Паяр ирхине, 5 сехет ҫурӑра, Шупашкарти Мир проспектӗнчи 72-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртран 72 ҫынна урама кӑларнӑ. Ҫав шутра икӗ ача пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара 40 минутран сӳнтернӗ. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Лидия Филиппова чӑваш ҫыравҫи, поэчӗ, журналисчӗ, публицисчӗ нумаях пулмасть шкул ачасемпе тӗл пулнӑ.
Лидия Ивановна халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уявлакан Тӑван чӗлхен пӗтӗм тӗнчери кунне тата Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ.
Литература тӗлпулӑвне Шупашкарти 24-мӗш шкултан пуҫланӑ. Унта, сӑмах май каласан, Лидия Филиппова ывӑлӗ Сентиер те вӗреннӗ.
«Мӗнех калам? Эпӗ кӑмӑллӑ! Шкул аталанать, коллектив анлӑн шухӑшлама пӗлекенскер, шкул ачисем питех те килӗшрӗҫ – ӑслӑ, хитре, ун пеккисем яланах ман кӑмӑла каяҫҫӗ. Флешмоб хатӗрлеме те ӗлкӗрнӗ. Ачасем, тавтапуҫ, эсир – маттурскерсем. Светлана Николаевна, тав сире...» – тесе шӑрҫаланӑ Лидия Филиппова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Гигиена та эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, коклюшпа чирлесси 25 процент ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче республикӑра 48 ҫын ҫак чирпе аптӑранине палӑртнӑ.
Шупашкарта - 25 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 18 ҫын, Патӑрьел округӗнче -4 ҫын, Вӑрнар тӑрӑхӗнче, Ҫӗмӗрлере, Канашра 1-ер ҫын чирленӗ. Пӗтӗмпе 43 ача тата аслӑ ӳсӗмри 5 ҫын коклюшпа чирленӗ. 35-шӗ - прививка тутарманнисем.
Шупашкарти 66 ҫулти хӗрарӑм патне мессенджерта пуҫлӑхӗ ҫырнӑ. Ячӗ, сӑнӳкерчӗкӗ пӗрешкелех пулнӑран вӑл ӑна ӗненнӗ.
Хайхискер каланӑ тӑрӑх, ун ячӗпе такам кредит илесшӗн, ҫавӑнпа ун патне йӗрке хуралӗнчен шӑнкӑравлӗҫ-мӗн. Лешсем чӑнах та унпа ҫыхӑннӑ.
Хӗрарӑм виҫӗ кредит илнӗ. Пӗтӗмпе - 2 миллион та 770 пин тенкӗ. Пӗр кредитне хваттерне салук хурса илнӗ.
Хӑйӗн пуҫлӑхӗпе калаҫсан тин 66 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ гаражсене сӳтессине пӗлтернӗ. Вӗсене ҫитес эрнере сӳтме тытӑнӗҫ. Списока 20 гараж лекнӗ. Вӗсем пурте хулари Калинин районӗнче вырнаҫнӑ.
Ҫывӑх кунсенче Николаев урамӗнчи 18а ҫурт адреспа вырнаҫнӑ 17 гаража сӳтӗҫ, Гагарин урамӗнчи 36-мӗш, Кадыков урамӗнчи 21, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 5-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ гаражсене.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ене ҫитнӗ. Халӗ вӑл Ҫӗрпӳ хулинче. Ҫапла пӗлтерет «Новости Цивильск» телеграм-канал.
12 сехет те 35 минутсенче Президентӑн «Аурус» автомобильсен кортежне Шупашкарта Суту-илӳпе курав центрӗ ҫывӑхӗнчен иртсе кайнине асӑрханӑ. Машинӑсем Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ. Вӗсем Ҫӗрпӳри пӗр урампа пынине ҫынсем видео ӳкернӗ.
Телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путин Рынкӑ салинче нумай ачаллӑ ҫемье патӗнче те пулӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре, Мускав кӗперӗпе «Каскад» суту-илӳ ҫурчӗ хушшинче, Чӑваш Енӗн Пӑрлӑ кубокӗ иртӗ. Ӑна ахалех курма пулать. Ӑмӑрту 12 сехетре пуҫланӗ.
Унта лашасем тупӑшӗҫ. Куракансене хӗрӳ те манӑҫми ӑмӑрту кӗтет. Кунсӑр пуҫне артистсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Лапамра фудкорт ӗҫлӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна суд 7 ҫул та 6 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние хупса хунӑ.
Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫав этем хулари общежитисенчен пӗринче 36 ҫулти кӳрши патӗнче пулнӑ. Иккӗш эрех ӗҫнӗ, унтан тавлашма тапранса кайнӑ. Кӗҫӗнреххи аслӑраххине тапса-ҫапса пӗтернӗ, алла гитара ярса илсе те хӗненӗ.
Йывӑр суранланса пӗтнӗ арҫынна тухтӑрсем те ҫӑлса хӑварайман — вӑл темиҫе кунтан больницӑра куҫне хупнӑ.
Чӑваш наци музейӗ «Старые Чебоксары» (чӑв. Авалхи Шупашкар) конкурс ирттерет. Ӑна республикӑмӑрӑн тӗп хулине пуҫарса янӑранпа 555 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса хутшӑнакансем хула архитектури епле улшӑннипе, хулари урапмсемпе ҫуртсем ылмашса пынине кӑтартса памалла. Конкурса 14 ҫултан аслӑраххисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи ҫурт-йӗр, урамсен, кварталсен, территорисен макетне кӑтартмалла.
Ҫынпа куллен ӗҫлекенсен темле ӑнланманлӑх та сиксе тухма пултарать. Нумаях пулмасть пӗр таксистпа пассажир хушшинче пӑтӑрмах пулса иртнӗ.
Клиент малтан пӗр вырӑна каяс тенӗ иккен, кайран маршрута улӑштарнӑ. Водитель килӗшмен, ман смена пӗтет, хулан тепӗр вӗҫне каяс килмест тесе кутӑнлашнӑ.
Тарӑхса кайнӑ пассажир «Элара» завод тӗлӗнчи ҫул хӗресленнӗ вырӑнта машинӑран анса юлнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл автомобиле урипе хыттӑн тапса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |