Шупашкарти Чапаев музейӗ 1974 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Вӑл хута кайнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ. Ыран музей юбилейне паллӑ тӑвать.
Уява Василий Чапаевӑн мӑнукӗн мӑнукӗ ҫемйипе пӗрле килӗ. Александр Чапаев музея парне парассине пӗлтернӗ. Вӑл кӗтмен парне пулӗ, ун пирки ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑна паллӑ пулӗ. Ҫакна кӑна систернӗ: парне Василий Чапаевӑн аслӑ ывӑлӗпе Александр Чапаевпа, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Чапаев музейӗнче юсав тата реэкспозици тунӑ.
Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР халӑх артистне Николай Григорьева 85 ҫулхи юбилейпа саламланӑ.
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов Николай Даниловича пӗрлешӗвӗн чи пысӑк наградипе — «Чӑваш Енӗн театр ӳнерне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» медальпе чысланӑ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, унсӑр пуҫне юбиляра унӑн вӗренекенӗсем те саламларӗҫ, вӗсем хушшинче театрти ҫамрӑк артистсем те, культура тата ӳнерсен институчӗн студенчӗсем саламланӑ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ музейра чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприяти иртнӗ.
Унта хутшӑннӑ педагогика наукисен кандидачӗ, профессор, Юлия Дмитриева Александр Васильев композитор Ҫемен Элкерӗн «Хӗн-хур айӗнче» поэми тӑрӑх опера хатӗрлессипе ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ.
Пысӑк Упакассинчи тата Йӗпреҫри шкул ачисем поэтӑн сӑввисене вуланӑ. Нина Ерилеева тата Раиса Евграфова краеведсем тӑван тӑрӑхӗсенче поэта халалласа ирттерекен мероприятисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Шупашкарти комплекслӑ социаллӑ центрӑн «Надежда» хорӗ юрӑсем шӑрантарнӑ.
Юбилярӑн мӑнукӗ Людмила Эльгер пуҫтарӑннисене хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине асра тытнӑшӑн тав туса сӑмах каланӑ.
Шупашкарӑн 555 ҫулхи юбилейӗ ячӗпе мӗнле медаль пуласси паллӑ. Унӑн эскизӗпе Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн председателӗ Евгений Кадышев паллаштарнӑ.
Эскиза ӗнер, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, иртнӗ ларура ҫирӗплетнӗ. «Шупашкар хули 555 ҫул тултарнине халалласа» медале хулан аталанӑвне тӳпе хывнӑ ҫынсене парӗҫ. Чи малтанах – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене. Кандидатурӑсене общество пӗрлешӗвӗсем те, профсоюзсем те, ӗҫ коллективӗсем те, ахаль ҫынсем те тӑратма пултараҫҫӗ.
Паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан Николай Пискун вӑрҫӑ ветеранӗ 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл Украинӑри Житомир облаҫӗнчи Городковка ялӗнче ҫуралнӑ. Юбилей ячӗпе ӑна тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакан тӳре-шара саламлама пынӑ.
Николай Пискуна 19 ҫула ҫитсен ҫара илнӗ. Малтан Николай Иванович пулемётчиксемпе минометчиксене хатӗрлекен училищӗре вӗренет. Анчах вӗренсе пӗтеричченех ӑна фронта янӑ. Курск пӗкки патӗнчи ҫапӑҫса хатӗрленнӗ май вӗсен ушкӑнӗ ҫапӑҫса разведкӑна кӗрсе каять. Унта вӑл урине амантать. Госпитальте виҫӗ уйӑх выртса тухнӑ хыҫҫӑн вӑл салтаксене фронта хатӗрлекен пулса тӑрӑшать. Ҫар службинче 1970 ҫулчченех пулнӑ.
Кайран, Шупашкара куҫса килсен, кунти промышленность тракторӗсен заводӗнче ӗҫленӗ.
Арҫыннӑн арӑмӗ вилнӗ, ывӑлӗ те леш тӗнче уйрӑлса кайнӑ. Паян ӑна арӑмӗн ывӑлӗ пӑхса тӑрать.
Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хуламӑр 555 ҫул тултарнӑ тӗле ҫынсене медаль парасшӑн. Ҫак ыйтӑва ыран, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, иртекен ларура пӑхса тухӗҫ. Унта хальлӗхе награда пирки положение йышӑнӗҫ.
Миҫе медаль кӑларӗҫ? Паллӑ мар-ха. Сӑмах май, Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле юбилейлӑ медальсем кӑларнӑ. Вӗсене тӗп хуламӑр аталанӑвне тӳпе хывнӑ ҫынсене панӑ. Кӑҫал «Госзнак» астӑвӑм банкнотисем кӑларнӑ. Вӑл – укҫа мар. Кунашкал банкнотӑсене ҫамрӑк мӑшӑрсене, 2024 ҫулта ҫуралнӑ ачасен ашшӗ-амӑшне, юбилея паллӑ тӑвас ҫӗре тӳпе хывнӑ ҫынсене, хула конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене, хисеплӗ хӑнасене параҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан Нина Федорова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫак ҫула ҫитсе те Нина Андреевна хӑйне аванах туять. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Юбилей кунӗнче те унӑн юн пусӑмне, чӗре таппине, ӳпкине тӗрӗсленӗ, мӗнле эмелсем ӗҫмеллине палӑртнӑ.
Вӑл чылай йывӑрлӑха парӑнтарнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Нина Андреевна зенитчица пулнӑ. Халӗ унӑн килӗнче ҫыхнӑ япала нумай.
Нина Федорова хӑй тӗллӗнех ҫӳрет, анкартинче те кӑштӑртатма тӑрӑшать. Ыттисене те вӑл пӗр вырӑнта ларма сӗнмест. Ку - унӑн вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ. «Ан наянланӑр, ан чееленӗр. Вара пурнӑҫ сирӗн енче пулать», - тет 100 ҫулти кинемей.
Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне Раҫҫейри паллӑ юрӑҫа Шамана илсе килесшӗн. Кур пирки Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков калаҫса татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, юрӑҫа хыснари мар укҫаран тӳлӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарӑн 555 ҫулхи юбилейне федераци масштабне кӑларасшӑн. «Ку мероприятие федерци шайӗнче кӑтартма пӗлмелле - пӗлтӗр Хусан тунӑ пек», - тесе ҫырнӑ унта.
Шупашкарта пурӑнакан Людмила Васильева тивӗҫлӗ канура чун киленӗҫӗ тупнӑ. Хӗрарӑм полипропилен хӑюран карҫинкка ҫыхать. Вӗсене вӑл питӗ илемлӗ тӑвать. Тӗрлӗ тӗслӗ хӑюпа ҫыхса капӑрлатать. Пысӑкрах карҫинккасем те пур унӑн, пӗчӗкреххисем те.
Муркаш районӗнчи Шомикра ҫуралнӑ хӗрарӑм Вӑрнарти ял хуҫалӑх училищинче вӗреннӗ, Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ заводра тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центра ҫӳрет, унти ал ӑстисемпе тӗрлӗ ӑсталӑха алла илет, хӑй те ыттисене пулӑшма пултарать.
Ылтӑн алӑллӑ хӗрарӑм ӗнер 70 ҫул тултарнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ Алия Феизова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Тутар Сӑкӑт ялӗнче пурӑнать.
Унӑн ашшӗ 1945 ҫулта фронтра пуҫ хунӑ. Амӑшӗ Алиян йӑмӑкӗ 13 ҫулта чухне ҫӗрӗ кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн Алия виҫӗ йӑмӑкӗпе шӑллӗшӗн амӑшӗ вырӑнӗнче пулнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Улатӑр районӗнче окоп чавнӑ, кайран ӑна Мускав облаҫне торф кӑларма илсе кайнӑ.
Алия Керимовна пӗртен-пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Шел те, паянхи кун вӑл пирӗн хушӑра ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |