«Нордвинд» авиакомпанин Шупашкартан Мускава тата каялла вӗҫекен самолётсен расписанине нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен улӑштарӗ.
«Шупашкар–Мускав–Шупашкар» расписани ылмашасси пиики Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ. Ҫав кун самолет Мускаври Шереметьево аэропортӗнчен 23 сехет те 40 минутра вӗҫсе тухӗ те тепӗр кун ирхине, 1 сехет те 5 минутра, Шупашкара ҫитӗ. Тепӗр кун 737-800 Boeing Шупашкартан ирхи 6 сехет те 15 минутра хускалӗ. Мускава 7 сехет те 40 минутра ҫитӗ. Кӗҫнерникунсерен самолет 5 минут каярах хускалӗ: 06 сехет те 20 минутра тапранӗ, Мускава вӑл 7 сехет 45 минутра ҫитӗ.
Рейссем кашни кунах пулӗҫ. Билетӑн пӗр майлӑ хакӗ ҫапларах:
«Шупашкар–Мускав» маршрутпа — 1 914 тенкӗрен пуҫласа, «Мускав–Шупашкар» — 2 286 тенкӗрен пуҫласа.
Ҫӗнӗ расписани пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗччен вӑйра пулӗ.
Хальхи расписани: «Мускав–Шупашкар» маршрутпа —
09:50–11:10, «Шупашкар–Мускав» маршрутпа — 12:10–13:30.
Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын 2 миллион тенке яхӑн пухнӑ та… ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Кун пирки вӑл ӗнер полицие пӗлтернӗ.
Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан номертен «Банкӑн хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Хайхискер унӑн карточки мӗнле хисепсемпе вӗҫленнине те пӗлнӗ. Палламан ҫын карточкӑран такам укҫа сӑптӑрма хӑтланни пирки пӗлтернӗ, укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма сӗннӗ.
Арҫын хайхискере ӗненнӗ, укҫине, 2 миллион тенке яхӑн, куҫарнӑ. Анчах ҫав ҫын нимӗнле банк ӗҫченӗ те пулман, ултавҫӑ кӑна!
Шупашкарта пурӑнакан 19 ҫулти Дарья Андреевӑна ҫур уйӑх шыраҫҫӗ. Вӑл кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ, ҫавӑнтанпа ун пирки никам та нимӗн те пӗлмест.
Дарья килтен тухса кайнӑ чухне ҫутӑ куртка, хура калпак, хура шӑлавар тата шурӑ пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле рюкзак пулнӑ. Хӗр 158 сантиметр ҫӳллӗш вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ хура.
Пикене полици те, «Лиза Алерт» отряд нимеҫисем те шыраҫҫӗ, тӑванӗсем питӗ пӑшӑрханаҫҫӗ. Дарья Андреева пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан 112 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Пӗр талӑкра ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакансене 469 пин тенкӗлӗх улталанӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Шупашкарта пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер хӗрарӑмӑн карточки ҫинчен такам укҫа сӑптӑрма хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Лешӗн унта 1 пин тенкӗ кӑна-мӗн. Калаҫнӑ май ултавҫӑ тепӗр счет пирки те пӗлнӗ – унта вара 500 пин тенке яхӑн выртать. Хайхискер хӗрарӑма «вӑхӑтлӑх» счет ҫине 318 пин тенкӗ куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Укҫа куҫнӑ кӑна – «банк ӗҫченӗн» шӑрши-марши ҫухалнӑ. Хӗрарӑм хуйхи пирки полицие пӗлтернӗ.
Канашра пурӑнакан 30-ти хӗрарӑм та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Вӑл та телефонпа «банк ӗҫченӗпе» калаҫнине ӗненнӗ. Канаш хӗрарӑмӗ ултавҫа 151 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Нумаях пулмасть ЧР прокуратурин анлӑ ларӑвӗ иртнӗ, 2019 ҫулти пӗтӗмлетӳсене пӑхса тухнӑ.
Ларура палӑртнӑ тӑрӑх, транспорт министрне Александр Николаева тата вӗренӳ министрне Сергей Кудряшова тупӑшӗсем пирки тӗрӗс пӗлтермешӗн дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ. Вӗсен ҫумӗсен те декларацире суя хисепсем пулнине палӑртнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата РФ президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчи Петр Чекмарев та декларацире пӗтӗм тупӑша кӑтартман. Вӗсене те дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Декларацире суя хисепсем кӑтартакан сахал пулман: Шупашкарти 25 депутата тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Каласа хӑвармалла: декларацие тӗрӗс мар кӑтартнӑшӑн Виктор Шмаков тата Алексей Никитин депутат полномочийӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Шупашкарта тепӗр фонтан тума палӑртнӑ. Вӑл унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫурт умӗнче пулӗ. Халӗ унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ вырнаҫнӑ.
Фонтан унта унччен те пулнӑ-ха, халӗ вара ӑна ҫӗнетесшӗн. Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, театр умӗнче Кадет корпусӗ умӗнчи пекех илемлӗ хальхи йышши светодиодлӑ фонтан пулӗ.
Аса илтерер: Ҫамрӑксен театрӗ ку ҫурта 2016 ҫулта куҫнӑ. Пӗлтӗр «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн унта тӗплӗ юсав ирттернӗ. Халӗ вара театр умӗнчи лапама хӑтлӑлатмалла тата илемлетмелле. Кун валли 10 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫулталӑк ҫурӑри ача валли ҫемье шыраҫҫӗ. Кун пирки Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтерет.
Ачан амӑшӗ пур-ха, анчах ӑна амӑшӗн прависӗр хӑварнӑ. Хӗрарӑм килтен час-часах тухса кайнӑ, арҫын ачана тивӗҫлӗ воспитани паман. Ашшӗ вара ҫук. Тӑванӗсенчен нихӑшӗ те пӗчӗкскере хӳтте илме килӗшмен, мӗншӗн тесен ача йывӑр чирпе нушаланать.
Администраци ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ача хастар, ҫынпа хутшӑнма юратать. Ӑна ҫемье ӑшши кирлӗ. Арҫын ачана телей парнелес килет-и? (8352) 23-52-33, 23-52-18 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Ача ҫурлани ашшӗ-амӑшӗшӗн – пысӑк савӑнӑҫ. Вӗсем пепке валли ят суйланӑ чухне тӗплӗн шухӑшлаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ачине хӑйне евӗр ят пама кӑмӑллать. Шупашкарта Добрыня, Космос ятлӑ ачасем ҫуралнине пӗлтернӗччӗ.
Хальхинче вара тӗп хуламӑрта Мадонна ҫуралнӑ. Ҫапла, ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗр пӗрчине шӑпах ҫавӑн пек ятпа ҫыртарнӑ.
Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн пресс-сулжби пӗлтернӗ тӑрӑх, Мадонна кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектне каллех хупӗҫ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсене ҫав ҫулпа ҫӳреме вӑхӑтлӑх чарни ҫула юсанипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтерер: асӑннӑ проспекта Шупашкарта темиҫе ӑстрӑмпа юсаҫҫӗ. Малтан кивӗ автовокзал енчен Трактор тӑвакансен проспекчӗпе ҫыхӑнтаракакан ҫул ҫаврине ҫитичченхи сыпӑка сарчӗҫ. Кайран — Трактор тӑвакансен проспекчӗпе ҫыхӑнтаракакан ҫул ҫавринчен тытӑнса Кӑнтӑр поселокне пӑрӑнмалли ҫул ҫаврине ҫитиччен. Юлашкинчен каланине Ҫӗнӗ ҫул умӗн вӑхӑтлӑха уҫрӗҫ. Ҫуркунне ҫав сыпӑка сарса пӗтермелле. Ҫул-йӗр юсакансем халӗ Кӑнтӑр поселокран Канаш шосси патне ҫитичченхи лаптӑка юсама тытӑннӑ. Калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.
Асӑннӑ участокра транспорта ҫӳреме нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑхӑтлӑха чарӗҫ.
Шупашкарти Хӗрлӗ лапама реконструкцилеҫҫӗ. Ҫӗнелнӗ кӳлмеке хӑҫан уҫасси паллӑ: Республика кунӗ умӗн. Уяв шӑпах Хӗрлӗ лапамра иртӗ. Кун пирки ЧР культура министрӗ Константин Яковлев пӗлтернӗ.
Кӑҫал Республика кунӗ Анне палӑкӗ умӗнче, Юрламалли уйра, Оперӑпа балет театрӗ умӗнче тата «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче иртӗ. Аса илтерер: уяв мероприятийӗсем Хӗрлӗ Чутай районӗнче те пулӗҫ.
Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ май республикӑра муниципалитет пӗрлешӗвӗсен «Марафон 100-летия» фестивалӗ пуҫланнӑ. Иртнӗ эрнере вӑл Улатӑрта уҫӑлнӑ, ку эрнекун Шӑмӑршӑ районӗнче пулӗ. Ҫак марафон ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |