Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Ӑна амӑшне тискеррӗн хӗнесе вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн.
Следовательсем тишкернӗ тӑрӑх, кӑҫал авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫак ӳсӗр арҫын килӗнче амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Вӑл ӑна 65 хутран кая мар тапнӑ-ҫапнӑ, пылесоспа ҫапнӑ. Пылесос ваклансах кайнӑ. Йывӑр сурансене пула 53 ҫулти хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ.
Следовательсем тишкернӗ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ машинӑсене ӑҫта кирлӗ, унта лартнине вӗҫӗмех тӗрӗслет. Парковка правилине пӑсакансене административлӑ майпа явап тыттарса штрафлаҫҫӗ.
Хула администрацийӗнче административлӑ ӗҫсене тишкернӗ те, парковкӑпа ҫыхӑннӑ кӑлтӑка тупса палӑртасси йышли палӑрнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ҫырнӑ. Машинӑсене курӑк ҫине лартнипе ята кӗрекен водительсен йышӗ самай иккен.
Саккуна административлӑ майпа пӑсакансен тӗлӗшпе 2,7 пин хутчен штраф ҫырса панӑ. Штраф виҫи 3,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унта суту-илӳ правилине пӑсакансем те кӗреҫҫӗ.
Ку хыпара вуланисенчен хӑшӗсем машина лартма вырӑн ҫук тесе ӳпкелешнӗ. Хула администрацийӗ вара хӑна парковкисем (машинӑсене вӑхӑтлӑх лартмалли) тумалли йӗркене уҫӑмлатнӑ.
Етӗрнери спирт савучӗ «100 лет Чебоксарская водка» ятпа шурӑ эрех кӑларнӑ. Ҫакӑ конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калакан федераци саккунне пӑснине Шупашкарти ликерпа водка савучӗ асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленине евитленӗ.
«100 лет Чебоксарская водка» ятпа Етӗрнери спирт савучӗн усӑ курма, чӑн та, ирӗк пулман. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ монополипе кӗрешекенсем. Унсӑр пуҫне Етӗрнери савут этикетка ҫине Шупашкарти ликерпа водка савучӗн ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.
Асӑннӑ ятпа эрех кӑларма Етӗрнери предприяти кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче чарӑннӑ.
«Rusprofile» контрагентсене тӗрӗслемелли сервиса ӗненсен, Етӗрнери савутӑн тӗп пуҫлӑхӗ — Алексей Селиванов. Ҫав ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятин учредителӗсем иккӗн: Андрей Егоров тата Максим Морозов. Вӗсен пурлӑхӗ — 50-шар процент.
Шупашкара каллех ҫӗнӗ автобуссем илсе ҫитернӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Шупашкара хальхинче «Лотос» маркӑллӑ 8 ҫӗнӗ транспорт илсе килнӗ. Вӗсем вӑтам класлисем шутланаҫҫӗ. Автобуса 64 пассажир лараять. Унта сусӑрсем та, кӳме тӗксе ҫӳрекен амӑшӗсем те ҫӑмӑллӑнах кӗрееҫҫӗ.
Ҫӗнӗ автобуссем раштавӑн 1-мӗшӗнче 26-мӗш маршрут ҫине тухӗҫ. Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла майпа «час пик» вӑхӑтӗнче 26-мӗш маршрут кашни 13 минутран ҫӳрӗ, ытти вӑхӑтра – кашни 20-минутран.
Палӑртмалла: ҫапла майпа Шупашкарта хальлӗхе вӑтам тата пысӑк класлӑ 155 автобус ҫӳреме тытӑнӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ирхине Шупашкарти Алькеш поселокӗнчи ҫырмара арҫын виллине тупнӑ. Хайхискер ҫарамас, труҫҫи вӗҫҫӗн, ҫеҫ пулнӑ.
Ҫырмара арҫын вилли выртнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Ирхине ҫынсем унтан ӗҫе каяҫҫӗ, шӑпӑрланӗсене ача пахчине леҫеҫҫӗ.
«Вӑтам ҫулсенчи арҫын юнлӑччӗ, труҫҫи вӗҫҫӗн. Такам полици, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем хваттерсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, арҫын сӑнӳкерчӗкне кӑтартаҫҫӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ.
Следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ.
Ҫитес ҫул нарӑс уйӑхӗн 27-28-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ҫӗрулми – 2020» курав ирттерӗҫ. Ӑна «Николаевкски» суту-илӳ комплексӗнче йӗркелӗҫ.
Программӑра тематика «ҫавра сӗтелӗсем» те пур. Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче селекци аталанӑвӗ тата ҫӗрулми вӑрлӑхӗ пирки калаҫӗҫ. Тепӗр кунхине экспертсем ҫӗрулми туса илессин ҫӗнӗ технологийӗсене сӳтсе явӗҫ.
Куравра чи тутлӑ та паха ҫӗрулми сорчӗсене тутанса пӑхма май пулӗ. ҫӗрулми вӑрлӑхне туянма та пулӗ. Курава кирек кама та хапӑлласах кӗртӗҫ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче темле ҫыракан та пур. Хӑшӗсем пӗр-пӗр ҫыннӑн страницине ватаҫҫӗ те унӑн ҫывӑх ҫынни вилни е йывӑр чирлени, ҫавӑнпа укҫа-тенкӗ кирли пирки хыпарлаҫҫӗ. Тусӗсен йывӑр хуйхӑ тесе пӗлӗш-тӑванӗ пулӑшма васкать.
Шупашкарти банксенчен пӗринче ӗҫлекен 32 ҫулти хӗрарӑм патне те ҫавӑн пек хыпар ҫитнӗ. Ӑнӑ тусӗн ҫывӑх ҫынни вилни ҫинчен систернӗ. Ҫынна тирпейлесе пытарма тӑкаклине банк ӗҫченӗ аван ӑнланнӑ. Тусне хайхи хӗрарӑм 12 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑй улталаннине вӑл каярах ӑнланса илнӗ-ха. Анчах укҫа паллӑ мар ҫынсем патне куҫса кайма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Шӑнман пӑрпа такам лартса янине тавҫӑрнӑ хыҫҫӑн банк ӗҫченӗ пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Халӗ унтисем ултавҫӑсене тупса палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре туса кӑларакан мороженӑй Казахстана ӑсанать. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви Федерацин таможня тытӑмӗ хыпарлани тӑрӑх ӗнер пӗлтернӗ.
Раҫҫейрен ют ҫӗршывсене ӑсанакан мороженай калӑпӑшӗ 2019 ҫулта 7,2 процент нумайланнӑ. Ҫакӑнта Шупашкарти «Волга АЙС» предприяти тӳпи те пур. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе Шупашкарти предприяти Казахстана хӑйӗн продукцине 7,3 пин долларлӑх ӑсатнӑ.
Тӑватӑ ҫул каялла пирӗн ҫӗршывран мороженӑя 24 ҫӗршыва ӑсатнӑ, кӑҫал ҫак хисеп 37 ҫӗршывпа танлашнӑ. Пысӑк импортерсенчен пӗри — Казахстан, иккӗмӗш вырӑнта – Монголи, виҫҫӗмӗшӗнче — Украина. Раҫҫей мороженӑйӗ Канадӑпа АПШна та, Китайпа Сенегала та ӑсанать. Мороженӑй туса илекенсем Европӑри ҫӗршывсемпе те туслӑ ҫыхану тытаҫҫӗ.
Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче ырӑлӑх шкапӗ пур. Пулӑшма май пур тӑк шкапа япала хума юрать. Пулӑшу кирлӗ тӗк ҫав шкапран япала илме ирӗк пур.
Ырӑлӑх шкапне пӗр эрне каялла Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 17/25-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку шухӑш вырӑнти коммерци организацийӗн пулнӑ.
Малтанах ҫак шкап апат-ҫимӗҫ йышӑнмалли-памалли пункт пулать тесе палӑртнӑ. Анчах ӑна вырнаҫтарсанах ҫынсем тумтир, пушмак, ача-пӑча япали, теттесем, кӗнекесем илсе килме тытӑннӑ.
Шкап кунсеренех ҫӗнелсе-пуянланса пырать. Ир енне сентресем пушанаҫҫӗ. Эппин, унта пырса чылай ҫын пулӑшу илет.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 16 сехет те 20 минутра Шупашкарти Айхи проспектӗнчи ҫул ҫинче, «Садовый» микрорайонта, 17 ҫулти хӗре машина ҫапса кайнӑ. Ҫамрӑкскер светофор ҫук вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ, ун ҫине «ВАЗӑн» вунтӑваттӑмӗш моделӗ пырса кӗнӗ.
Йывӑр суранланнӑ пикене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем унӑн пурнаҫӗшӗн икӗ эрне кӗрешнӗ, анчах, шел те, ҫамрӑкскерӗн чӗри тапма пӑрахнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 18 ҫулти каччӑ ларнӑ, вӑл урах пулнӑ. Хайхискер водитель правине 3 уйӑх каялла кӑна илнӗ, анчах ҫав кӗске хушӑра та ҫул-йӗр правилисене пӑсшнӑшӑн 8 штраф илме ӗлкӗрнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |