Шупашкарта пурӑнакан Зинаида Клопова ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1919 ҫулта Муркаш районӗнчи Ҫулав ялӗнче ҫуралнӑ.
Зинаида шкул пӗтерсен ҫыхӑну уйрӑмӗнче телефонисткӑра ӗҫленӗ. 23 ҫулта чухне вӑл пулас мӑшӑрне Гордей Клопова тӗл пулнӑ. Арҫын вӑрҫӑра аманнӑ пулнӑ. Ҫамрӑксем пӗрлешсен Уйкаса пурӑнма куҫнӑ. Унта Зинаида икӗ вырӑнта ӗҫленӗ. Каярахпа вӑл почтӑра тӑрӑшнӑ, унтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Зинаида Клопова халӗ виҫӗ ачипе, сакӑр мӑнукӗпе, мӑнукӗсен 10 ачипе тата кӗҫӗн мӑнукӗсен пӗр ачипе савӑнса пурӑнать.
Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче Уйрӑлма чаракан кун пулӗ. Анчах ялан мар.
«День без разводов» (чӑв. Уйрӑлусемсӗр кун) акцие раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, юнкун, ирттерме палӑртнӑ. Ҫав кун тӗллевӗ — уйрӑлакансен йышне чакарасси тата ҫемье статусне ҫирӗплетесси. Ҫапла палӑртнӑ акцие йӗркелекенсем.
Уйрӑлма чаракан кун ЗАГС органӗсенче ӗҫлекенсен кунӗпе пӗр килӗ. Тепӗр майлӑ каласан, Мускав район администрацийӗнче юри ҫапла йышӑннӑ.
Раҫҫейре ЗАГС органӗсем 1917 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнченпе ӗҫлеҫҫӗ теме юрать. Мӗншӗн тесен шӑпах ҫав кун «О гражданском браке, о детях и о ведении книг актов состояния» (чӑв. Гражданла мӑшӑрлану, ачасем тата тӑрӑм акчӗсен кӗнекине йӗркелесси ҫинчен) йышӑну кӑларнӑ.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ союзӑн 85 ҫулхине уявлама хатӗрленет. Ҫакӑн пирки пӗрлешӗвӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова асӑннӑ союзӑн мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче профессионал ҫыравҫӑсем кӑҫалхи ҫулталӑка та тишкерӗҫ. Мӗн туса ирттернине аса илӗҫ, мӗншӗн хавхаланса-савӑннине е хурланса пӑшӑрахннине каласа кӑтартӗҫ.
Мероприяти раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртӗ. Юбилее халалланӑ савӑнӑҫлӑ пухӑва Шупашкарти Наци вулавӑшне (Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт, 4-мӗш хут) 13 сехете пухӑнмалла. Регистраци 12 сехетре пуҫланӗ.
Уява республикӑри тата унӑн тулашӗнчи ҫыравҫӑсемпе поэтсене, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» литературӑпа художество журналӗн авторӗсене, ҫамрӑк литераторсене йыхравлаҫҫӗ. Пурне те хапӑл тӑвӗҫ.
Ҫитес ҫул Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине Хӗрлӗ Чутайра та уявлӗҫ. Ҫавна май район центрне илем, хӑтлӑх кӗртӗҫ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв лапамӗнче фонтан вырнаҫтарӗҫ. Вӑл Шупашкарти Кадет паркӗнчи евӗрех пулӗ.
Подряд организацийӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, фонтана кирек мӗнле калӑпӑшлӑ тума, кӗвӗ тата ҫутӑ композицийӗсем вырнаҫтарма пулать.
Палӑртмалла: Шупашкарти Кадет паркне «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» программӑпа килӗшӳллӗн тунӑ. Ӗҫе 75 миллион тенкӗпе пурнӑҫланӑ.
Ҫӗршывӑн хулисенче ҫул-йӗр ҫинче пулса иртекен инкексен шутне тишкернӗ. «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» проекта хутшӑннӑ 38 хуларан 22-ӗшӗнче инкек шучӗ сахалланнӑ. Тишкерӗве Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ ҫул-йӗр инспекторӗсен статистикине тӗпе хуса хатӗрленӗ.
Инкек шучӗ 10 процентран ытларах чакнӑ хуласем саккӑр ҫеҫ. Ҫак енӗпе Дон ҫинчи Ростов хулине палӑртнӑ. Унта инкексен шучӗ икӗ ҫулта 23 процент сахалланнӑ, Пермьре — 22 процент, Калининградра — 21 процент. Сарту, Красноярск, Липецк, Барнаул тата ытти хӑш-пӗр хула та лайӑххисен шутӗнче.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке пула суранланакансен йышӗпе Шупашкар хули мала тухнӑ. Чӗмпӗр, Омск хулисенче те лару-тӑру начар. Ҫул ҫинчи инкексенче вилекенсен шучӗ юлашкинчен асӑннӑ икӗ хулара та нумайланнӑ.
Муркашра тирпейлӗ хӑна кил хуҫисене чутах пӳртсӗр хӑварман. Ӗнер ҫавскер улӑма пуҫтарса ҫунтарма шут тытнӑ. Шухӑшланӑ — тунӑ. Пӳрт ҫумӗнчи улӑма йӑпӑр-япӑр чӗртсе янӑ. Ҫулӑм алхасса кайсан пушар сӳнтерекенсене чӗнсе илме тивнӗ.
Ӗнер Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче те пушар тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнче 70-мӗш
ҫуртӑн иккӗмӗш подъездӗнчи ҫӳп-ҫап упранакан вырӑн ҫунма пуҫланӑ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑма пилӗк минутранах сӳнтернӗ. Ҫуртра пурӑнакансем шар курман. Ҫавӑн пек инкек Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра та пулнӑ. Унта та вута алхасма паман. Хуласенчи ҫак икӗ пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Шупашкарти хула ҫум автовокзалӗнче пӗр ҫын хутаҫ манса хӑварнӑ. Хутаҫра вара – укҫа. Халӗ полицейскисем унӑн хуҫине, арҫынна, шыраҫҫӗ. Хутаҫа автовокзал ӗҫченӗсем асӑрханӑ, кун пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, видеосӑнав камерине пӑхсан ҫакӑ паллӑ: хутаҫа раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине ватӑ арҫын манса хӑварнӑ. Пакунлисем шӑпах ӑна шыраҫҫӗ.
Ҫак ватӑ арҫынна паллакансене 24-38-06 е 102 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн тата Шупашкарти Ленин районӗн прокуратурин специалисчӗсем тӗп хулари «Николаевски» суту-илӳ комлексне тӗрӗсленӗ. Пӗр вырӑнта паллӑ мар тӑрӑхран кӳрсе килнӗ панулми сутнине тупса палӑртнӑ.
Ҫимӗҫ курупки ҫинче маркировка этикетки пулман – ӑна татса илме пултарнӑ, мӗншӗн тесен йӗрсем курӑннӑ. Кунсӑр пуҫне сутуҫӑ кирлӗ документсене кӑтартайман.
Ҫаксене кура панулми партине санкци ҫимӗҫӗсен йышне кӗртнӗ, «Муркаш» полигона илсе тухса тӗп тупнӑ. Пӗтӗмпе – 141 килограмм панулми.
ЧР Наци вулавӑшӗнче «Чӑваш чӗлхипе культурине тӗпченӗ ҫӳтлӑх ҫынни» ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна чӑваш халӑхне ҫутта кӑларассишӗн нумай тӑрӑшнӑ Николай Иванович Золоницкий ҫуралнӑранпа 190 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ ӑсчах лингвистсем Шупашкарти пӗр урама Николай Золотницкий ятне пама сӗннӗ. Вӗсем ҫакна палӑртнӑ: этнографӑн, тюркологӑн ячӗпе Шупашкарта халӗ те нимӗн те хисепленмест.
Ҫавра сӗтелре Н.И.Егоров, В.Г.Родионов тата ыттисем этнограф пирки тухса калаҫнӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти типографисенчен пӗринче Виталий Станьял ӑсчахпа паллаштаракан кӗнеке пичетленнӗ.
«Учёный, педагог, поэт и общественный деятель Виталий Станьял» кӑларӑм авторӗ — медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, халӑх академикӗ Николай Григорьев.
Виталий Станьял — хальхи чӑваш тӗнчинчи тӗлӗнмелле ят. Пултаруллӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ ӑсчах литература критикӗ те, публицист та, педагог та, поэт та, хастар общественник та. Вӑл Чӑваш наци конгресне йӗркелеме хутшӑннӑ. Сӑмаха ялан тӳррӗн тата куҫран витӗмлӗ калама хӑнӑхнӑскере тӗрлӗрен йышӑнакансем пуррине тавҫӑрма йывӑр мар. Ҫапах та ӑна хисеплеҫҫӗ, сума сӑваҫҫӗ. Унӑн йышлӑ вӗренекенӗсем ӑна тав тӑваҫҫӗ.
Кӗнекене Виталий Петрович ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Виталий Станьял 1940 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче ҫуралнӑ. 80 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра 6 монографипе вӗрентӳ кӗнекисен, авторӗ.
Ӑсчаха халалланӑ кӗнекене Виталий Станьял архивӗнчи тата С. Игнатьев, В. Исаев, Н. Фомиряков, А. Абрамов профессионал фотографсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе пуянлатнӑ. Кӗнеке редакторӗ — философи ӑслӑхӗсен кандидачӗ Эрбина Никитина.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |