Паян 14 сехетре Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Аса илтерер: унта хула администрацийӗн пуҫлӑхне Денис Спирина ӗҫрен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Палӑртмалла: акан 5-мӗшӗнче Денис Спирин ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе яма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Халӗ депутатсем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Владимир Доброхотова шаннӑ. Вӑл администраци пуҫлӑхӗн архитекура ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ шутланать.
Шупашкар хулинче ача шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ тесе халӑх тетелӗсенче сас-хура сарӑлнӑран прокуратура тӗрӗслев пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хулари Прокопьев урамӗнче пулса иртнӗ. 9 ҫулти хӗрача ҫумӑр шывӗ юхса каймалли канализаци шӑтӑкне анча ӳкнӗ. Шӑтӑк тарӑнӑшӗ 3 метр ытларах пулнӑ. Унтан тухма пӗчӗкскере аслисем пулӑшнӑ.
Шӑтӑк хупӑлчи юра тракторпа тасатнӑ чухне уҫӑлса кайма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Халӗ пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан сусӑр ачаллӑ ҫемье прокуратура пулӑшнипе кӑна пурӑнмалли условисене лайӑхлатнӑ. Ҫурчӗ юрӑхсӑр пулнӑран вӗсем черетре тӑнӑ. Анчах пурӑнмалли кӗтес вӗсене ниепле те тивӗҫеймен.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫемье черетре 2019 ҫултанпа тӑнине, вӗсен ҫурчӗ сусӑр ачана пурӑнма юрӑхсӑррине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ҫемье майлӑ пулнӑ, хваттерпе тивӗҫтермелле тесе приговор вуланӑ.
Паян ирхи 9 сехет ҫурӑра Шупашкарти К.Иванов урамӗнче Пӗрремӗш хула пульници умӗнче 83 ҫулти старике машина ҫапса кайнӑ. Вӑл светофор пулман вырӑнтан, «зебра» патӗнче, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.
«Лада Ларгус» рулӗ умӗнче ларнӑ 44 ҫулти водитель каланӑ тӑрӑх, ватӑ арҫын малтан чарӑннӑ, унтан тӑрук ҫул ҫине тухнӑ.
Старике, ку инкек пульница умӗнче пулнӑ пулсан та, васкавлӑ медпулӑшупа Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ.
Ыран, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн Пысӑк залӗнче хула депутачӗсем пухӑнса Денис Спиринӑн шӑпине татса парасси пирки ҫак кунсенче хыпарланӑччӗ. Лару 14 сехетре пуҫланӗ.
Аса илтерер: депутатсем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн полномочийӗсене вӑхӑтран маларах пӑрахӑҫлас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Ҫавӑн пекех ку ыйту 4-мӗш суйлав округӗн депутатне Доброхотова пырса тивӗ. Унӑн полномочийӗсене те вӑхӑтран маларах пӑрахӑҫлаттарасшӑн.
Палӑртмалла, ун чухне конкурса тӑваттӑн хутшӑннӑ: Денис Спирин, Алексей Лукшин, Николай Голубцов, Андрей Шестаков.Депутатсем уҫӑ сасӑлав ирттерсе Денис Спирина суйланӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫак кунсенче тонометрсене тӳлевсӗр тӗрӗслеттерееҫҫӗ. Акци Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуҫланӑ, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырать. Ӑна ӗнер иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне халалланӑ.
Акци тӗллевӗ – йӑлари тонометрсене вӑхӑтра тӗрӗслени юн тымарӗсемпе чӗре чирӗсемпе кӗрешесси ҫинчен аса илтересси.
Росстандартӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем 2023 ҫулта виҫӗ кунта 1057 тонометр тӗрӗсленӗ, вӗсенчен 91-шӗ (е 9 проценчӗ) усӑ курма юрӑхсӑррине палӑртнӑ.
Тонометрсене паян тата ыран ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 42-мӗш ҫурт, ирхи 8-тан пуҫласа 14 сехетчен. Ыран — Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗнче (Винокуров урамӗ, 68-мӗш ҫурт) 9 сехет те 30 минутран пуҫласа 14 сехет те 30 минутчен.
Тутарстанри «Флот РТ» организаци пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес уйӑхра Хусантан Шупашкара «Метеор» карапсем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Малтанласа вӗсем шӑматкунпа вырсарникун ҫеҫ ҫула тухӗҫ. Каярах кашнп кунах хутлама тытӑнӗҫ.
Хусантан «Метеор» ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫӳрӗ.
Ҫу уйӑхӗн 17-25-мӗшӗсенче карапсем шӑматкунпа вырсарникун ҫеҫ килӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа — кашни кунах.
«Метеор» Хусантан 8 сехетре хускалӗ, Шупашкара 11 сехете ҫитӗ. Кунта тӑватӑ сехет тӑнӑ хыҫҫӑн каялла 15 сехетре тапранса кайӗ, Хусана 18 сехетре ҫитӗ.
Паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 21 минутра, Шупашкарти Таллеров урамӗнче руль умне ӳсӗрле ларнӑ хӗрарӑма ҪҪХПИ инспекторӗсем чарнӑ.
«Лада» автомобиль салонӗнче ача та пулнӑ. Хӗрарӑм медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Полицейскисем ун тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.
Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ пулма урӑх ҫынна шанас пирик сӑмах тухнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ.
Шупашкар хулинчи депутатсен черетсӗр ларӑвӗ ытларикун, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, иртӗ. Унта Денис Спирин хӑйӗн кӑмӑлӗпе ӗҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнине пӑхса тухма пултарӗҫ. Ҫавӑнтах пушаннӑ вырӑн валли конкурс ирттерессине пӗлтерӗҫ.
Ҫав вӑхӑтрах паянхи кун тӗлне илсен, кун йӗркинче пӗр ыйту кӑна пӑхса хӑварнӑ иккен. Унта Владимир Доброхотов депутатӑн полномичийӗ вӗҫленичченех ӑна дептутаран кӑларас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Дорэкс» акционер обществин пуҫлӑхӗ депутат пуканӗнчен хӑтарма ахальтан мар ыйтнӑ. Малтанласа вӑл Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулӗ, депутат вара ҫавӑн пек вырӑнта ӗҫлеймӗ. Спирина отставкӑна ярсан хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑнма пултарӗ.
Пӗлтӗртенпе пирӗн ҫӗршывра Йывӑр хӗрарӑмсен кунне ҫулталӑкра икӗ хутчен палӑртма йышӑннӑ. Ӑна ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май ӗнер Шупашкар хулинчи 1-мӗш клиника больницинчи Амӑшӗн шкулӗнче тӗлпулу иртнӗ.
Унта тӗрлӗ специалист хутшӑннӑ. Пӗрисем кӑкӑр ӗмӗртни ачашӑн мӗн тери усӑллӑ пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, теприсем йывӑр лару-тӑрӑва лексен хӗрарӑмсене кам пулӑшни ҫинчен ӑнлантарса панӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн психологӗ Ирина Кириллова йывӑр лару-тӑрури хӗрарӑмсене пулӑшакан уйрӑм пурри ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл уйрӑм Хусанкай урамӗнчи 29а ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта хӗрарӑмсене виҫӗ уйӑх усраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |