Севастопольти 10-мӗш гимназие чӑваш ятне пама йышӑннӑ. Ырӑ хыпара ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева Фейсбукра пӗлтернӗ. Асӑннӑ шкула Совет Союзӗн Геройӗ Мирон Ефимов ятне пама йышӑннӑ.
Зоя Миронова хыпарланӑ тӑрӑх, Мирон Ефимович 1915 ҫулта Элӗк районӗнчи Самушка ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс Сурӑмӗнчи тата Элӗкри шкулсенче вӗреннӗ, Шупашкарти педагогика институтне пӗтернӗ, учитель пулса ӗҫленӗ.
Комсомол путевкипе Мирон Ефимов Ейскри ҫар авиаци училищинче вӗреннӗскер летчик-истребитель пулса тӑнӑ. Мирон Ефимов икӗ хут Хӗрлӗ ялав орденне тивӗҫнӗ. 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна «Совет Союзӗн Геройӗ» ят панӑ.
1961 ҫултан отставкӑна кайсан Мускав хулинче пурӑннӑ. Пурӑннӑ чухнех Крымра тата Севастопольте Мирон Ефимов подполковник ячӗпе палӑксем лартнӑ.
2019-мӗш ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ертӳҫисем, Чӑваш наци конгресӗ, Севастопольти чӑваш наципе культура автономийӗ тата Чӑваш Енӗн Крымпа Севастопольти суту-илӳпе экономика тата ЧНК элчи Андрей Яковлев ыйтнипе Севастопольти 10-мӗш гимназие Совет Союзӗн Геройӗ Мирон Ефимов ятне пама йышӑннӑ. Кун ҫинчен гимнази директорӗ С.
Хресчен фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи, 44 ҫулти арҫын, кредит организацийӗсен умӗнче 8 миллион тенке яхӑн парӑма кӗнӗ. Хайхискер парӑма татайман.
Приставсем ҫак арҫыннӑн харпӑрлӑхӗнче 1,5 гектар ҫӗр пуррине палӑртнӑ. Вӑл Йӗпреҫ районӗнче вырнаҫнӑ. Парӑм пулнӑран хресчен фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫак ҫӗр лаптӑкне туртса илме пултараҫҫӗ.
РФ Граждан кодексӗн 278-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, приставсем ҫӗре туртса илмеллине палӑртнӑ заявление Шупашкарти Мускав районӗн судне ярса панӑ.
Кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче «ТНВ «Татарстан» телеканал Шупашкарта Хаяр Йӑван палӑкне лартни ҫинчен сюжет кӑтартнӑ.
Тавлаштаракан тата калаҫтаракан тема «7 дней» (чӑв. 7 кун) вырсарникун каҫхи тишкерӳллӗ кӑларӑмра 15 минута яхӑн пынӑ. Ильшат Аминов телеертӳҫӗ Шупашкарти пулӑмпа паллаштарнӑ.
Телеканал журналистки Ильзира Юзаева нумаях пулмасть пирӗн республикӑн тӗп хулинче пулнӑ, Чӑваш Енри Ваттисен тӗп канашӗн пайташӗсенчен интервью илнӗ. «Татарстан» телеканалӑн ушкӑнӗ Константин Иванов скверӗнче пулнӑ, Хаяр Йӑван скульптурине ӳкерсе илнӗ.
Аса илтерер: Чӑваш Енри ваттисен канашӗ те ҫак палӑка хирӗҫ. Унӑн пайташӗсем палӑка илсе музее пама сӗннӗ. «Ку факта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп халӑхсене хисеплеменнипе тан йышанатпӑр. Палӑка илсе Чӑваш наци музейне памалла тесе шутлатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗччӗ общество пӗрлешӗвӗн пресс-секретарӗ Тимӗр Акташ.
Паян, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта ҫӗнӗ поликлиникӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Вӑл Ленин проспектӗнчи 12-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Нумай функциллӗ поликлиникӑна 40 пин ҫын медицина пулӑшӑвӗ илме ҫӳрӗ. Унта 97 тухтӑр ӗҫлӗ.
Паян пульницӑра пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ, участок терапевчӗсем, диагностика служби, хӗрарӑмсен консультацийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Ытти специалист пациентсене ҫитес вӑхӑтра йышӑнма тытӑнӗ.
Каласа хӑварар: поликлиникӑна 2017 ҫулхи ҫулларанпа тума тытӑннӑ. Планпа килӗшӳллӗн, ӑна 2020 ҫул пуҫламӑшӗнче вӗҫлемелле пулнӑ.
Чӑваш Енри вӗренӳ заведенийӗсем, хальхинче техникумсемпе колледжсем, Раҫҫейре чи лайӑх лайӑххисен йышне лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви 2019 ҫулта ҫӗршывра кадрсене епле хатӗрленин мониторингне хатӗрленӗ.
Топ-500-е Канашри транспортпа энергетика техникумӗ, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ, Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗ, Самарти ҫул-йӗрӗн патшалӑх университечӗн Улатӑрти филиалӗ лекнӗ.
Мониторинга хатӗрленӗ чухне вӗренӳ ӗҫне, вӗренсе тухакансен пӗлӳ шайне, учрежденисен инфраструктурине, финанспа экономика ӗҫ-хӗлне, кадрсене, вӗренсе пӗтернисем профессипе ӗҫе вырнаҫнине тата ытти хӑш-пӗр ҫавӑн пек критерие шута илнӗ.
Хаяр Иван – пачах та хаяр мар!..
Тумаллине вӑл тунӑ тахҫанах:
Юхтарнӑ юн, кӑларнӑ вӑл пушар...
Ман мӗншӗн савмалла тет пит ӑна?!
Ах, «Раҫҫее ҫӗкленӗ»?.. Раҫҫейре,
Каҫарӑр та, Иван ҫеҫ пурӑнман!..
Йӑлтах татса параҫҫӗ Тӳпере.
Аван — ялан ҫакна асра тытсан.
Иван ҫӑлман ман халӑха тахҫан!
Ӑна Иван паман телей сапса!
Ман халӑхӑм хӑй паттӑр пулнӑран
Вучахӗ ун ҫунать-ха ялкӑшса!
Тата ҫакна каласшӑн эп паян:
Ҫук, Иван мар, сӑнарӗ ун хаяр!..
Паян каллех ыйтатӑп Турӑран:
Ман халӑха упра та Шанчӑк пар!!!
Валери Туркай
27.12.19
Паян ҫӗрле, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Кун пирки Граждан хӳтӗлевӗпе ӗҫлекен тата инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Хулари Макимов урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ ку. Аслӑ ӳсӗмри пӗр ҫын тата виҫӗ ача сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Юрать, ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк инкекех пулман. Ачасене Хулари ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.
Халӗ специалистсем хваттерте сӗрӗм ӑҫтан тухнине уҫӑмлатас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
«Экоцентр» предприятие пирӗн республикӑра пурӑнакансем пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ пулӗ. Йӑлари-хытӑ каяша турттаракансем Федерацин монополипе кӗрешекен службин управленийӗпе килӗшӳсӗр тытнӑ. Асӑннӑ орган представителӗсем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче предприятие евит хыҫҫӑн тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Анчах унтисем ӗҫлеме кансӗрленӗ. Хӑш-пӗр специалист ӗҫ пӳлӗмӗнчен тухса кайнӑ. Кирлӗ информацие ҫырса илме ирӗк паман. Кӑштахран ҫуртра ҫутӑ сӳнтерсе лартнӑ.
Монополипе кӗрешекенсем кӗҫех суда ҫитнӗ. Вӗсем «Экоцентр» тӗрӗслевҫӗсене ӗҫлеме кансӗрленине пӗлтернӗ. Пӑтӑрмаха кӗҫех Шупашкарӑн Мускав районӗнчи 4-мӗш суд участокӗнче тишкернӗ. Миравай тӳре предприятие администравтивлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Паян каҫхине Шупашкар хулинче пӳрт ҫуннӑ. Республикӑри электрон кӑларӑмсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Шупашкарӑн Хӗвелтухӑҫ поселокӗнче тухнӑ. Ун пирки МИХа инкеке курнисенчен пӗри пӗлтернӗ. Хӑйӗн сӑмахне ӗнентерме вӑл видео ярса панӑ.
Пушар паян, кӑрлачӑн 12-мӗш каҫхине, 18 сехет те 30 минутра, тухнӑ. Ҫулӑм кӳршӗ ҫуртсем урлӑ аякранах курӑннӑ. Инкек мӗн сӑлтавпа пуҫланнине пӗлтермен. Ӑна специалистсем каярах татса калӗҫ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче мунчасем час-час ҫунаҫҫӗ. Инкекрен сыхланас тесен мӑрьесене кварталта пӗр хутран кая мар тасатма, кӑмака купалаттарма тата ӑна юсаттарма специалистсене ҫеҫ явӑҫтарма сӗнеҫҫӗ.
Геннадий Юмарт сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, тӗпчевҫӗ вилнӗ. Хурлӑхлӑ хыпара Фейсбукра паян Анатолий Хмыт драматург пӗлтернӗ.
Геннадий Юмарт (Трофимов) 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кайри Карӑкра ҫуралнӑ. 1955 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкарта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1961-1965 ҫулсенче Самар енчи чӑваш шкулӗсенче чӑваш тата вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. 1965-1970 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче корректорта, редакторта ӗҫленӗ. 1970-2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӗҫтешӗ пулнӑ.
Геннадий Юмартпа Шупашкарти ритуал службинче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш "ж" ҫуртра, Республикӑн клиника больницин моргӗнче вырнаҫнӑ) ытларикун, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |