Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Аттепе вулатпӑр!» коворкинг (акӑлчанран куҫарсан ку сӑмах ӗҫе пӗрле пурнӑҫланине пӗлтерет) иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ун йышши мероприятисенчен пӗри ҫывӑх вӑхӑтра Хӗрлӗ Чутайӗнче йӗркелессине те ун чух каланӑччӗ. Ҫапла вара виҫӗм кун ку мероприятие хӗрлӗ чутайсем ирттернӗ.
Аса илтеретпӗр, «Пиншер вулакан ашшӗ» авто-флешмоба Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ йӗркелет. Ӑна валли вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ.
Юпан 2-мӗшӗнче авто-флешмоб Чутай тӑрӑхне ҫитнӗ. Йышра Чӑваш Республикинчи хӗрарӑмсен канашӗн пайташӗ Галина Белгалис ҫыравҫӑ, Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн чи вулакан ашшӗ Александр Кузьмин, чӑваш эстрада юррисен «Эмине» ансамблӗн солисчӗ Евгений Николаев, маларах асӑннӑ вулавӑшӑн ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ.
Хӗрлӗ Чутайӗнчи культурӑпа кану центрӗнче вулакан ашшӗсем, асламӑшӗсем, ачасем, библиотекарьсем пухӑннӑ. Мероприятие хутшӑннӑ вырӑнти район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов вулас йӑлана ачасене хӑнӑхтармаллине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарти Мускав районӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 2538 ачана шута илнӗ. Нумаях пулмасть, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Анголӑран Чӑваш Ене вӗренме килнӗ арҫынпа хӗрарӑм хӑйсен 1-мӗш ачине регистрациленӗ.
Вӗсем — И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем. Ҫак кунсенче кун ҫути курнӑ хӗрачана Карла ят панӑ. Ҫамрӑксене ача ҫурлани ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑсӑр пуҫне Мускав район администрацийӗ саламлӑ открытка тыттарнӑ.
Юпан 1-мӗшӗнче призыв пуҫланнӑ. Кӑҫал унчченхи пекех 12 уйӑх хӗсметре тӑрӗҫ. Анчах, ЧР Ҫар комиссариачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи призывниксен уйрӑмлӑхсем те пур.
Республикӑн ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин полковник каланӑ тӑрӑх, аслӑ пӗлӳллӗ яшсем ахаль призыва суйлама е контракт мелӗпе кайма пултараҫҫӗ. Иккӗмӗш мелпе 2 ҫул хӗсметре тӑмалла.
Контракт мелӗ кӑшт уйрӑлса тӑрать. Ӑна пухмалли пункт Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 10-мӗш А ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта йӑлтах ӑнлантарса параҫҫӗ.
Кӑҫалтан республикӑри аслӑ шкулсенче ҫар кафедринче ҫар ӗҫне вӗрентме тытӑнӗҫ. Ку Чӑваш Енре темиҫе ҫул пулман, ҫавӑнпа тепӗр ҫӗнӗлӗх кунти яшсене пырса тивмест. Аслӑ шкулта ҫар кафедринче хатӗрленнӗ яшсем ятарлӑ сбора лекме пултараҫҫӗ. Виҫӗ уйӑхран вӗсем экзамен тытаҫҫӗ. Ӑнӑҫлӑ тытсан вӗсене саппаса яраҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа — ҫар билечӗ илеҫҫӗ те салтака каймаҫҫӗ.
Кӑҫал ҫара Чӑваш Енрен 1204 каччӑ кайӗ.
Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри «Авто-Мото-Донор» ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнӗ. Акци тӗллевӗ — ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнисене пулӑшасси.
Шупашкарта донор пункчӗ юпа уйӑхӗн 6–10-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта — юпан 7-мӗшӗнче, Канашра юпан 8-мӗшӗнче юн илӗҫ. Шупашкарта донорсен Республикӑри юн илекен станцие ҫитмелле (Пирогов урамӗ, 9-мӗш ҫурт). Ҫӗнӗ Шупашкарсен Пионерсен урамӗнчи 20-мӗш ҫурта пымалла. Канаш ҫыннисен васкавлӑ медпулӑшу станцине (Чӑваш Ен: 30 ҫул урамӗ, 13-мӗш ҫурт) каймалла.
Юн паракансен ҫумра паспорт пулмалла. Ҫын юн пама пултарассине медиксем вырӑнта палӑртӗҫ.
Плазмӑна ҫур ҫул упрӗҫ. Кун хыҫҫӑн каллех юн илекен станцине пырса анализсем памалла. Ку юн хӑрушсӑр пулнине ҫирӗплетме кирлӗ. Ӑна кун хыҫҫӑн ҫеҫ сипленмелли учрежденисене илсе кайма юрать-мӗн.
Юн паракансене апатланмашкӑн укҫа параҫҫӗ. Тата вӗсен ӗҫрен икӗ кун канма ирӗк пур.
«Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлу пуҫланнӑ кун, юпан 9-мӗшӗнче, спортсменсен парачӗ иртӗ. Ӑна 1980 ҫулхи ҫуллахи Олимпиадӑн палли Упа ертсе пырӗ.
Унпа пӗрлех Кӑвакал (2008 ҫулта хӑвӑрт утас енӗпе иртнӗ тӗнче Кубокӗн палли) тата Ҫӑлтӑр (2015 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа чемпионачӗн палли) пулӗҫ. Спортсменсен парадне спорт федерацийӗсем, спорт шкулӗсен ушкӑнӗсем, паллӑ спортсменсем, хула предприятийӗсем хутшӑнӗҫ.
Аса илтерер: ҫак кун, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов каланӑ тӑрӑх, ҫӑлтӑрпа хускану тӑвӗҫ. Ӑна паллӑ спорт комментаторӗ Дмитрий Губерниев ертсе пырӗ.
Ӗнер ҫӗрле Шупашкарта пуҫа вырнаҫма пултарайман инкек пулнӑ. Арҫыннӑн ӑссӑрла хӑтланӑвӗ — питӗ тискер.
Ҫӗрле 2 сехет патнелле полицие Фучик урамӗнчи пӗр ҫурт патӗнче пӗчӗк хӗрача виллине тупнине пӗлтернӗ. Ҫакна тума пултарнӑ арҫынна ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав каҫ арҫын пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Хӗрарӑм юлташне ӑсатма кайсан хайхискер ҫывӑракан пӗчӗк хӗрачана, ҫулталӑкрискере, урама илсе тухнӑ та пуҫӗпе асфальт ҫине темиҫе хут ҫапнӑ. Ача сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем ӑна хупмашкӑн ходатайство хатӗрлеҫҫӗ. Арҫын тӗлӗшпе судпа психиатри экспертизи тӑвӗҫ.
Паян Шупашкарти Воробьев композиторсен урамне уҫнӑ. Аса илтеретпӗр, ӑна юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ хыҫҫӑн строительсем ҫине тӑрсах ӗҫлерӗҫ. Хӗвеланӑҫ, хӗвелтухӑҫ тата кӑнтӑр енне выртакан транзитлӑ магистарльсене ҫыхӑнтаракан ҫул Шупашкарӑн транспорт тытӑмӗн шӑнӑрӗ шутланать.
Ӑна юсаса ҫӗнетме 90 миллиона яхӑн тенкӗ тухса кайнӑ. Ҫул сарлакӑшне 17,5 метра ҫити анлӑлатнӑ. 30 ҫул ылмаштарман инженерипе техника сечӗсене улӑштарнӑ. Шыв, газ, ҫыхӑну участокӗсене те юсама лекнӗ. Троллейбус тата ҫутӑ валли ҫӗнӗрен 40 юпа вырнаҫтарма тивнӗ.
Ҫӗнетнӗ урама уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, транспорт тата строительство министрӗ Владимир Филиппов тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Михаил Васильевич ӗҫе вӗҫленӗ ятпа саламланӑ, кӑткӑс участокра тӑрӑшуллӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе тата сехечӗпе «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерсен обществин филиалӗн аслӑ мастерне Сергей Макарова, «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин мастерне Дмитрий Семакина тата Сергей Сергеев монтажника чысланӑ.
«Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑх ӗҫлӗхӗ ҫинчен» саккунпа килӗшӳллӗн усламҫӑсем ӗҫлӗ ҫынсем шутланаҫҫӗ. Ҫапла пулмалла та ӗнтӗ. Усламҫӑ ӗҫӗ ик алла усса ларнипе пулмасть.
Ӗҫсӗр юлнисене вырӑн тупса парас тесе ӗҫлӗх центрӗсем харпӑр хӑй ӗҫне пуҫарма май пурри ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ. Шикленменнисем ҫӗнӗ утӑма хӑюллӑнах тӑваҫҫӗ. Ҫитменнине патшалӑх хыснинчен вӗсем валли укҫа уйӑрса та пулӑшаҫҫӗ. Кам парикмахерски уҫать, кам пӗчӗк кӑна суту-илӳ точки... Урӑх енпе тӑрӑшакансем те пур.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта кӑна ӗҫсӗрсене хӑйсен ӗҫне уҫмаллине ӑнлантарса 5 семинар ирттернӗ. Унта 104-ӑн хутшӑннӑ. Пиллӗк ҫынна кирлӗ хутсене хатӗрлесе пулӑшнӑ, 16 ҫынна ӗҫ пуҫарма укҫа уйӑрса панӑ. Кашнине — 58 пин те 800 тенкӗшер.
Шупашкарти М. Горький урамӗнчи «Заварка» чей клубӗнче чӑваш ӳнерҫисен ыркӑмӑллӑх куравӗ иртет. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пире пӗлтерет. Хӑйсен ӗҫӗсемпе Арина Перцева, Ольга Альфонс тата Атнер Маков паллашма сӗнеҫҫӗ. Курава Арина Перцевӑн хӗрне — Настьӑна — ДЦП чирӗнчен сыватма укҫӑ-тенкӗ пухма йӗркеленӗ. Ӳнерҫӗсен ӗҫӗсене туянма та пулать.
Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем хӑш-пӗр ӳкерчӗксене туянма та ӗлкернӗ иккен. Теприсем укҫан пулӑшу кӳнӗ. Сӑмах май Настьӑна амӑшӗ Германине пӗрре илсе кайса сыватса килнӗ ӗнтӗ.
Арина Перцева Алексей Альфонс ӳнерҫӗн хӗрӗ пулать. Курава вӑл «Черное море. Якорная щель», «Черное море. Лазаревское», «Лазурный берег» тата ытти ӳкерчӗксене, ҫав шутра натюрмортсене те, вырнаҫтарнӑ. Ольга Альфонс — Аринӑн тӑванӗ пулать. В. Суриков ячӗллӗ ӳнер институчӗн студенчӗ курава «Прекрасный край», «Маковое поле», «Портрет в модерне» ӗҫсене илсе килнӗ. Атнер Маков та Ольга вӗренекен институтра пӗлӳ пухать. Куравра унӑн «Сказочная Индия» (чӑв. Юмахри Ӗнчӗ ҫӗршывӗ) ӳкерчӗкпе паллашма май пур.
Чей клубӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх курав юпа уйӑхӗнче те ӗҫлӗ. Сутӑннӑ ӳкерчӗксем вырӑнне ӳнерҫӗсем тепӗр ӗҫсене илсе килеҫҫӗ.
Юпан 4-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче тепӗр хут «Поэтсен балӗ» музыкӑпа поэзи каҫӗ иртӗ. Унта Рустем Галич тата «АrСо» квартет (Сергей Григорьев, Оксана Милицина, Гульсина Григорьева, Надежда Казакова), оперӑпа балет театрӗн солисткисем Маргарита Финогентова, Татьяна Прытченкова хутшӑнӗҫ.
Рустем Галич АПШра, Раҫҫейре, Европӑра гастрольсемпе нумай пулать, ӳнер вулавӗн жанрне сарать. Йӗркелӳҫӗсем поэзи каҫӗ кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ. Ара, унта ҫынсене хаваслӑх парнелеме юратакан чӑн-чӑн профессионалсем хутшӑнаҫҫӗ-ҫке-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |