«Намӑс хӑми» сайтра тем ҫинчен те пӗлме пулать иккен… Кама мӗн килӗшмест — унта ҫыраҫҫӗ.
Пӗрине ав Шупашкарти Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 16-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Кроха» лавккари сутуҫӑн шӑрши килӗшмест-мӗн. «Ҫӑхав» ҫыраканни пӗлтернӗ тӑрӑх, «шӑршлӑ» ҫав сутуҫӑ ытларах ача кӳмисем сутнӑ ҫӗрте ӗҫлет.
«Унран тар шӑрши вӑйлӑ кӗрет!» — ҫырнӑ ҫавскер. Сутуҫӑ лавккана пынӑ ҫынсемпе ырӑ кӑмӑллӑн калаҫмасть-мӗн. Нумаях пулмасть «ҫӑхав» ҫыраканни упӑшкипе унта кайнӑ, ачи валли ҫунашка туянма шухӑшланӑ.
«Ҫунашкана илсе кӑтартма ыйтрӑмӑр. Вӑл аллине ҫӗклерӗ те… эпир ураран чутах ӳкмерӗмӗр. Каярахпа килессине пӗлтерсе тухса шӑвӑнтӑмӑр», — ҫырнӑ хӗрарӑм.
Ҫулла ҫав сутуҫӑран уйрӑмах вӑйлӑ шӑршӑ кӗрет-мӗн. Алӑкранах… Хӗрарӑм «Кроха» лавкка ертӳлӗхне ку тӗлӗшпе мӗн те пулин тума ыйтать.
Хут купӑс сасси кӳршӗ яла та илтӗнет. Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнчи халӑх ку инструмента питӗ килӗштерет. Унта нумаях пулмасть «Выля, хут купӑс, янра, такмак — 2014» конкурс иртнӗ. Купӑсҫӑсен ӑсталӑхне курма 100 ытла ҫын пухӑннӑ.
Конкурса Шупашкарти И.Васильев, Г.Якимов, Л.Захаров, Н.Андреев, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вениамин Смелов, Шупашкар районӗнчи Николай Николаев тата Валерий Никитин хутшӑннӑ. Купӑсҫӑсем ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Пурте чунтан купӑс каланӑ, ҫынсене савӑнтарнӑ. Залри халӑх купӑсҫӑсемпе пӗрле юрланӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ.
Купӑсҫӑсен ӑсталӑхне жюри хакланӑ. Николай Николаев ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. «Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ купӑсҫӑ» номинацире В.Смелов палӑрнӑ. И.Васильев «Купӑсҫӑ — виртуоз» номинацире ҫӗнтернӗ. Л.Захаров «Халӑх юррине чи лайӑх юрлакан» номинацире палӑрнӑ. Нина Федорова — «Такмак чи лайӑх калакан» ята тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енре правӑна ытларах чух ӳсӗрле пӑсаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ иккен йӗрке хуралҫисем. «Ӳсӗр преступленисен» шучӗ Раҫҫейре 29 процентпа танлашть пулсан, пирӗн патра ҫак кӑтарту 42 процент-мӗн. Ӳсӗрсене урӑлтармалли вырӑн уҫсан правӑна пӑсакансен шучӗ чакасса шанаҫҫӗ иккен полицейскисем.
Шупашкарти урӑлтаркӑча темиҫе ҫул каялла хупнӑ. Ку вӑл Раҫҫейри юхӑм пулчӗ-ха. «Киккирикне хӗртнисене» ун чухне пульницӑсене илсе кайса урӑлтарма йышӑнчӗҫ. Шурӑ халатлисем вара хӑйсем патне илсе пынӑ ӳсӗрсенчен 70 процентне тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ мар тесе ӗнентереҫҫӗ иккен. Хыпса лартнӑскерсем пульницӑра шавлаҫҫӗ, пульница йӗркине пӑсаҫҫӗ.
Ӳсӗрсене урӑлтармалли ятарлӑ вырӑн кирлине Чӑваш Енре тахҫанах палӑртаҫҫӗ имӗш. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть Раҫҫей правительстви те хускатнӑ. Унта 100 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласенче урӑлтаркӑчсем кирли пирки калаҫнӑ. Пирӗн патра ку енпе пӗрремӗш утӑма тунӑ та иккен. Урӑлтаркӑч евӗр усӑ курма ҫурт та тупса хунӑ. Вӑл — Шупашкарти Декабристсен урамӗнчи 2 хутлӑ ҫурт. Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствине ҫавӑн валли штат йӗркелеме хушнӑ.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртӑн пӗр подъездне сӳтсе пӗтернӗ. Халӗ экспертсем иккӗмӗш подъездӑн ҫирӗплӗхне тӗрӗслеҫҫӗ. Унтан ҫуртӑн малашнехи шӑпине палӑртӗҫ.
Аса илтерер: ҫурт ҫурӑлма тытӑнсан ҫынсене урӑх ҫӗре куҫарнӑ. Экспертсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унта пурӑнма хӑрушӑ пулнине палӑртнӑ. Ҫавна май пӗр подъездне, 5 хута, аркатма йышӑннӑ.
Хула администрацийӗ йӑтӑнма тытӑннӑ подъезда йӑлтах сӳтсе пӗтернӗ. Нумаях пулмасть ҫӳп-ҫапа пуҫтарса тӑкнӑ. Халӗ юлнӑ пайне тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ. Специалистсен ку тӗлӗшпе чӳкӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетӳ тумалла.
Хальлӗхе икӗ варианта пӑхса тухаҫҫӗ. Хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Павлов каланӑ тӑрӑх, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш подъездсем те авариллӗ, ҫавӑнпа, тен, ҫурта йӑлтах аркатмалла. Иккӗмӗш вариантпа килӗшӳллӗн, юлнӑ икӗ подъезда ҫӗнетмелле, пӗрремӗшне ҫӗнӗрен хӑпартмалла.
Иккӗмӗш варианта суйласан ҫӗнӗ подъезда ҫавӑнтах ҫав калӑпӑшпах хӑпартӗҫ. Кун пек майпа ҫынсем унта ҫитес ҫулхи ҫулла пурӑнма куҫма пултарӗҫ.
Хӑш варианта суйласси юридици саманчӗсенчен, унта пурӑннӑ ҫынсенчен, хыснари укҫаран та нумай килет.
Шупашкарти ача пахчисенче шӑпӑрлансен сывлӑхне ҫирӗплетес тесе чылай тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ача пахчинче фитнеса аталантараҫҫӗ, хускану тӑваҫҫӗ.
Шупашкарти 46-мӗш ача пахчи вара сывлӑха ҫирӗплетмелли ҫӗнӗ меле аталантарать. Нумаях пулмасть «Практика» йога центрӗн вӗрентекенӗсем ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Унта уйрӑмах хал ҫирӗплӗхне, кӗлетке пиҫӗлӗхне тӗрӗсленӗ.
Специалистсем ачасем валли ятарлӑ йога хатӗрленӗ. Пӗчӗкскерсем ларма-тӑма пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсемпе ӗҫлеме вӑй, чӑтӑмлӑх кирлӗ. Ӑсталӑх класне вӑйӑ евӗр ирттернӗ. Ачасем йывӑҫ, кӑткӑ сӑпса евӗр пулнӑ. Ку вӗсене питӗ килӗшнӗ. Ачасем ӗлӗкхи хусканусем пирки, вӗсен усӑлӑхӗ ҫинчен пӗлнӗ.
Шупашкар администрацийӗ андроидлӑ смартфонсем валли меллӗ сервис шухӑшласа кӑларни пирки хыпарлать. Вӑл — «Ӑслӑ транспорт» приложени. Вӑл пулӑшнипе Шупашкарта транспорт чарӑнӑва хӑҫан килесси пирки пӗлме пулать.
Транспорт хӑш вӑхӑтра килнине «Шупашкар-Телеком» панӑ информаци пулӑшнипе пӗлме май пур. Пӗр-пӗр маршрут списокра ҫук тӑк ӑна ГЛОНАСС терминалпа тивӗҫтермен е вӑл ҫавӑн чухне ӗҫлемест.
Серверти вӑхӑт кашни 20–40 ҫеккунтра ҫӗнелет. Унта «пӑкӑсене» те шута илеҫҫӗ. Чарӑнӑва ҫав сӑмаха ҫырса тупма пулать. Кирлӗ чарӑнусен списокне те хатӗрлеме пулать.
Приложенипе андроидлӑ смартфонсемпе е планшет компьютерсемпе усӑ курма пулать. Ӑна PlayMarket урлӑ е www.buscheb.ru сайтран илме пулать.
Шупашкарти студентсем малашне кашни уйӑхра транспортра ҫӳремелли билета саккас памӗҫ. Тепӗр икӗ эрнерен хут билетсем вырӑнне электронлипе усӑ курма тытӑнӗҫ. Ку юлашки вӑхӑтра суя хутлисене тума пуҫланипе ҫыхӑннӑ.
Ҫӗнӗ карттӑсене студентсене пама тытӑннӑ ӗнтӗ. Троллейбусра ҫӳремелли карттӑ шурӑ тӗслӗ, автобуспа каймалли — симӗс. Ҫапла майпа студентсен уйӑхӗн 20-мӗш кунӗнчен пуҫласа 5-мӗшӗччен ятарлӑ терминал урлӑ 650 тенкӗ тӳлемелле пулӗ. 390 тенкине кайран вӗсене банк картти ҫине тавӑрса парӗҫ.
Электронлӑ карттӑна ятарлӑ хатӗр патне тытса билет туянмалла. Пӗрисемшӗн ку меллӗ, теприсемшӗн — япӑх. Ара, хутлине юлташа та вӑрттӑн тыттарма пулать-ҫке-ха. Ҫитменнине, чексем кӗсьере те, сумкӑра та йӑванма тытӑнӗҫ.
Пӑрлӑ ҫумӑр ҫуни ҫитменччӗ, ӗнер Шупашкар ҫине тепӗр ҫутҫанталӑк пӑтӑрмахӗ пырса ҫапнӑ — юр ҫуса тултарнӑ. Паянхи ир тӗлне вара юр хулӑмӑшӗ 10–15 см таран ҫитнӗ.
Кӑнтӑрла тӗлне Шупашкарта урапасем ҫӳрекен ҫулсене чиперех тасатса ҫитернӗ теме пулать, пӗр-пӗр ялсене кӑна техника ҫитеймен. Хулари тротуарсене илес пулсан тӗп урамсенче кӑна юртан тасатма ӗлкӗрнӗ — пӗлтерӗшлех мар вырӑнсенче халӑх юр ашса ҫӳретччӗ. Пӗтӗмӗшле илсен комуналлӑ хуҫалӑхсем хӑйсене япӑх кӑтартнӑ теме ҫук.
Gismeteo портала ӗненес пулсан сивӗ ҫанталӑк пирӗн тӑрӑхра нумайлӑха пырӗ, ҫитес кану кунӗсенче вара палӑртмаллах сивӗтӗ — сывлӑш температури -10 – -14 градус таран анма пултарӗ. Юр мӗн вырсарникунчченех ҫумалла.
Пермьри А.М. Горький ячӗллӗ патшалӑхӑн универсаллӑ вулавӑшӗн ӗҫченӗсем Чӑваш Ене опыт пухма килнӗ. Профессилле тур ят панӑ ҫулҫӳреве тухнисем Чӑваш Енри вулавӑшсемпе паллашас тӗллев лартнӑ. Республикӑн Культура, наци тата архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ютран килнисене пирӗн патри ҫӗнӗлле ӗҫлени илӗртет.
Пермьри вулавӑш ӗҫченӗсем «Регионӑн культура анлӑшӗнче вулавӑшӑн хальхи вӑхӑтри аталанӑвӗн стратегийӗ» пултарулӑх лабораторийӗпе паллашнӑ, республикӑн ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшне ҫитнӗ, Муркаш районӗнчи Кашмашри вулавӑшра «Вырӑнти ҫынсен пурнӑҫӗнче вулавӑш вырӑн йышӑнни» мероприятие хутшӑннӑ.
Ӗҫ опычӗпе паллашнипе пӗрлех хӑнасем Шупашкар тӑрӑх курса ҫӳренӗ. Каҫхине вара Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Нарспи» спектакле кайса курнӑ.
Паян Чӑваш наци конгресӗнче пысӑках мар ушкӑнпа — пурӗ те 15 ҫынна яхӑн пулчӗҫ — чӑваш чӗлхине мӗнле майпа хӳтӗлеме пуласси тавра калаҫрӗҫ. Тӗп ыйтусем шутӗнче шкулсенче пилӗк кунлӑха куҫнӑ май чӑваш чӗлхипе литературин сехечӗсене чакарма май парас марри тата чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тата аталантарас тӗлӗшпе 2–3 ҫулталӑклӑх план хатӗрлеме тытӑнасси пулчӗ.
Ларӑва Валерий Клементьев ертсе пычӗ. Вӑл ЧНК Президенчӗ чӑваш чӗлхин шӑпишӗн пӑшӑрханни пирки пӗлтерчӗ. Чӑн та юлашки вӑхӑтра тӑван чӗлхене «тапӑнни» уйрӑмах уҫӑмлӑн курӑнма тытӑнчӗ — ку шутра шкулсенче вӗренӗве 5 кунлӑха куҫарнӑ май чӑваш чӗлхин сехечӗсене чакарнине те, Шупашкарта спорт канашлӑвӗ умӗн чарӑну ячӗсенче чӑваш чӗлхине «маннине» те илсе кӑтартма пулать. Ҫавӑн пекех Валерий Леонидович ҫакна та палӑртрӗ — иртнӗ Аслӑ Пухуранпа вӑхӑт чылай иртрӗ пулин те вӑл ытларах хут ӗҫӗсемпе пулчӗ имӗш. Халӗ вара, вӑл ыйтусене татса панӑ хыҫҫӑн, ӗҫлеме те вӑхӑт ҫитнӗ.
Егорова Анна Семёновна (вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхи кафедрин ертӳҫи) шкулти вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пирки кӗскен каласа пачӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |