Чӑваш Ен ҫитес 7-10 кунра Украинӑри 390 таркая йышӑнмалла. Ҫапла майпа республикӑра пӗр эрне хушшинче куҫса килекенсен йышӗ 1 пин ҫынран иртмелле.
Пӗрремӗш ушкӑн паян килсе ҫитнӗ. Ростов облаҫӗнчен 120 ҫын килнӗ. Темиҫе кунран 140 таркая йышӑнмалла.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫак лару-тӑрупа кашни кун кӑсӑкланать. Вӑл ҫурлан 7-мӗшӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав кун тӗлне республикӑра таркайсен шучӗ 601 ҫынна ҫитнӗ. Украинӑран Чӑваш Ене таркайсем хӑйсем тӗллӗн тӑванӗсем, юлташӗсем патне килеҫҫӗ, ҫавна май вӗсен шучӗ кунсерен ӳсет.
Таркайсене вырнаҫтармашкӑн республика федераци хыснинчен 566 пин тенкӗ илӗ. Ҫак укҫана утӑн 22-мӗшӗнчи лару-тӑруна кура палӑртнӑ.
Атӑлҫи федераци округне илсен, 100 пин ҫын пуҫне ҫын вилессипе Чӑваш Енре чи пысӑк кӑтарту. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ку цифрӑна 2–3 процент чакарма май килнӗ-ха та, ҫапах та ку лӑпланса-савӑнса лармалли сӑлтав мар.
Ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑру темине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевпа ирттернӗ пресс-конференцире те хускатнӑ. Ҫул-йӗр ҫинчи инкексене чакарас тесен Михаил Васильевич шучӗпе ҫулсем тума тата пуррисене юсаса ҫӗнетмелле. 2018 ҫулччен республика лаптӑкӗнче федераци пӗлтерӗшлӗ мӗнпур ҫула юсаса пӗтермелле. Ун валли 10 миллиард тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Сӑр юханшывӗ ҫинче кӗпер тӑвас ыйтӑва татса парассипе те ӗҫлеҫҫӗ имӗш. Унччен вара проектпа смета документацине хатӗрлемелле.
М–7 трассӑна юсанӑ май Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗ патӗнче ҫул ҫаври тума палӑртнӑ.
Ҫитес ҫул Шупашкарти Мускав кӗперне тума федераци хысничнен укҫа килессе шанаҫҫӗ. Пысӑк тӑкаклӑ ӗҫе пурнӑҫлама 1 миллиард та 600 миллион тенкӗ кирлӗ.
Шел те, Шупашкарти 40 ҫулти арҫын Шупашкар районӗнчи Етӗрнекассинче пурӑнакан ашшӗ-амӑшне савӑнтармах тӑрӑшман. Ҫу уйӑхӗн пӗр кунӗнче вӑл, ӳсӗрскер, киле пырсах ҫапӑҫса тухса кайнӑ. Хӑйӗн тыткаларӑшӗпе арҫын виҫӗ преступлени тунӑ тесе пӗлтерчӗҫ Шупашкар район прокуратуринче: хӗненӗ, сывлӑха вӑтам йывӑрлӑхлӑ сиен кӳнӗ, вӗлерессипе хӑратнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗпе хирӗҫме пуҫланӑскер амӑшне вут пуленккипе персе унӑн чӗркуҫҫине ыратарнӑ, ашшӗ енне мрамор татӑкӗ илсе ывӑтнӑ, анчах лешӗ пӑрӑнса ӗлкӗрнӗ. Ашшӗне вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ май «Эпӗ сана вӗлеретӗп. Сирӗн вырӑн ҫӑва ҫинче!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Ашшӗпе-амӑшне сӗрӗмпе вилетӗр тесе те хӑратнӑ. Унтан тӗпелтен вӑл ашшӗне пуҫӗнчен тата кӑкӑрӗнчен чышкӑпа янлаттарнӑ. Алӑри хутаҫӗпе (унта апат-ҫимӗҫ тата эрех кӗленчи пулнӑ) те ҫапса панӑ вӑл пуҫран. Кун хыҫҫӑн ашшӗ урайне йӑтӑнса аннӑ.
Ывӑлӗ ашшӗне «тӑн кӗртнӗ» хушӑра амӑшӗ йӗрке хуралҫисене чӗнме ӗлкӗрнӗ. Лешсем пырса кӗрсе ҫапӑҫакана лӑплантарнӑ, ватӑ ҫынна пульницӑна ӑсатнӑ.
Судра хӗрӗхри арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнман, ӗҫ-пуҫ пирки каласа кӑтартма килӗшмен.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем микроавтубуспа пыракан водителе документсене тӗрӗслеме чарнӑ та… Лешӗн руль умне лармалли права та пулман иккен.
Унӑн правине унччен маларах туртса илнӗ-мӗн. Анчах арҫын пурпӗрех руль умне ларнӑ. Ҫавна май унӑн административлӑ явап тытма тивнӗ.
Саккунпа килӗшӳллӗн ҫакнашкал административлӑ явапа тытакансене 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле, 15 талӑклӑха ирӗксӗр хӑвармалла е 100-200 сехет ӗҫлеттермелле.
Шупашкарти Ленин районӗн миравай тӳри ҫак арҫынна 100 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Йӗркене пӑснӑ арҫынна хулари пӗр управляющи компанине янӑ. Унта вӑл урамсене, картишсене тирпейлӗ, урам шӑлӗ.
Республика Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленет. Шупашкарта Тӑван ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем пурӑнакан ҫуртсен подъезчӗсем ҫине ав «Астӑвӑм ҫӑлтӑрӗ» вырнаҫтараҫҫӗ.
Мускав район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, ҫурлан 7-мӗшӗнче, 15x15 сантиметр калӑпӑшлӑ ҫӑлтӑр Шупашкарти икӗ ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ: Мускав проспектӗнчи 5-мӗш тата Водопровод урамӗнчи 7-мӗш ҫуртсем ҫине.
Пирвайхи «Астӑвӑм ҫӑлтӑрӗсем» Шупашкарта ҫӗртмен 22-мӗшӗнче — Асӑнупа хурлӑх кунӗнче — вырнаҫтарнӑ. Ун чухне «Астӑвӑм страници» патриотлӑх проекчӗн ҫамрӑк хастарӗсем Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи тата К.Иванов урамӗнчи икӗ ҫурт подъезчӗсем ҫине хӗрлӗ ҫалтӑр ҫакнӑ.
Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗсенче хӳтлӗх тупнӑ ватӑсем республикӑри тӗрлӗ вырӑна экскурсие тухса ҫӳреме питӗ юратаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ асӑннӑ центрта ӗҫлекенсем. Нумаях пулмасть Янӑшри тата Ишекри ваттисен ҫурчӗсенче тӗпленнисене Шупашкара кайса кӑтартнӑ.
Хулара чылайранпа пулман ватӑсем тӗп хула татах та илемленнине палӑртнӑ. Вӗсем Чӑваш наци музейне, «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексне, Шупашкар заливне ҫитнӗ. Шыв хӗррипе пӗр сехет уҫӑлса ҫӳренӗ. Унтан пӗр шухӑшлӑ пулса вӗсем чиркӗве кӗрсе тухнӑ, ҫурта ҫутнӑ.
Сӑнсем (5)
«Ирӗклӗх» «Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» ҫыпӑҫтаркӑчсене пур ҫӗре те ҫитерме тӑрӑшать. Организаци ертӳҫи Дмитрий Степанов каланӑ тӑрӑх, чылайӑшӗ общество транспортӗнче хӑйсене ӑнланмасран шикленсе чӑвашла калаҫма вӑтаннӑ. Халӗ вара ҫыпӑҫтаркӑчсене курсан хӑрамасӑрах тӑван чӗлхепе пуплеме пултараҫҫӗ.
«Чӑвашпичечӗ» чӑвашла калаҫма тытӑнсан «Ирӗклӗх» хастарӗсем ҫырусемпе ытти предприятисем патне тухнӑ. «ТАВ» суту-илӳ компанийӗ ҫырӑва пӗрремӗш хуравланӑ.
«Эпир сирӗн ҫырӑва пӑхса тухрӑмӑр, акцие хутшӑнма хатӗр. Лавккасенчи сутуҫӑсем хушшинче чӑваш чӗлхине пӗлнипе пӗлменни пирки ыйтӑм ирттертӗмӗр. Пур лавккара та, Улатӑртине шута илмесен, чӑвашла пӗлекенсем ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ хуравра.
«Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» тесе ҫырни ҫитес вӑхӑтра «ТАВ» компанин Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Вӑрнарти, Йӗпреҫри, Патӑрьелти, Каҫалти, Шӑмӑршӑри лавккасенче пулмалла.
Чӑваш Ен сӑнав проектне хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн, ял хуҫалӑх техникине газпа чуптармалла.
Республикӑра топливӑн ҫӗнӗ тӗсӗпе халӑха илсе ҫӳрекен 18 автобус усӑ курать. Вӗсенчен кашни 400 пине яхӑн перекетлеме парать-мӗн.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, метан йӳнӗ кӑна мар, экологи тӗлӗшӗнчен таса та. Ҫапах республикӑри транспортӑн 3 проценчӗ кӑна унпа усӑ курать.
Хальлӗхе Чӑваш Енре ҫакнашкал газпа пӗр станци ҫеҫ тивӗҫтерет. Вӑл — Шупашкарта. Тӳре-шара кунашкал станцисене Улатӑр, Патӑрьел, Канаш, Куславкка, Етӗрне районӗсенче тума палӑртнӑ.
Шупашкарти типографисенчен пӗрне рейдерла майпа тытса илесшӗн пулнӑ. Ку фактпа тӗпчевҫӗсем халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Рейдерла тытса илме хӑтланни — типографи директорӗ-мӗн. Ӑна хирӗҫле юридици сӑпачӗсен пӗрлехи патшалӑх реестрне суеҫтерни тата пысӑк виҫелӗх улталама хӑтланни статьясемпе ӗҫ пуҫарнӑ.
2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫав этем типографи йышне икӗ ҫӗнӗ ҫынна — хӑйне тата хӑйӗн паллаканнине — илни пирки налук инспекцине суя хутсем тӑратать. Вӗсем хушма вклад хушнипе устав капиталне улшӑну кӗртнине те ӗнентерекен йышӑну ҫитерет вӑл. Кӑҫалхи нарӑсра вӑл типографин пӗртен-пӗр харпӑрлӑхҫине, тулли мар яваплӑ обществӑна, типографи пайтаҫисен шутӗнчен кӑларма тесе хутсем хатӗрлесе ятарлӑ органа ярса парать. Предприятин харпӑрлӑхҫин ертӳҫи кун пек тума хӑй ыйтнӑ тесе ӗнентерет. Ҫапла вара патшалӑх реестрне улшӑну кӗртнӗ. Кӑштахран типографин устав капиталне 18 миллион ытла тенкӗ хывнӑ чӑн-чӑн харпӑрлӑхҫӑ ку факт пирки пӗлет те правӑна сыхлакансене пӗлтерет.
Ҫурлан 3-мӗшӗнче Канаш хули ҫуралнӑ кунне тата чукун ҫул ӗҫченӗсен уявне паллӑ тунӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ, ЧР строительство министрӗ Олег Марков, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Вячеслав Александров килнӗ. Ҫавӑн пекех уява Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов, Чулхула чукун ҫулӗн Канаш станцийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Георгиев, Канаш тата Тӑвай епископӗ Стефан хутшӑннӑ.
Олег Марков Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламне вуланӑ. Михаил Васильевич ҫырура Канаш республикӑн транспорт центрӗ пулнине, кунти халӑхӑн пурнӑҫӗ чукун ҫул магистралӗпе ҫыхӑннине палӑртнӑ.
Канаш — республикӑри пысӑк хуласенчен пӗри. Вӑл республикӑн социаллӑ экономика аталанӑвне самай витӗм кӳрет. Кунта ҫуртсем, социаллӑ объектсем ҫӗкленеҫҫӗ, инженери тата транспорт инфратытӑмӗ ҫӗнелет, инвестици климачӗ лайӑхланать, ача ҫураласси ӳсет. Пӗр сӑмахпа — канашсен мухтанмалли пурах. Канаш монохуласен йышне те кӗнӗ ав. Ӑна аталантарас тӗллевпе федераци хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |