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсене те кӑтартнӑ унта.
Занятие хӑш ҫулхи тата миҫе ача пухӑнни пирки хыпарланине каярах пӗлтерменччӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Германири шкул ачисене актер ӑсталӑхне вӗрентнӗ. Кӗске курса Мускари Владимир Беляйкин режиссер ирттернӗ. Владимир Беляйкин Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пластикӑллӑ икӗ спектакль лартнӑ.
Германи ачисем Шупашкарти 41-мӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ хыҫҫӑн тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ ентешӗ Чӑваш Ен тӗп хули ҫинчен илӗртӳллӗ каласа кӑтартнине ытарайман — килсе курма шухӑшланӑ. Хӑйсене вырӑс чӗлхи вӗрентекен Светлана Тикуновӑпа пирӗн ҫӗршыв историйӗпе йӑли-йӗркине тишкернӗ, илемлӗ литература вуланӑ. Унтан пирӗн тӑрӑха ик эрнене килнӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Николай Гоголӗн повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» спектакле курас, унӑн режиссерӗпе Владимир Беляйкинпа паллашас килнӗ вӗсен. Шупашкара киличчен ачасем, сӑмах май, асӑннӑ повеҫе вуланӑ. Тӗлпулу ӑсталӑх сехетне ҫаврӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |