Шупашкарта кашни шӑматкун хускану тума пуҫлӗҫ. Ҫав кунсенче ирхи 10 сехетре пурне те Лакрей вӑрманӗнче, «Шупашкар: 500 ҫул» паркра, «Низами» тата «Спартак» стодионсенче, ЧР Наци вулавӑшӗн, «Салют» тата Трактор тӑвакансен культура керменӗсем умӗнче кӗтеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех «Университет» микрорайонта, Шумилов урамӗнчи 17-мӗш шкул, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 37-мӗш шкул умӗсенче, Хӗрлӗ тӳремре, Атӑл леш енче те хускану тӑвӗҫ.
Лакрей вӑрманӗнче спорт уявӗпе килӗшӳллӗн ташӑ, фитнес-аэробика, йога енӗсемпе ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Хуласенче кӗркунне «Кӗр парни» уйӑхлӑх йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗчӗ. Хальхи иртнӗ вырсарникун уҫӑлнӑ.
Кун пек уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче хуласенчи суту-илӳ вырӑнӗсене ял хуҫалӑх таварне туса илекенсене ирӗклӗн усӑ курма май параҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра вырӑн укҫа ыйтмаҫҫӗ.
Шупашкара илсен, тӗп суту-илӳ вырӑнӗсене Ҫурҫӗр ярмӑрккӑра, «ДАР» тулли мар яваплӑ обществӑра тата «Николаевский» суту-илӳ комплексӗнче йӗркеленӗ. Тӗп хулара кӑна мар, республикӑри район центрӗсенче те «Кӗр парни» халӑха кӗтет. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче уйӑхлӑх ӗҫлеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫурлан 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӗҫ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен тытӑнса Шупашкарти тепӗр ултӑ шкула сусӑр ачасем вӗренме ҫӳрейӗҫ. Тӗп хулари иккӗмӗш, ҫиччӗмӗш, вуннӑмӗш, хӗрӗхмӗш, аллӑмӗш тата аллӑ пиллӗкмӗш шкулсенче юсав ӗҫӗсем вӗҫленеҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Шупашкарта 463 сусӑ ача шкулта вӗренет, вӗсенчен 103-шӗ килте пӗлӳ илет. «Ирӗклӗ тавралӑх» федераци программипе килӗшӳллӗн шкулсене ятарлӑ оборудованипе пуянлатма 10 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ.
40-мӗш шкула илсен, сӑмахран, унта урапапа кӗме пандус туса панӑ, классене кӗмелли алӑк уратисене илнӗ, алӑксене сарнӑ. Сусӑр ачасем валли сенсор пӳлӗмӗ уҫнӑ. Туалета та сусӑрсене кӗрсе тухма меллӗ пултӑр тесе йӗркеленӗ.
Чӑваш Енри кивӗ ҫуртcем ҫинче вӗсене хӑҫан сӳтессине кӑтартакан таблицӑсем ҫакса хумалла. Ҫапла хушнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев иртнӗ шӑматкун районсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура.
Ҫынсене кивӗ ҫуртсенчен куҫарас ӗҫ хальхи вӑхӑтра малтанхи тапхӑрта пырать иккен. Ӑна 2013–2014 ҫулсене палӑртнӑ пулнӑ. Кивӗ ҫуртсенчен 3824 ҫынна куҫармалла. Хальлӗхе вӗсенчен пӗрре-пиллӗкмӗш пайӗ кӑна куҫарайнӑ. Ҫӗнӗ ҫуртсене, республикӑн Стройминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 85 процент хатӗрлесе ҫитернӗ. Шупашкарта сахалтарах: 47 процент. Строительство министрӗ республика Элтеперне ӗнентернӗ тӑрӑх, халӗ ку енпе ыйту тавраш ҫук. Малтан шанчӑксӑр подрядчиксем ура хунӑ пулсан, халӗ ыйту татӑлнӑ имӗш.
2017 ҫулччен 860 кивӗ ҫурта сӳтсе унта пурӑнакансене ҫӗнӗ ҫӗре куҫармалла.
Шупашкарти театрсем премьерӑсем хатӗрлеме тытӑннӑ. Ара, сезон уҫӑласси те инҫех мар-ҫке.
К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансем валли тӑватӑ премьера хатӗрлет. Артистсем отпускран таврӑнсан чи малтанах иртнӗ сезона пӗтӗмлетнӗ.
Аса илтерер: иртнӗ сезонра, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра, Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакль чи лайӑххи пулнӑ. Нина Яковлева вара хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан ятне илнӗ. «Мунча кунӗ» спектакль Ӗренпурта Атӑлҫи федераци округӗнчи театрсен фестивалӗнче чи интереслӗ 5 спектакль йышне кӗнӗ.
ЧР Аслӑ сучӗ Г.Лебедев ячӗллӗ чӑваш наци лицейӗн корпусӗсене Шупашкарти Граждан урамӗнчех хӑварма, пысӑк юсав ӗҫӗсем ирттерме йышӑннӑ. Эппин, лицей кӗҫех республикӑри пултаруллӑ ачасене йышӑнма пултарӗ.
ЧР Аслӑ сучӗн залне лицей шӑпишӗн пӑшӑрханакансем пухӑннӑ. Унччен районти судра выляса янӑ ашшӗ-амӑшӗ, вӗрентекенсем алӑ усман — Аслӑ суда аппеляци панӑ. Суд вара вӗсен майлӑ пулнӑ.
Анчах, чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх, лицей ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑнсан унта, унчченхипе танлаштарсан, ача виҫӗ хут сахалрах вӗренӗ. Ҫавна май унта вӗренме килекенсен ҫирӗп суйлав витӗр тухма тивӗ.
Музыка енӗпе те вӗрентӗҫ. Кунсӑр пуҫне лицей статусӗпе килӗшсе тӑракан квалификациллӗ вӗрентекенсемпе воспитательсене шырама тивӗ. Йӑлтах — хула влаҫӗн аллинче. Лицее муниципалитет харпӑрлӑхӗнчен республикӑнне куҫарма май килмен.
Кунта пӗлтӗрех пӗчӗк юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Ун чухне хыснаран уйӑрнӑ 1 миллион тенкӗпе душ пӳлӗмӗсене ҫӗнетнӗ. Анчах лицей ӗҫне икӗ ҫул каялла ишӗлес хӑрушлӑх пур стенашӑн чарса лартнӑ. Халӗ ӑна юсмашкӑн кӑна 9 миллион тенкӗ кирлӗ. Анчах юсав ӗҫӗсем хӑҫан тытӑнасси паллӑ мар-ха.
Республикӑри районсенчен тата ытти регионсенчен килнӗ чӑвашсем кашни ҫулах хула кунӗнче Чӑваш наци конгресне кӗрсе тухаҫҫӗ тесе пӗлтерет конгресӑн информаци службин ертӳҫи Зоя Яковлева.
Кӑҫал та ЧНК алӑкӗ вӗҫӗм уҫӑ тӑнӑ темелле.
Тӗп хуламӑр уявӗнчи каҫ вара ҫынсем тӑван юрра-ташша курса савӑнма Чӑваш наци конгресӗн ҫурчӗ умне васканӑ. Кунта Лариса Долина концертӗнчен те кая мар халӑх пуҫтарӑннине пӗлтерет ЧНК сайчӗ. ЧНК культура комитетне ертсе пыракан Елена Османова юрӑҫ чи малтанах конгрес президентне Николай Угаслова сӑмах панӑ. Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ хула ҫыннисене тата хӑнасене Шупашкар ҫапла капӑр пулнишӗн хӗпӗртенине пӗлтернӗ, уяв ячӗпе саламланӑ.
Ун хыҫҫӑн икӗ сехет ытла чӑваш эстрада юрӑҫисем урам тулли пуҫтарӑннӑ халӑха тыткӑнланӑ. Кунта тинтерех ҫеҫ Путин Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ Чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров хӑйӗн «Янра, юрӑ» ушкӑнӗпе, Сарӑту хулинче пурӑнакан Эльвира Никитина, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Павлов, Евгений Николаев, Андрей Кузнецов, Людмила Кинер, Любовь Гордеева тата ытти юрӑҫсем пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн варринче республикӑри районсен ентешлӗхӗсен йӑлана кӗнӗ «Туслӑх кубокне» ҫӗнсе илессишӗн ирттернӗ ӑмӑртусенче хальхинче нихӑҫанхинчен те нумайрах спортсмен (пурӗ 21 команда) тупӑшнине пӗлтерет «Хыпар» хаҫат Петр Сидоров статйинче.
Пӗтӗмӗшле зачетра малти виҫӗ вырӑна йышӑнакан командӑри атлетсене хавхалантарма Шупашкар хула пуҫлӑхӗн Л.И. Черкесовӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 230 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкар хули 545 ҫул тултарнине халалланӑ XXII спартакиадӑра чи малтан шывра ишекенсем ӑмӑртнӑ. Икӗ хӗрпе икӗ арҫынран тӑракан 2*2 эстафетӑра пӗрремӗш вырӑна Улатӑр район ентешлӗхӗн команди тухнӑ. Ҫак коллектив чысне Алтышево ялӗнчи вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексӗн бассейнӗнче ӑсталӑха туптанӑ ишевҫӗсем хӳтӗленӗ.
Ҫивӗч кӗрешӳре 2–5-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Шупашкар тата Красноармейски районӗсен ентешлӗхӗсен ишевҫисем лайӑх ӑмӑртнине те палӑртнӑ. Юлашки виҫӗ вырӑна Ҫӗрпӳ, Комсомольски тата Куславкка районӗсен командисем йышӑннӑ.
Волейболистсен ҫивӗч кӗрешӗвӗ «Спартак» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче пилӗк куна тӑсӑлнӑ.
Тин кӑна Шупашкарта 2-ри ача 9-мӗш хутри чӳречерен ӳксе вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Тепӗр кунхинех, ҫурлан 18-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта инкек пулнӑ.
Женя Крутова урамӗнчи пӗр ҫуртӑн 7-мӗш хутӗнчен 5 ҫулти хӗрача тухса ӳкнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача кухньӑра пӗччен пулнӑ. Чӳрече янахӗ ҫине юнашар ларакан пуканпа усӑ курса хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Лешӗ йывӑрӑша чӑтайман.
Кӑҫал ҫулла тӑватӑ ача чӳречерен ӳксе вилнӗ. Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче 4-ри хӗрача 6-мӗш хутран ӳкнӗ. Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче 1,5 ҫулти хӗрача 10-мӗш хутран ӳкнӗ. Тепрӗр инкек ҫурлан 17-мӗшӗнче пулнӑ.
Ӗнер «Стрижи» авиаци ушкӑнӗ Шупашкартан хӑйсен авиабазине вӗҫсе кайнӑ. Летчиксем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсене Шупашкар хули килӗшнӗ.
Юлашкинчен авиаторсем тӗп хулана тепӗр хут тӗлӗнтерме шухӑшланӑ-мӗн. Шоу вӑхӑтӗнче МиГ самолетӑн пӗр летчикӗ ҫӳл тӳперен сӑн ӳкернӗ. Унта «Стрижи» ушкӑна сӑнакан 200 пин ҫын кӗнӗ. Сӑна 300 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкернӗ.
«Хаклӑ шупашкарсем! Ӑшшӑн кӗтсе илнӗшӗн тав тӑватпӑр. Пире сирӗншӗн вӗҫме, ҫӗр ҫинчи сирӗн хӑвата туйма питӗ хавас пулчӗ», — тенӗ 11 пилот тата 32 механик вӗҫсе каяс умӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |