Шупашкарта Кӑнтӑр поселокӗнче цивилизациленӗ кайӑк-кӗшӗк пасарӗ пулӗ. Вӑл Ашмарин тата Кременский урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта вырнаҫӗ. Чӗрчунсене тата кайӑк-кӗшӗке сутмалли пасар лаптӑкӗ 4,8 пине яхӑн тӑваткал метр пулӗ.
Эскиз проекчӗ хатӗр ӗнтӗ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна ҫирӗплетсе алӑ пусмалла. Ӗҫ-пуҫ йӗркеллех аталанса пырсан пасар ҫитес ҫул уҫӑлӗ. Унта килти чӗрчуна тата кайӑк-кӗшӗке туянма май пулӗ, вӗсен кирлӗ документсем пулӗҫ. Ҫакна йӑлтах патшалӑх ветеринари служби тӗрӗслесе тӑрӗ.
Чӳк уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ӳнерсен каҫӗ» акци иртет. Ӑна Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халаллӗҫ.
Тӗп мероприятисем ЧР Наци вулавӑшӗнче иртӗҫ. Чӳкӗн 2-мӗшӗнче ӳнер литературин пайӗнче Вырӑс драма театрӗн артисчӗсемпе Борис Кукинпа, Лариса Былинкинӑпа, Татьяна Яфановӑпа тата ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Дмитрий Фадейчевпа тӗлпулу иртӗ.
Акцие хутшӑнакансем «Чӗрене юрӑпа тултарар» ятлӑ концерт курма пултарӗҫ. Докуметлӑ фильмсене юратакансем Виктор Чугаровӑн «Берлинран пуҫласа Париж таран куҫса ҫӳрени» ятлӑ ӗҫне курма пултарӗҫ.
Ҫавӑн пекех вулавӑшра пултарулӑх лапамӗсем, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче те мероприятисем иртӗҫ. Шупашкарти ӳнер училищине те ҫитсе курма май пулӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗннче, Иван Яковлева сума суса Шупашкарта астӑвӑм кунӗ иртӗ.
Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ ҫынна хисеплекенсем Шупашкарта Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ умӗнче вырнаҫнӑ палӑк умне пухӑнӗҫ. Мероприяти 13 сехетре пуҫланмалла.
Иван Яковлева асра тытнине палӑртса митинг ирттерекенсем хушшинче — Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Шупашкарпа Чӑваш епархийӗ тата ыттисем.
Иван Яковлев XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ӗҫленӗ. Вӑл чӑваш шкулӗсем валли учительсем хатӗрлекен Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑ, чӑваш алфавитне йӗркеленӗ, православи литературине чӑвашла куҫарнӑ. Иван Яковлев 100 ытла кӗнекепе брошюра пичетленӗ, 400 ытла шкул уҫнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм паллашу сайчӗсенче савни шыранӑ. Хайхискер ют ҫӗршыв арҫыннисемпе паллашнӑ, анчах ку кашнинчех ултавпа вӗҫленнӗ.
Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, вӑл ют ҫӗршыври виҫӗ арҫынпа ҫырӑнма пуҫланӑ, пурте укҫа ыйтнӑ. Анчах пурте нухрат куҫарса парсан ҫухалнӑ.
Пӗрремӗш арҫынни — АПШри «ҫар тухтӑрӗ», «хӗрӳ точкӑра» службӑра тӑрать-мӗн. Ӑна 350 доллар кирлӗ иккен: ӑна улӑштарма килӗшнӗ специалиста тӳлеме. Унтан самолета ларма билет туянма 3500 доллар ыйтнӑ. Паллӑ ӗнтӗ: арҫын вӗҫсе килмен.
Тепри те — «ҫар ҫынни», хӗрарӑма АПШран 5 миллион доллар илсе тухма сӗннӗ. Хайхискер виртуаллӑ савнине 7700 доллар куҫарса панӑ.
Шупашкар хӗрарӑмӗ тепӗр савнине 1500 доллар куҫарса панӑ. Унтан каллех укҫа куҫармалли пирки ҫыру килнӗ: 4500 доллар. Хальхинче тин хӗрарӑмӑн иккӗленӳ ҫуралнӑ, тек укҫа куҫарман.
Халӗ полицейскисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫын вӑрлакансене суд тӑвӗҫ. Суд сакки ҫине Хусанта пурӑнакан икӗ ҫын, Шупашкрати виҫӗ ҫын тата Мускаври пӗр ҫын ларӗҫ. Юлашкинчен асӑнни РФ Шалти ӗҫсен министерствин Мускав хулинчи Кунцево районӗнчи пайӗнче ӗҫленӗ.
Ултӑ ҫын тата вӗсен тепӗр пӗлӗшӗ, 33-ри арҫын, саккунлӑ мар ӗҫпе аппаланнӑ. Вӗсем Тутарстанри тата Чӑваш Енри предприятисен укҫи-тенкипе саккунлӑ мар усӑ курнӑ. 33-ри арҫыннӑн ҫавӑн пек майпа 3,5 миллион тенке хӑйӗн тумалла, унтан пӗр пайне хӑйне хӑйне хӑварса ыттине тусӗсене памалла пулнӑ. Анчах вӑл пайлас темен, тусӗсенчен тарса ҫӳреме тытӑннӑ.
Ку вӑл пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пулнӑ. Анчах кӗҫех таркӑна лешсем асӑрханӑ. Ӑна вӗсем вӑрласа кайнӑ. Киле ямасӑр усранӑ, укҫа тапӑннӑ. Аптӑранипе пӗринче вӑл хӑйӗн чаплӑ машинине тусӗсене куҫарса пама шантарнӑ. Киле машина хучӗсем патне тесе илсе кайнӑ. Унта вӑл майлӑ самантпа усӑ курса пытаннӑ та пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Шупашкарти 201-мӗш ача пахчи вӗренӳ орагнизацийӗсен хушшинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра призер йышне кӗнӗ. Конкурс ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 30-мӗшӗччен иртнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса Раҫҫейри 54 регионтан 454 ӗҫ ҫитнӗ. Вӗсенчен 18-шӗ ҫеҫ ҫӗнтерме пултарнӑ.
Шупашкарти 201-мӗш ача пахчи «Школа как центр родительского просвещения» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чыслӗҫ.
ЧР ШӖМӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче 300 пин тенке йӑтса кайнӑ ҫынна шырани пирки пӗлтернӗ. Шупашкарта палламан арҫын хутаҫа чикнӗ укҫа-тенке тупнӑ та хӑйӗнпе пӗрле илсе кайнӑ.
Ку акӑ мӗнле пулса иртнӗ. Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Граждан урамӗнчи пӗр урамри банкра пӗр ҫын хутаҫ манса хӑварнӑ. Унта вара 300 пин тенкӗ пулнӑ. Ӑна вара такам йӑтса кайнӑ.
Хутаҫа илсе кайнӑ ҫын видеокамерӑна лекнӗ. Вӑл ҫамрӑк курӑнать. Халӗ ӑна полицейскисем шыраҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай тата Комсомольски районӗсенче прокурорсен пуканне урӑх ҫынсем йышӑннӑ. Малашне Хӗрлӗ Чутай районӗн прокурорӗн тивӗҫӗсене юстици советникӗ Альберт Петров пурнӑҫлӗ. Комсомольски районӗнче ку должноҫе юстици советникӗ Олег Васильев йышӑннӑ.
Альберт Петров Шупашкарта 1980 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне вӗренсе пӗтерсен прокуратура органӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ, Муркаш районӗн прокурорӗн пулӑшуҫи пулнӑ. Кайран вӑл тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. 2017 ҫултан пуҫласа ку таранччен Ҫӗнӗ Шупашкар хулин прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.
Олег Васильев 1977 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2003 ҫулта прокуратура органӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ, Шупашкарти Калинин районӗн прокурорӗн пулӑшуҫи пулнӑ. 2006 ҫултанпа Канашри районсен хушшинчи прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ, кӑҫал утӑ уйӑхӗнче Комсомольски районӗн прокурорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын 6-ри хӗрне тата пӗрле пурӑнакан хӗрарама хӗненӗ. Ачан тӑван амӑшӗ ҫук. Вӑл ҫу уйӑхӗнче эрех ӗҫсе вилнӗ. Хальлӗхе вара паллӑ мар: хӗрачана каялла ашшӗне парӗҫ е ҫук.
Ачана ҫав кунах пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ахартнех, ашшӗ пӗчӗкскере пиҫиххипе хӗненӗ – кӗлетки ҫинче кӑвакарнӑ вырӑнсем пур. Арҫын ӑна пӗрре те хӗрхенмен – ҫӳҫне те тӑпӑлтарнӑ.
Пульницӑри пациентсем ачана ҫуса тасатнӑ, тумтир панӑ. Пациентсем каланӑ тӑрӑх, хӗрачана психологи пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ашшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ачалӑха сыхлакан пай ӗҫченӗсем халӗ хӗрачан шӑпине татса параҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑннӑ 28 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ 29 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – унӑн пӗлӗшӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, преступлени юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Хайхи 29 ҫулти арҫын хӑнара пулнӑ, 28-ти арҫынпа эрех ӗҫнӗ. Унтан вӑл пӗлӗшӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ, ун ҫине сиксе ӳкнӗ. Аслӑраххи кӗҫӗннине чӑмӑрӗпе, патакпа ҫапнӑ. Лешӗн янах шӑмми, сӑмси, аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ. Шел те, вӑл вилнӗ.
Кил хуҫи хӑна вилнине юпан 17-мӗшӗнче каҫхине ҫеҫ асӑрханӑ. Вара тин васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем арҫын вилнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |