Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта «Семья – это счастье» (чӑв. Ҫемье — вӑл телей) регионти форму иртӗ.
Унта Чӑваш Енре пурӑнакан, общество пурнӑҫӗнче хастар, пултаруллӑ та талпӑнуллӑ, ҫав шутра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемьесенче пуӑнакансем те, хутшӑнӗҫ. Шупашкарти форума пурӗ 300 ҫемье килсе ҫитмелле.
Асӑннӑ 300 ҫемье шутӗнче Мускавра иртнӗ «Родные — Любимые» форума хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ Семёновсем те пулӗҫ. Нумай ачаллӑ ҫак ҫемье чӑвашлӑха упрассипе те ҫине тӑрать.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул хӑҫан уҫӑлӗ? Прокуратура шкулӑн 99 проценчӗ хатӗр пулнине палӑртнӑ.
Ӑна хӑҫан хута ярасси паллӑ мар-ха, кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ, вӗренӳ пӳлӗмӗсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, программӑсем вырнаҫтараҫҫӗ.
Аса илтерер: шкулта 1650 ача валли вырӑн пулӗ. Ӑна 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Унтанпа виҫӗ подрядчик улшӑннӑ. Юлашки – «Чӑваш Енри ипотека корпорацийӗ».
Ку шӑматкун, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» старт пулӗ. Шупашкарта вӑл Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче иртӗ.
Кӑҫал старт вырӑнне ҫитме питӗ меллӗ пулӗ. Спортсменсене Республика тӳремӗнчен автобуссемпе илсе кайӗҫ. Рейссем ирхи 9 сехет ҫурӑран пуҫласа 11-ччен пулӗҫ. Каялла автобуссемпех 13-14 сехетсенче илсе килӗҫ.
Сӑмах май, «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрне» хутшӑнас тесен Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗччен регистрациленме пулать. Старт умӗн те вырӑнта регистраци тума пулать. 17 ҫул тултарманнисен тухтӑр панӑ справка пулмалла.
Паян 17 сехет ҫурӑра Шупашкарта Хусанкай урамӗнчи чарӑнура 10-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑнна. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫак троллейбусри ҫынсене салонран тухма ыйтнӑ. 1-мӗш тата 20-мӗш маршрутсемпе ҫӳрекен троллейбуссенчи пассажирсен те урама тухма тивнӗ.
ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авврире никам та шар курман.
Шупашкарти Заовражное микрорайонта пӗр хӗр нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫӑлма тесе тухнӑ. Вӑл Атӑлӑн сулахай енне тӳррӗн утса каҫас тенӗ. Анчах ҫухалса кайнӑ.
Пӑтӑрмаха ҫакланнине ӑнланса илсен хайхискер Чӑваш Республикин ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑравланӑ.
Кӗҫех ҫӑлавҫӑсем мӗскӗне шырама тухса кайнӑ. Анчах хӗре юрҫӳренпе ярӑнма тухнӑ арҫын тӗл пулнӑ. Вӑл ӑна ҫыран хӗрне илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта икӗ арҫына шыраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫухалнӑ, тепри — кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче ҫухални — 61 ҫулти Анатолий Кириллов. Вӑл 170 см ҫӳллӗш, начар пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ тӗксӗмрех хӑмӑр, куҫӗ сӑрӑ тӗслӗ. Мӗн тӑхӑнса тухса кайнине пӗлмеҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 49 ҫулти Андрей Николаев ҫухалнӑ. Вӑл 166 см ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Капюшонлӑ кӑвак куртка, сӑрӑ тӗслӗ спорт шӑлаварӗ, хура атӑ, хура калопак тӑхӑннӑ.
Чӑваш Енре автотуризма аталантарасшӑн. Кун валли пирӗн тӑрӑхра йӑлтах пур. Ҫакӑн пек палӑртса хӑварнӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Чӑн та, республика урлӑ федераци пӗлтерӗшлӗ тӑватӑ ҫул иртет: М-7 «Атӑл» ҫулпа ҫӳрекенсем Мускавран Ӗпхӗве каяҫҫӗ, А-151 ҫулпа — Ҫӗрпӳрен Чӗмпӗре, М-12 «Хӗвелтухӑҫ» ҫулпа — «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай», Р-176 «Вятка» — Шупашкартан Сыктывкара.
Федераци автоҫулӗсем хӗрринче сервисӑн 102 объекчӗ пур, ҫав шутран 44-шӗ — заправка станцийӗсем.
Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Шупашкарпа Комсомольски хушшинче — туризма аталантарма чи меллӗ вырӑн.
Паян, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, 16 сехет те 35 минутра Шупашкарти Эгер бульварӗнче «Лада Гранта» 10 ҫулти арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ. Ҫакӑ видеокамера ҫине лекнӗ.
Ача ҫул урлӑ каҫма васканӑ. 34 ҫулти водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна асӑрхаса ӗлкӗреймен. Арҫын ача аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарти 32-ри хӗрарӑм Леонардо Ди Каприопа курнӑҫма ӗмӗтленнӗ. Тӗнче тетелӗнче унпа ҫыхӑнас тесе комментарисем хӑварнӑ, ҫырусем янӑ. Кӗҫех ун патне электронлӑ ҫыру килнӗ, Ди Каприоран-мӗн. Актер ӑна юратнине пӗлтернӗ. Вӗсем 5 уйӑх хутшӑннӑ.
Кайран ӑна суперфанатсен йышне кӗме сӗннӗ, ҫапла актерпа видео урлӑ калаҫма пулать иккен. Анчах ку укҫалла-мӗн. Хӗрарӑм 80 пин тенкӗ кредит илсе куҫарса панӑ.
Анчах вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнине чухламан.
Хайхи «актер» видео урлӑ чӑнах та шӑнкӑравланӑ. Анчах - пӗр ҫеккунтлӑха кӑна. Хӗрарӑм ӑна курса та юлайман.
Кайран вӗсем малалла ҫырӑннӑ. «Леонардо ди Каприо» Шупашкара килме шантарса ҫул укҫишӗн тӳлеме ыйтнӑ. Ӑна каялла тавӑрса парать имӗш. Ҫавӑн чухне тин 32-ри хӗрарӑм вӑл Голливуд ҫӑлтӑрӗпе мар, ултавҫӑпа калаҫнине ӑнланнӑ.
Шупашкарти аэропорт ҫулла Сочи хулине вӗҫмелли билетсене сутма пуҫланӑ. Nordwind Airlines компани ун чухне эрнере икӗ рейс тӑвӗ - тунтикун тата эрнекун.
Самолет Сочие ака уйӑхӗнче вӗҫме тытӑнӗ, октябрьте чарӑнӗ. Шупашкартан унта 3 сехет те 20 минут вӗҫмелле пулӗ. Билет хакӗ - 5796 тенкӗрен пуҫласа.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |