Ӗнер, юпан 20-мӗшӗнче, «Лучше всех!» (чӑв. «Пуринчен те лайӑхрах!») кӑларӑм черетлӗ хут экран ҫине тухрӗ. Хальхинче унта Шупашкарта пурӑнакан Макар Семенов ҫынсене тӗлӗнтерчӗ.
Макар 3 ҫулта кӑна-ха. Анчах вӑл пулӑсем пирки тепӗр ҫынран та ытларах пӗлет. Арҫын ача каланӑ тӑрӑх, вӑл пулӑ тытма юратать. Ашшӗ вара ҫапларах ӑнлантарать: ача ӗметленме кӑна юратать, ку таранччен вӑл пула тытман, шуйсене ҫес пуҫтарнӑ.
Макар тӑватӑ чӗлхе пӗлет: акӑлчанла, испанла, малазийла тата финла. Шупашкар ачи куракансене пулӑсем пирки мӗн пӗлнине каласа кӑтартнӑ. Максим Галкин телеертӳҫӗ ӑна тинӗс чӗрчунӗсене сӑнланӑ видео кӑтартнӑ, Макар вара вӗсен ячӗсене каласа пынӑ.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула юсани чылай ҫыншӑн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Ара, тавран ҫаврӑнса ҫӳреме тивет-ҫке-ха. Аса илтерер: реконструкци авӑн уйӑхӗнче пуҫланнӑ.
Ҫак кунсенче комисси ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗсленӗ. Унта Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ҫитнӗ. «Иккӗленӳ ҫук: машинсене ку ҫулпа ҫулталӑк вӗҫлениччен ярӑпӑр», - тенӗ сити-менеджер.
2020 ҫулта Ашмарин урамӗнчен пуҫласа Канаш ҫулӗ таран юсӗҫ. Унта полосасен шутне ултта ҫитересшӗн, магистральпе ҫумӑн тротуар тӑвӗҫ, ҫутӑсем лартӗҫ, светофор тата ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем пулӗҫ.
Китайри Шанхай хулинче ачасен таварӗсен тата теттисен China Toy Expo 2019 куравра Чӑваш Енри теттесем те ҫитнӗ. Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ ҫӗнӗ бренд – резин мечӗксем – кӑтартнӑ. Вӗсене трафаретпа сӑрланӑ.
Шанхайри курава Китайри тата ют ҫӗршыври пӗрремӗш класлӑ 2500 ытла тетте илсе килнӗ.
Шанхайри предприяти ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри мечӗксене Китайри, Аслӑ Британири, Индири, Японири тата Индонезири ҫынсем килсе курнӑ.
Паян Шупашкарта XXIV чӗлхе фестивалӗ иртрӗ. Вӑл ҫулсерен иртет. Йӗркелӳҫӗсен йышӗнче педагогика университечӗ (вӗсем патӗнче пухӑнаҫҫӗ), «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхе шкулӗ, «Хавал» пӗрлӗх, Чӑвашри эсперанто ассоциацийӗ.
Яланхи пекех чӗлхе фестивалӗ питӗ тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ — хӑнасем нумай-нумай чӗлхесемпе паллашрӗҫ. Лекцисем пӗр харӑс 17 аудиторире иртрӗҫ. Сӑмах май, чӗлхесем тӗрлӗрен пулчӗҫ — чӑвашсемпе юнашар пурӑнакан ҫармӑссемпе ирҫесенчен пуҫласа инҫетри корейсемпе китайсен чӗлхисемпе те паллашма пулатчӗ. Паллах, фестиваль чӗлхесем вӗренмелли вырӑн мар — ун тӗллевӗ: тӗнчен тӗрлӗ енлӗхне кӑтартса парасси. Ҫавӑнпа та лекторсем ытларах чӗлхесенчи кӑсӑк енӗсене кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Чылайӑшӗ вӑл вӑхӑтрах — инҫетрен килнӗ хӑнасем. Сӑмахран китай чӗлхипе паллаштаракансем йышлӑн пулчӗҫ.
Чӑваш чӗлхипе Александр Степанов паллӑ вӗрентекен паллаштарчӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарта инкек пулса иртнӗ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, рабочи тӑхӑр хутлӑ ҫурт ҫивиттинчен персе аннӑ. Инкек пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Мускав районӗнчи прокуратурӑра тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Надзор органӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Рабочисем Эльмен урамӗнчи 22-мӗш ҫурт ҫивиттине юсанӑ. Арҫынсенчен пӗри ҫурт тӑрринчен йӑтӑнса аннӑ. Йывӑр суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилнӗ.
Инкек вырӑнне прокуратурӑра ӗҫлекенсем, РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тата полицейскисем пырса ҫитнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Озон» тулли мар яваплӑ общество (вӑл — управляющи компани) уйрӑм усламҫӑпа килӗшӳ тунӑ. Уйрӑм усламҫӑн ҫурт ҫивиттине юсамалла пулнӑ. Ҫав ӗҫре тӑватӑ рабочи тимленӗ, вӗсенчен пӗри шар курнӑ.
Шупашкарти «Питомник» общество транспорчӗн чарӑнӑвне урӑх ят парасшӑн. Тӳре-шара «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерет. Чарӑнӑва «Чӑвашкино» ят пама сӗннӗ. Сасӑлав ирттернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӗве хулари объектсене ят паракан комиссие пӑхса тухма парӗҫ.
Чылайӑшӗ «Чӑвашкино» «Кино ҫуртӗнче» вырнаҫнӑ тесе шутлать. Тен, «Питомник» ятне улӑштарсан ку пӑтӑрмах сирӗлӗ. Палӑртмалла: «Чӑвашкино» фильмсем ӳкерет, кинофестивальсем йӗркелет. 2017 ҫултанпа вӑл 20 ытла фильм ӳкернӗ.
Пачах урӑх маршрутпа мар-ха. Ҫапах та улшӑну пулӗ. Хула влаҫӗсем ҫакна халӑх йышлӑн ыйтнипе ӑнлантараҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, улшӑну юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пулса иртӗ. Тивӗҫлӗ хушӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссем ҫапла майпа ҫула «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ылмаштарӗҫ. Унта вӑл сӑнавлӑ мелпе ҫапларах кайӗ: Шупашкарӑн тӗп пайӗнчен кайнӑ чух вӗсем Шупашкар проспектӗнчен И.П. Прокопьев урамне сулахаялла пӑрӑнса кӗрӗҫ. Каялла хулан тӗп пайне кайнӑ чухне И.П. Прокопьев урамӗнчен Шупашкар проспектне тухӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, малалла маршрут унчченхиллех юлӗ.
Шупашкарта троллейбус водителӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан кодексӑн 12.24 статйин 2-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Ку статья ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене е транспорта тытса пынӑ чух ҫынсен сывлӑхне вӑтам сиен кӳрекенсене пырса тивет.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта «Пульница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар вырӑнта 1-мӗш маршрут троллейбусӗ ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑччӗ. Пӑтӑрмах 14 сехет те 38 минутра пулнӑччӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви суранланнисен йышӗ 31 ҫынна ҫитнине пӗлтерчӗ ӗнер. Шар курнисенчен 10-шӗ – ачасем.
Инкек сӑлтавне прокуратура та тӗрӗслеме тытӑннӑ. Вӑл та тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма пултарать.
Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх тесе калаҫҫӗ. Ҫамрӑксен юн вӗри те, вӗсенчен хӑшӗсем нимрен те хӑрама пӗлмеҫҫӗ, хӑйсене кирлӗ-кирлӗ мар чухне шухӑ тытма юратаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ хӑйӗн водитель прави ҫуккине пӑхмасӑрах «Жигули» рулӗ умне кӗрсе ларнӑ. Пӗччен пуҫтахлансан юрӗччӗ, пӗрле тусӗ те пулнӑ.
Ҫул пӑрӑнчӑкӗсенчен пӗринче машинӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем чарма тӑнӑ. Ҫавна сиссен руль умӗнчи каччӑ малалла «шӑлтарнӑ». Тепӗр ҫул пӑрӑнчӑкӗнче вӑл «Приора» машинӑна пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре 21-ри каччӑ кӑшт кӑна суранланнӑ. «Приорӑн» 23-ри водителӗ аванах аманнӑ, «Жигулинчи» 18 ҫулти пассажир вара вилмеллех шар курнӑ. Ҫапла вара пуҫтахлӑх ҫын вилӗмӗпе вӗҫленнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑма унӑн банк счечӗ ҫинчен укҫа «сӑптӑрни» пирки ӗнентернӗ. Паллӑ ӗнтӗ: кун пек юмах ҫаптаракансем – ултавҫӑсем. Анчах хӗрарӑм кун пирки шутламан – суеҫӗсене 1,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫакскер полици уйрӑмне ҫитнӗ. 33 ҫултискер каланӑ тӑрӑх, палламан ҫын ун патне шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ тесе палллаштарнӑ. Хайхискер банк счечӗ ҫинчен такамсем укҫа вӑрлама хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Унтан вӑл хӗрарӑма телефон ҫине ятарлӑ сарӑм лартма, ҫывӑхри банка кайса счет ҫинчен укҫине илме ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫав укҫана арҫын ют счет ҫине хуртарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |