Ҫурлан 1-мӗшӗнче Улатӑрта автобус водителӗсен республика конкурсӗ пуҫланнӑ. Чӑваш Республикинчи «Чӑвашавтотранс» патшалӑх унитари предприятийӗн филиалӗсенчи автобус водителӗсен хушшинче суйлав иртнӗ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 39 водитель хутшӑннӑ.
Улатӑрта тупӑшу икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Хула администрацийӗн ҫуртӗнче водительсем ҫул-йӗр правилисене мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ. Хула тӳремӗнче вара руль умӗнчисем хӑвӑртлӑх маневрӗсем тӑвассинче тупӑшнӑ.
Пӗтӗмлетӳ ҫапларах: тӑватӑ номинацире те Ҫӗнӗ Шупашкарти автотранспорт предприятийӗн водителӗ Анатолий Иванов ҫӗнтернӗ. Вӑл руль умӗнче 20 ҫул ытла ларать.
Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти автотранспорт предприятийӗнче ӗҫлекен Виталий Краснов тата Ҫӗмӗрлери автотранспорт предприятийӗнче вӑй хуракан Вячеслав Егоров тухнӑ.
Шупашкарти автотранспорт предприятийӗн водителӗ Ирина Федорова виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Анатолий Иванов — ҫул-йӗр правилисене чи лайӑх пӗлекенни.
Сӑнсем (36)
Йӗпреҫ поселокӗ ҫулсерен ҫурла пуҫламӑшӗнче уява пухӑнать. Кӑҫал ҫурлан 2-мӗшӗнче йӗпреҫсем 121-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.
Илемлетнӗ пӑравус артистсене парка илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн уяв уҫӑлнӑ. Йӗпреҫ районӗн пуҫлӑхӗ Александр Яковлев, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров тата ыттисем етешӗсене уявпа саламланӑ. Александр Яковлев Валентина Ивановӑна, Надежда Масловӑна, Раиса Ивановӑна Йӗпреҫ район администрацийӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Йӗпреҫре ӗҫлекен ытти ҫынсем те грамотӑсене тивӗҫнӗ.
Унтан хӑнасене тата йӗпреҫсене районти ача-пӑча, фольклор, эстрада, ташӑ ушкӑнӗсем сцена ҫинче савӑнтарнӑ. Кун хыҫҫӑн Анатолий Алясов юрӑҫ юрӑсем шӑрантарнӑ. Ҫавӑн пекех уявра Комсомольски районӗнчи Александровка ял тӑрӑхӗнчи «Родники» ансамбль, Вӑрнарти «Тивлет» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, чӑваш эстрада артисчӗсем, Шупашкарти «Волжане» вокалпа инструмент ансамблӗ сцена ҫине тухнӑ.
Уяв спорт ӑмӑртӑвӗсемсӗр иртмен. Йӗпреҫри чи вӑйлӑ ҫын ятне Роман Ковальчик тивӗҫнӗ.
Ҫурлан 2-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра юн паракансен шӑматкунӗ иртнӗ. Унта яланхи донорсемпе ҫак ырӑ ӗҫе пуҫласа пурнӑҫлакансем те хутшӑннӑ.
Тухтӑрсем юн пани ҫыншӑн хӑрушӑ маррине ҫирӗплетнӗ май ҫак процедура валли усӑ куракан мӗнпур инструментпа, йӗппе, юн ямалли тытӑмпа пӗр хутчен кӑна усӑ курнине ӗнентереҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн вӗсене тӳрех утилизацие яраҫҫӗ иккен.
Час-часах юн парсан донорӑн юнӗ ҫӗнелнине кура организм та ҫамрӑкланать имӗш. «Пуринчен хакли — тепӗр ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшни», — теҫҫӗ шурӑ халатлисем. Ҫапах та пурин те юн пама юрамасть. ВИЧ-инфекципе, В тата С гепатитпа, туберкулезпа, малярипе, шалти органсен йывӑр формипе чирлисен донор пулма май килмӗ.
Юн паракансене шӑматкун ирхи саккӑртан пуҫласа кӑнтӑрлахи 12 сехетчен Республикӑри юн илекен станцине йыхравланӑ. Канашра та юн пама май туса панӑ.
Аналитиксем ҫакӑн сӑлтавне темле хаклаҫҫӗ те, анчах тыр-пул пухса илнӗ вӑхӑтра бензин-тлпливо хакланнине хресчен сисмесӗр ирттермест-тӗр. Утӑ уйӑхӗнче бензина ваккӑн тата курттӑмӑн сутмалли хак хӑпарнӑ. Бензин хакӗ тӑрӑх пӑхсан, Шупашкар Атӑлҫи тӑрӑхӗнче малта пыракан виҫӗ хула шутне лекнӗ.
Утӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 31-мӗшӗччен АИ-95 маркӑлли 1,25 процент хакланса тонни 40,5 пин тенке ҫитнӗ, АИ-80 маркӑллин тонни 1,56 процент хӑпарса 32,5 пинпе танлашнӑ. АИ-92 йышши 0,52 процент ӳснӗ. Дизель топливи кӑна хакланман. Шупашкарти нефть базинче ӑна пӗр тоннине 33,3 пин тенкӗпе туянма май килнӗ.
Халӗ ваккӑн сутнине тишкерер. Пуринчен ытла АИ-92 маркӑлли хӑпарнӑ. Вӑл 2 процент, е 61 пус, хакланнӑ та ӑна литрне 31 тенкӗ те 15 пуспа сутма тытӑннӑ. АИ-95 56 пус (1,66 процент) хӑпарнӑ. Ӑна 34 тенкӗ 34 пуспа сутнӑ. А-76 1,4 процент, е 40 пус, хакланнӑ май утӑ уйӑхӗнче уншӑн 28 тенкӗ те 90 пуспа ыйтнӑ. Ваккӑн сутакан дизель топливи 22 пус (0,69 процент) хӑпарнӑ. Ҫапла вара иртнӗ уйӑхра ӑна 32 тенкӗ те 27 пуспа сутнӑ.
Ҫак кунсенче Шупашкарти «Перфектум» издательствӑра Галина Зотова пухса хатӗрленӗ «Первая награда отца» (чӑв. Аттен пӗрремӗш награди) ятлӑ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна автор хӑйӗн укҫипе кӑларнӑ.
Кӗнекене Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономне, Етӗрне районӗнчи «Заветы Ильича» (чӑв. Ильич халалӗ) колхозра агрономра, тӗп агрономра тата 16 ҫул хушши колхоз ертӳҫинче тӑрӑшнӑ Александров Вячеслав Александровича халалланӑ. Кӗнекери хайлавсене вырӑсла, чӑвашла тата акӑлчанла ҫырнӑ.
Хуплашкине Александр Велькин, макетне Рина Димитриева хатӗрленӗ. Кӗнеке ӑна пухса хатӗрлекен Зотова Г.В. ҫинчен каласа панипе уҫӑлать. Унтан Алексей Зотовӑн «Семья — семь Я» статьи, Вячеслав Александровичӑн биографийӗ, Галина Зотовӑн «Первая награда отца» тата «Атте халапӗ» калавӗсем, Вячеслав Александров хайланӑ сӑвӑсем вырӑн тупнӑ.
Етӗрне районӗн сайчӗ кӑҫал Вячеслав Александровичӑн 85 ҫулхи юбилейӗ ячӗпе самаях пысӑк материал вырнаҫтарчӗ. М.И. Ильина хатӗрленӗ ҫак статья та кӗнекере кун ҫути курнӑ. Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри шкулта та Александрова халалласа уяв ирттерчӗҫ, шкулти биологи учителӗ, Александровсен кӗҫӗн хӗрӗ, Валентина Константинова ку уявра тунӑ «Жизнь прожить — не поле перейти» (чӑв.
Шупашкарти «йӑрӑм ҫулсене» («зебрӑсене») ҫӗнӗ технологипе килӗшӳллӗн тума пуҫлӗҫ. Шурӑскер малашне сарӑ пулӗ. «Зебрӑн» тӗсӗ кӑна мар, материалӗ те улшӑнӗ.
Унччен усӑ курнӑ сӑрӑ вырӑнне термо- тата сивӗ пластикпа усӑ курӗҫ. Вӑл ҫанталӑк тӑрук улшӑннине лайӑх чӑтать. Ку кӑна мар. Ҫак материалӑн 30% — кантӑк хӑмпӑсем. Ҫакна пула вӑл «тимӗр урхамахӑн» фара ҫутипе йӑлтӑртама тытӑнать.
Ҫӗнӗ технологипе усӑ курса 50 «йӑрӑм ҫула» улӑштарма палӑртнӑ. Хальлӗхе ку сӑнав. Ҫӗнӗ технологи ҫирӗплӗхне хӗлле тӗрӗслеме май пулӗ. Ун чухне ҫанталӑк сивӗ, «тимӗр урхамахсем» те шинисене улӑштараҫҫӗ.
Ырантан, ҫурлан 1-мӗшӗнчен, пуҫласа Шупашкарти Гагарин кӗперне юсама тытӑнӗҫ. Ҫавна май транспортсене унтан ҫӳреме сӗнмеҫҫӗ.
Ҫурлан 1–18-мӗшӗсенче транспортсене сылтӑм енӗсемпе сахалрах ҫӳреттерӗҫ. Ҫак тапхӑрта икӗ еннелле каякансем те ҫул варрипе ҫӳрӗҫ. Унта ун чухне юсав ӗҫӗсем пымӗҫ.
Хула кунӗ хыҫҫӑн, ҫурлан 18-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 8-мӗшӗччен, транспортсене ҫул варрипе ҫӳреме чарӗҫ. Ҫак вӑхӑтра сылтӑм енчи ҫулсемпе ҫӳреме май пулӗ.
Паян «Шупашкар: 500 ҫул» парка ача-пӑча «Сывлӑх ташшине» тухнӑ. Акцие Украинӑран килнӗ шӑпӑрлансем те хутшӑннӑ. Вӗсем чӑваш юррине итлесе авкаланнӑ. Хӑнӑхтарусене инструктор кӑтартса пынӑ.
Ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗн специалисчӗ Лариса Бобина каланӑ тӑрӑх, акцие Хула кунне халалланӑ. Украина ачисене чӑваш ташши урлӑ чӑваш культурипе паллаштарнӑ.
Мероприятие 100 ытла ача килнӗ. «Сарпике» халӑх ансамблӗн ертӳҫи вӗсене хӑнӑхтару кӑтартса пынӑ. Ачасем вара юрӑ юрланӑ, алӑ ҫупнӑ, тӑпӑртатнӑ.
Аса илтеретпӗр: утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫарнӑранпа «Сывлӑх ташши» «Шупашкар: 500 ҫул» паркра кашни кӗҫнерникун 11 сехетре иртет.
Шупашкарти Ленин районӗнчи 2-мӗш лицей директорӗн икӗ хутчен административлӑ явап тытма тивнӗ. Пӗрремӗшӗнче — ашшӗ-амӑшӗнчен шкула юсама, унта хурал тытнишӗн тӳлеме, хушма персоналпа татӑлма тата ытти тӗллевпе ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухнишӗн. Иккӗмӗшӗнче — маларах каланӑ кӑлтӑка пӗтерме хушсан та ним пулман пекех малалла пӑснӑшӑн. Тӗрӗсрех каласан, прокурор саккунлӑ ыйтнине хӑлхана чикменшӗн.
Укҫа малтан епле пухнӑ, ҫавӑн пекех пуҫтарнине прокуратура тепӗр хут тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн тепӗр хут административлӑ ӗҫ пуҫарса суда ярса панӑ. Шкул директорне 2 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Ҫак кунсенче Китайра ҫулсерен иртекен «Miss All Nations 2014» пӗтӗм тӗнче конкурсӗ вӗҫленнӗ. Унта Раҫҫей чысне Чӑваш Ен моделӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкарти Анна Сушко, Шупашкарти Татьяна Ивановӑпа Анна Черкесова — хӳтӗленӗ.
Хӗрсем илемлӗх конкурсне хутшӑнасси йывӑр ӗҫ пулнине палӑртнӑ. Кашни кун иртен пуҫласа ҫӗрлеччен — репетици, фотосесси, шоу. Анна Черкесова ятарласа конкурс валли юрӑ ҫырнӑ. Ӑна вӑл «Пултарулӑх мисӗ» конкурсра шӑрантарнӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне конкурс йӗркелӳҫисем пынӑ та юрра ҫыртарма сӗннӗ. Ҫак юрӑ конкурс гимнӗ пулма пултарӗ-мӗн. Анна килӗшнӗ.
Конкурсра тӗрлӗ ҫӗршыври пикесем пулнӑ. Кашни хӑйӗн чӗлхипе калаҫнӑ. Ҫавӑнпа чӑваш хӗрӗсен испанла, китайла, ытти чӗлхепе кӑштах калаҫма хӑнӑхма тивнӗ.
Чӑваш Ен пикисем илемлӗх конкурсӗнче палӑрнӑ. Татьяна Иванова — ТОП-8, Анна Сушко ТОП-5 списока кӗнӗ. Анна «Туслӑх мисӗ» ята тивӗҫнӗ. Анна Черкесова вара «Шарм мисс» ятпа таврӑннӑ.
Конкурсра 3-мӗш вырӑна Китай хӗрӗ йышӑннӑ. Иккӗмӗшӗнче — Германи пики. Коронӑна Боливири модель тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |