Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр пӗр ҫын лавккара ҫын сумккине вӑрланӑ. Пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
41 ҫулти хӗрарӑм хулари лавккасенчен пӗринче, Николаев урамӗнчи супермаркетра, япала хумалли камерӑра хӑйӗн сумккине хӑварнӑ. Каялла тухнӑ чухне пӑхать те сумка ҫухалнине асӑрхать. Хӗрарӑм 5 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснине пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем кӗҫех вӑрра та тытса чарнӑ. Вӑл ҫын килсӗр-ҫуртсӑрскер пулнӑ. 54 ҫулти арҫын ҫӑрана ватса ҫын япалине илнӗ.
Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче иртнӗ эрне вӗҫӗнче ҫӗнӗ прокурор ӗҫе кӳлӗннӗ. Ку должноҫе юстицин аслӑ канашҫине Дмитрий Тимофеева шанса панӑ.
Дмитрий Валерьевич — Шупашкар ҫынни. Вӑл 1979 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи юридици факультетӗнче вӗреннӗ. 2002 ҫулта ӑна прокуратура тытӑмне ӗҫе илнӗ. Малтанласа вӑл Шупашкарти Мускав районӗнче прокурор пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Унтан Чӑваш Енӗн тата Мари Элти прокуратурисен аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. 2020 ҫултанпа вӑл Чӑваш Ен прокуратуринче федераци законодательствине пурнӑҫа кӗртнине тӗрӗслесе тӑракан управлени пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Шупашкарти 6-мӗш пушар чаҫӗнче ӗҫлекен ҫӑлавҫӑсене Барсик ятлӑ кушакпа Гарик ятлӑ йытӑ пулӑшаҫҫӗ. Вӗсене сӑн ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
«Барсик тата Гарик – 6-мӗш пушар чаҫӗн юлташӗсем, вӗсем канмалли кунсенче те постра! Инкеклӗ лару-тӑру министерстви инкек пуласран тӗшмӗш мар, хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнни сыхлани пирки аса илтереҫҫӗ», _ ҫапла ҫырнӑ сӑнӳкерчӗк айне.
Шупашкарти Ботаника сачӗ кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗччен чӑрӑшсене йышӑнать. Унта «Чӑрӑша – иккӗмӗш пурнӑҫ» акци иртет.
Ҫӗнӗ ҫулта усӑ курнӑ чӑрӑшсене унта илсе пыма ыйтаҫҫӗ. Вӗсене вӗтетӗҫ, ваклӗҫ те малалла усӑ курӗҫ. Чӑрӑшсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Иван Яковлев проспекчӗ, 31-мӗш ҫурт. Чӑрӑшсене ӗҫ кунӗсенче те, канмалли кунсенче те илсе килме юрать. Килес умӗн шӑнкӑравласа пӗлтермелле: 8 (8352) 51-02-99.
Шупашкарти 31 ҫулти арҫын Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче ултавҫӑсене 1 млн та 700 пин тенкӗ кусарса панӑ. Йӑлтах раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланнӑ.
Ун патне телефон ҫыхӑнӑвӗн операторӗн ӗҫченӗ ҫыхӑннӑ имӗш. Арҫынран номере упраса хӑварас кӑмӑл пурри-ҫуккипе кӑсӑкланнӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне палламан ҫынсем шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Вӗсем - банк, полици, патшалӑх палӑшӑвӗсен порталӗн ӗҫченӗсем имӗш. Хайхи Шупашкар арҫыннӑн аферистсене тытса чармалла-мӗн. Ҫапла вӑл виҫӗ банкра кредит илсе ултавҫӑсене 1 млн та 700 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкартан Мускава каҫхи авиарейспа вӗҫсе кайма ӗмӗтленнӗ пассажирсен тепӗр ирччен кӗтме тивнӗ.
Асӑннӑ рейспа хутлакан «Победа» авиакомпанин самолёчӗ ҫула 10 сехет те 30 минут кая юлса хускалнӑ.
Шупашкара Мускавран вӗҫсе килнӗ самолёт анса ларнӑ хыҫҫӑн унӑн тӗп шассинче пушар пирки систерекен тытӑм ӗҫлесе кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пилотсем «Тревога» сигнал панӑ. Инкекпе ҫӑлав расчечӗсем ҫийӗнчех ура ҫине тӑнӑ.
Телее, ним те ҫунма пуҫламан. Самолёта ятарлӑ вырӑна туртса илсе кайса лартнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Иван Кирилловичпа Галина Михайловна Львовсем пӗрле 50 ҫул пурӑннине паллӑ тунӑ. Вӗсем икӗ хӗр ӳстернӗ, халӗ тӑватӑ мӑнукпа савӑнаҫҫӗ.
Иван Львович пурнӑҫӗн ытларах пайне строительствӑна халалланӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче инженерта ӗҫленӗ. Галина Михайловна медицина тытӑмӗнче вӑй хунӑ. Вӑл иглорефлексотерапи мелӗпе хӗсӗрлӗхе сипленӗ.
Шупашкарта рельс тӑрӑх ҫӳремен пӑравуспа ярӑнтарӗҫ. Хӗрлӗ тӗҫлӗ ҫӗнӗ аттракциона Гостехнадхор инспекцийӗнче тӗрӗсленӗ.
Унпа ярӑннишӗн 250 тенкӗ тӳлемелле. Пӗчӗк ачасене аслисемсӗр лартмӗҫ.
Маларах эпир Гостехнадзор терӗмӗр те, аттракционсене тӗрӗслесе тӑрать. Пӑравуса туяннӑ чухне хула ертӳҫисем ӑна Мускав ҫыранӗпе ҫӳреттерес ӗмӗтлине пӗлтернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлӗ ӑҫта пулнине чӳк уйӑхӗнченпе пӗлмест. Вӑл полицие пулӑшу ыйтма пынӑ.
Руслан Любинарский чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл килсе курӑнман, тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухман. Хӑйӗнпе ҫумӑн докуменчӗсем те пулман унӑн.
Ҫухалнӑ кун Руслан хура куртка, сарӑ кофта, сӑрӑ джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Унӑн сулахай куҫ харши ҫийӗн суран йӗрӗ пур. Руслана куракансене полицие 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
«Чӑваш Ен» ПТРКн радиожурналисчӗ Алексей Мулянов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 41 ҫулта пулнӑ. Алексейӑн чери йывӑр чир хыҫҫӑн тапма пӑрахнӑ.
Радиора вӑл 2003 ҫултанпа ӗҫленӗ. Вӑл ашшӗн Николай Муляновӑн ҫулӗпе кайнӑ. Пӗрремӗш кунранпах Алексей «Вести – Чувашия» хыпарсен кӑларӑмне хатӗрлеме пуҫланӑ, унтан - «Вести ФМ» кӑларӑма.
Алексей «Столичные вести», «Будни ЖКХ», «Вокруг дорог» кӑларӑмсен авторӗ тата ертӳҫи пулнӑ. Унпа ыран Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра 10 сехетре сывуллашӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |