Ӗнер, раштавӑн 19-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗ чӗрӗк ӗмӗрхине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявларӗ. Ҫав ятпа ирттернӗ пухӑва Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хӑтлӑ залне пуҫтарӑнчӗҫ.
Тухса калаҫакансем тӗрлӗ созывра депутат пулнисем вӑл е ку енӗпе тунӑ ӗҫсене палӑртрӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Альбина Егорова та, РФ Паташлӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов та, Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков та депутатсене ырларӗҫ.
Кирек епле уяври пекех наградӑсем те пулчӗҫ. Шупашкар хула пуҫлӑхне — Депутатсен пухӑвӗн председательне Евгений Кадышева Михаил Игнатьев орден медалӗпех чысларӗ. Республика ертӳҫи ӗнер алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн Евгений Кадышев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ.
Чӑваш Ен тӗп хулинче, Шупашкарта, «СЕМЬ ЗВЕЗД (7 ҪӐЛТӐР)» мегапроект иртӗ. Мега тесе проект пирки мероприяти йӗркелӳҫисем пӗлтереҫҫӗ.
«СЕМЬ ЗВЕЗД (7 ҪӐЛТӐР)» проект раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулӗ. Ҫӗнӗлле форматлӑ мероприяти — Алексей Московский, Фарида, Вячеслав Христофоров («Янра юрӑ»), Елена Иовлева, Полина Борисова, Михаил Ӑраскал тата Вера Кожеманова проекчӗ. Асӑннӑ юрӑҫсем ку вӑл калӑпӑшлӑ музыка проекчӗ пулассине шантараҫҫӗ.
Концерт И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура ҫуртӗнче иртӗ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Йӗркелӳҫесем билета ӑҫта туянмаллине те, епле номерпе шӑнкӑравламаллине те каланӑ. Мегапроект епле шайра иртнине унта кайса курсан хаклама май килӗ.
Пирус, сиенлӗ ытти япала сутса укҫа темле мел те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра шкулсенче СНЮСсем сарӑлни пирки хыттӑн, уҫҫӑн ҫине тӑрсах калаҫма пуҫларӗҫ. Ку амак Шупашкара та ҫитни вӑрттӑнлӑх мар. Никотинлӑ япаласене канихвет хурӑмлӑ тесе те сараҫҫӗ иккен. Ӑна чӑмлани (унпа усӑ курни) сывлӑха сиен кӳрет. Ача-пӑча ӑна-кӑна ӑнланса пӗтереймест е аслӑраххисенчен юлас килмест, е ашшӗ-амӑшӗ авторитетлах мар — вӗсем урам йӑли-йӗркипе, тепӗр тантӑшӗсен ырах мар пурнӑҫӗпе пурӑнма талпӑнаҫҫӗ.
Тавах Турра тесе каламалла-ши, халӗ ку ыйтупа прокуратура ӗҫлеме пуҫлӗ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, СНЮСсене сутнине тата усӑ курнине надзор органӗ ытти ведомствӑпа пӗрле пулса тӗрӗслеме тытӑнӗ.
«Про Город» редакцирен арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл 21 ҫулти арӑмӗпе пулса иртнӗ пӑтӑрмаха каласа кӑтартнӑ.
Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче унӑн ҫамрӑк арӑмне килтен васкавлӑ медпулӑшупа Патӑрьел районӗн пульницине илсе кайнӑ. Раштавӑн 8-мӗшӗнче упӑшки ун патне шӑнкӑравланӑ. Арӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсем унпа мӗн пулнине татӑклӑн калаймаҫҫӗ, аппендицин тесе шутлаҫҫӗ. Операци хыҫҫӑн хӗрарӑм комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл унтан халӗ те тухайман. Хӗрарама Республикӑри пульницӑна куҫарнӑ.
Унччен маларах Шупашкарти неврологсем, реаниматологсем килсе пӑхнӑ. Анчах сӑлтавне уҫӑмлатайман. Каҫ енне ҫамрӑк хӗрарӑм комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл халӗ те Республикӑри пульницӑра выртать, тӑна кӗмен-ха.
Иртнӗ талӑкра «Лиза Алерт» нимеҫисем ҫамрӑк ҫынна тата икӗ ачана шыранӑ.
20 сехет те 15 минутра Канашра ҫамрӑк арҫын ҫухалнӑ. Вӑл ҫыхӑнӑва тухман. Нимеҫӗсем шырама тытӑннӑ ҫеҫ – вӑл хӑй тӑванӗсем шӑнкӑравланӑ.
Кӑштахран каллех хыпар ҫитнӗ: Шупашкарта 8 ҫулти ача ҫухалнӑ. Ӑна 22 сехет те 17 минутра пӗр чарӑнура ҫынсем курнӑ-мӗн. Пӗччен тӑракан арҫын ачана пӗр ҫын асӑрханӑ та ачан амӑшӗпе ҫыхӑннӑ.
Нимеҫӗсем сывлӑш ҫавӑрса та илеймен – каллех шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫӗрпӳре 12-ри хӗрача ҫухалнӑ иккен. Ӑна полици те, ҫынсем те шыранӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 47 минут ҫитнӗ – ачана ҫаплах тупайман. Кӗҫех хыпар килнӗ: камерӑсене пӑхсан кунашкал хӗрачана пӗр ҫурт картишӗнче асӑрханӑ. Хӗрачана ҫийӗнчех тупнӑ.
Шупашкар хулинче тарӑнлатнӑ контейнерсем вырнаҫтарнӑ. Пур ҫӗрте те мар. «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта.
«Ҫӗнӗ хула» микрорайона чи технологилле район тесе хаклани ытахальтен мар. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ ҫӗнӗ йышши контейнерсем лартнине Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче.
Ҫӗнӗ йышши контейнер вырнаҫтармалли лаптӑксене «ИСКО-Ч» строительство компанийӗ йӗркеленӗ. «Новый город» (чӑв. Ҫӗнӗ хула) управляющи компанире унчченхи контейнер лапамӗсем илемсӗртерех тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Йӑлари каяш ҫилпе айккинелле сапаланать. Финсен Molok компанийӗн технологийӗ ку енчен вара лайӑх тесе хакланӑ. Ӑна суйличчен управляющи компани ытти ҫӗршыври опыта тишкернӗ.
Контейнерсенчен пӗрине «йӗпе» каяша пӑрахмалла тӑвӗҫ, теприне — типӗ япаласене (хут, кантӑк, пластик тата ытти те).
«Элара» савут Ҫӗнӗ ҫул умӗн каллех парне хатӗрленӗ: Юр кӗлетке тата Упа савут умӗнче вырӑн тупнӑ. Арт-объектсене пӗр пек технологисемпе хатӗрленӗ.
Юр кӗлеткен тӗпӗ – тимӗр каркас, ӑна мишурапа тата гирляндӑпа капӑрлатнӑ. Аллинче – самолет. Предприяти шӑпах ҫак енӗпе ӗҫлет. Куҫӗпе сӑмсине полимерлӗ тӑмран ӑсталанӑ. Скульптурӑна тумашкӑн 120 метра яхӑн гирлянда, 370 метра яхӑн мишура тӑкакланӑ.
Упана хурӑн турачӗсенчен ӑсталанӑ, вӗсене тимӗр каркас ҫумне ҫирӗплетнӗ. Упапа Юр кӗлетке савут умӗнче хӗл вӗҫлениччен ларӗҫ.
Шупашкар хулинчи Калинин рйаонӗнче пурӑнакан хӗр полицейскисемпе ҫапӑҫнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсене вӑл ҫыртнӑ, вӗсенчен пӗрне тапнӑ. Урапа пите лектернӗ.
Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 22-мӗш каҫхине пулса иртнӗ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче хӗр-тусӗпе сӑра ӗҫсе тӑнине патруле тухнӑ ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ. Обществӑри йӗркелӗхе пӑснине кура пикене автомашинӑна кӗртсе лартнӑ. Протокол ҫырас тенӗ ахӑртнех. Хӗр пакунлисен аллине ҫыртнӑ. Вӗсенчен пӗрне, руль умӗнчине, питрен урапа тапнӑ.
Йӗрке хуралҫисемпе ҫапӑҫакан хӗр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд ҫуд ҫитмен пикене тӗрмене хупмасӑр 6 уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарма, тӗрӗслев вӑхӑтне ҫулталӑклӑха палӑртса йышӑну кӑларнӑ. Хӗр вӗренекен учреждение, вӑл пурӑнакан вырӑнти яваплӑ органсене ҫул ҫитменнисемпе ҫителӗксӗр ӗҫленӗшӗн асӑрхаттару хучӗсем ярса панӑ.
Урамра сӑра ӗҫнӗшӗн хӗрсене административлӑ майпа явап тыттарса 500-шер тенкӗлӗх штрафланӑ.
Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ (РФ Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан ҫак учреждени Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ) ҫӗнӗ корпус тума ӗмӗтленет. Ку центрта хамӑр республикӑрисем кӑна мар, тӗрлӗ регионти пациентсем сипленеҫҫӗ. Унта лекес тесен черет кӗтме тивет, мӗншӗн тесен шӑмӑ чирӗллисем йышлӑ.
Сиплев организацийӗнче пысӑк квалификациллӗ тухтӑрсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ытти регионти, Мускавпа Питӗрти ӗҫтешӗсен ӗҫ опычӗпе кӑна мар, ют ҫӗршыврисеннипе те пӗрмай паллашаҫҫӗ. Аякрисем те Шупашкара вӗренме килеҫҫӗ. «Медицинӑра урӑхла пулма та пултараймасть», — тет центрӑн тӗп врачӗ Николай Николаев. Вӑл хӑй те, сӑмах май, ҫӗннине ялан ӑша илет, ыттисене те вӗрентет.
Хушма корпуса тума федераци хыснинчен 295,4 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Ӗҫе 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫлемелле.
Иртнӗ эрнере пӗр кунхине ирхи 8 сехетре Шупашкарта пурӑнакан ача кӗтекен ҫамрӑк хӗрарӑм кӗҫех ҫӑмӑлланассине туйнӑ, вӑл часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Фельдшерсем вырӑна 13 минутран ҫитнӗ.
2006 ҫултанпа васкавлӑ медпулӑшура ӗҫлекен Александр Терентьев хӗрарӑма пӑхнӑ хыҫҫӑн ачана килтех ҫураттарма йышӑннӑ. Кун валли фельдшерсен кирлӗ хатӗрсем пур. Ӑна ҫӑмӑл мар ку ӗҫре Отавия Соловьева фельдшер пулӑшнӑ.
Тепӗр 10 минутран ҫут тӗнчене сывӑ хӗрача килнӗ, кун пирки пӗлтерсе кӑшкӑрса янӑ. Тухтӑрсем амӑшӗпе ачине пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |