Ҫак уйӑхра «Вӑрман пуххи» республикӑри акцин черетлӗ тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Йӗркелӳҫӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна вӑрманти чӗр тавара пухас, вӑрмана упрас тата чӗртсе тӑратас тӗллевпе ирттернӗ.
Мероприятие йыхравласа шкул лесничествисем тата экологипе биологи пӗрлешӗвӗсем пӗлтерӳсем хатӗрленӗ, ҫӑка вӑррипе йӗкел пуҫтарма чӗннӗ. Пуҫтарнине ачасем вырӑнти вӑрман хуҫалӑхӗсене панӑ.
«Вӑрман пуххи» акции вӑхӑтӗнче пуш уйӑхӗнче ҫӑка вӑррипе 8,2 килограмм, хыр йӗкелӗ 149 килограмм пухнӑ. Ун чухнехи акцие Куславкка, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне районӗсенчи ачасем хутшӑннӑ.
Авӑн–юпа уйӑхӗсенче акцие хутшӑннисем юман йӗкелӗ 2299 килограмм пухе, туя вӑрри — 15 килограмм. Хальхинче Куславкка, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсенчи ачасемсӗр пуҫне Вӑрнар районӗнчи тата Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулинчисем те пухнӑ.
Акци пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти «Юманлӑх» шкул лесничестви (ертӳҫи — Лидия Краснова) ҫӗнтернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери сахӑр диабечӗпе кӗрешмелли кун. Ӑна 1991 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери диабет федерацийӗпе Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ йышӑннӑ.
Ку куна уяв тесе йышӑнмалла мар. Ӑна сахӑр диабечӗн хӑрушлӑхӗ пирки ҫынсене каласа кӑтартассине ӳстерес, чиртен асӑрхаттарас, ӑна аталанма парас мар, чирлисен пурнӑҫ пахалӑхӗпе пурнӑҫ тӑршшӗне ӳстерес тӗллевпе туса хунӑ.
Эрнекун Республикӑри эндокринологи диспансерӗ (вӑл Шупашкарти 139-мӗш Стрелоксен дивизи урамӗнчи 7-мӗш ҫурт) «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттерет.
«Уҫӑ алӑксен кунӗ» ирхи 8 сехетре врачсен консультацийӗнчен пуҫланать. Йышӑнура эндокринолог, ача-пӑча эндокринологӗ, невролог, офтальмолог, акушер-гинеколог, эндокринолог-подиатр пулӗҫ. Вӗсем 12 сехетчен пырӗ. Глюкоза шайне пӗлме ирхи саккӑртан пуҫласа вуннӑччен 105-мӗш пӳлӗмре юн пама пултарӗҫ.
Кӑнтӑрла иртсен сахӑр диабечӗ пирки лекцисем вулӗҫ, викторина ирттерӗҫ.
«Каҫал» ансамбль Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх культурисен фестивале хутшӑннӑ. Ӑна ахальтен суйламан. Вӑл 2013 ҫулта Шупашкарта иртнӗ тапхӑрта йӑла-йӗрке культурине тивӗҫлипе кӑтартнӑ.
Сочире ансамбль Пӗтӗм Раҫҫейри I фестивале тата халӑх культурин куравне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. «Каҫал» унта чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине — Каҫал тӑрӑхӗнчи туйӑн пӗр пайне — кӑтартнӑ.
Фествиале Раҫҫейри 85 тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗре 1500 ытла ҫын хутшӑннӑ. Унта хутшӑнакансем тата хӑнасем пурте пӗрле Раҫҫей Гимнне юрланӑ.
Куравра Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Людмила Козловӑн алӗҫӗсем те пулнӑ.
Фестиваль пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, «Каҫала» дипломпа чысланӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗнче Владимир Павлов, Светлана Лаврентьева, Николай Кисалов, Валерий Гаврилов, Владимир Григорьев, Николай Карпов, Петр Баринов, Александр Тарасов, Валентина Хораськина, Александра Морозова, Зоя Морозова, Валентина Константинова, Зинаида Егорова, Лидия Карзакова пулнӑ.
Сӑнсем (23)
Ӗнер Шупашкарта ҫӗнӗ проект пуҫланнӑ. Вӑл «Ҫӗнӗ ҫул картишӗ» ятлӑ. Конкурсра Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсене чи лайӑх ирттерекен картише палӑртӗҫ.
Проект тӗп тӗллевӗ — ҫынсен кӑмӑлне хӑпартасси, тавралӑха уяв сӗмӗ кӗртесси. Унта хутшӑнакансем картишре ирттермелли мероприятисен проектне хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсене 1–10 балпа хаклӗҫ.
Заявкӑсене раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Шупашкар хула администрацийӗн МИХсемпе ӗҫлекен тата ҫамрӑксен политикин управленийӗнче пӑхса тухаҫҫӗ. Конкурс раштавӑн 10-мӗшӗччен иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ятарлӑ комисси палӑртӗ.
Пӗрремӗш вырӑн — 1, иккӗмӗш вырӑн — 2, виҫҫӗмӗш вырӑн — 3 пулӗ. Вӗсене дипломсемпе тата Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсене ирттермешкӗн укҫапа хавхалантарӗҫ.
1-мӗш вырӑншӑн 30 пин тенкӗ парӗҫ, 2-мӗшшӗн — 20 пин тенкӗ, 3-мӗшшӗн — 10 пин тенкӗ.
Шупашкарта коммуналлӑ хуҫалӑх пулӑшӑвӗшӗн тӳлемелли хаксем ҫак уйӑхра 1,2 хутран пуҫласа 3 хут таранах ӳсме пултараҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн наци телекуравӗ пӗлтерет.
Хаксем ҫапла хӑпарни шутлав приборӗсем вырнаҫтарман ҫуртсенче пурӑнакансене ытларах пырса тивмелле теҫҫӗ.
Коммуналлӑ тӳлев хакӗ ӳсни чӳк уйӑхӗнчи квитанцисене юпа уйӑхӗнче ӑшӑ панӑшӑнхи тӳлеве кӗртнипе ҫыхӑнни пирки пӗлтереҫҫӗ. Халӗ ӑшӑ тӳлевне унчченхилле ҫулталӑклӑха пӗр тан пайлама пӑрахрӗҫ те, хӗлле ытларах тӳлеме тивет, ҫулла сахалтарах ларать.
Хаксем хӗлле ҫыртнине счетчиксӑр ҫуртсем уйрӑмах туйса илесси пирки маларах палӑртрӑмӑр-ха. Шупашкарта кун пеккисем 247 ҫурт. Ҫитес вӑхӑтра 121 ҫуртра вырнаҫтармалла. Анчах лартма май ҫукккисем те пур иккен. Счетчиксем вырнаҫтарма 16 миллион тенке яхӑн кирлӗ-мӗн.
Харӑсах тӳлеве йывӑр пулсан коммуналлӑ тӳлев хакне 12 уйӑха пайласа пӗр пек виҫепе тӳлеме ирӗк пур.
Ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетекен уйлӑхсене тасатмалли сооруженисемпе тивӗҫтермелле. Кун пирки Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин ирттернӗ канашлура каланӑ.
Муркаш районӗнчи Шомикра кӑна 4 уйлӑх. Вӗсенчен пӗринче, «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) текеннинче, кӑна пӗлтӗр тасатмалли сооружени хута янӑ. Талӑкра вӑл 50 кубла метр таса мар шыв тасатать. Ӑна тума 10 миллион тенкӗ ытла пӗтернӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин балансӗнчи «Алый парус» (чӑв. Кӗрен парӑс) уйлӑхӑн тата уйрӑм ҫыннӑн «Солнышко» (чӑв. Хӗвел) сывлӑх сиплев комплексӗн пухӑнмалли шӑтӑксем кӑна. «Березка» (чӑв. Хурӑн) ятлинче вӑл та ҫук.
Шомикре вырнаҫнӑ ача-пӑча уйлӑхӗсем патшалӑхӑн вӑрман фончӗн ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Рекреаци зонинче комплекслӑ сооружени вырнаҫтарма юрамасть, пӗчӗккисем кӑна лартма май пур-мӗн.
Апла тӑк уйлӑхсен харпӑрлӑхҫисен хӑйсен тума тивет. Вӗсене тума 4 миллион тенкӗрен тытӑнса 8 миллион тенкӗ таран ларать иккен. Шупашкар хула влаҫӗсем ку ыйту пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Проектпа смета документацийӗ валли 2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче тропика лӗпӗшӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Нумаях пулмасть музейри инкубатортан куколкӑсенчен парусник Румянцева, Парусник лови, Идея Белая, Орнитоптера Золотистая лӗпӗшсем тухнӑ.
Музейра Тӗп тата Кӑнтӑр Африкӑри, Африкӑри, Азири, Австралири лӗпӗшсем те пур. Шупашкарти Олег Григорьев энтомолог вӗсене ятарлӑ фермӑран ҫырӑнса илнӗ, Мускав урлӑ музея илсе ҫитернӗ.
Лӗпӗшсен ҫывӑхранах сӑнама май пур. Вӗсем апельсинран, бананран сӗткен ӗҫнине курма пулать. Лӗпӗшсем пыл шывӗ те ӗҫеҫҫӗ. Вӗсем куракансем ҫине те вӗҫсе лараҫҫӗ.
Курав чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗччен ӗҫлет.
Сӑнсем (13)
Шупашкарти Петров урамӗнчи авариллӗ 9-мӗш ҫуртран ҫынсем тӳре-шара уйӑрнӑ вӑхӑтлӑх вырӑна куҫни пирки унчченех ҫырнӑччӗ. Халӑха пӗрле хӑйсен япалисене илме ирӗк панӑ. Тӳре-шара вара ҫурт умӗнче хурал тӑратма шантарнӑ.
Анчах ҫав вӑхӑтра авариллӗ ҫурта бомжсем куҫ хывнӑ та унти япаласене йӑкӑртма тытӑннӑ. Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннисем нумаях пулмасть унта пухӑннӑ. Куҫ умне ҫӗмрӗк чӳречесем, алӑксем тухса тӑнӑ.
Ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, бомжсем чӳречесене ҫӗмӗрсе пӑрӑхсене, пралуксене, пластик чӳречесене, алӑксене йӑтса тухнӑ. Ҫурт ҫывӑхӗнче полици ӗҫченӗсем те, хурал та пулман-мӗн.
Ҫынсем полицейскисене ҫийӗнчех чӗннӗ. Анчах бомжсем вӗсем ҫитнӗ тӗле тарма ӗлкӗрнӗ. Пӗрине ҫавах тытса ӗлкӗрнӗ. Ӑна полицейскисене панӑ. Администраци ӗҫченӗсем те ҫурт патне пынӑ. Вӗсем ҫынсене ҫурт умне хурал тӑратма шантарнӑ.
Сӑнсем (13)
Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин профпатологи центрӗн заведующийӗ пулнӑ хӗрарӑма суд 8 ҫуллӑха условлӑ майпа айӑплама йышӑннӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтне ӑна 4 ҫуллӑха палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне тухтӑра 10 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмӑн сывлӑх сыхлав сферинче ертӳҫӗ пуканне 3 ҫул йышӑнма юрамӗ. Ҫакӑн пек кӑра айӑплава хӗрарӑм сӗтев илнӗшӗн, ҫав шутра хӑратса та, «тивӗҫнӗ».
Следстви комитечӗн республикӑри Следстви управленийӗ тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, хӑйне пӑхӑнса тӑракансенчен хайхи хӗрарӑм 2009 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе 2012 ҫулхи ҫурлаччен 630 пин тенкӗ ытла сӗтев илнӗ. Ҫав укҫана лешсем хавхалантармалли тӳлеврен уйӑрса тӑнӑ. Пама килӗшмесен тӳлеве памассипе хӑратнӑ пулать.
Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Айӑплавпа килӗшмесӗр кассаци ҫӑхавӗ ҫырмалли вӑхӑт — вунӑ кун.
Шупашкара кӗҫех ҫӗнӗ троллейбуссем килсе ҫитмелле. Чӳкӗн 6-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ Сарӑтури «Энергомашсервис» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Шупашкар ҫӗнӗ икӗ троллейбус туянать.
Пӗр троллейбус 4,15 миллион тенке кайса ларать. Хӑтлӑ троллейбуссем Чӑваш Ене 30 кунра килмелле. Вӗсене маршрута раштав уйӑхӗнче кӑларма палӑртаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи йышши троллейбуссем хӑтлӑхпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Унта лармалли 23 вырӑн. Пӗтӗмпе 113 ҫын кӗме пултарать.
Троллейбуссене энергие перекетлемелли хатӗрпе тивӗҫтернӗ. Ӑна туса кӑларакан савут вӑл 14 ҫул йӗркеллӗ ӗҫлессе шантарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |