Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта Потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Ҫавӑнта сывлӑх сыхлав учрежденийӗсен ӗҫне те тишкернӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан учрежденисенче 2018 ҫулта планпа пӑхнӑ 12, планпа пӑхман 123 тӗрӗслев ирттернӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн 12 акт, 91 асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Кӑҫалхи 6 уйӑхра асӑрхаттару хучӗсен шучӗ 46-па танлашнӑ.
Тӗп ҫитменлӗх медицина ӗҫ-хӗлне, медицина хучӗсене йӗркелессипе, диспансеризаци тӗрӗслевӗ кӑларассипе, медицина пулӑшӑвӗн стандарчӗсене пӑхӑннипе ҫыхӑннӑ. Росздравнадзор управленийӗ те тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем чылай чухне ҫынсем ҫахавлани тӑрӑх тӗрӗслев йӗркеленӗ. 2018 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульници пирки ытларах евителнӗ пулсан, кӑҫал — Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници пирки.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Шупашкарти «Туслӑх» пахчара пушар пулнӑ. Йывӑҫ-хӑмаран ҫапса тунӑ пӳртри пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тӑватӑ ҫын виллине тупнӑ: виҫӗ арҫын тата пӗр хӗрарӑм.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫынсем камсем пулнине палӑртӗҫ. Пушар тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев пырать.
Малтанлӑха криминалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ арҫынпа пӗр хӗрарӑм пушар вӑхӑтӗнче сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ следовательсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухма пултарнӑ. Ҫак версие те пӑхса тухӗҫ, ҫавна май суд экспертизисем ирттерӗҫ.
ЧР Элтеперӗ Михаи Игнатьев республикӑри аякри районсенчи ялсене тата Шупашкарти хӑш-пӗр микрорайона пахалӑхлӑ карас ҫыхӑну илсе ҫитерме хушнӑ. Ҫав вырӑнсенче халӗ лайӑх ҫыхӑну ҫук-мӗн, кӗсье телефонӗпе шӑнкӑравлама йывӑр.
«Ҫитес вӑхӑтра пахалӑхлӑ карас ҫыхӑну республикӑра 100 проценчӗпех пулмалла», - тенӗ Михаил Игнатьев.
Шупашкарта «Хӗвеллӗ» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче ку енӗпе хальлӗхе йывӑрлӑхсем пур. Юпа уйӑхӗнче «Хӗвеллӗ» микрорайонта подстанци хута кайӗ, «Ҫӗнӗ хулара» вара кун валли ҫӗр участокне уйӑрса парас енӗпе документсем хатӗрлеҫҫӗ. «Радужный» микрорайонта та кӗҫех пахалӑхлӑ ҫыхӑну пулӗ.
Чӑваш Ен «Сохраним лес» (чӑв. Вӑрмансене упрар) Пӗтӗм Раҫҫейри кӗрхи акцие хутшӑнӗ.
Чӑваш Ен Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнӑ «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркелӗҫ. Наци проектне пурнӑҫласа пирӗн тӑрӑхра «Сохранение лесов» (чӑв. Вӑрмансене упрасси) регионти программа йышӑннӑ.
Вӑрман лартмалли акцие ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗнче ирттерӗҫ. Ӑна Федерацин вӑрман хуҫалӑхӗн агентстви пуҫарнӑ. Акци тӗллевӗ — халӑха вӑрмансене чӗртсе тӑратасси тата сарасси пирки шухӑшлаттарасси.
Шупашкарта акцие Йӑлӑмра ирттерме йышӑннӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, юпа уйӑхӗн 5 тата 12-мӗшсенче пулӗ. Акцие хутшӑнакансем 2010 ҫулхи пушарта шар курнӑ лаптӑксене хунав лартӗҫ.
Шупашкарти ҫӗнӗ суту-илӳ марки Мускаври курава хутшӑнать. Паян ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Индустрия детских товаров» (чӑв. Ача-пӑча таварӗсен индустрийӗ) – «Мир детства-2019» (чӑв. Ача-пӑча тӗнчи-2019) виҫӗ кунлӑх курав ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта Хӗвелтухӑҫ Европӑри тата Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне кӗрекен ҫӗршывсем те хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал курав 25 хут уҫӑлнӑ. Унта Раҫҫейри Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномойченнӑй Анна Кузнецова та хутшӑннӑ.
В.И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти производство пӗрлешӗвӗ Мускаври курава «Поймай» (чӑв. Тыт) ҫӗнӗ маркӑпа тухса кайнӑ. Предприяти хӑйӗн продукцине, мечӗке, ют ҫӗршывсенче туянакансене тупасса шанать. Вӗсенчи хӑш-пӗр партнерпа паян калаҫу ирттернӗ те ӗнтӗ.
Ҫанталӑк сивӗтнӗ май хваттерсене тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене ӑшӑ пама тытӑнчӗҫ. Анчах малтанхи тапхӑр тепӗр чух кӑлтӑклӑ пулать: ӑшӑ ҫитмен ҫуртсем те тупӑнкалаҫҫӗ. Чӑваш Ен Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви хӗрӳ лини телефонне ӗҫлеттерме пуҫланӑ. Унӑн номерӗ — (8352) 64-22-17.
Ҫурт-йӗре тата социаллӑ объектсене ӑшӑпа тивӗҫтерес ыйтӑва ӗнер Чӑваш Ен Стройминӗн ертӳҫи Алексей Грищенко районсемпе хуласен администрацийӗсен ертӳҫисемпе видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ӑшӑтмалли тапхӑра ӗнерхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 99 процент таран хатӗрленсе ҫитнӗ. Ӗҫе Улатӑр, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Тӑвай районӗсенче, Канаш, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенче пӗтереймен. Вӗсене министр 1-2 кунта вӗҫлеме хушнӑ.
Чӑваш Енре ҫак кунсенче иртекен «Кӗр парнисем-2019» ял хуҫалӑх ярмӑрккинче ытларах сутакан апат-ҫимӗҫ шутӗнче — ҫӗрулми, сухан, кишӗр тата купӑста. Кунсӑр пуҫне — панулми, груша, пыл, йывӑҫ-тӗм хунавӗ, ешӗл ҫимӗс, аш-пӑш тата улма-ҫырла.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, лавккасенче ҫӗрулмин пӗр килограмне 11-24 тенкӗпе сутаҫҫӗ пулсан, ял хуҫалӑх ярмӑрккинче — 8-12 тенкӗпе.
Аса илтерер: ярмӑрккӑна республикӑри мӗнпур район-хулара йӗркеленӗ. Тӗрлӗ вырӑнта пурӗ 42 лапам ӗҫлет.
Ял хуҫалӑх ярмӑрккинче туяннӑ пахчаҫимӗҫе Шупашкарта пурӑнакан ватӑ ҫынсене тата сусӑрсене тӳлевсӗр леҫсе параҫҫӗ. Илнӗ продукцине машинӑна тиеме тата пушатма волонтерсем пулӑшаҫҫӗ.
Ҫитес ҫул пирӗн республикӑри 10 муниципалитетра искусствӑлла курӑклӑ футбол уйӗсем тума палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки ӗнер Чӑваш Ен спорт министрӗ Михаил Богаратов районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура каланӑ.
Спорт сооруженийӗсене Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче, Етӗрнепе Шупашкар хулисенче тума палӑртнӑ. Ядрин и Чебоксары. Вӗсенче футбол уйӗсен вырӑнӗсене палӑртнӑ ӗнтӗ. Хӑшӗсенче унччен хатӗрленӗ эскиз проекчӗсем те пур.
Аса илтерер: Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗччӗ.
Спорт сооруженийӗсене юсаса ҫӗнетме, пурлӑхпа техника базин никӗсне вӑйлатма 500 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн.
Паян Шупашкарта Раҫсейри вулавӑшсен ХVIII форумӗ уҫӑлнӑ. «Библиокараван–2019» мероприятие Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Раҫҫейри вулавӑшсен тытӑмӗ, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ йӗркеленӗ.
Форум теми — «Библиотека как центр культурного многообразия: перспективы развития в региональном пространстве» (чӑв. Вулавӑш — культура нумай енлӗхӗн центрӗ: регион хутлӑхӗнчи аталану малашлӑхӗ). Асӑннӑ тема, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ытти вулавӑшсене шӑпах кӑсӑклантарнӑ та. Ҫавна май форума ҫӗршывӑн 48 регионӗнчи 400 ытла профессионал килме кӑмӑл тунӑ. Ҫав йышра — Калининградран пуҫласа Сахалин тӑрӑхӗнчи культура сферинче тӑрӑшакансем. Патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем те пур.
Мероприяти паян 10 сехетре Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче уҫӑлнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Питӗр хулине гастрольпе тухса кайӗ. Нева ҫинчи хулара вӑл юпа уйӑхӗн 4 тата 5-мӗшӗсенче пулӗ. Вӑл унти «Буревестник» социаллӑ культура центрӗн сцени ҫине тухӗ.
Чӑваш Енри театрсем тӑван республикӑри куракана савӑнтарнипе пӗрлех ытти региона та тухса ҫӳреҫҫӗ. Ҫамрӑксен театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ, сӑмах май каласан, республикӑри районсенче те спектакльсем кӑтартать. Ют регионсенчен Тутарстанрӑ, Пушкӑртстанра, Калмӑк Республикинче, Самар, Чӗмпӗр, Пенза, Ӗрӗнпур, Тӗмен облаҫӗсенче, Мускав, Питӗр, Чӗмпӗр, Нижнекамск, Альметьевск, Самара, Тольятти хулисенче гастрольсемпе фестивальсенче пулнӑ.
Хальзинче Питӗите артистсем «Юрату пурах иккен» тата «Ҫунат сараҫҫӗ ӗмӗтсем» камитсем кӑтартасшӑн. Спектакльсене вырӑсла синхрон мелӗпе куҫарӗҫ. Пӗчӗк куракансем валли Шарль Перрон «Кот в сапогах» юмахӗ тӑрӑх лартнӑ мюзикла илсе кайӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |