Шупашкарта юбилейлӑ банкнотӑсене пама пуҫланӑ. Аса илтерер: вӗсене Шупашкар 555 ҫул туларнине халалласа кӑлараҫҫӗ. Унта хулари паллӑ вырӑнсене сӑнлаҫҫӗ.
Ҫак юбилейлӑ укҫана тӗп хулари Андреевсем тивӗҫнӗ. Вӗсем Калинин район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче хӑйсен пӗремӗш ачине регистрациленӗ, ӑна Мия ят панӑ.
Мӑшӑр ачи Шупашкар хулин юбилейлӑ ҫулӗнче ҫуралнӑшӑн савӑннӑ.
Шупашкарти «Дорэкс» предприятие ҫула япӑх тасатса тӑнӑшӑн тӑватӑ хутчен явап тыттарса штрафланӑ. Кашнинчех – 100-шер пин тенкӗшер.
Асӑннӑ организацие Кӑнтӑр посёлокне япӑх тасатса тӑнӑшӑн кӑна виҫӗ хутчен штрафланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ нумаях пулмасть Альгешри Вишневӑй урама тӗрӗсленӗ. Унта ҫил-тӑман хыҫҫӑн ҫула виҫӗ талӑк тасатман.
Шупашкарти Арбитраж сучӗн ҫуртне тӗпрен юсасшӑн. Ҫав ҫурт хулари Ленин проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл республика пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗ шутланать. Реставраципе ҫыхӑннӑ ӗҫсем нумаях пулмасть патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ.
Тӑватӑ хутлӑ кирпӗч ҫурта 1954 ҫулта хӑпартнӑ. Малтан ӑна Электроаппаратура завочӗн общежитийӗ тесе тунӑ. Проект авторӗ – паллӑ чӑваш архитекторӗ Феофан Сергеев.
Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ҫав ҫуртра 1991 ҫултанпа ӗҫлет. Ун валли хӑй вӑхӑтӗнче шалти планировкӑна тата кӗмелли алӑка улӑштарнӑ.
Шупашкарта маршрутка ҫине ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 270-мӗш маршрутпа хутлакан общество транспорчӗпе «Шкода Октавия» автомобиль пырса ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑна 32 ҫулти водитель тытса пынӑ.
Микроавтобусри икӗ пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Инкек ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, каҫхи пилӗк сехет хыҫҫӑн Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче 108-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Шупашкарти Лукин урамӗнчи ҫуртра велосипед ҫухалнӑ. Вӑл тамбурта тӑнӑ. Хуҫисем урама тухса ӑна шыранӑ, анчах тупайман. Ирӗксӗрех полицие кайма тивнӗ.
20 пин тенкӗ тӑракан велосипеда шырама полици прапорщикӗ Иван Сурнаев служба йыттипе, нимӗҫ овчаркипе Зверьпе ҫитнӗ. Йытӑ вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Ун тӑрӑх кайса вӑл велосипепеда лартса хӑварнӑ вырӑна илсе ҫитернӗ. Икӗ кустӑрмаллӑ транспорта хуҫине тавӑрса панӑ.
Шупашкар хулинче 9 ҫулти ача хӑйӗн ашшӗ ячӗпе микрозайм илнӗ, ӑна вӑл ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Виҫҫӗмӗш класра вӗренекен арҫын ача онлайн-вӑйӑ валли виртуаллӑ валюта туянас тенӗ. Интернет-платформӑсенчен пӗринче вӑл видео пӑхнӑ, ун айӗнче ҫамрӑк вӑйӑҫа илӗртмелле каҫӑ пулнӑ. Ҫавӑнта кӗрсе кайса ача мессенджерсенчен пӗринчи чата лекнӗ.
Унта ӑна вӑйӑ валюти туянма сӗннӗ. Каланине итлесе ача хӑйӗн ашшӗ ячӗпе кивҫен укҫа илсе 54 пин тенке ют счет ҫине куҫарса панӑ.
Шупашкар хулинчи 1-мӗш клиника пульницинче йышӑнупа диагностика уйрӑмне юсаса пӗтернӗ. Сывлӑх сиплев учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ уйрӑм халӗ самана ыйтнине тивӗҫтерет.
Чирлисене васкавлӑ пулӑшу кӳме «врач пациент патне» ҫӗнӗ меле ӗҫлеттерсе янӑ. Ун пеккипе усӑ курнин тухӑҫлӑхне тӗп медицина центрӗсенче ҫирӗплетсе панӑ ӗнтӗ.
Йышӑну уйрӑмӗ талӑкӗпех ӗҫлет. Кунсерен унта 250-300 ҫынна илсе пыраҫҫӗ. Вӗсем — терапи, хирурги, травматологи енӗпе чирлисем. Йышӑну уйрӑмӗнче тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ, унтан вӑл е ку ҫынна ӑҫта вырттарассине палӑртаҫҫӗ.
Андрей Власов тӗп врач пӗлтернӗ тӑрӑх, чире кура пациентсем валли «хӗрлӗ», «сарӑ», «симӗс» коридорсем пӑхса хӑварнӑ. Чирлисене васкавлӑ тата планпа пынине шута илсе ҫеҫ мар, чир профилӗпе те — терапи тата хирурги — уйӑраҫҫӗ.
Йышӑну уйрӑмӗнче администратор должноҫне ҫирӗплетнӗ. Шӑпах вӑл пациентсене ӑҫта ямаллине йӗркелесе тӑрать те.
Шупашкар хули кӑҫал 555 ҫул тултарассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: паллӑ куна хатӗрленсе кӗтсе илессипе ӗҫлекен ятарлӑ ушкӑн та туса хунӑ.
Кӑҫал хулара 65 объект уҫма палӑртнӑ. Ҫав шутра «Хӗвеллӗ», «Садовӑй», «Университетский-2» микрорайонсенче шкулсем хута ямалла, «Берёзка» уйлӑхра — ҫӗнӗ корпус, Спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче — йӗлтӗр роллер трасси, футбол енӗпе ӗҫлекен спортшкулта — футбол манежӗ тата футбол уйӗ, Ҫӗнӗ хулара — искусствӑлла пӑртан каток, «Труд» стадион тата ытти те.
Паян республикӑра «Йӗлтер йӗрӗ» старт иртнӗ. Шупашкарта йӗлтӗр сырса чупма юратакансем Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулне пухӑннӑ.
Шупашкарта старта 1700 ытла спортсмен тухнӑ. Сивӗ ҫанталӑк та хӑратман вӗсене.
Палӑртмалла: «Йӗлтӗр йӗрӗ» спорт уявӗ кӑҫалхипе 42-мӗш хут иртнӗ. Паян республикӑри мӗнпур муниципаллӑ округра йӗлтӗр сырса старта тухнӑ.
«Патшалӑх знакӗ» Шупашкар 555 ҫул тултарнӑ тӗле сувенир банкнотине кӑларӗ. Тираж нумаях пулмӗ.
Кам тивӗҫӗ-ха ӑна? Сувенирлӑ укҫана Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ ҫӗре пысӑк тӳпе хывакансем илейӗҫ. Ҫавӑн пекех хула конкурсӗнче ҫӗнтернисем, хӑнасем тивӗҫӗҫ. Ӑна хулан юбилейлӑ ҫулӗнче ҫуралнӑ ачасене те, ҫемье чӑмӑртанӑ мӑшӑрсене те парӗҫ. Банкнота ҫине вырӑнти паллӑ вырӑнсене сӑнлӗҫ.
Аса илтерер: Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне ҫурла уйӑхӗнче паллӑ тӑвать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |