Шупашкарта заправкӑсен сечӗн гендиректорӗ пулса ӗҫленӗ ҫынна пуҫиле майпа явап тытарнӑ. Ӑна суд 270 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Заправкӑсен сечӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫын шалу тӳлеменшӗн ята кӗнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шалу парӑмӗ пирки асӑннӑ управлени пуҫлӑхӗ Александр Полтинин ирттерекен йышӑнусенчен пӗринче систерекен тупӑннӑ.
Ӗҫ укҫи тӳлеменнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 уйӑхӗччен предприятие панкурт тесе йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах пӗр ҫын умӗнче предприятин ӗҫ укҫи парӑмӗ 46 пин тенкӗрен иртнӗ. Апла пулин те шалупа татӑлма васкаман. Предприяти счёчӗ ҫинчи укҫана хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе тӑкакланӑ тата гендиректора шалу тӳленӗ.
Шупашкарти аэропорта ҫитес ҫул реконструкцилеме палӑртнӑ. Вӑл мӗнлерех пулӗ-ха? Проект организацийӗ тӑватӑ вариант сӗннӗ. Хӑшне суйлӗҫ? Халӑхран килет - халӗ шӑпах сасӑлав пырать. Унта хутшӑнас тесен ҫак каҫӑпа каймалла: http://aerocheb.ru/golosovanie_fasad/?pid=120.
Хальхи аэропортӑн зданийӗ ҫумне тепӗр 2 пине яхӑн тӑваткал метр лаптӑк хушӗҫ. Ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш хут та уҫӑлӗ, хальлӗхе вӑл ӗҫлемест. Инвесторсем аэропорта ҫӗнетес ӗҫе 500 миллион тенке яхӑн хывӗҫ.
Пӗрремӗш хутра регистраци, багаж илмелли-памалли вырӑн, амӑшӗпе ачин пӳлӗмӗ, полици пӳлӗмӗ тата ытти пулӗҫ. Иккӗмӗш хут икӗ гейтран вӗҫмелли вырӑн пулӗ. Ҫӗнелнӗ аэропорт пӗр сехетре 200 пассажир таран йышӑнма пултарӗ.
Пӗр хӗрарӑм «Про Город» хаҫата хӑйӗнпе пулса иртнӗ пӑтӑрмаха каласа кӑтартнӑ. Хайхискер диван ҫинче ларнӑшӑн укҫа тӳленӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм «Модӑсен ҫурчӗ» суту-илӳ центрне телефон юсаттарма пынӑ. Хайхискере 20 минут кӗтме ыйтнӑ. Вӑл суту-илӳ центрӗнче уткаласа ҫӳренӗ, каялла таврӑннӑ – телефон хатӗр мар-ха. Хӗрарӑм кӳршӗ суту-илӳ пайӗнчи диван ҫине кайса ларнӑ. Унччен те пулман – унти сутуҫӑ ӑна укҫа тӳлеме ыйтнӑ – диванпа усӑ курнӑшӑн 100 тенкӗ памалла-мӗн.
«Раштавӑн 21-мӗшӗнче телефон юсаттарма «Модӑсен ҫуртне» килтӗм. Кӳршӗ пайра кӗтсе ларнӑ чухне ҫамрӑк арҫын, сутуҫӑ, корпоратив пурлӑхӗпе, диванпа, усӑ курнӑшӑн 100 тенкӗ ыйтма тытӑнчӗ. Эпӗ сусӑр пулнине, ура ыратнине, тепӗр пилӗк минутран каяссине ӑнлантарма тытӑнтӑм. Кун хыҫҫӑн вӑл мана каларӗ: «Ҫук, тӳлӗр». Тӳлерӗм, тавар чекӗ пачӗҫ», - каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм редакцие.
Шупашкар хулинче ыран, раштавӑн 25-мӗшӗнче, ачасен шкула каймалла мар. Ҫапла йышӑннӑ хула администрацийӗнче.
Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, уроксене ирттерменни пӑрлӑ ҫумӑр ҫунипе ҫыхӑннӑ. Чӑн та, хӗллехи хӑйне евӗр ҫак ҫанталӑка пула ҫул-йӗр пӑрлакланса ларать. Кун пек чухне ырӑ хуҫа хӑй йыттине урама кӑларас ҫук.
Шупашкар хула администрацийӗнче шкулсен ертӳҫисене 1-4-мӗш классем валли занятие дистанци мелӗпе йӗркелеме сӗннӗ.
5-11-мӗш классенче вӗренекенсене те ыран шкула пымасӑр вӗрентӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ ачи-пӑчине шкула ярасах тесен вӗсене леҫме, унтан пырса илме сӗнеҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсемпе педагогсем ыран ытти чухнехиллех ӗҫлӗҫ.
Паян Шупашкарта харӑсах виҫӗ ҫӗрте ача пахчисем уҫӑлнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ вӗсенчен пӗрне, «Садовӑй» микрорайонти «Кубик-рубик» 203-мӗш ача пахчине, уҫма хутшӑннӑ.
203-мӗш ача пахчинче ачасене чӑвашла та вӗрентеҫҫӗ иккен. 240 вырӑнлӑ ҫав ача пахчине хута яма хыснаран 175 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Паян уҫӑ учрежденире музыка тата физкультура занятийӗ валли пӳлӗмсем, бассейн, методика, логопед, психолог пӳлӗмӗсем, медицина блокӗ, компьютер класс, LEGO-студи валли пӳлӗм пур.
Ача пахчинче пулса курнӑ Роза Власова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ушкӑнсенче ачасем пысӑк хӑнасене чӑваш наци апачӗпе: хуран куклипе, пӳремечпе — хӑналанӑ.
Унсӑр пуҫне паянах «Ҫӗнӗ хула» тата «Кувшинка» микрорайонсенче те шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене уҫнӑ.
Паян Шупашкарта кунӗпе тенӗ пек ҫумӑр ҫуса тӑчӗ. Ыран вара пирӗн республикӑра ҫанталӑк сивӗтмелле. Апла пулсан ҫул-йӗр пӑрлакланасси каламасӑрах паллӑ. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, ыран, раштавӑн 25-мӗшӗнче, сывлӑшри температура -3...-8 градус сивӗ пулӗ. Юр, йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ.
Сӑмах май каласан, паян та Шупашкарти троллейбуссене ҫӳреме кансӗр пулнӑ. Вӗсем чарӑнса ларасран хулари авари тытӑмӗсем ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Аварипе кӗрешес енӗпе тӑрӑшакансем ҫутӑ пӑралукӗсем пӑрланнине тасатассипе те яваплӑ. Шупашкарти ҫул-йӗр пӑрлакланса ларасран урамсене ятарлӑ хатӗрсем сапас енӗпе 53 машина ӗҫленӗ.
Ыран та, ҫитес кунсенче те ҫул ҫинче асӑрхануллӑ ҫӳремелле. Транспортӑн та, ҫуран ҫӳрекенсен те.
Шупашкарта виҫӗ ача валли ҫемье шыраҫҫӗ. Вӗсем 3-7 ҫулсенче. Кун пирки Калинин район администрацийӗ пӗлтерет.
7 ҫулти ача асламӑшӗпе (е кукамӑшӗ) пӗрле пурӑннӑ. Пепке амӑшӗсӗр юлсан вӑл ӑна воспитани панӑ. Анчах кайран ватӑ хӗрарӑмпа арҫын ача пӗр чӗлхе тупайман, ҫавна май ватӑскере ку тивӗҫрен хӑтарнӑ.
Ку эрнере икӗ мӑшӑра ашшӗ-амӑшӗн прависемсӗр хӑварнӑ. Ҫапла майпа 6-ри тата 2 ҫулти ачасем ҫемьесӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсем валли опекунсем шыраҫҫӗ.
Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, кӑҫал ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 40 ачаран 3-шне ача ҫуртне ӑсатнӑ.
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти арҫын хӑйӗн 52 ҫулти амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ.
Ывӑлӗ ун чухне ӳсӗр пулнӑ. Ҫак арҫын амӑшне пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен 45 хутран кая мар ҫапнӑ. Кун хыҫҫӑн ывӑлӗ хӑйех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах тухтӑрсем вырӑна ҫитсен хӗрарӑма нимпе те пулӑшайман – лешӗ вилсе кайнӑ. Ҫапла пӗлтерет следстви.
Ҫак арҫынна тытса чарнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл халӗ суд пуласса кӗтет.
Паян урама тухма та ҫук – шуҫса ӳкме пулать. Ку вара хӑрушӑ – алӑ-ура хуҫасси те инҫех мар.
Ҫулсем шуҫлакланнӑ май травмпунктсене пырса пулӑшу ыйтакан нумайланнӑ. Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енри тухтӑрсенчен 330 ытла ҫын пулӑшу ыйтнӑ.
Пӑрлӑ ҫулсене пула шар курнӑ 134 ҫын Хулари 1-мӗш пульницӑна пулӑшу ыйтма ҫитнӗ. 117 ҫын Васкавлӑ медпулӑшу пульницине пынӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине 84 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ку, ахаль чухнехипе танлаштарсан, 3 хут ытларах.
Шупашкарта ҫулсем пӑрлакланнӑ май таксистсем ытларах ӗҫлесе илме тытӑннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ӗнер кӑна 100 тенкӗпе кайма май пулнӑ тӑк паян куншӑн 300 тенкӗ ыйтаҫҫӗ.
Шуҫлак пулнӑран ҫынсем ӗҫе, вӗренӗве кая юлса ҫитеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк «парни» пирки хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ. Ҫулсем ҫине тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗ сапнӑ, кун тӗлӗшпе 25 бригада ӗҫленӗ. Пӗтӗмпе 150 тонна ытла тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗ сапнӑ. Анчах ку ытлах пулӑшайман – тӑвар ҫумӑр ҫунӑ май ирӗлсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |