Театра юратакансене пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх кадеми драма театрне Мускаври Арбатра вырнаҫнӑ Вахангов ячӗллӗ театр гастрольпе килӗ. Шупашкар ҫыннисене культура учрежденийӗ Александр Пушкинӑн «Пиковая дама» повеҫӗпе лартнӑ моноспектакль кӑтартӗ.
Спектакльте — Раҫҫей халӑх артисчӗ Евгений Князев тата театрӑн оркестрӗн артисчӗсем.
Евгений Владимирович куракана асамлать-тыткӑнлать теҫҫӗ унӑн пултарулӑхӗпе паллашнисем. Спектакльте ҫавӑн пекех музыкантсем пулӗҫ: клавесинпа — Надежда Кашкина тата Наталья Туриянская, флейтӑпа — Ольга Жевлакова, скрипкӑпа — Полина Евланова, гитарӑпа — Андрей Чернышов.
Моноспектаклӗн музыка ертӳҫи — Татьяна Агаева.
Иртнӗ эрнере Шупашкарти Калинин районӗн ЗАГС пайӗ хӑйне евӗр ятсене регистрациленӗ: Аюна тата Добромир.
Аюна ят мӗнле пулса кайнине темиҫе тӗрлӗ ӑнлантараҫҫӗ. Чи анлӑ сарӑлни – тӗрӗк чӗлхинчен: «кӑмӑллӑ», «хитре» тенине пӗлтерет.
Добромир славян чӗлхинчен пулса кайнӑ. Вӑл икӗ сӑмахран тӑрать: «добро» (чӑв. «ырӑ») тата «мир» (чӑв. тӑнӑҫлӑх»). Ҫапла вӑл «нумай ырӑ» е «ырӑлӑхпа пуян» тенине пӗлтерет.
Чӑваш Енре ОМС полисӗпе ЭКО тума пӗлтӗр 120 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫапа 1074 процедура пурнӑҫланӑ, 850 хӗрарӑма ЭКО тунӑ. 674 хӗрарӑма эмбрион вырнаҫтарнӑ. 211 хӗрарӑмӑн ҫие юлнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, кашни 4-мӗшӗн варта ача тӗвӗленнӗ. Ҫапла 192 ача ҫуралнӑ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче 2944 хӗрарӑма ҫураттарнӑ. Виҫӗмҫулхипе танлаштарсан, 2023 ҫулта унта 157 ача ытларах кун ҫути курнӑ. Пӗлтӗр ҫак пульницӑра 65 йӗкӗреш ҫуралнӑ, 2022 ҫулта - 53 йӗкӗреш.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем ултавҫӑсен аллине час-часах ҫакланаҫҫӗ. Телефонпа шӑнкӑравласа хӑратакансен меслечӗсем ҫӗнелсе улшӑнса пыраҫҫӗ. Капкӑна лекес мар тесен тӗп правилӑна пӑхӑнмалла — палламан ҫынпа телефонпа калаҫма кирлӗ мар. Кун пирки паян банксенчен пӗрин учрежденийӗсем Шупашкарти ватӑсене Аслӑ ӑрурисен университетӗнчи заняти вӑхӑтӗнче хытах асӑрхаттарнӑ. Хӑвӑра вӗсенчен ӑслӑрах та чеерех тесе шухӑшласан та вӗсем шӑнман пӑрпа лартса яма пултараҫҫӗ. Тепӗр чухне ҫынна хӑратма тытӑнаҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра ачасем те ултавҫӑсен капкӑнне лекеҫҫӗ. Вӗсем мессенджерсени ют каҫӑпа иртеҫҫӗ те, контента пӑхнӑ хыҫҫӑн «Куншӑн укҫа тӳлемелле», — текен ҫыру килет. Ача ман укҫа ҫук тесе турткалашсан алисен банк карттипе татӑлма хушаҫҫӗ.
Шупашкарти «Университет» микрорайонти шкул<h2></h2>а 2022 ҫулхи ҫулла тума тытӑннӑ. Ун чухне ӑна 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче туса пӗтерме палӑртнӑ. Ҫулталӑкран влаҫ шкула 2024 ҫул вӗҫнелле кӑна хута ярассине каланӑ.
Анчах Министрсен Кабинечӗн пӗлтӗрхи ӗҫсен кӑтартӑвӗн отчетӗнче ҫак шкула кӑҫал утӑ уйӑхӗнче туса пӗтерессине палӑртнӑ. Эппин, кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкул хӑйӗн алӑкне уҫмалла.
Шупашкарти мӑшӑр «Пятница» телеканал кӑтартакан «Четыре свадьбы» (чӑв. Тӑватӑ туй) проектра мала тухайман.
Аса илтерер: ҫав проекта качча каякан хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе тӑватӑ хӗр чи лайӑх туй ята илессишӗн ӑмӑртать. Пӗр-пӗрин туй кӗпине, каччине, сӗтел ҫине лартнӑ ӗҫме-ҫимене хаклаҫҫӗ. Пурте тенӗ пекех пӗрне-пӗри каҫса каялла хурлаҫҫӗ-тиркеҫҫӗ. Чи пысӑк балл пухнӑ ҫемьене телеканал канма кайма путёвка парать.
Черетлӗ кӑларӑмсенчен пӗрне Шупашкарти 27 ҫулти Еленӑпа Владимир хутшӑннӑ. Хӗр – банк ӗҫченӗ, каччӑ – ландшафт дизайнерӗ. Туй тума вӗсем, хӑйсем ӗнентернӗ тӑрӑх, 900 пин тенкӗ тӑкакланӑ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Социаллӑ адаптацин республикӑри центрӗн социаллӑ патруль ӗҫченӗсем хула тӑрӑх пӗрмаях рейдпа ҫӳреҫҫӗ. Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗсем хулари Калинин районӗнче ҫӳренӗ.
Рейда тухнӑ специалистсем килсӗр ҫынсене ӑҫта тата камсем епле мапа пулӑшнине пӗлтерекен буклетсем валеҫсе ҫӳренӗ. Аса илтерер: маларах асӑннӑ центрта килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем ҫӗр каҫма пултараҫҫӗ, вӗсене ҫухатнӑ документсене тума, кайран интерната вырнаҫтарма пулӑшаҫҫӗ.
Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынна курсан е хӑвӑр йывӑр лару-тӑрӑва лексен ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен 88352-63-13-33 телефонпа шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн Мускав районӗн ЗАГС пайӗ хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачине Тим ят панӑ.
Вӑл Тимоти ятӑн кӗскетнӗ варианчӗ. Грек чӗлхинче Тимотеос ят пур. Тим «Турра хисеп туни» тенине пӗлтерет.
ЗАГС ӗҫченӗсем тин ҫуралнӑ ачан ашшӗ-амӑшне саламланӑ, ачан пӗрремӗш документне, ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑна, панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын ӗҫсӗрлӗх пособине суйса илсе тӑнӑ.
Хулари Мускав районӗн прокуратури тӗрӗслев ирттернӗ те, 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта регистрациленнӗ арҫын ӗҫе вырнаҫсан та пособи илсе тӑнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пек майпа вӑл 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗччен укҫа илсе пурӑннӑ.
Халӗ арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159.2 статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӗрлӗ темӑпа сӑнӳкерчӗксен куравне пӗрмаях ирттереҫҫӗ. Унта ватӑ ҫынсене явӑҫтараҫҫӗ. «Хӗл ытамӗнче» курава 85 ҫулти Вениамин Папченко та хутшӑннӑ. Вӑл учрежденин стационарӗнче пурӑнать.
«Фотокурав валли сӑн ӳкерӗнме ыйтрӗҫ те, килӗшрӗм», — тет иккен мучи.
Центрӑн пресс-секретарӗ Вера Иванова каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Вениамин Петровича сӑн ӳкерме питех те кӑмӑллӑ пулнӑ. «Ӑна кирек епле тӑма ыйтсан та кашнинчех унӑн ӑслӑ сӑнӗ куҫа тӑрӑнать. Вениамин Папченко — нумай вӗреннӗ ҫын. Мучи паян та кӗнеке вулама юратать», — каласа кӑтартать ватӑсене сӑн ӳкернӗ специалист.
Ватӑсен сӑнӳкерчӗкӗсене курсан пурте хавхаланаҫҫӗ: аслисем пурӑнма тата пурнӑҫпа килменме кая юлманнине ӑнланса илеҫҫӗ, ҫамрӑксем вара — тӑнлав пасарсан та хитре ҫын илемлӗ пулса юлассине.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |