Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫи пулнӑ Надежда Белова Ямал-Ненецк автономи округӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта вӑл Шалти политика департаментӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ҫыхӑну тытакан управлени ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑнӑ. Михаил Игнатьева пулӑшнӑ чух та вӑл МИХсемпе ҫыхӑну тытассишӗн яваплӑ пулнӑ.
Аса илтерер: Надежда Беловӑна пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн пулӑшуҫине ҫирӗплетнӗччӗ. Надежда Белова И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче, Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи академийӗн патшалӑх тата муниципалитет ертӳлӗхӗн факультетӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти телевиденире, Мускавра проектсен ертӳҫинче вӑй хунӑ. Тӑван хулана 2014 ҫулта таврӑнсан патшалӑх тытӑмӗнче, коммерци предприятийӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗлтӗр пӗтӗм ҫӗршыври «Раҫҫей лидерӗсем» конкурса хутшӑннӑ.
Шупашкарта «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑркки вӗҫленнӗ. Апла, ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт.
Аса илтерер: ярмӑрккӑ 4 лапамра ӗҫленӗ, сутуҫӑсене вырӑнпа тӳлевсӗрех тивӗҫтернӗ. Ватӑ ҫынсене нимеҫӗсем пахча ҫимеҫе киле илсе ҫитерме пулӑшнӑ. Ку пулӑшупа 300 ҫын усӑ курнӑ. Пӗтӗмпе 80 студент-нимеҫӗ пулнӑ.
Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ярмӑрккӑ вӑхӑтӗнче 170,4 тонна пахча ҫимӗҫ сутнӑ. Пӗтӗмпе – 2,56 миллион тенкӗлӗх.
Ҫынсем ытларах ҫӗрулми туяннӑ: 104 тонна сутӑннӑ. Ӑна 6-10 тенкӗпе туянма май пулнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр ҫӗрулмине 10-17 тенкӗпе сутнӑ.
Кӑҫал сухан – 12-20 тенкӗпе, купӑста 14-20 тенкӗпе сутӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 11 сехет ҫурӑччен Шупашкарта ЧР Наци вулавӑшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри экономика диктанчӗ иртӗ, вӑл «Вӑйлӑ экономика – чечекленекен Раҫҫей!» ятпа пулӗ.
Диктанта 10-11-мӗш классенче вӗренекенсем, студентсем, ахаль ҫынсем хутшӑнаяҫҫӗ. Диктант тестировани евӗр иртӗ.
Шкул ачисем, професси пӗлӗвӗ паракан организацисенче ӑс пухакансем, студентсем, аслӑраххисем диктанта тӗрлӗ аудиторире ҫырӗҫ.
Ҫак кун Наци вулавӑшне ҫитейместӗр-и? Апла диктанта онлайн-мелпе ҫырӑр. Юпан 9-мӗшӗнче 12 сехетрен пуҫласа 00.00 сехетчен экономика пӗлевне онлайн-мелпе тӗрӗслеме май пур. Ҫак каҫӑпа усӑ курмалла ҫеҫ: https://diktant.org/.
Шупашкар районӗн прокуратури «Поток» аппарат-программа комплексӗ пулӑшнипе ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем ӗҫ машинипе ӑҫталла тухса ҫӳрнине тӗрӗсленӗ. Ертӳҫӗсен хушшинче служба машинипе тӑванӗсем патне кайса ҫӳрекенсем те пур иккен. Кун пирки «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтерет.
Янӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ака уйӑхӗн 6, 13, 20 тата 21-мӗшӗсенче Кӳкеҫе тӑванӗсем патне кайнӑ. Апаш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи ҫурлан 25-мӗшӗнче тата авӑнӑн 14-мӗшӗнче Шупашкарти тӑванӗсем патне кайнӑ. Ҫурлан 25 тата 31-мӗшӗсенче Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ машинипе Шупашкара тӑванӗсем патне ҫитнӗ.
Пуҫлӑхсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кашнин 300 тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
Шупашкарти икӗ ҫула тӑвакан организацисене палӑртнӑ. «Университетски-2» микрорайонти ҫула «ТУС», «Хӗвеллӗ» микрорайонтине «Дорэкс» строительство организацийӗсем тӑвӗҫ. Контрактсен хакӗсем — 243 тата 52 миллион тенкӗшер.
Патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Университетски-2» микрорайонти ҫула саракана палӑртмалли аукциона «ТУС» акционерсен обществи кӑна хутшӑннӑ. Контракт хакӗ унччен палӑртнинчен чакман, вӑл — 243 миллион тенкӗ.
«Хӗвеллӗ» микрорайонти ҫула тума «Дорэкс» акционерсен обществине суйланӑ. Унти ҫула «Старатель» строительство компанийӗ те сарас тенӗ. Вӑл аукционта ҫӗнтереймен. «Дорэкс»-па 52 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ.
Аукционсем тӗлӗшпе Барнаулти «КС-Строй» организаци кӑмӑлсӑрланнӑ. Вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленине ҫӑхавланӑ. Монополипе кӗрешекенсем кӑлтӑк асӑрхаман.
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм ҫемйи арканасран хӑраса укҫа-тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл халӑх тетелӗнче ӑрӑмҫӑран пулӑшу ыйтнӑ. Хӗрарӑмӑн тахҫантанпах ҫие юлмасть-мӗн, ҫавӑнпа вӑл упӑшкине ҫухатма хӑрать.
Экстрасенс ӑна пулӑшма шантарнӑ. Анчах куншӑн вӑл укҫа ыйтнӑ. Малтанах экстрасенс пысӑках мар укҫа ыйтнӑ, унтан – тата нумайрах. Хӗрарӑмӑн укҫа нумай пулман, вӑл микрофинанс организацийӗсенче кивҫен илнӗ. Ҫапла майпа вӑл экстрасенса 384 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Хӑйне улталанине хӗрарӑм кайран тин ӑнланнӑ, кун пирки полицие пӗлтернӗ. Полицейскисем ултавҫа Ӗренпур облаҫӗнче тытса чарнӑ. Вӑл – унччен судпа айӑпланнӑ 22 ҫулти хӗрарӑм, Коми Республикинче пурӑнаканскер. Хайхискер айӑпне йышӑннӑ, тӑкакӑн пӗр пайне – 150 пин тенке – саплаштарнӑ.
Чӗмпӗрте туса кӑларнӑ чӑкӑтри выльӑх ҫӑвне ӳсен-тӑран ҫӑвӗпе улӑштарнине тупса палӑртнӑ. Чӑкӑтсене Канашри тата Шупашкарти суту-илӳ точкисенче тӗрӗсленӗ.
Россельхознадзорӑн Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑкӑтра маркировкӑра палӑртман япаласем тупнӑ. Вӗсене ҫак сырсенче тупнӑ: «Пашехонский», «Российский», «Голландский». Вӗсенче фитостеринсем пур-мӗн.
Чӑкӑта туса кӑларакан предприяти патне предписани янӑ – унӑн чӑкӑтӑн ҫак тӗсӗсене кӑларма пӑрахмалла.
Шупашкарти Чайкин тата Лермонтов урамӗсенче пурӑнакансем Мускав район администрацине пӗлтӗрех пӗлтернӗ: ҫула юсамалла. Халӗ Октябрь ҫулӗнчен пуҫласа Кошевой урамӗ таран хытӑ сийлӗ ҫул сараҫҫӗ. Ӑна пуҫаруллӑ бюджетировани мелӗпе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Укҫа-тенкӗн пӗр пайне ҫынсем хӑйсем пухнӑ. Ӗҫ хакӗн смети 2 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Ҫак урамсенчи харпӑр ҫуртсене пурӑнакансем вара пӗр пайне – 213 пин тенке – хӑйсем пухнӑ.
Ку программӑпа усӑ курма йывӑр мар. Халӑх малтан пуху ирттерсе мӗнле ӗҫсем пурнӑҫламаллине сӳтсе явать. Ҫынсем ӗҫ хакӗн 10-15 процентне хӑйсем пухаҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан Анна Быстрова сумлӑ юбилейне – 100 ҫулне – паллӑ тунӑ. Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ юбиляра саламлама килнӗ, РФ Президенчӗ Владимир Путин янӑ саламлӑ ҫырӑва тыттарнӑ.
Анна Быстрова Тверь облаҫӗнче 1919 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шкулта 5 класс вӗренсен вӑл Ржев хулине тухса кайнӑ, унта ҫар савутне ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан савута Улатӑра куҫарса килнӗ. Ҫапла майпа Анна Быстрова Чӑваш Ене лекнӗ.
Кинемей – тыл ӗҫченӗ. Ӑна «1941-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ лапама юсанипе пуҫлӑхсем вырӑна тухса паллашнӑ. Хӗрлӗ лапама тата Шупашкарти кӳлмеке «Чувашия – сердце Волги» (чӑв. Чӑваш Ен — Атӑл чӗри) кластера тунӑ май юсаса ҫӗнетеҫҫӗ.
Вырӑна тухса ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Елена Чернова, Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ, сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов, подряд организацийӗсемпе структура подразделенийӗсен пайташӗсем пуҫтарӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра подрядчик ҫул сарать. Асфальт вырӑнне гранит плитки хуртарнӑ. Лапамра ҫывӑх вӑхӑтра ҫутӑ музыка фонтанӗ тата велосипедпа ҫӳремелли меллӗ ҫулсем пулӗҫ. Ачасемпе аслисене канмалли вырӑнсем йӗркелӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |