Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта республикӑра виҫӗ ҫын наркӑмӑшланнӑран пульницӑна лекнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 11 сехет 20 минутра Вӑрнар районӗнчи пульницӑна 82 ҫулти арҫынна илсе килнӗ. Хайхискер каҫхине хӗрлӗ эрех тесе 100 грамм антифриз ӗҫнӗ.
Тепӗр кунхине, кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче, Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине 26-р арҫын лекнӗ. Вӑл йӑнӑшпа эрех вырӑнне 100 грамм уксус ӗҫнӗ.
Канашра та ҫавӑн пек тӗслӗх пулнӑ. 31 ҫулти хӗрарӑм ирхи 4 сехет те 40 минутра эрех вырӑнне йӑнӑшпа уксус ӗҫнӗ.
Ӗнер ҫӗрле, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Ку инкек Павлов Мичман урамӗнчи 74-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пулнӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Хулари ача-пӑча клиника пульницине икӗ ачана илсе ҫитернӗ. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланма пултарнӑ. Тепӗр аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫынна Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ. Ҫак тӑватӑ ҫыннӑн сывлӑхӗ халӗ вӑтам йывӑр шутланать.
Сӑмах май, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ талӑкра республикӑра 5 пушар пулнӑ, вӗсенче 3 ҫын шар курнӑ, 15 ҫынна ҫӑлнӑ.
Пӗлтӗр Шупашкарта Хаяр Йӑван палӑкне лартни пирки пӗлернӗччӗ. Анчах ку чылай ҫынна килӗшмест-мӗн. Чӑваш Енри ваттисен канашӗ те ҫак палӑка хирӗҫ. Унӑн пайташӗсем палӑка илсе музее пама сӗнеҫҫӗ.
«Ку факта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп халӑхсене хисеплеменнипе тан йышанатпӑр. Палӑка илсе Чӑваш наци музейне памалла тесе шутлатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ общество пӗрлешӗвӗн пресс-секретарӗ Тимӗр Акташ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Тутарстанра тата Пушкартстанра 200 пин ытла чӑваш пурӑнать. Ку факт ҫак республикӑсенчи чӑваш халӑхӗ патне лайӑх мар хутшӑну йӗркелеме пултарать.
Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ арҫын ҫын карточки ҫинчен 100 пин тенкӗ вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Карточка хуҫи, 49 ҫулти арҫын, ӑна вӑхӑтра блокировка тӑвайман, мӗншӗн тесен юсанмалли колонире пулнӑ.
Ҫак арҫын хӑйӗн карточкине пӗлӗшӗсен килӗнче ӑнсӑртран манса хӑварнӑ, лешсем вара унӑн пин-кодне пӗлнӗ.
Пӗлӗшӗ, унччен те судпа пӗрре мар айӑпланнӑскер, ют карточкӑна хӑйӗн телефон номерӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Хайхискер 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи авӑнччен карточкӑпа лавккасенче тавар туяннӑ. Ун тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев канашлу ирттернӗ. Унта Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене ирттересси пирки калаҫнӑ.
Канашлура кӑҫал Республика кунне хӑш районта йӗркелесси пирки те сӑмах хускатнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче ку уяв яланхи пекех Шупашкарта тата Хӗрлӗ Чутай районӗнче иртӗ.
Элтепер уява хатӗрленмелли пирки, ӗҫ нумаййи ҫинчен каланӑ. «Пирӗн тӗллев – уяв мероприятийӗсене тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсене явӑҫтарасси», - тенӗ Михаил Игнатьев.
Халӗ шкул ачисем каникулта канаҫҫӗ. Вӗсен хӗллехи кунсене епле ирттермелле? Паллах, усӑллӑ! Ҫакна шута илсе Шупашкарти хӑш-пӗр шкул ҫумӗнче уйлӑхсем ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем паянтан пуҫласа карлачӑн 12-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ.
Хулара халӗ шкулсен ҫумӗнче 23 уйлӑх ӗҫлет. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, унта 1 пин ытла ача хутшӑнмалла. Ачасем валли тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Тӗслӗхрен, «Кванториум» технопаркра «Квантозиум» иртӗ. «Березка» уйлӑхра кӑрлачӑн 3-12-мӗшӗсенче «Зимний переполох» профиль смени ӗҫлӗ.
Шкулсен ҫумӗнче катоксем, хоккей лапамӗсем, йӗлтӗр йӗрӗсем те пур. Ҫапла майпа ачасем каникула сывлӑхшӑн та усӑллӑ ирттерме пултараҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр лавкка умӗнче йытӑ ҫурине вӑрланӑ. Хуҫи ҫав вӑхӑтра лавккана кӗнӗ, йытӑ ӑна алӑк патӗнче кӗтсе тӑнӑ. Хайхискер тухнӑ та – тӑватӑ ураллӑ тусӗ ҫук. Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Полицейскисем суту-илӳ центрӗнчи видеокамерӑсене тишкернӗ. Йытӑ ҫурине темӗнле арҫын илсе кайни паллӑ пулнӑ. Пакунлисем ӑна пӗр талӑка яхӑн шыранӑ. Часах вӑл кам иккенне те палӑртнӑ. Ҫапла майпа йытӑ ҫурине хуҫине тавӑрса панӑ.
Ҫак арҫынна алӑк умӗнче тӑракан йытӑ ҫури килӗшнӗ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл ӑна хӑйӗнпе пӗрле илсе кайма шутланӑ. Халӗ 36 ҫултискер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Раҫҫейри хӑш хулара пурӑнакансем усал сӑмахпа калаҫма юратаҫҫӗ? Раҫҫей правительстви ҫумӗнчи финанс университечӗ ҫак ыйтӑва уҫӑмлатас тесе тӗпчев ирттернӗ. Вӗсем 250 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласене тишкернӗ.
Тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ хулара пурӑнакансенчен ыйтса пӗлнӗ. Владивостокра, Нижневартовскра, Новосибирскра, Хабаровскра тата Сургутра пурӑнакансем усал сӑмахпа перкелешме юратаҫҫӗ-мӗн. Шупашкар кунашкаллисен йышне лекмен, пачах тепӗр май – пирӗн тӗп хуламӑр культурӑллӑ хуласен списокне кӗнӗ.
Петрозаводскра, Вологдӑра, Питӗрте тата Химкинче пурӑнакансем те усал сӑмах калама юратмаҫҫӗ иккен.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Ене 32 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Вӗр ҫӗнӗ 30 автомобиле Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Патӑрьел, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗсене панӑ. Тин ҫуралнӑ ачасем валли илсе ҫитернӗ 2 реанимобиле Президент пепкелӗх центрӗ тивӗҫнӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн автопаркне 95 процент ҫӗнетнӗ. Ку енӗпе уйрӑмах юлашки виҫӗ ҫулта вӑйлӑ ӗҫленӗ.
Палӑртмалла: республикӑри халӑха талӑкӗпех 100 васкавлӑ медпулӑшу бригади пулӑшу парать. Халӗ служба автопаркӗнче – 190 автомобиль.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче, ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 27 минутра Инкеклӗ лару-тӑру министерствин дежурнӑй пульчӗ ҫине Шупашкарта пушар тухни пирки хыпар ҫитнӗ. «Ярмарккӑ» пасарта ҫулӑм тухнӑ-мӗн.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, курттӑмӑн туянмалли ретри пӗр контейнерта ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Пушар темиҫе контейнера (суту-илӳ точкине) тӗп тунӑ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, 16 контейнер ҫунса кайнӑ. Теприсем 7 контейнер кӗлленни пирки калаҫҫӗ.
Пушара 35 пушарнӑй, 9 техника сӳнтернӗ. Вӗсен «хӗрлӗ автанпа» самаях кӗрешме тивнӗ. Пушара 5 сехет те 8 минутра ҫеҫ сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |