Ӗнер Шупашкарти суту-илӳпе курав центрӗнче «Ҫӗрулми» курав уҫӑлнӑ. Вӑл паян та ӗҫлӗ.
Пӗрремӗш кунхинех халӑх унта нумай пынӑ. Ӗнер 35 тонна ҫӗрулми сутнӑ. «Шел те, хальлӗхе республикӑра курав валли лайӑх лапам ҫук. Элтепер ӑна тупма тата йӗркелесе яма хушнӑ ӗнтӗ», - палӑртнӑ ял министрӗ Сергей Артамонов.
Курава кӑҫал 20 регионти предприятисем хутшӑнаҫҫӗ. Унта ӑсталӑх класӗсем те иртеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗрулмирен пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫе тутанса курма май пур.
Шупашкар хулинче гаражри машина хыпса илнӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти «Кӑкшӑм-2» гараж кооперативӗнче «Renault Sandero» автомбиль хыпса илнӗ. 2011 ҫулта туса кӑларнӑ машинӑна унӑн хуҫипе тусӗ гараж боксӗнчне тӗксе кӑларма ӗлкӗрнӗ. Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ пушарпа кӗрешекенсем ҫулӑма виҫӗ минутра сӳнтернӗ.
Пушар вӑхӑтӗнче машинӑн пӗр пайӗ сиенленнӗ.
Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 16 автопушар пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм пӗчӗк ачапа декрет канӑвӗнче пулнӑ чух кӑштах укҫа ӗҫлесе илес тенӗ. Мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ курсан ӗҫлеме хирӗҫ маррине пӗлтернӗ.
Таблицӑсемпе презентацисем хатӗрлеме саккас илес тесен хӗрарӑма банкра счёт уҫма сӗннӗ. Унта 60 пин тенкӗ укҫа хумалла тенӗ. Ӗҫ сӗнсе шӑнкӑравлани каланине итлесе хӗрарӑм телефона экран курӑнмалли программа вырнаҫтарнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун патне бакран код килнӗ. Ҫав кодпа усӑ курса ултавҫӑсем ҫамрӑк амӑшӗн укҫине вӑрланӑ та.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта хӗллехи спартакиада иртнӗ. Унта центрта тӑрӑшакансен виҫӗ команди хутшӑннӑ. Кашни командӑра — вуншар ҫын.
Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑннисен хӑйсен хастарлӑхӗпе вӑр-варлӑхне кӑна мар, кирлӗ вӑхӑтра тавҫӑруллӑ пулма пӗлнине те, пӗр-пӗриншӗн кар тӑма пултарнине те кӑтартса пама тивнӗ. Кашни командӑнах пылак парнепе хавхалантарнӑ.
Спартакиадӑна хутшӑнакансене центрӑн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Аркадий Скворцов саламланӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Шупашкарта 19 ҫулти таксист патне икӗ ҫамрӑк пынӑ та хула хӗррине леҫсе яма ыйтнӑ. Унта ҫитсен вара вӗсем водителе багажнике чиксе хунӑ та хӑйсем руль умне ларса Канаша вӗҫтернӗ.
Унта багажникри водитель тарма пултарнӑ. Вӑл кун пирки тӳрех полицие хыпарланӑ.
Машина номерӗсене полици нарячӗсене пӗлтернӗ. Кӗҫех вӗсене асӑрханӑ, чарӑнма ыйтнӑ. Анчах лешсем малалла вӗҫтернӗ, полицейскисем - вӗсем хыҫҫӑн. Каччӑсем тарнӑ чухне ҫул пӑрӑнчӑкӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пӗрне, унччен те судпа айӑпланнӑ 19-ти ҫамрӑка, тытса чарнӑ.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Пролетари урамӗнче ларакан фургонран канфетсем, газлӑ шӗвексем ҫухалнӑ. Водитель машина чӳречи ҫӗмрӗк пулнине, тавар ҫуккине асӑрханӑ та полицие пӗлтернӗ.
Вӑрӑсене Зара ятлӑ йытӑ тупма пулӑшнӑ. Вӑл вӗсен йӗрӗ ҫине ӳксе полицейские ҫав ҫулпа илсе кайнӑ. Вӑрӑсенчен пӗри пурӑнакан ҫурт патне ҫитсен вӑрланӑ тавар урайӗнче выртнине асӑрханӑ. Вӑрӑсем ӳкерсе хӑварнӑ иккен.
Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ виҫӗ каччӑна тытса чарнӑ. Вӗсем унччен те полици аллине леккеленӗ. Каччӑсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем айӑпне йышӑннӑ.
Шупашкарти арҫын савнийӗ пулнӑ хӗрӗ хӑйне пӑрахнине ниепле те йышӑнман. Вӗсем арҫыннӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн уйрӑлнӑ. Хайхискер ӑна вӑрлама шутланӑ.
Арҫын хӗре урамра сыхласа тӑнӑ, ӑна хӑйӗн машинине вӑйпах лартнӑ. Вӑл ҫапла тӗлпулу ирттересшӗн пулнӑ иккен. Анчах хӗр тарма пултарнӑ. Кайран вӑл полицие кайса арҫын тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ.
Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын ҫуралнӑ кунне полицире кӗтсе илнӗ. Ӑна кун пек ҫынна вӑрланӑшӑн 5 ҫул таран тӗрмене лартма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Артем Осипов 7 ҫулта кӑна-ха. Анчах ҫитӗнӗвӗсем унӑн хӑйӗнчен те пысӑк. Артем купӑс каласа юрлама питӗ ӑста.
Нумаях пулмась Артема Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех!» кӑларӑма ӳкерӗнме чӗннӗ. Кун пирки унӑн амӑшӗ Лена Осипова «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче хыпарланӑ.
Пӗрремӗш канал редакторӗ амӑшӗ патне мессенджерта ҫыру янӑ, ӳкерӳ пуш уйӑхӗнче, 9-14-мӗшӗсенче, пулассине пӗлтернӗ. Ӳкерӳ икӗ кун пулмалла. Хӑш кун пымаллине редактор каярахпа пӗлтерме шантарнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар алхасма тытӑннӑ. Инкек Мир проспектӗнчи 72-мӗш ҫуртри иккӗмӗш хутра пулнӑ.
Хӗрлӗ автан ирхи 5 сехет те 30 минтура алхасма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем уҫӑ ҫулӑма 40 минут хушшинче лӑплантарнӑ. Пушара пӗтӗмпех вара ирхи 8 сехет те 34 минут тӗлне сӳнтерсе пӗтернӗ.
Ҫунакан ҫуртран 17 ҫынна, ҫав шутра 2 ачана, эвакуациленӗ.
Пушар, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пирус туртнӑ чух асӑрханманран тухма пултарнӑ.
Шупашкарта 3-мӗш класс ачи палламан ҫынсене амӑшӗн банк карттин номерне панӑ. Кун хыҫҫӑн 34 ҫулти хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчен 5 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ.
9 ҫулти ача компьютер вӑййисене юратнӑ. Пӗрре мессенджерте ун патне скинсем туянма сӗнӳ килнӗ. Ача ҫав ҫынпа ҫырӑннӑ, малтан амӑшӗн банк карттин номерне панӑ, кайран – телефон ҫине килнӗ кода. Ҫапла счет ҫинчен 4800 тенкӗ ҫухалнӑ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие пырса заявлени ҫырнӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |