Шупашкарти «Питомник» чарӑнӑва «Чӑвашкино» ят парас ыйтӑва хускатни пирки пӗлтернӗччӗ. Ку тӗллевпе «Уҫӑ хула» порталта ятарласа сасӑлав ирттернӗ. Пӗтӗмлетӳ мӗнлерех-ха?
Ҫынсем хирӗҫ иккен. Чылайӑшӗ, 1795 ҫын, чарӑну ятне ӗлӗкхиллех хӑварассишӗн сасаланӑ (76,84%). Сасӑлава хутшӑннисен 14,68 проценчӗ, 343 ҫын, «Чӑвашкино» ят парассине хирӗҫ мар. 198 ҫын ку ыйтӑва специалистсен татса памалла тесе шухӑшлать.
Ҫапла майпа «Питмник» чарӑну ятне ҫаплипех хӑварма йышӑннӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, чӑваш сӑвӑҫи Мария Волкова ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине тӑван тӑрӑхӗнче, Вӑрмар районӗнче, паллӑ тунӑ. Ҫакӑн пирки Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Мария Волкова 1933 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӑрмар районӗнчи Карӑкҫырма ялӗнче юрист ҫемйинче ҫуралнӑ. Пысӑк Енккассинчи вӑтам шкул хыҫҫӑн Шупашкарти педагогика институтӗнче вӗреннӗ. 1960-1964 ҫулсенче Атӑл леш енчи санатори шкулӗнче чӗлхепе литературӑна вӗрентнӗ, ун хыҫҫӑн Кӳкеҫри шкул-интернатра вӑй хунӑ. 1966 ҫултанпа сывлӑхӗ хавшанипе литература ӗҫӗпе кӑна пурӑннӑ, 1976 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вилнӗ.
Уява Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗпе вырӑнти ял тӑрӑхӗ йӗркеленӗ. Унта Раиса Сарпи, Ангелина Павловская, Лидия Сарине, Раиса Воробьева, Альбина Юрату ҫыравҫӑсем хутшӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви регионсен хушшинче иртекен «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» конкурса хутшӑнма йыхравлать. Вӑл юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен иртет.
Конкурса вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансем кӑна мар, чӑваш кӗнекине юратакансем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пултаруллисен ҫак номинацисенче палӑртӗҫ: «Юратнӑ хайлав» темӑпа тунӑ чи лайӑх ӳкерчӗк», «Ача аллипе тунӑ чи лайӑх кӗнеке», «Эпӗ Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекине суйлатӑп».
Ӗҫсене конкурсҫӑн пурнӑҫламалла, вӗсене Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ кӗнекесем тӑрӑх ҫес хатӗрлемелле. Ӗҫсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, 820-мӗш пӳлӗм.
«Медиалоги» информаципе аналитика тытӑмӗ Атӑлҫи федерацийӗнчи субъектсенчи тӗп хуласен администрацийӗсен ертӳҫисен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Пуҫлӑхсен кӑҫалхи юпа уйӑхӗнчи ӗҫӗ-хӗлне тишкернӗ.
Иртнӗ танлаштарӑмра Шупашкар хула администрацийӗн ертӳҫи Алексей Ладыков 6-мӗш вырӑнта пулнӑ. Хальхинче вӑл пӗр йӗрке хӑпарнӑ, 5-мӗш вырӑна куҫнӑ.
Иртнӗ уйӑхра федераци тата регион шайӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тишкернине пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Алексей Ладыковӑн медиаиндексӗ 5 пинпе танлашнӑ.
Паян Шупашкар хулин урамӗсемпе ретро-троллейбус тата «мӑйракасӑр» троллейбус ҫӳренӗ.
Троллейбус управленийӗ 55 ҫул тултарнӑ тӗле 1-мӗш номерпе пуҫласа ҫула тухнӑ троллейбуса юсаса ҫӗнетессине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Троллейбус управленийӗнче хӑйсен шантарнине пурнӑҫланӑ. Ретро-транспортпа Шупашкар ҫыннисене тӳлевсӗр ярӑнтарнӑ. 55 ҫул каяллахи троллейбус унчченхи 1-мӗш маршрутпа ҫӳренӗ — чукун ҫул вокзалӗнчен тытӑнса Хӗрлӗ лапама ҫитсе ҫаврӑннӑ. Водительне Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчи тумтир тӑхӑнтартнӑ. «ЗиУ-5» маркӑллӑ троллейбусӑн ӑшчиккине те малтанхиллех упраса хӑварнӑ.
Паянах Шупашкар урамӗпе автономлӑ мелпе ҫӳрекен троллейбус ҫӳренӗ. Вӑл Шупашкарта пӗр уйӑх ӗҫлӗ. Ӑна Епхӳри троллейбус управленийӗ уйӑрнӑ.
Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ «Ярмӑрккӑ» пасара пысӑклатасшӑн. Ҫакна нумаях пулмасть Шупашкар хулин Архитектура тата градостроительство управленийӗн Градостроительство канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, лару иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех иртнӗ.
«Проект перспективного развития центрального района г. Чебоксары (рынок «Ярмарка», Лакреевский лес, жилой микрорайон ул. Гладкова)» ҫапларах янӑрать вӑл вырӑсла. Чӑвашла куҫарсан сӑмах хулан тӗп пайӗ пирки пынине тавҫӑрма йывӑр мар.
«Чувашпроект» предприятин тӗп архитекторӗ Николай Данилов ларурисене пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах 75 гектар ытларах ҫӗр ҫинчен пырать. Президент бульварӗнчен пуҫласа Трусиха юханшыв ҫыранӗ таран автоҫул тӑвасшӑн. Пурӗ 1250 метр тӑршшӗ пулӗ вӑл. Тата ҫӗнӗ микрорайонсене пасарпа ҫыхӑнтарма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ларура проекта хулан, республикӑн тата ҫынсен интересӗсене шута илсе хатӗрлемеллине палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм Севастопольте хваттер туянма палӑртнӑ. Анчах ӗмӗчӗ пурнӑҫланайман. Ултавҫӑсен аллине лекнӗскер полицирен пулӑшу ыйтнӑ.
Хӗрарӑм пӗлтерӳсен сайтӗнче Севастопольте хваттер сутни пирки вуланӑ, сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ хваттершӗн залог 200 пин тенкӗ пама ыйтнӑ. Ку ӗненнӗ. Анчах укҫа-тенке куҫарсан сутуҫӑ ҫухалнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Ун патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, карттӑпа пӑтӑрмахсем сиксе тухнине пӗлтернӗ. Ҫавна май хайхи ҫын укҫана урӑх счет ҫине куҫарма ыйтнӑ. Хӗрарӑм карточка ҫинчен 148 пин тенкӗ илнӗ те лешӗ кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ЧР Арбитраж сучӗ Шупашкарти агрегат савучӗ панкрута тухнӑ тесе йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе предприяти тӗлӗшпе сӑнав процедури пулнине йышӑннӑ, вӑхӑтлӑх управляющине палӑртнӑ. Кӑҫалхи юпан 24-мӗшӗнче кредиторсен пӗрремӗш пысӑк пухӑвӗ пулнӑ, унта чылайӑшӗ Арбитраж судне савута пункрута кӑлармашкӑн тавӑҫпа тухассишӗн сасӑланӑ.
Вӑхӑтлӑх управляющи савутӑн финанс лару-тӑрӑвне тишкернӗ те пӗтӗмлетӳ тунӑ: парӑмсене татма ҫук. Арбитраж сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкарти агрегат савучӗ тӗлӗшпе конкурс производстви 6 уйӑх, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен, уҫӑ.
Чӑваш Енри паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ Никита Тӗнче килӗнче нумаях пулмасть Иранти ҫулҫӳревҫӗ пулнӑ. Ҫакӑн пирки Никита Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Тӗнчесем патӗнче Джафар хӑналаннӑ. Вӑл Мускава Шупашкар урлӑ кайма тухнӑ.
Шел те, Никита ҫав вӑхӑтра килте пулман. Аса илтерер: Тӗнчесем тӗнче курма велосипедпа кайнӑ. Малтан вӗсем Финляндинчен Европӑна ҫитнӗ. Виҫӗ уйӑхлӑх виза вӑхӑчӗпе усӑ курса ҫемье темиҫе ҫӗршывра пулнӑ. Кайран Барселонӑран паромпа Африкӑри Марокко ҫӗршывне ишсе каҫнӑ. Ҫемье Америкӑна самолетпа кайма укҫа пухнине пӗлтернӗччӗ. Ҫапла, ҫемье. Ҫулҫӳреве Никита Настя мӑшӑрӗпе тата ҫулталӑкри Ая хӗрӗпе тухса кайнӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ҫемье Мароккӑна Чӑваш Енрен кайнӑ ҫынпа тӗл пулнӑ.
Ҫак кунсенче, юр ҫунӑ чухне, Шупашкарта вырнаҫнӑ Ыркӑмӑллӑх ҫуртне урамран пӗр кинемее илсе кӗнӗ. Вӑл ҫуллахи кроссовкӑпа /шнурокӗ те ҫук/ пулнӑ. Унта ун валли ӑшӑ тум тупса панӑ. Ҫапла каласа кӑтартнӑ «Ҫыхӑнура» портал журналисчӗсене.
Ыркӑмӑллӑх ҫурчӗ Автозаправка проездӗнчи 19-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ҫынсем пулӑшу ыйтса унта ҫитеҫҫӗ. Нумаях пулмасть Ыркӑмӑллӑх ҫуртӗнче тумтир центрӗ уҫӑлнӑ. Тума ырӑ чунлӑ ҫынсем пырса параҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрин тумтир туянма май сахалрах, ҫавӑнпа вӗсем ҫав центра ҫитме пултараҫҫӗ.
«Сивӗтет, сахал тупӑшлӑ чылай ҫемьене ӑшӑ тум, пушмак кирлӗ. Эпир кашнине уйрӑммӑн, тӳлевсӗр пулӑшатпӑр. Халӗ пирӗн вешалкӑсем тата стеллажсем ҫитмеҫҫӗ», - ҫапла пӗлтернӗ Ыркӑмӑллӑх ҫуртӗнче тӑрӑшакансем.
Ыркӑмӑллӑх ҫуртне тумтир илсе пырас кӑмӑл пур тӑк ҫӳлерех кӑтартнӑ адреспа 10-18 сехетсенче ҫитмелле. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8-919-655-05-25 (Сергей).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |