Ҫак кунсенче Шупашкарта наркотик сутса услам туса пурӑннӑ 1986 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Тара илсе пурӑнакан унӑн хваттерӗнче 8 килограмма яхӑн ҫав усала тупса палӑртнӑ. Вӗсене вӑл 100 грамран пуҫласа 300 грамм таран виҫепе сутса пурӑннӑ иккен. Арҫыннӑн хваттерӗнче наркотике тултармалли хатӗрсем те пулнӑ. Туртмалли ҫав сӑтӑрлӑ япалана арҫын тӗнче тетелӗ урлӑ ярӑнтарнӑ. Ун килӗнче тупнӑ наркотике укҫа ҫине куҫарсан 10 миллион тенкӗрен иртет иккен.
Ку фактпа халӗ тӗпчевҫсӗем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Наркотике вӑл ӑҫтан илнине палӑртасшӑн, Чӑваш Ене епле лекнине пӗлесшӗн.
Наркотик сутса укҫа туса пурӑннӑ арҫынна саккун ӗмӗрлӗхе хупса хума ирӗк парать.
Паян Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсем ирхи зарядкӑна йышпа пуҫтарӑнса тухнӑ иккен. «Взгляд» информаци агентстви хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсемшӗн ку мероприяти тӑкаклине ӗнентерет.
Спортпа массӑллӑ мероприятие хутшӑнакансене спорт символикиллӗ калпакпа шарф туянма хушнӑ пулать. Унӑн хакӗ — 400 тенкӗ имӗш. Ун пирки ҫӳлерех асӑннӑ агентствӑна Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче ӗҫлекенсем систернӗ имӗш.
Ҫыхнӑ тавара хулари пӗр компанисенчен пӗринче хатӗрленӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Шупашкарти Лев Толстой урамӗнче пурӑнакансем аптӑраҫҫӗ. Вӗсем патне пыма ҫул ҫук-мӗн: васкавлӑ медпулӑшу та, пушарнӑйсем те килеймеҫҫӗ.
Кунта пурӑнакан Зоя Терехина ав ҫавна пула пенси укҫисӗр тӑрса юлнӑ. Вӑл хӗлле пӑрлак ҫулпа шыв турттарнӑ. Унччен те пулмасть ҫунашка ҫинчи бидон ӳкнӗ те автомобиле лекнӗ. Лешӗ унран 8 пин тенкӗ ыйтнӑ. Анчах хӗрарӑм итлемен. Кун хыҫҫӑн адвоката 5 пин тенкӗ, нотариуса — 800 тенкӗ, шар курнине 17 пин те 100 тенкӗ тӳленӗ…
Кунта лайӑх ҫанталӑкра та урапа кӗреймест-мӗн. Васкавлӑ медпулӑшу машини тӑвайкки таран ҫеҫ пырать. Чирлӗ ҫынна унта йӑтса утмалла. Халӑх чиновниксенчен 2010 ҫултах пулӑшу ыйтнӑ-мӗн. Лешсем ыйтӑва пӑхса тухма шантарнӑ. Унтан хыснара укҫа ҫуккине пӗлтернӗ. Ҫынсем тепӗр ҫулхине те тӳре-шара патне ҫитнӗ. Каллех — ҫав истори.
ЖКХ урам программӑна кӗрейменнине пӗлтернӗ. Ӑна юсасси чи малтанах хулари Мускавр район администрацийӗнчен килет-мӗн.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн васкавлӑ медпулӑшу паркне ҫӗнетнӗччӗ. Ун чухне 39 урапа Шупашкара, Ҫӗнӗ Шупашкара лекнӗччӗ. Вӗсене хыснари укҫапа туянмаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ ҫӗнӗ урапасен уҫҫине тыттарнӑ. Вӗсем Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Канаш, Тӑвай районӗсенче, Канаш хулинче ӗҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх министрӗ Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, вӗсем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ. Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Федоров автомобильсем сахал ҫӗмӗрӗлнине, вырӑна 20 минутра ҫитнине палӑртнӑ. «Пӑкӑсем» пулнӑ чухне ҫеҫ кӑшт кая юлаҫҫӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ урапасем хӑтлӑ, ӑшӑ. Вӗсене кондиционерсемпе тата сигнал тытӑмӗпе тивӗҫтернӗ. Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн ҫӗнӗ автомобилӗсене Ҫӗмӗрлене тата Улатӑра яма палӑртнӑ.
Хальхи вӑхӑтра хваттер тара парса пурӑнакансем питӗ нумай. Республикӑра ун йышшисем 2,8 пин ытла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗр пӳлӗмлӗ хваттершӗн уйӑхне вӑтамран 7,7 пин тенкӗ ыйтаҫҫӗ, иккӗллишӗн — 10 пин тенкӗ. Ку цифрӑсене ҫак эрнери правительство ларӑвӗнче асӑннӑ.
Республикӑн Стройминӗн специалисчӗсем тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳсене 1,9 пин ытла асӑрханӑ иккен. Ҫав шутран 80 проценчӗ Шупашкара пырса тивет, 17 проценчӗ — Ҫӗнӗ Шупашкара. Кунсӑр пуҫне ҫурт-йӗре сехетлӗхе, талӑклӑха тара паракансем йышлӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫынсем ҫапла майпа услам туса пурӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем налук тӳлемеҫҫӗ. Налук тӳлес пулсан хула администрацийӗн хыснине ҫулталӑкне 80–100 миллион тенкӗ таран хушма укҫа кӗмелле.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн шучӗпе ку енпе мунципалитет влаҫӗсен управляющи компанисемпе тата ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсемпе пӗрле пулса ӗҫлемелле. Депутасен те ку енпе хастартарах пулмалла. Тара паракансем пирки пӗлтерме шанчӑк телефонӗсем туни те пӑсас ҫук.
Халӑх тетелӗсенче общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсен ячӗсене тӗрӗс мар ҫырнине хӗрӳ сӳтсе явма тытӑннӑ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ҫитес вӑхӑтра тӳрлетме шантарнӑ.
Шупашкарсем нумаях пулмасть «Русский драмМатический театр» тата «Больница скорой медЕцинской помощи» чарӑнусем тупӑннине асӑрханӑ. Чарӑну ячӗсене улӑштарасси РФ Президенчӗ Владимир Путин килнипе ҫыхӑннӑ-ха. Анчах унччен ятсене вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ тӑк халӗ — пӗр чӗлхепе ҫеҫ. Ҫитменнине, йӑнӑш ҫырнӑ.
Татьяна Ильина журналист та кунпа кӑмӑлсӑр. Унӑн шухӑшӗпе, ку — килпетсӗр. Пирӗн республикӑра икӗ патшалӑх чӗлхи-ҫке-ха. «Путин 2006 ҫулта Чӑваш Ене килнӗ чухне ӑна чӑвашла юрлани килӗшнӗччӗ. Халӗ те икӗчӗлхелӗхе хирӗҫ пулмӗччӗ ахӑртнех», — тенӗ Татьяна Ильина.
Шупашкарти ЖКХ чарӑну ячӗсене тӳрлетме шантарнӑ. «Тавах асӑрханӑшӑн», — тенӗ вӗсем.
«Гелий Иванов — пирӗн ентеш, медицина службин подполковникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ — ҫак кунсенче 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать», — тесе пӗлтерет «Пурнӑҫ ҫулӗпе» Элӗк район хаҫачӗ.
Гелий Иванов 1934 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Кураккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Хирлеппуҫӗнчи ҫичӗ класлӑ шкулта пӗлӳ пухнӑ. Малалла пӗлӗвне Гелий Иванович Элӗк вӑтам шкулӗнче тӑснӑ. 1951 ҫулта алла аттестат илнӗ ҫамрӑк Питӗрти (ун чухне Ленинград пулнӑ) С.М. Киров ячӗллӗ ҫарпа медицина академине ҫул тытнӑ. 1957–1959 ҫулсенче тинӗс ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ.
Элӗк ен каччине суйласа илни професси тӑван тавралӑхран аякка илсе ҫитерет. 1959 ҫултанпа Гелий Иванович Балти флочӗн шыв айӗнчи кимӗсем ҫинче ӗҫлеме пуҫлать. 1966 ҫултанпа Юрмала хулинче «Майори» санаторире аслӑ диетолог пулса тӑрӑшать. 1972–1980 ҫулсенче вӑл Калининградри тинӗс ҫарӗн аслӑ училищинче вӗрентет.
80-мӗш ҫулсенче Гелий Иванов Чӑваш Ене таврӑнать. Шупашкарта тухтӑр пулса ӗҫлет, тӗп хулан 1-мӗш пульницинче профсоюз комитетӗнче вӑй хурать.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра автобус тӗрӗслевӗ пырать. Сусӑрсене турттарма меллӗ автобуса хӗснӗ газпа ҫӳреттереҫҫӗ-мӗн. Ӑна Шупашкарти 15-мӗш маршрутпа ҫула кӑларнӑ.
Автобус хӑйне епле кӑтартнине икӗ эрне сӑнӗҫ. Хальлӗхе ҫур эрне ытларах кӑна иртнӗ-ха.
Газпа чупакан техника ҫутҫанталӑка сиен сахал кӳрет тесе ырлаҫҫӗ. Топливо хакӗ те кун пек самай йӳнӗрех ларать-мӗн.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра автомобиль транспортне газ моторӗ ҫине куҫарассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ун йышшисем хальлӗхе республикӑра – 18 автобус.
Сӑнсем (5)
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн РФКП фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннӑ ҫынсем ыйтнипе РФ Президентне Владимир Путина телеграмма янӑ.
Дмитрий Евсеев унта авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемпе тӗлпулу ирттерме, вӗсене ҫурт уйӑрса парас ыйтӑва уҫӑмлатма ыйтнӑ.
Телеграммӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче авариллӗ ҫуртри ҫынсем митинг ирттернӗ. Вӗсем ҫурта аркатма тытӑннӑ хыҫҫӑн йывӑрлӑхра-мӗн. Вӗсем Владимир Путин юпа уйӑхӗнче Шупашкара килнӗ май тӗлпулу ирттерме ыйтнӑ.
Авӑнӑн 26-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнчери ядерлӑ хӗҫ-пӑшала пӗтерессишӗн кӗрешмелли кун, Нью-Йоркри ПНО штаб-хваттерӗнче «Тӗнче валли — ӳнер — 2012» конкурс ҫӗнтерӳҫисен ӗҫӗсен куравӗ пулнӑ. Унта пирӗн ентешӗн ӗҫӗ те лекнӗ.
2012 ҫулта ҫав конкурса 92 ҫӗршыври 6,5 пин ачан ӗҫӗ ҫитнӗ. Чи лайӑх 12 ӗҫре пирӗн ентешӗн те пулнӑ. Вӑл — Шупашкарти 12-мӗш шкулта вӗренекен Евгений Угольников. Унӑн ӗҫӗ 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ, ӑна ПНО ҫулсерен кӑларакан календаре кӗртнӗ.
Конкурсра ачасене тӗнче тетелӗнче хӗҫ-пӑшалпа кӗрешессине хирӗҫ видеофильм пӑхма сӗннӗ, унтан хут ҫине хӗҫ-пӑшалсӑр тӗнчене мӗнле курнине ӳкерме каланӑ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнче Раҫҫей ачисем валли экскурси ҫулҫӳревӗ ирттернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |